Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

35-МӖШ СЫПӐК

Ту ҫинче каланӑ чи паллӑ проповедь

Ту ҫинче каланӑ чи паллӑ проповедь

МАТФЕЙ 5:1—7:29 ЛУКА 6:17—49

  • ТУ ҪИНЧЕ ВӖРЕНТСЕ КАЛАНӐ ПРОПОВЕДЬ

Иисус ҫӗрӗпе кӗлтунӑ хыҫҫӑн, унтан вӗренекенӗсенчен 12 апостол суйласа илнӗ хыҫҫӑн ывӑннӑ пулас. Ҫав-ҫавах унӑн, кун пуҫлансан та, ҫынсене пулӑшма вӑй та, кӑмӑл та пур-ха. Иисус Галилейӑри ту айккине хӑпарать. Ҫак ту вара вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑ Капернаумран инҫех мар вырнаҫнӑ пулмалла.

Ун патне халӑх пырать. Вӗсенчен нумайӑшӗ аякран килнӗ: пӗрисем кӑнтӑртан — Иерусалимран тата Иудейӑри ытти вырӑнсенчен, теприсем ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫран — тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ Тирпа Сидон хулисенчен. Мӗншӗн вӗсем Иисуса курасшӑн? «Вӗсем Вӑл вӗрентнине итлеме, чирӗсенчен сывалма» пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пек пулса иртет те — Иисус пурне те сыватать. Шутласа пӑхӑр-ха! Чирлисем пурте сывалаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иисус «усал сывлӑш ернипе» асапланакансене те, урӑхла каласан, Сатанан усал ангелӗсем асаплантаракан ҫынсене те сиплет (Лука 6:17—19).

Унтан Иисус тӳрем вырӑн тупать, вара ун тавра халӑх пухӑнать. Унӑн вӗренекенӗсем, уйрӑмах 12 апостолӗ, ун ҫумнерех лараҫҫӗ пулас. Ҫавӑн пек хӑватлӑ ӗҫсем тума пултаракан учителе пурте итлесшӗн ҫунаҫҫӗ. Иисус проповедь калать, ҫавӑнтан ӑна итлекенсем пурте усӑ илме пултараҫҫӗ паллах. Ҫавӑнтанпа ҫав проповедь шутласа кӑларма ҫук нумай ҫынна усӑ панӑ. Эпир те ҫавӑн пек уҫҫӑн та ӑнланмалла каласа панӑ тарӑн чӑнлӑхсенчен усӑ илме пултаратпӑр. Иисус ҫынсем пӗлекен тата вӗсен кулленхи пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем илсе парать. Ҫавна пула чи лайӑх пурнӑҫпа, Туррӑн ирӗкӗпе килӗшсе тӑракан пурнӑҫпа, пурӑнас текенсем пурте Иисусӑн шухӑшӗсене питӗ лайӑх ӑнланма пултараҫҫӗ. Иисус каланӑ мӗнле тӗп шухӑшсем ҫак проповеде питӗ пӗлтерӗшлӗ тӑваҫҫӗ?

КАМ ЧӐННИПЕ ТЕЛЕЙЛӖ?

Кашни ҫын телейлӗ пуласшӑн. Иисус ҫакна пӗлет, ҫавӑнпа чи малтан вӑл кам чӑннипе телейлӗ, ҫавсене сӑнласа парать. Ҫакна пула ҫынсем ӑна тӳрех тимлӗ итлеме пуҫлаҫҫӗ паллах. Анчах унӑн сӑмахӗсем хӑшӗ-пӗрне аптратса-тӗлӗнтерсе яма та пултарнӑ.

Вӑл калать: «Мӗскӗн кӑмӑллисем [«Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланакансем», ҪТ] телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. Йӗрекенсем телейлӗ: вӗсем йӑпанӗҫ. [...] Тӳрӗлӗхшӗн выҫӑхса ҫунакансем телейлӗ: вӗсем тӑранӗҫ. [...] Тӗрӗслӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ: вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. Сире Ман пирки хурласассӑн, хӗсӗрлесессӗн... эсир телейлӗ пулатӑр. Савӑнӑр, хӗпӗртенӗр» (Матфей 5:3—12).

