49-МӖШ СЫПӐК
Галилейӑра ырӑ хыпар сарни тата апостолсене вӗрентни
МАТФЕЙ 9:35—10:15 МАРК 6:6—11 ЛУКА 9:1—5
-
ИИСУС КАЛЛЕХ ГАЛИЛЕЙӐРА ЫРӐ ХЫПАР САРАТЬ
-
ВӐЛ АПОСТОЛСЕНЕ ЫРӐ ХЫПАР САРМА ЯРАТЬ
Иисус икӗ ҫула яхӑн ӗнтӗ ырӑ хыпара ырми-канми сарать. Тен, халӗ сӑваплӑ ӗҫе сахалрах тума пуҫламалла мар-и тата кӑштах лӑпланмалла мар-и? Пачах урӑхла, Иисус тата ытларах ҫӗрте ырӑ хыпар сарас тесе «[Галилейӑри] пӗтӗм хулапа ял тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫынсем хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса» ҫӳреме пуҫлать (Матфей 9:35). Вӑл унта мӗн курнине пула ырӑ хыпара тата анлӑрах сарма кирлине ӑнланать. Ҫавна вӑл мӗнле туса ҫитересшӗн?
Иисус кирек ӑҫта ҫитсен те, вӑл ҫынсене чӑнлӑхран килекен пулӑшупа йӑпату кирлине курать. Вӗсем кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ тата саланса кайнӑ. Вӗсене питӗ хӗрхеннипе вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене калать: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Вӑл Хӑйӗн вырма ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ» (Матфей 9:37, 38).
Иисус мӗнле пулӑшмаллине пӗлет. Вӑл 12 апостолне чӗнсе илет те вӗсене икшерӗн-икшерӗн пайлать, ҫапла вара ултӑ мӑшӑр хыпарҫӑ пулса тӑрать. Унтан вӑл вӗсене мӗн тумаллипе мӗн тумалла маррине тӳррӗн калать: «Суя тӗнлӗ халӑхсем патне ан кайӑр, Самари хулине ан кӗрӗр; чи малтан Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр; ҫӳренӗ чухне: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ“ тесе вӗрентӗр» (Матфей 10:5—7).
Ҫав Патшалӑх вӑл — Иисус тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре асӑннӑ Патшалӑх. Патшалӑх «ҫывӑхарчӗ» тени вӑл Турӑ суйласа лартнӑ Патша, Иисус Христос, ҫӗр ҫинче пулнине пӗлтерет.
Анчах та унӑн вӗренекенӗсем ҫав Патшалӑхӑн представителӗсем пулнине мӗнпе ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ? Иисус вӗсене чирлисене сыватма, вилнисене те чӗртсе тӑратма хӑват парать. Ҫавӑншӑн нимле укҫа та ан илӗр тет вӑл вӗсене. Анчах та апостолсем хӑйсене мӗн кирлипе, калӑпӑр, апат-ҫимӗҫпе, мӗнле тивӗҫтерсе тӑрӗҫ?Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма янӑ чухне вӗсене ҫул ҫине нимӗн те ан илӗр тет. Вӗсен хӑйсен укҫа хутаҫне ылтӑн та, кӗмӗл те, пӑхӑр та чикмелле пулман. Вӗсен хӑйсемпе пӗрле апат валли хутаҫ та, улӑштармалли тумтир те, сандали те илмелле пулман. Мӗншӗн? Иисус вӗсене шантарать: «Ӗҫлекене мӗн кирлине пама тивӗҫлӗ» (Матфей 10:10, ҪХ). Вӗренекенӗсем калакан хыпара йышӑнакан ҫынсем вӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерӗҫ. Иисус калать: «Эсир хӑш киле кӗретӗр, ҫав вырӑнтан кайиччен унтах пурӑнӑр» (Марк 6:10).
Унсӑр пуҫне, Иисус Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара ҫынсене мӗнле пӗлтермеллине вӗрентет: «Пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: „канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле“ тейӗр; килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ. Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, эсир ҫав ҫуртран е ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр» (Матфей 10:12—14).
Тен, вӗсен хыпарне хулипех е ялӗпех итлесшӗн пулмӗҫ. Ҫакӑ унти ҫынсене мӗнле пырса тивӗ? Иисус вӗсене хаяррӑн суд тӑвӗҫ тесе калать. Вӑл ӑнлантарса парать: «Суд кунӗнче Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ» (Матфей 10:15, ҪХ).