Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

42-МӖШ СЫПӐК

Иисус фарисейсене сивлет

Иисус фарисейсене сивлет

МАТФЕЙ 12:33—50 МАРК 3:31—35 ЛУКА 8:19—21

  • ИИСУС «ИОНА ПРОРОК ХӐВАЧӖ» ҪИНЧЕН КАЛАТЬ

  • ВӖРЕНЕКЕНӖСЕМ ҪЕМЬЕРЕН ТЕ ҪЫВӐХРАХ

Иисус демонсене Туррӑн сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларнине йышӑнманнипе кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем хӑйсене хӑрушӑ лару-тӑрӑва кӗртсе ӳкереҫҫӗ, вӗт ҫапла вӗсем святой сывлӑша хурлаҫҫӗ. Эппин, вӗсем кам майлӑ тӑрӗҫ-ши: Турӑ майлӑ-ши е Сатана майлӑ? Иисус калать: «Йывӑҫне аван тесен, унӑн ҫимӗҫне те аван тейӗр; йывӑҫне начар [«ҫӗрӗк», ҪТ] тесен, унӑн ҫимӗҫне те начар [«ҫӗрӗк», ҪТ] тейӗр: йывӑҫа ҫимӗҫӗнчен пӗлеҫҫӗ» (Матфей 12:33).

Иисус Сатанашӑн ӗҫленӗрен аван ҫимӗҫ пама — демонсене хӑваласа кӑларма— пултарать тени вӑл питӗ ӑссӑрла сӑмахсем. Иисус Ту ҫинче каланӑ проповедьре ҫимӗҫ аван пулсан, йывӑҫӗ те лайӑх, ҫӗрӗк мар тесе уҫҫӑн каланӑ. Ҫавӑнпа та фарисейсен ҫимӗҫӗ, Иисуса сӗмсӗррӗн айӑплани, мӗн кӑтартса парать? Вӗсем «ҫӗрӗк» пулнине. Иисус вӗсене сивлесе калать: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать» (Матфей 7:16, 17; 12:34, ҪХ).

Пирӗн сӑмахсем пирӗн чӗре мӗнлерех пулнине кӑтартса параҫҫӗ тата хамӑр каланӑ сӑмахсем тӑрӑх пире суд тӑвӗҫ. Ҫакна Иисус акӑ мӗнле ӑнлантарса парать: «Ҫынсен вырӑнсӑр каланӑ кашни сӑмахӗшӗн сут кунӗнче явап тытмалла пулӗ: сӑмахна пула тӳрре тухӑн, сӑмахна пула айӑпа юлӑн» (Матфей 12:36, 37).

Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫине пӑхмасӑрах кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем ыйтаҫҫӗ: «Вӗрентекен! эпир Санран хӑват курасшӑн». Мӗншӗн вӗсем ҫавна тума ыйтаҫҫӗ? Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсене вӗсем хӑйсен куҫӗпе курман пулсан та, ҫавсене ҫынсенчен нумайӑшӗ курнӑ та ҫавӑн ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Иисус иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсене ҫапла хуравлать: «Усал та аскӑн ӑру хӑват шырать; Иона пророк хӑвачӗсӗр пуҫне ӑна урӑх хӑват пулмӗ» (Матфей 12:38, 39).

Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине Иисус ҫапла ӑнлантарса парать: «Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ». Ионӑна пысӑк пулӑ ҫӑтса янӑ, анчах та вӑл ӑна хӑйӗн ӑшӗнчен кӑларса пӑрахсан, ҫакӑ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнипе пӗрех пулнӑ. Ҫапла Иисус хӑй вилесси, унтан виҫӗ кунтан чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен малтанах каласа хурать. Каярахпа, Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем ӳкӗнесшӗн тата улшӑнасшӑн пулманран «Иона пророк хӑватне» сирсе яраҫҫӗ (Матфей 27:63—66; 28:12—15). Вӗсемпе танлаштарсан, «Ниневи ҫыннисем» Иона вӗрентнине илтсен ӳкӗннӗ. Ҫавӑнпа вӗсем ҫак ӑрӑва айӑплӗҫ. Иисус каланӑ тӑрӑх, Сава патшалӑхӗн хӗрарӑм патшийӗ те хӑйӗн тӗслӗхӗпе вӗсене айӑплӗ. Вӑл Соломонӑн ӑслӑлӑхне илтесшӗн пулнӑ та ӑна хаваспа тӗлӗнсе итленӗ. Халӗ вара, Иисус палӑртнӑ тӑрӑх, «кунта акӑ Соломонран та Аслӑраххи пур» (Матфей 12:40—42).

Иисус ҫак усал ӑрӑвӑн лару-тӑрӑвне камран усал сывлӑш тухнӑ, ҫавӑн пек ҫынпа танлаштарать (Матфей 12:45). Ҫав ҫын тасалнӑ вырӑна нимле усӑллӑ япалапа та тултарман пирки усал сывлӑш каялла хӑйӗнчен те усалтарах ҫичӗ сывлӑшпа таврӑнать, вара вӗсем ҫав ҫынна ярса илеҫҫӗ. Израиль халӑхне те тасатнӑ, тӳрлетнӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа ӑна камран усал сывлӑш тухнӑ, ҫавӑн пек ҫынпа танлаштарма пулать. Анчах та израильтянсем Туррӑн пророкӗсене сирсе янӑ, юлашкинчен вара вӗсем Туррӑн сывлӑшӗ камра питӗ лайӑх палӑрса тӑнӑ, ҫавна, Иисуса, хирӗҫ тӑнӑ. Ҫакӑ халӑхӑн лару-тӑрӑвӗ малтанхинчен те япӑхрах пулнине кӑтартса панӑ.

Иисус ҫаксене ӑнлантарса панӑ вӑхӑтра унӑн амӑшӗпе пӗртӑванӗсем килеҫҫӗ те халӑх пухӑннӑ вырӑнтан кӑшт аяккарахра чарӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫывӑхра ларакансенчен пӗри Иисуса калать: «Аннӳпе тӑванусем Сана курасшӑн тулта кӗтсе тӑраҫҫӗ». Вара Иисус вӗренекенӗсем хӑйне мӗн таран ҫывӑх пулнине палӑртать — вӗсем уншӑн пиччӗшӗ-шӑллӗ, аппӑшӗ-йӑмӑкӗ тата амӑшӗ пекех. Вӗренекенӗсем ҫине аллипе кӑтартса вӑл калать: «Манӑн аннем, Манӑн тӑванӑмсем — Турӑ сӑмахне итлесе ӑна пурӑнӑҫласа пыракансем» (Лука 8:20, 21). Ҫапла Иисус тӑван-хурӑнташсем хушшинчи ҫыхӑну тем пек хаклӑ пулсан та, хӑйӗнпе вӗренекенӗсем хушшинчи хутшӑну уншӑн чылай хаклӑрах пулнине кӑтартать. Ҫынсем пирӗн пирки иккӗленнӗ чухне тата вӗсем пире, пирӗн ырӑ ӗҫсене хурланӑ чухне хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе ҫавӑн пек питӗ ҫывӑх пулни чуна ӑшӑтать!