Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

53-МӖШ СЫПӐК

Ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене пӑхӑнтарма пултаракан пуҫлӑх

Ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене пӑхӑнтарма пултаракан пуҫлӑх

МАТФЕЙ 14:22—36 МАРК 6:45—56 ИОАНН 6:14—25

  • ХАЛӐХ ИИСУСА ПАТШАНА ЛАРТАСШӐН

  • ИИСУС ШЫВ ҪИЙӖПЕ ПЫРАТЬ, ҪИЛЕ ЛӐПЛАНТАРАТЬ

Иисус тӗлӗнмелле майпа пин-пин ҫынна тӑрантарни пурин ҫине те питӗ вӑйлӑ витӗм кӳрет. Вӗсем «ку чӑнах та тӗнчене килмелли Пророк», Мессия, тесе пӗтӗмлетӳ тӑваҫҫӗ тата вӑл питӗ лайӑх пуҫлӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлаҫҫӗ (Иоанн 6:14; Саккуна астутарни 18:18). Ҫавӑнпа ҫынсем Иисуса ярса тытса патшана лартма шут тытаҫҫӗ.

Иисус вӗсен тӗллевӗ ҫинчен пӗлет. Вӑл халӑха ӑсатса ярать те вӗренекенӗсене кимӗсем ҫине ларма ыйтать. Вӑл вӗсене ӑҫталла ишме хушать? Малтан Вифсаида еннелле, унтан Капернаум еннелле. Иисус вара ҫӗрӗпе пӗччен кӗлтӑвас тесе ту ҫине улӑхать.

Тул ҫутӑласпа Иисус уйӑх ҫуттинче аякра кимме курать. Тинӗсре хумсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫавӑнпа апостолсем «кӗсменпе вӑйран кайса ҫиле хирӗҫ» ишеҫҫӗ (Марк 6:48, ҪХ). Иисус ту ҫинчен анать те хумлӑ шыв ҫийӗпе вӗсем еннелле утать. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле вӗсем «пӗр пилӗк-ултӑ ҫухрӑм» ишсе кайнӑ (Иоанн 6:19, ҪХ). Вӗренекенсем Иисуса кураҫҫӗ, вӑл вӗсем патӗнчен иртсе каясшӑн пек. Вара вӗсем: «Ку мӗлке!» — тесе кӑшкӑрса яраҫҫӗ (Марк 6:49, ҪТ).

Иисус вӗсене лӑплантарать: «Лӑпланӑр, ку — Эпӗ, ан хӑрӑр». Анчах Петр калать: «Ҫӳлхуҫамӑр! ку Эсех пулсассӑн, мана Хӑвӑн патна шыв ҫийӗн пыма хуш». Иисус ӑна: «Кил»,— тет. Вара Петр кимӗрен тухать те шыв ҫийӗпе Иисус патнелле утать. Анчах Петр ҫил-тӑвӑл ҫине пӑхать те хӑраса ӳкет, вара путма пуҫлать. Вӑл кӑшкӑрса ярать: «Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӑлсам мана!» Иисус аллине тӑсать те Петра ярса тытать, вара калать: «Эй сахал ӗненекен! мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн?» (Матфей 14:27—31.)

Петрпа Иисус кимӗ ҫине лараҫҫӗ, вара ҫил лӑпланать. Вӗренекенӗсем тӗлӗнсех каяҫҫӗ, анчах та вӗсен ҫавӑн пек тӗлӗнмелле пулнӑ-ши? Вӗсем «ҫӑкӑрпа тунӑ хӑвата», урӑхла каласан, темиҫе сехет маларах Иисус пин-пин ҫынна тӑрантарас тесе тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫӗн пӗлтерӗшне ӑнланнӑ пулсан, вӗсене вӑл шыв ҫийӗпе утни тата ҫиле лӑплантарни тӗлӗнтермен пулӗччӗ. Халӗ вара ҫакӑ вӗсене ӑна пуҫ тайса: «Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ Ывӑлӗ»,— тесе калама хавхалантарать (Марк 6:52; Матфей 14:33).

Кӗҫех вӗсем Капернаумран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ илемлӗ те тухӑҫлӑ тыр-пул паракан Геннисарет айлӑмне ҫитеҫҫӗ. Вӗсем якорь яраҫҫӗ те ҫыран хӗррине тухаҫҫӗ. Ҫынсем Иисуса палласа илеҫҫӗ те ҫав таврара пурӑнакансене пӗлтерсе тухаҫҫӗ, вара ун патне чирлисене илсе пыма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем унӑн ҫиелти тумтир аркине сӗртӗнсенех сывалаҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра Иисус тӗлӗнмелле майпа пин-пин ҫынна тӑрантарнине куракансем вӑл ҫуккине асӑрхаҫҫӗ. Ҫавӑнпа, Тивериадӑран пӗчӗк кимӗсем ишсе килсен, ҫынсем вӗсем ҫине лараҫҫӗ те Капернаума Иисуса шырама каяҫҫӗ. Ӑна тупсан, вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Равви! Эсӗ кунта хӑҫан килтӗн?» (Иоанн 6:25.) Иисус вӗсене сивлет, унӑн ҫавна тума сӑлтав пуррине малалла курӑпӑр.