Иисус ҫавӑн пек ҫынсем телейлӗ тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл кунта вӑхӑта лайӑх ирттерекенсен куллипе савӑнӑҫӗ пирки каламасть. Чӑн-чӑн телей вӑл — тата тарӑнрах туйӑм. Ҫакӑ вӑл — кӑмӑл тулни, чун канӑҫлӑхӗ тата тулли пурнӑҫпа савӑнса пурӑнни.

Иисус каланӑ тӑрӑх, кам Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланать, ҫылӑхлӑ пулнӑшӑн хурланать, Турӑ ҫинчен пӗлсе пырать тата уншӑн ӗҫлесе тӑрать, ҫавӑн пек ҫын чӑннипе телейлӗ. Вӗсене Турӑ ирӗкне туса тӑнӑшӑн кураймаҫҫӗ тата хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан та, вӗсем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем Турра юрӑхлӑ пулнине тата хӑйсене Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парассине пӗлеҫҫӗ.

Анчах ҫынсем нумайӑшӗ пуянсем тата хӑйсен кӑмӑлне ҫырлахтарса пурӑнакансем ҫеҫ телейлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Иисус вара пачах урӑхла калать. Унӑн сӑмахӗсем итлекенсене шухӑша яраҫҫӗ пулас. Вӑл калать: «Сире вара, пуянсем, хуйхӑ ҫитӗ! Эсир ӗнтӗ хӑвӑр савӑнӑҫа илтӗр. Халӗ ытлашшипех тутӑскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир выҫӑ аптӑрӑр. Халӗ хавассӑн кулакансем, хуйхӑ ҫитӗ сире! Эсир уласа йӗрсе ярӑр. Сирӗн ҫинчен пурте мухтаса калаҫсассӑн, хуйхӑ ҫитӗ сире! Ӗнтӗ вӗсенӗн ашшӗсем суя пророксене ҫапла мухтанӑ» (Лука 6:24—26).

Мӗншӗн пуянсене, хавассӑн кулакансене тата ыттисем мухтани кама килӗшет, ҫавсене хуйхӑ ҫитӗ? Мӗншӗн тесен ҫыннӑн ҫавсем пур пулсан тата вӑл ҫавсене юратать пулсан, вӑл Турӑшӑн ӗҫлессине шута илме пӑрахма пултарать. Тӗрӗссипе каласан вара, Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнни ҫеҫ чӑн-чӑн телей парать. Тепӗр енчен илес пулсан, Иисус ҫынна чухӑн е выҫӑ пулни кӑна телейлӗ тӑвать тесе каласшӑн мар. Анчах та час-часах шӑпах чухӑн ҫынсем Иисусӑн вӗрентӗвӗсене йышӑнаҫҫӗ, ҫакӑ вара вӗсене чӑн-чӑн телей кӳрет.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки ҫапла калать: «Эсир — ҫӗр тӑварӗ» (Матфей 5:13). Кунта вӑл ахаль тӑвар ҫинчен каламасть паллах. Ҫакна палӑртмалла: тӑвар вӑл — пӑсӑласран сыхлакан япала. Туррӑн храмӗнче парнесем панӑ чухне вӗсене тӑварлас тесе парне вырӑнӗ патӗнче питӗ нумай тӑвар тытнӑ. Ҫавӑн пекех тӑвар пӑсӑлманнине тата ҫӗрменнине сӑнарласа парать (Левит 2:13; Иезекииль 43:23, 24). Иисусӑн вӗренекенӗсем пирки «ҫӗр тӑварӗ» тени вӑл вӗсем витӗм кӳни ҫынсене пӑсӑлма памасть тенине пӗлтерет. Урӑхла каласан, вӗсем ҫынсене Турра пуҫҫапас тӗлӗшрен тата мораль тӗлӗшӗнчен пӑсӑласран сыхланма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем саракан хыпара ҫынсем йышӑнаҫҫӗ пулсан, ҫав хыпар вӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарать.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене кун пек те калать: «Эсир — тӗнче ҫути». Ҫутаткӑҫа савӑт айне мар, ҫутаткӑҫ лартмалли вырӑн ҫине лартаҫҫӗ, вара вӑл «пӳртрисене пурне те ҫутатса» тӑма пултарать. Ҫавӑнпа Иисус ҫапла тума ӳкӗтлет: «Ҫапла сирӗн ҫуттӑр та ҫынсен умӗнче ҫутаттӑр, вӗсем, сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курса, Ҫӳлти Аҫӑра мухтаччӑр» (Матфей 5:14—16).

