Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

29-МӖШ СЫПӐК

Шӑматкун ырӑ ӗҫсем тума юрать-и?

Шӑматкун ырӑ ӗҫсем тума юрать-и?

ИОАНН 5:1—16

  • ИИСУС ИУДЕЙӐРА ЫРӐ ХЫПАР САРАТЬ

  • ВӐЛ ЧИРЛӖ ҪЫННА ШЫВА КӖМЕЛЛИ ВЫРӐНТА СЫВАТАТЬ

Иисус Галилейӑра ырӑ хыпара питӗ ӑнӑҫлӑ сарать. Анчах вӑл каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле». Апла пулсан, Иисус Галилея пирки кӑна каламан. Ҫавӑнпа вӑл каять те «Галилейӑри [«Иудейӑри», ҪТ] синагогӑсенче вӗрентсе» ҫӳрет (Лука 4:43, 44). Ҫакӑ питӗ вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен халӗ ҫуркунне тата Иерусалимра иртекен уявсенчен пӗри ҫывхарса пырать.

Евангелисенче Иисус Галилейӑра тунӑ сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен мӗн чухлӗ каласа панипе танлаштарсан, унӑн Иудейӑри ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен питӗ сахал каланӑ. Иудейӑра, пӗтӗмӗшле илсен, ӑна итлесшӗнех мар пулин те, вӑл кирек ӑҫта кайсан та, ырӑ хыпара хастаррӑн сарать тата ырӑ ӗҫсем тӑвать.

Кӗҫех Иисус пирӗн эрӑри 31 ҫулхи Пасхӑна паллӑ тума Иерусалима, Иудейӑри тӗп хулана, каять. Хулара Сурӑх хапхи патӗнче нумай халӑх пухӑнакан ҫӗрте колонна речӗсенчен тӑракан шыва кӗмелли вырӑн пур — ӑна Вифезда теҫҫӗ. Унта чирлисем, суккӑррисем тата уксаххисем нумайӑшӗ пухӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн? Вӗсем шыв пӑлханнӑ вӑхӑтра шыва кӗрсен сывалма пулать тесе ӗненеҫҫӗ.

Иисус шӑматкун 38 ҫул хушши чирпе асапланакан ҫынна курать. Иисус ыйтать: «Санӑн сывалассу килет-и?» Чирлӗ ҫын хуравлать: «Ҫапла та, Ҫӳлхуҫамӑм, анчах шыв пӑлхансан мана шыва кӳртекен ҫын ҫук; эпӗ пынӑ тӗле тепӗри кӗрсе ӗлкӗрет» (Иоанн 5:6, 7).

Иисус: «Тӑр, выртан вырӑнна ил те утса кай»,— тесе калани ҫав ҫынна та, ҫавна илтекенсене пурне те тӗлӗнтерет пулмалла (Иоанн 5:8). Чирлӗ ҫын шӑп ҫавӑн пек тӑвать те: вӑл тӳрех сывалать, вара хӑйӗн наҫилккине илет те утма пуҫлать!

Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнишӗн савӑнас вырӑнне иудейсем ҫав ҫынна курсан хурласа калаҫҫӗ: «Паян шӑматкун, сана вырӑнна йӑтма юрамасть». Лешӗ вара вӗсене ҫапла хуравлать: «Хама Сыватаканӗ мана: „выртан вырӑнна ил те утса кай“ терӗ» (Иоанн 5:10, 11). Ҫын шӑматкун сыватса ҫӳренӗшӗн иудейсем ӑна айӑплаҫҫӗ.

«Сана „выртан вырӑнна ил те утса кай“ тесе калакан Ҫын кам Вӑл?» — пӗлесшӗн вӗсем. Мӗншӗн вӗсем ҫавӑн ҫинчен ыйтаҫҫӗ? Мӗншӗн тесен Иисус «халӑх хушшине кӗрсе» ҫухалать тата сывалнӑ ҫын унӑн ятне пӗлмест (Иоанн 5:12, 13). Анчах ҫав ҫыннӑн Иисуспа тепӗр хут тӗл пулма тивет. Каярахпа вӑл храмра Иисуса каллех курать те хӑйне шыва кӗмелли вырӑнта сыватаканӗ вӑл пулнине ӑнланса илет.

Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫав ҫын хӑйне кам сыватни ҫинчен ыйтакан иудейсене шыраса тупать. Вӑл хӑйне сыватаканӗ Иисус пулнине пӗлтерет. Ҫакна илтсен иудейсем Иисус патне каяҫҫӗ. Вӗсем Иисус мӗнле майпа ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарнине пӗлесшӗн-и? Ҫук. Вӗсем Иисус шӑматкун ырӑ ӗҫсем тунӑшӑн унпа кӑмӑлсӑр пулнине кӑтартасшӑн. Вӗсем ӑна хӗсӗрлеме те пуҫлаҫҫӗ!