Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

54-МӖШ СЫПӐК

Иисус — «пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ»

Иисус — «пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ»

ИОАНН 6:25—48

  • ИИСУС — ТӲПЕРЕН ПАНӐ ҪӐКӐР

Галилея тинӗсӗн хӗвелтухӑҫ енче Иисус тӗлӗнмелле майпа пин-пин ҫынна тӑрантарать. Унтан вӗсем ӑна патшана лартасшӑн пулаҫҫӗ, вара вӑл вӗсенчен тарать. Ҫав каҫ Иисус хумлӑ тинӗс ҫийӗпе утать тата Петра ҫӑлать, мӗншӗн тесен вӑл та, Иисус пек, шыв ҫийӗпе утать, анчах иккӗленме тытӑнсан путма пуҫлать. Ҫавӑн пекех Иисус ҫиле лӑплантарать, тен, ҫапла кимӗ ҫинчи вӗренекенӗсене путасран ҫӑлать.

Халӗ Иисус каллех тинӗсӗн хӗвеланӑҫ енче — Капернаум таврашӗнче. Кама вӑл тӗлӗнмелле майпа тӑрантарнӑ, ҫавсем ӑна тупаҫҫӗ те: «Эсӗ кунта хӑҫан килтӗн?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Вӑл вӗсене эсир мана тепре апат ҫиес шутпа шыратӑр тесе сивлет. Иисус вӗсене «ҫӗрекен апатшӑн ан тӑрӑшӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа пыракан апатшӑн тӑрӑшӑр» тесе ӳкӗтлет. Вара вӗсем: «Турра юрӑхлӑ ӗҫсем тӑвас тесен пирӗн мӗн тумалла?» — тесе ыйтаҫҫӗ (Иоанн 6:25—28).

Тен, вӗсем Саккун тума хушакан ӗҫсем ҫинчен шутлаҫҫӗ, анчах Иисус питӗ хаклӑ ӗҫ ҫинчен калать: «Акӑ Турра юрӑхлӑ ӗҫ — Вӑл Кама янӑ, эсир Ҫавна ӗненӗр». Анчах та халӑх, Иисус мӗн-мӗн тунине пӑхмасӑрах, ӑна ҫавӑн пек ӗненмест. Вӗсем ӑна ҫине тӑрсах паллӑ кӑтартма ыйтаҫҫӗ, ҫапла вара сана ӗненме пултарӑпӑр теҫҫӗ. «Эсӗ... мӗн тӑвӑн? — тесе ыйтаҫҫӗ вӗсем, унтан малалла калаҫҫӗ,— пирӗн аттесем пушхирте манна ҫинӗ, ҫакӑн ҫинчен: „ҫимешкӗн вӗсене тӳперен ҫӑкӑр панӑ“ тесе ҫырнӑ» (Иоанн 6:29—31; Псалом 77:24).

Вӗсем паллӑ кӑтартма ыйтни ҫине хуравласа Иисус ҫав тӗлӗнмелле парнесен чӑн-чӑн Ҫӑлкуҫӗ ҫине тимлеттерет: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн ҫӑкӑра сире Манӑн Аттем парать: Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл ҫӳлтен анать, тӗнчене чӗрӗлӗх [«пурӑнӑҫ», ҪХ] парать». Вӗсем Иисус мӗн каласшӑн пулнине ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа тархаслаҫҫӗ: «Ҫӳлхуҫамӑр! пире яланах ҫавӑн пек ҫӑкӑр парса тӑрсамччӗ» (Иоанн 6:32—34). Анчах та Иисус мӗнле «ҫӑкӑр» ҫинчен калать?

Вӑл ӑнлантарса парать: «Чӗрӗлӗх [«пурӑнӑҫ», ҪХ] ҫӑкӑрӗ — Эпӗ; Ман патӑма килекен нихӑҫан та выҫӑхмӗ, Мана ӗненекенӗн нихӑҫан та ӑшӗ хыпмӗ; Эпӗ ӗнтӗ сире каларӑм: эсир Мана куртӑр, ҫапах ӗненместӗр. [...] Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ; Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла; Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр» (Иоанн 6:35—40).

Ҫак сӑмахсем халӑха ҫиллентерсе яраҫҫӗ, вара иудейсем ӑна ӳпкелеме пуҫлаҫҫӗ. Ӑна хӑйӗн пирки «ҫӳлтен аннӑ ҫӑкӑр» теме кам ирӗк панӑ?! (Иоанн 6:41.) Вӗсемшӗн Иисус вӑл — Назарет хулинчи нимпе те палӑрса тӑман ашшӗпе амӑшӗн ывӑлӗ ҫеҫ. Халӑх ыйтать: «Ку — Иосиф ывӑлӗ Иисус мар-и вара? эпир Унӑн ашшӗ-амӑшне те пӗлетпӗр» (Иоанн 6:42).

«Хӑвӑр хушшӑрта ҫилленсе ан калаҫӑр [«ан ӳпкелешӗр», ҪХ],— хуравлать Иисус.— Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп. Пророксен кӗнекинче: „пурне те Турӑ вӗрентсе ҫитерӗ“ тесе ҫырнӑ. Аттемрен илтсе вӗренекен кирек кам та Ман патӑма килет. Ку сӑмах кам та пулин Аттене курнине пӗлтермест, Турӑран Килнисӗр пуҫне Ашшӗне никам та курман: Вӑл курнӑ Ашшӗне. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать» (Иоанн 6:43—47; Исаия 54:13).

Унччен, Никодимпа калаҫнӑ чухне, Иисус ӗмӗрлӗх пурнӑҫ ҫинчен асӑннӑ та ҫав пурнӑҫа Этем Ывӑлне ӗненнипе ҫыхӑнтарнӑ. Ун чухне вӑл: «Ӑна [Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне] ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр»,— тесе каланӑ (Иоанн 3:14—16). Халӗ вара Иисус темӗн чухлӗ ҫынпа калаҫать, вара вӑл вӗсене мӗнле майпа вӗсем ӑна пула ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултарни ҫинчен, ҫав пурнӑҫа вара манна та, Галилейӑра пӗҫерекен нимле ҫӑкӑр та пама пултараймасть тесе калать. Эппин, ӗмӗрлӗх пурнӑҫа мӗнле илме пулать? Иисус унччен каланӑ сӑмахсене тепӗр хут калать: «Эпӗ — пурӑнӑҫ ҫӑкӑрӗ» (Иоанн 6:48, ҪХ).

Иисус Капернаумри синагогӑра вӗрентнӗ чухне тӳперен панӑ ҫӑкӑр ҫинчен каллех калаҫма пуҫлаҫҫӗ. Ку хутӗнче вара ҫав калаҫу калама ҫук хытӑ хӗрсе каять.