ИИСУС ХЫҪҪӐН ПЫРАКАНСЕМ ВАЛЛИ ҪӲЛЛӖ ШАЙРА ТӐРАКАН НОРМӐСЕМ

Иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем Иисус пирки Туррӑн Саккунне пӑсакан тесе шутлаҫҫӗ тата нумаях пулмасть ӑна вӗлерме калаҫса татӑлнӑ. Ҫавӑнпа Иисус тӳррӗн калать: «Эпӗ саккуна е пророксен сӑмахӗсене пӑрахӑҫлама килнӗ тесе ан шухӑшлӑр: Эпӗ пӑрахӑҫлама килмен, туса ҫитерме килнӗ» (Матфей 5:17).

Туррӑн Саккунне Иисус питӗ хисеплет, ыттисене те ҫавнах тума ӳкӗтлет. Вӑл калать: «Кам та кам ҫав ӳкӗтсенчен пӗрне те пулин — чи пӗчӗккине те пулин — пӑрахӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет, ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра чи кӗҫӗнни пулӗ». Ҫак сӑмахсемпе Иисус ҫавӑн пек ҫын Турӑ Патшалӑхне нихӑҫан та кӗреймӗ тесе каласшӑн. «Кам ҫавна пурӑнӑҫлать, ҫынсене те ҫапла тума вӗрентет,— малалла калать Иисус,— ҫавӑ Ҫӳлти Патшалӑхра асли пулӗ» (Матфей 5:19).

Ҫынна Туррӑн Саккунне пӑсма хистекен шухӑш-кӑмӑла та сивлет Иисус. Саккунра: «Ан вӗлер»,— тесе каланине палӑртнӑ хыҫҫӑн Иисус малалла калать: «Хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ» (Матфей 5:21, 22, ҪХ). Ҫын ҫине ҫилленсе ҫӳрени питӗ япӑх вӗҫленме — ҫын вӗлересси патне те илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑнпа мирлешес тесе мӗн таран вӑй хумаллине палӑртса Иисус ҫапла ӑнлантарса парать: «Парне вырӑнӗ патне парнӳне илсе пырсан, ҫавӑнта эсӗ тӑвану хӑвна кӳреннине асна илсен, парнӳне ҫавӑнта парне вырӑнӗ умне хӑварса, малтан тӑванупа кайса килӗштер, унтан каялла килсе парнӳне кӳр» (Матфей 5:23, 24).

Саккунри тепӗр ӳкӗт аскӑнланса пурӑнма чарать. Иисус палӑртать: «Эсир авалхисене „ан аскӑнлан“ тенине илтнӗ. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӗрарӑм ҫине [«пӗр вӗҫӗмсӗр», ҪТ] аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матфей 5:27, 28). Кунта Иисус пуҫра пӗр самантлӑха вӗлтлетсе илнӗ аскӑн шухӑш ҫинчен каламасть. Ун вырӑнне вӑл «пӗр вӗҫӗмсӗр... пӑхакан» тенипе проблема мӗн таран пысӑк пулнине палӑртать. Ҫавӑн пек пӑхса тӑнине пула тӗрӗс мар туйӑмсем хӗрсе кайма пултараҫҫӗ, ҫакӑ вара май сиксе тухсан аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫакӑнтан сыхланас тесе ҫын мӗн тума пултарать? Тен, татӑклӑ утӑмсем тума тивӗ. Иисус калать: «Сана сылтӑм куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑлар та ывӑтса яр. [...] Сана сылтӑм аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна кас та ывӑтса яр» (Матфей 5:29, 30, ҪХ).

Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлас тесе хӑйсен кӗлеткин хӑш-пӗр чирлӗ пайӗсене касса илме ирӗк параҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Иисус аскӑн ӗҫ тума илӗртекен аскӑн шухӑшсенчен сыхланмашкӑн пурне те — питӗ хаклине те, калӑпӑр куҫа е алла — «ывӑтса яни» тата кирлӗрех тесе палӑртать. «Ӳт-пӗвӗн пӗр пайне пӗтерни саншӑн пӗтӗм ӳт-пӗве тамӑка [«гееннӑна», ҪТ] пӑрахнинчен лайӑхрах»,— тесе ӑнлантарать Иисус. Геенна (Иерусалим стенисем тулашӗнче ҫунса тӑракан ҫӳп-ҫап купи) — ӗмӗрлӗхех пӗтернине пӗлтерет.

Пире хурлакан тата кӳрентерекен ҫынсемпе хамӑра мӗнле тытмалли ҫинчен те Иисус канаш парать. «Усала усалпа ан тавӑр,— ӳкӗтлет вӑл.— Хӑвна сылтӑм енчен ҫупса яракана тепӗр енне ҫавӑрса пар» (Матфей 5:39, ҪХ). Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем ҫыннӑн, хӑйӗн ҫине е хӑйӗн ҫемйи ҫине кам та пулин тапӑнсан, хӳтӗленме юрамасть тенине пӗлтермест. Иисус кунта ҫупса яни ҫинчен калать, ҫупса ярасса вара ҫынна амантас е вӗлерес тесе мар, кӳрентерес тесе ҫупса яраҫҫӗ. Иисус ҫапла каласшӑн: пире кам та пулин ҫупса ярса е кӳрентерекен сӑмахсем каласа вӑрҫма е тавлашма хӗтӗртсе тӑрать пулсан, хирӗҫ ҫавнашкалах тавӑрма кирлӗ мар.

Ҫак канаш Туррӑн саккунӗнче ҫывӑх ҫынна юратма хушакан саккунпа килӗшсе тӑрать. Ҫавӑнпа Иисус хӑйне итлекенсене ҫапла тума сӗнет: «Хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра... хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр». Вӑл ҫакна мӗншӗн тума кирлине кӑтартас тесе питӗ витӗмлӗ сӑлтав илсе парать: «Эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр; Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать» (Матфей 5:44, 45).

Хӑйӗн проповечӗн ҫак пайне Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туса вӗҫлет: «Ҫӳлти Аҫӑр епле пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ, эсир те ҫапла пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ пулӑр» (Матфей 5:48). Паллах ӗнтӗ, Иисус кунта ҫынсем пур тӗлӗшпе те ырӑлӑхлӑ, е пӗр ҫитменлӗхсӗр, пулма пултараҫҫӗ тесе калас темен. Анчах та эпир, Турӑран тӗслӗх илсе, хамӑр кама юратас тетпӗр, ҫавсен шутне хамӑр тӑшмансене те кӗртме пултаратпӑр. Иисус тепӗр майлӑ та чӗнсе каланӑ: «Аҫӑр епле ырӑ [«хӗрхенекен», ҪТ] кӑмӑллӑ, эсир те ҫавӑн пек ырӑ [«хӗрхенекен», ҪТ] кӑмӑллӑ пулӑр» (Лука 6:36).

КӖЛӖ ТАТА ТУРРА ШАННИ

Иисус хӑйӗн проповедӗнче малалла хӑйне итлекенсене ҫакна тума ӳкӗтлет: «Астӑвӑр, хӑвӑр ырӑлӑх тунине ҫын куртӑр тесе, ӑна ҫын умӗнче ан тӑвӑр». Кам Турра ӗненнипе мухтанас тесе икӗпитлӗ хӑтланать, ҫавсене Иисус ҫапла сивлет: «Ырӑлӑх тунӑ чухне ан шавла... икӗ питлӗ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ» (Матфей 6:1, 2). Урӑхла каласан, ырӑлӑх тунӑ чухне ҫавна пурте курччӑр тесе тумалла мар.

