Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

39-МӖШ СЫПӐК

Хытӑ чунлӑ ӑрӑва хуйхӑ ҫитӗ

Хытӑ чунлӑ ӑрӑва хуйхӑ ҫитӗ

МАТФЕЙ 11:16—30 ЛУКА 7:31—35

  • ИИСУС ХӐШ-ПӖР ХУЛАСЕНЕ СИВЛЕТ

  • ВӐЛ ҪӐМӐЛЛӐХПА КАНЛӖХ СӖНЕТ

Иисус Шыва кӗртекен Иоана питӗ хисеплет, анчах ҫынсенчен нумайӑшӗ Иоанн пирки мӗн шутлать? Иисус калать: «Кампа танлаштарам ҫак ӑрӑва? Вӑл — урамра [«пасарта суту-илӳ тӑвакан вырӑнта», ҪТ] ларакан, хӑйсен юлташӗсене „эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр — эсир ташламарӑр; эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑсем юрларӑмӑр — эсир йӗмерӗр“ теекен ачасем евӗрлӗ» (Матфей 11:16, 17).

Ҫакӑнпа Иисус мӗн каласшӑн? Вӑл хӑйӗн шухӑшне уҫса парать: «Акӑ Иоанн килчӗ — ӗҫмест те, ҫимест те; „унӑн ӑшӗнче усал“ теҫҫӗ. Этем Ывӑлӗ килчӗ — ӗҫет те, ҫиет те; „ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ“ теҫҫӗ» (Матфей 11:18, 19). Иоана илес пулсан, вӑл назорей пулнӑран ансат пурнӑҫпа пурӑнать, эрех те ӗҫмест, анчах ҫав ӑру ӑна усал ернӗ тет (Йыша шутлани 6:2, 3; Лука 1:15). Иисус вара ытти ҫынсем пекех пурӑнать. Вӑл виҫине пӗлсе ӗҫет те, ҫиет те, анчах ӑна тӑранма пӗлмен ҫын тесе айӑплаҫҫӗ. Ҫынсене юраса пӗтерме май ҫук курӑнать.

Иисус ҫав ӑрӑва пасарта суту-илӳ тӑвакан вырӑнта ларакан, ытти ачасем шӑхличӗ каланӑ чухне ташласшӑн пулман тата ытти ачасем уласа йӗнӗ чухне хурланман ачасемпе танлаштарать. «Ӑслӑлӑха хӑй ӗҫӗсем тӳрре кӑларчӗҫ»,— калать Иисус (Матфей 11:16, 19). Чӑнах та, Иоанпа Иисусӑн «ӗҫӗсем» хӑйсене айӑпласа каланӑ сӑмахсем суя пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Иисус ҫав ӑрӑва хытӑ чунлӑ ӑру тесе сӑнласа панӑ хыҫҫӑн вӑл Хоразина, Вифсаидӑна тата Капернаума — ӑҫта вӑл хӑватлӑ ӗҫсем тунӑ, ҫав хуласене — сивлеме пуҫлать. Иисус каланӑ тӑрӑх, Финикия хулисенче, Тирпа Сидонра, хӑй ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ пулсан, ҫав хуласем ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ. Капернаума илес пулсан, вӑл унта час-часах чарӑнса тӑнӑ, ҫав-ҫавах унта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ вӑл калакан хыпара итлесшӗн пулман. Иисус ҫав хула ҫинчен «суд кунӗнче Содом ҫӗрне санран ҫӑмӑлтарах пулӗ» тет (Матфей 11:24, ҪХ).

Унтан Иисус хӑйӗн Ашшӗне, вӑл хаклӑ чӑнлӑхсене «ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн», анчах вӗсене «пӗчӗк ачасене», урӑхла каласан, хӑйсене кӗҫӗне хуракан ахаль ҫынсене, уҫса панӑшӑн мухтать (Матфей 11:25). Вӑл ҫавӑн пек ҫынсене чун-чӗререн чӗнет: «Эй асапланакансем, йывӑр ҫӗклемпе халтан кайнисем, пурсӑр та Ман патӑма килӗр, Эпӗ сире лӑплантарӑп; Ман сӳсмене тӑхӑнӑр, Манран вӗренӗр: Эпӗ йӑваш та лӑпкӑ кӑмӑллӑ; вара хӑвӑр чунӑр валли канлӗх тупатӑр; Манӑн сӳсменӗм меллӗ, Манӑн ҫӗклемӗм ҫӑмӑл» (Матфей 11:28—30).

Мӗнле майпа ҫынсем Иисуса пула канлӗх тупма пултараҫҫӗ? Тӗн пуҫлӑхӗсем вӗсем ҫине йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑракан тӗн йӑлисене тиенӗ, сӑмахран, шӑматкун мӗн-мӗн тума юраманни ҫинчен хытарса каланӑ йӗркесене. Анчах Иисус вӗсене Туррӑн чӑнлӑхӗ — ҫав пӑсӑк йӑласемпе хутӑштарман чӑнлӑх — ҫинчен вӗрентнипе канлӗх тупма пулӑшать. Ҫавӑн пекех вӑл влаҫра тӑракансен пусмӑрӗ айӗнче хӗн куракансене тата ҫылӑх йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑнине туйса тӑракансене ҫӑмӑллӑх тупмалли мая кӑтартса тӑрать. Ҫапла, Иисус вӗсене ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен тата Турӑпа мирлешес тесен мӗн тумаллине уҫса парать.

Иисусӑн меллӗ сӳсменне тӑхӑнакансем пурте хӑйсене Турра халаллама, вара пирӗн шеллекен тата хӗрхенекен Аттешӗн ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Ҫакна туни вӑл йывӑр ҫӗклем тиесе хуни мар, мӗншӗн тесен Туррӑн ӳкӗчӗсене пурнӑҫлама йывӑр мар (1 Иоанн 5:3).