Иисус малалла калать: «Кӗлтунӑ чухне те икӗ питлӗ ҫынсем пек ан пул: вӗсем ҫынна кӑтартасшӑн синагогӑсенче, урам тӑваткӑлӗсенче тӑрса кӗлтума юратаҫҫӗ». Иисус пачах урӑхла тума ӳкӗтлет: «Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне хӑвӑн пӳлӗмне кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту» (Матфей 6:5, 6). Иисус кунта ҫынсем умӗнче кӗлтума юрамасть тесе каласшӑн мар, мӗншӗн тесен вӑл хӑй те ҫавна тунӑ. Вӑл ҫынсене тӗлӗнтерес тесе тата ыттисем мухтаччӑр тесе кӗлтунине сивлет.

Вӑл пухӑннӑ халӑха канаш парать: «Кӗлтунӑ чухне суя тӗнлӗ ҫынсем пек ытлашши [е пӗр япала ҫинчен ҫине-ҫинех] ан калӑр» (Матфей 6:7). Иисус кунта пӗр-пӗр япала ҫинчен темиҫе хут кӗлтуни тӗрӗс мар тесе каласшӑн мар. Вӑл пӑхмасӑр вӗреннӗ сӑмахсене ҫине-ҫине каласа кӗлтуни тӗрӗс мар тесе палӑртать. Унтан Иисус халӑха тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлле калать. Ҫав кӗлӗре вара ҫичӗ япала ҫинчен ыйтнӑ. Малтанхи виҫҫӗшӗ Туррӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк пуррипе тата унӑн тӗллевӗсемпе ҫыхӑннӑ. Унта Турӑ ячӗ хисеплентӗр, унӑн Патшалӑхӗ килтӗр тата унӑн ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе ыйтнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кӑна эпир хамӑра мӗн кирлине: паян пурӑнмалӑх апат пар, ҫылӑхсене каҫар, илӗртӳсем вӑй ҫитнинчен ытлашши ан пулччӑр тата усалтан хӑтар тесе ыйтма пултаратпӑр.

Пирӗншӗн хамӑр пурлӑх мӗн таран кирлӗ те хаклӑ пулмалла? Иисус пухӑннӑ халӑха ҫакна тума ӳкӗтлет: «Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ». Мӗн тери ӑслӑ сӑмахсем! Ҫын хӑйӗн пурлӑхӗсӗр тӑрса юлма пултарать, ҫакӑн пекки сахал мар пулкалать. Унсӑр пуҫне пирӗн пурлӑх пур тесе эпир Турӑ умӗнче хаклӑрах пулса тӑмастпӑр. Ҫавӑнпа Иисус малалла ҫапла калать: «Эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр». Ҫакна эпир Турӑшӑн ӗҫлессине хамӑр пурнӑҫра пуринчен мала хунипе тума пултаратпӑр. Турӑ умӗнче ырӑ ятлӑ пулассине тата пирӗн пулас пиллӗхе, ӗмӗрлӗх пурнӑҫа, никам та пирӗнтен туртса илме пултараймасть. Ҫавӑнпа Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ» (Матфей 6:19—21). Ку чӑнах та ҫапла!

Ҫав шухӑша палӑртас тесе Иисус тӗслӗх илсе парать: «Куҫ — ӳт-пӳ ҫутаткӑҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ куҫу таса пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те ҫутӑ пулӗ; куҫу сывӑ мар пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те тӗттӗм пулӗ» (Матфей 6:22, 23). Пирӗн сӑнарлӑ куҫ тӗрӗс кӑтартать пулсан, вӑл пирӗн ӳт-пӳшӗн ҫутатса тӑракан ҫутаткӑҫ пек пулӗ. Вӑл ҫавӑн пек пӑхтӑр тесен, пирӗн куҫӑн «таса» пулмалла, урӑхла каласан, пӗр япала ҫине пӑхмалла. Вӑл ун пек мар пулсан, эпир пурнӑҫ ҫине тӗрӗс мар пӑхма пуҫлӑпӑр. Туррӑн ӗҫӗ ҫине пӑхас вырӑнне пурлӑх ҫине пӑхма пуҫласан, пирӗн ӳт-пӳ «тӗттӗм пулӗ», вара пире «тӗттӗмми», е япӑххи, патне туртма пуҫлӗ.

Унтан Иисус шухӑшлаттаракан тӗслӗх илсе парать: «Никам та икӗ хуҫана ӗҫлесе тӑраймасть: вӑл е пӗрне юратӗ, тепӗрине курайми пулӗ; е пӗриншӗн тӑрӑшӗ, тепӗриншӗн тӑрӑшмӗ. Турӑшӑн та, пуянлӑхшӑн та ӗҫлеймӗр» (Матфей 6:24).

Иисуса итлекенсенчен хӑш-пӗрисем пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илесси пирки пӑшӑрханаҫҫӗ пулмалла. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене Турӑшӑн ӗҫлессине пуринчен мала хуратӑр пулсан, ун пирки пӑшӑрханма кирлӗ пулмӗ тесе шантарать. «Вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхӑр-ха,— тесе калать Иисус,— вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ; вӗсене сирӗн Ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать» (Матфей 6:26).

Унтан Иисус ҫавӑнтах ту айккинче ӳсекен хирти лилисем ҫине кӑтартать. Вӗсем пирки мӗн калама пулать? Иисус ҫапла палӑртать: «Темӗн тӗрлӗ чаплӑ Соломон та ҫав пӗр чечекӗ пек тумланайман». Вара Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Паян пур, ыран кӑмакана ҫеҫ пӑрахмалли хирти курӑка та Турӑ ҫав тӗрлӗ тумлантарать пулсан, сире тата лайӑхрах тумлантармӗ-и Вӑл?» (Матфей 6:29, 30.) Иисус ӑслӑ-тӑнлӑ канаш парать: «Эппин, „пирӗн мӗн ӗҫес?“ е „мӗн ҫиес?“, е „мӗн тӑхӑнас?“ тесе ан пӑшӑрханӑр... сире мӗн кирлине Ҫӳлти Аҫӑр Хӑй пӗлсе тӑрать. Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, Турӑ ирӗкне туса тӑрассишӗн тӑрӑшӑр, ытти вара пурте пулӗ сире» (Матфей 6:31—33).

ПУРӐНАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА

Апостолсем тата ытти тӳркӑмӑллӑ ҫынсем Турра юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнасшӑн, анчах та вӗсене, вӗсен лару-тӑрӑвне шута илес пулсан, ҫавна тума ҫӑмӑлах мар. Сӑмахран, фарисейсем нумайӑшӗ ыттисене хытӑ айӑплаҫҫӗ тата ҫынсенчен тума йывӑр япаласене тума ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иисус хӑйне итлекенсене ҫапла ӳкӗтлет: «Ан айӑплӑр, вара хӑвӑра та айӑпламӗҫ; мӗнле айӑплӑр, хӑвӑра та ҫаплах айӑплӗҫ» (Матфей 7:1, 2).

Тиркеме юратакан фарисейсем мӗн калани хыҫҫӑн кайма хӑрушӑ. Иисус ҫакна тӗслӗх илсе парса кӑтартать: «Суккӑра суккӑр ҫавӑтса ҫӳреет-и? вӗсем иккӗшӗ те шӑтӑка кӗрсе ӳкмӗҫ-и?» Апла пулсан, Иисуса итлекенсен ыттисем ҫине мӗнле пӑхмалла? Ыттисене тиркесси-айӑпласси вӑл — ҫылӑх. Иисус ыйтать: «Хӑвӑн куҫӑнти пӗренене курмастӑн пулсассӑн, епле-ха эсӗ тӑванна: „тӑванӑм, сан куҫӑнти ҫӳппе кӑларам-ха“ тесе калама пултаратӑн? Икӗ питлӗскер! малтан хӑвӑн куҫӑнти пӗренене кӑлар, вара тӑвану куҫӗнчи ҫӳппе епле кӑлармаллине курӑн» (Лука 6:39—42).

Ҫакӑ вӑл вӗренекенӗсен ыттисем пирки нимле шухӑш та пулмалла мар тенине пӗлтермест. Иисус чӗнсе калать: «Сӑваплӑ япалана йытта ан парӑр, хӑвӑрӑн ӗнчӗре сысна умне ан пӑрахӑр» (Матфей 7:6). Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсем ӗнчӗ пекех питӗ хаклӑ. Хӑш-пӗр ҫынсем, выльӑхсем пек, ҫав хаклӑ чӑнлӑхсемшӗн пархатарлӑ мар пулсан, Иисусӑн вӗренекенӗсен вӗсене хӑвармалла та итлеме кӑмӑл тӑвакансене шырамалла.

Иисус малалла кӗлӗ ҫинчен калать, анчах та ку хутӗнче вӑл мӗншӗн ҫине тӑрса кӗлтума кирлине палӑртать. «Ыйтӑр, ыйтсассӑн — парӗҫ сире». Турӑ кӗлӗсем ҫине хурав пама хатӗр пулнине курма пулӑшас тесе Иисус ыйту парать: «Сирӗн хушшӑрта ывӑлӗ ҫӑкӑр ыйтсассӑн, ӑна чул паракан ҫын пур-и? [...] Эхер те эсир, хӑвӑр усал пулин те, ачӑрсене ырӑ япала пама пӗлетӗр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр Хӑйӗнчен ыйтакансене ырӑлӑх паратех ӗнтӗ» (Матфей 7:7—11).

Унтан Иисус пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалли пирки ӳкӗт парать, каярахпа ҫав ӳкӗте нумайӑшӗ пӗлекен пулаҫҫӗ. Акӑ вӑл ҫак ӳкӗт: «Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр». Пирӗн пурин те ҫак ырӑ ӳкӗте чӗре ӑшне кӗртсе хумалла мар-и тата хамӑра пӗр-пӗринпе унта каланӑ пек тытмалла мар-и? Анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах мар пулма пултарать, ҫакӑ Иисус каланӑ сӑмахсенчен курӑнать: «Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет; тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал» (Матфей 7:12—14).

Вӗренекенсене хӑш-пӗрисем пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫултан пӑрса яма тӑрӑшӗҫ, ҫавӑнпа Иисус асӑрхаттарать: «Суя пророксенчен сыхланӑр: вӗсем сирӗн патӑра сурӑх тирӗ тӑхӑнса пыраҫҫӗ, ӑшӗнче хӑйсем — тискер кашкӑр» (Матфей 7:15). Иисус лайӑх йывӑҫпа начар йывӑҫа ҫимӗҫӗсем тӑрӑх пӗлме пулать тесе палӑртать. Ҫынсемпе те ҫавнашкалах. Суя пророксене вӗсен вӗрентӗвӗсемпе ӗҫӗсем тӑрӑх пӗлме пулать. Иисус ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫыннӑн сӑмахӗсем кӑна мар, унӑн ӗҫӗсем те вӑл Христосӑн вӗренекенӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем Иисус пирки пирӗн Ҫӳлхуҫа теҫҫӗ, анчах вӗсем Туррӑн ирӗкне туса тӑмаҫҫӗ пулсан, вара мӗн? Иисус калать: «Эпӗ вӗсене калӑп: „Эпӗ сире нихӑҫан та пӗлмен; йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансем, кайӑр Ман патӑмран“» (Матфей 7:23).

Иисус хӑйӗн проповечӗн вӗҫӗнче ҫапла калать: «Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе вӗсене пурӑнӑҫлакан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫын евӗрлӗ; ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; вӑл ӳкмен, мӗншӗн тесессӗн ӑна чул никӗс ҫине лартнӑ» (Матфей 7:24, 25). Мӗншӗн ҫурт ӳкмен? Мӗншӗн тесен ҫын «тарӑн алтса кӗрсе, никӗсне чул ҫине хурса ҫурт лартнӑ» (Лука 6:48). Эппин, Иисусӑн сӑмахӗсене илтни ҫеҫ ҫителӗклӗ мар. Пирӗн вӗсене пурнӑҫласа тӑрас тесе вӑй хумалла.

«Ҫак сӑмахсене итлесе, вӗсене пурнӑҫламан» ҫын пирки мӗн калама пулать? Вӑл «хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ» (Матфей 7:26, ҪХ). Ҫумӑр ҫунине, шыв илнине тата ҫил вӗрнине пула ҫавӑн пек ҫурт ишӗлсе анать.

Иисус ҫавӑн пек вӗрентнинчен халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет. Вӑл тӗн пуҫлӑхӗсем пек мар, власть илнӗ ҫын пек вӗрентет. Тен, ӑна итлекенсенчен нумайӑшӗ унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑраҫҫӗ.