Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

43-МӖШ СЫПӐК

Патшалӑх ҫинчен калакан тӗслӗхсем

Патшалӑх ҫинчен калакан тӗслӗхсем

МАТФЕЙ 13:1—53 МАРК 4:1—34 ЛУКА 8:4—18

  • ИИСУС ПАТШАЛӐХ ҪИНЧЕН ТӖСЛӖХСЕМПЕ ӐНЛАНТАРСА ПАРАТЬ

Иисус фарисейсене сивлесе калаҫнӑ чухне Капернаумра пулас. Ҫав кунах вӑл килтен тухать те ҫывӑхра вырнаҫнӑ Галилея тинӗсӗ патнелле уттарать. Унта темӗн чухлӗ халӑх пухӑнать. Иисус кимӗ ҫине кӗрсе ларать те ҫыранран кӑшт шаларах ишсе каять. Ҫавӑнтан халӑха ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен вӗрентме пуҫлать. Ҫавна тунӑ чухне Иисус вӗсене темиҫе ытарӑш, е тӗслӗх, каласа парать. Ҫав тӗслӗхсене кулленхи пурнӑҫран илнӗ, ҫавӑнпа итлекенсене Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑхӑн тӗрлӗ енӗсене ӑнланса илме ҫӑмӑлрах.

Малтан Иисус вӑрлӑх акакан акаҫӑ ҫинчен каласа парать. Хӑш-пӗр вӑрлӑхсем ҫул хӗррине ӳкеҫҫӗ, вара вӗсене кайӑксем тӳрех ҫисе яраҫҫӗ. Теприсем чуллӑ ҫӗре ӳкеҫҫӗ, унта тӑпра сахал. Калчасем тарӑн тымар яма пултарайманран хӗвел хытӑ хӗртнипе шанса каяҫҫӗ. Тата теприсем ҫумлӑ ҫӗре ӳкеҫҫӗ, вара ҫумкурӑк калчасене пусса илет. Хӑш-пӗрисем лайӑх ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ. Вӗсем ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ: «пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепӗринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ» (Матфей 13:8).

Патшалӑхпа ҫыхӑннӑ тепӗр тӗслӗх илсе парать Иисус. Ҫын вӑрлӑх акать. Вӑл ҫывӑрнине ҫывӑрманнине пӑхмасарах вӑрлӑх шӑтса тухать. Ҫакӑ мӗнле пулса иртнине «пӗлмест те вӑл» (Марк 4:27). Вӑрлӑхсем хӑйсем тӗллӗн ӳсеҫҫӗ, унтан пучах кӑлараҫҫӗ, кайран вырас вӑхӑт ҫитет.

Малалла Иисус акассипе ҫыхӑннӑ виҫҫӗмӗш тӗслӗх илсе парать. Ҫын ырӑ вӑрлӑх акать, анчах та ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра тӑшман килет те тулӑ хушшине пукра акса хӑварать. Ҫав ҫыннӑн чурисем пукрана кайса ҫумлар-и тесе ыйтаҫҫӗ. Вӑл хуравлать: «Ҫук, пукрине суйланӑ чухне эсир унпа пӗрле туллине те тӑпӑлтарса кӑларатӑр. Ан тивӗр, выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр; вырнӑ чухне выракансене калӑп эпӗ: малтан пукрине пухӑр, ҫунтарса ямашкӑн ӑна кӗлтенӗн-кӗлтенӗн ҫыхӑр; туллине вара ман кӗлете пухса хурӑр, тейӗп» (Матфей 13:24—30).

Иисуса итлекенсенчен нумайӑшӗ — ҫӗр ӗҫне пӗлекен ҫынсем. Вӑл асӑннӑ сарӑ пӑрӑҫӑн питӗ пӗчӗк вӑрри ҫинчен те вӗсем пӗлеҫҫӗ. Ӳссе вӑл пысӑк йывӑҫ пулса тӑрать те ун турачӗсем хушшинче кайӑксем пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав йывӑҫӑн вӑрри пирки Иисус акӑ мӗн калать: «Ҫӳлти Патшалӑха ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи илнӗ те ӑна хӑйӗн хирне акнӑ» (Матфей 13:31). Иисус ҫакна сарӑ пӑрӑҫ вӑррине мӗнле акмаллине вӗрентес тесе каламасть. Вӑл мӗн те пулин питӗ пӗчӗкскер ӳссе питӗ пысӑкскер пулса тӑма пултарнине тӗслӗхпе кӑтартса парать.

Унтан Иисус хӑйне итлекенсем пӗлекен тепӗр тӗслӗх илсе парать. Вӑл ҫӳлти Патшалӑха кӑвас чустипе танлаштарать те «пӗр хӗрарӑм кӑвас чусти илнӗ те ҫавна виҫӗ виҫе ҫӑнӑхпа хутӑштарса ҫӑрнӑ» тесе калать (Матфей 13:33). Кӑвас чусти курӑнмасть пулин те, пӗтӗм чуста йӳҫсе хӑпарать. Кӑвас чусти самаях ӳстерет тата улшӑнтарать. Ҫавӑн пек ӳсӗмпе улшӑнусем тӳрех палӑрмаҫҫӗ.

Иисус ҫав тӗслӗхсене каласа панӑ хыҫҫӑн халӑха ярать те хӑй чарӑнса тӑнӑ ҫурта таврӑнать. Кӗҫех вӗренекенӗсем ун патне пыраҫҫӗ те вӑл мӗн каласшӑн пулнине ӑнлантарса пама ыйтаҫҫӗ.

ИИСУСӐН ТӖСЛӖХӖСЕМ МӖНЕ ВӖРЕНТЕҪҪӖ

Иисус унччен те тӗслӗхсем илсе панӑ, анчах пӗр вӑхӑтра ҫавӑн чухлӗ нумай тӗслӗх каласа панине унӑн вӗренекенӗсем илтмен. Вӗсем ыйтаҫҫӗ: «Мӗншӗн Эсӗ вӗсене ытарлӑн [е тӗслӗхсем илсе парса] калатӑн?» (Матфей 13:10.)

Сӑлтавсенчен пӗри — ҫапла вӑл Библире пророкла каланине пурнӑҫлать. Матфей ҫырнӑ Евангелинче эпир вулатпӑр: «Иисус халӑха ытарлӑн каланӑ, ытарӑшсӑр каламан вӗсене: ҫапла пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл каланӑ: „ҫӑварӑма ытарӑш калама уҫӑп, тӗнче пулнӑранпа пытарӑнса тӑнине ытарлӑн каласа пӗлтерӗп“» (Матфей 13:34, 35; Псалом 77:2).

Иисус мӗншӗн тӗслӗхсемпе усӑ курнине кӑтартакан тепӗр сӑлтав та пур. Тӗслӗхсем ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнлерех пулнине уҫса параҫҫӗ. Нумайӑшӗ Иисуса ӑста калавҫӑ тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакан вырӑнне ҫеҫ хураҫҫӗ. Вӗсем ӑна Ҫӳлхуҫа вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑмалла тата ун хыҫҫӑн хӑйсене шеллемесӗр ҫӳреме кирлӗ тесе шутламаҫҫӗ (Лука 6:46, 47). Вӗсем хӑйсем хӑнӑхнӑ пек пурӑнаҫҫӗ тата хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе ӗҫӗсене улӑштарасшӑн мар. Вӗсем Иисусӑн сӑмахӗсене хӑйсен пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳме парасшӑнах мар.

Вӗренекенӗсем панӑ ыйту ҫине Иисус ҫапла хуравлать: «Вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп; Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет. Вӑл каланӑ: „хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр; куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ“» (Матфей 13:13—15; Исаия 6:9, 10).

Анчах та Иисуса итлекен ҫынсем пирки пурин пирки те ҫавӑн пек калама май ҫук. Вӑл ӑнлантарать: «Сирӗн куҫӑрсем телейлӗ — вӗсем кураҫҫӗ; хӑлхӑрсем те телейлӗ — вӗсем илтеҫҫӗ. Чӑн калатӑп сире: пророксемпе сӑваплӑ ҫынсем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ; эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ» (Матфей 13:16, 17).

Ҫапла, 12 апостолӑн тата ытти шанчӑклӑ вӗренекенсен чӗрисем хытса ларман. Ҫавӑнпа Иисус калать: «Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман» (Матфей 13:11). Вӗренекенӗсем питӗ пӗлесшӗн пулнӑран Иисус вӗсене акаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхе ӑнлантарса парать.

«Вӑрлӑх — Турӑ сӑмахӗ вӑл»,— калать Иисус (Лука 8:11). Тӑпра вӑл чӗрене пӗлтерет. Ҫакӑ ҫав тӗслӗхе ӑнланма пулӑшать.

Ҫул хӗррине таптаса пӗтернӗ ҫӗр ҫине ӳкнӗ вӑрлӑх пирки Иисус ҫапла ӑнлантарса парать: «Ӗненсе ан ҫӑлӑнайччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те вӗсен чӗринчен сӑмаха илсе каять» (Лука 8:12). Иисус чуллӑ вырӑна акнӑ вӑрлӑхсем пирки каланӑ чухне сӑмаха хапӑл тусах йышӑннӑ ҫынсем пирки калать, анчах та ҫав сӑмах вӗсен чӗринче тарӑн тымар яраймасть. «Ҫав сӑмахшӑн асап е хӗсӗрлесси ҫитсессӗн», вӗсем такӑнаҫҫӗ. Ҫапла, «сӑнанӑ-илӗртнӗ чухне» — тен, ҫемьери ҫынсем е ыттисем хирӗҫ тӑма пуҫласан — вӗсем ӗненме пӑрахаҫҫӗ (Матфей 13:21; Лука 8:13).

Ҫумкурӑк хушшине ӳкнӗ вӑрлӑхсем пирки мӗн калама пулать? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫакӑ сӑмаха илтекен ҫынсене пӗлтерет тесе калать. Анчах та вӗсене «ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни» ярса илет (Матфей 13:22). Сӑмах вӗсен чӗрине лекнӗ пулин те, ӑна пусса илнӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫимӗҫ кӳмест.

Иисус асӑннӑ тӗрлӗ йышши тӑпрасенчен юлашкийӗ вӑл — «лайӑх ҫӗр». Ҫакӑ вӑл сӑмаха илтнӗ хыҫҫӑн ӑна пӗтӗм чӗрипе йышӑнса унӑн чӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илме тӑрӑшакан ҫынсене пӗлтерет. Ку вара мӗн парать? Вӗсем ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ. Хӑйсен лару-тӑрӑвне кура, сӑмахран, миҫе ҫулта е сывлӑх мӗнлерех пулнине кура, вӗсем ҫимӗҫ пӗр тан кӳме пултараймаҫҫӗ: пӗри 100 хут ытларах, тепри 60 хут ытларах, виҫҫӗмӗш вара 30 хут ытларах ҫимӗҫ кӳрет. Эппин, «сӑмаха илтсе ӑна ырӑ та таса чӗрере упракан, тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекен» ҫынсем Туррӑн ӗҫӗнче пиллӗхсем илеҫҫӗ (Лука 8:15).

Иисусран тӗслӗхсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса пама ыйтнӑ вӗренекенӗсем вӑл мӗнле ӑнлантарса панинчен питӗ тӗлӗнеҫҫӗ пулмалла. Иисус хӑй илсе панӑ тӗслӗхсен пӗлтерӗшне вӗсем ӑнланччӑр, вара вӗсем чӑнлӑхсене ыттисене каласа пама пултарччӑр тет. «Ҫутаткӑҫа савӑт айне е вырӑн айне лартасшӑн илсе пыраҫҫӗ-и?» — тесе ыйтать вӑл.— Ӑна шантал ҫине лартма илсе пымаҫҫӗ-и вара?» Иисус чӗнсе калать: «Илтме хӑлха пурри илттӗр!» (Марк 4:21—23.)

ВӖРЕНЕС ТЕКЕНСЕНЕ ВӖРЕНТНИ

Акаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхе ӑнлантарса панине илтнӗ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем тата нумайрах пӗлесшӗн. «Хирти пукра ҫинчен каланӑ ытарӑша ӑнлантарса пар-ха пире»,— тесе ыйтаҫҫӗ вӗсем (Матфей 13:36).

Вӗренекенӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ Иисуса ҫыран хӗрринче итлесе тӑнӑ халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлӗнчен питӗ уйрӑлса тӑрать. Ҫав ҫынсен каласа панӑ тӗслӗхсен пӗлтерӗшне ӑнланас тата ҫав тӗслӗхсем хӑйсен пурнӑҫӗпе мӗнле ҫыхӑннине пӗлес кӑмӑл ҫук курӑнать. Вӗсем Иисус каласа панӑ чӑнлӑхсене ҫиелтен пӗлнипе ҫырлахаҫҫӗ. Анчах та Иисус хӑйӗн патне нумайрах пӗлес тесе пынӑ вӗренекенӗсем пачах та вӗсем пек пулманнине кӑтартать.

«Мӗн илтнине астӑвӑр,— калать вӑл,— мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ; сире, илтекенсене, ытларах та хушса парӗҫ» (Марк 4:24). Вӗренекенӗсем мӗнле «виҫепе» виҫеҫҫӗ? Вӗсем Иисуса тимлӗн тата пӗлес кӑмӑлпа итлеҫҫӗ. Ҫавӑнпа Иисус вӗсене малалла вӗрентет тата пӗлӳ парать. Ҫапла вара вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем ыйтнипе тулӑпа пукра ҫинчен калакан тӗслӗхе ӑнлантарса парать.

Вӑл калать: «Ырӑ вӑрлӑх акакан — Этем Ывӑлӗ вӑл; хир — тӗнче; ырӑ вӑрлӑх — Патшалӑх ачисем, пукра — усал ачисем; пукра акнӑ тӑшман — шуйттан вӑл; вырма вӑхӑчӗ — тӗнче вӗҫӗ, выраканӗсем вара — ангелсем» (Матфей 13:37—39).

Кама кама, мӗн мӗне пӗлтернине ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн Иисус ҫав ытарӑш мӗнле пурнӑҫланассине каласа парать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак тӗнче вӗҫленсе пынӑ чухне выракансем, е ангелсем, пукрапа танлаштарнӑ суя христиансене чӑн «Патшалӑх ачисенчен» уйӑрӗҫ. «Сӑваплисене» пухӗҫ те юлашкинчен вӗсем «Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫуталса кайӗҫ». «Усал ачисем» пирки мӗн калама пулать? Вӗсене тӗп тӑвӗҫ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӗсен «йӗни-макӑрни те шӑл шатӑртаттарни» илтӗнӗ (Матфей 13:41—43).

Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тата виҫӗ тӗслӗх каласа парать. Акӑ пӗрремӗшӗ: «Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хире пытарнӑ мул тупнӑ, вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та систермен; савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать» (Матфей 13:44).

Иккӗмӗш тӗслӗхӗ ҫакӑ: «Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр купса паха ӗнчӗ шырать: вӑл пӗр хаклӑ ӗнчӗ курнӑ та, вара хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне кайса сутса, ҫав ӗнчӗне туяннӑ» (Матфей 13:45, 46).

Иисус икӗ тӗслӗхӗнче те чӑннипе хаклӑ япалашӑн ҫын ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнине палӑртать. Купса питӗ хаклӑ ӗнчӗне туянас тесе «хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне» тӳрех сутса ярать. Ҫак тӗслӗх Иисусӑн вӗренекенӗсемшӗн ӑнланмалла. Тепӗр тӗслӗхӗнчи ҫын хирте пытарнӑ мула тупать те ҫав хире туянас тесе «мӗнпур пурлӑхне» сутса ярать. Икӗ ытарӑшӗнче те темскер питӗ хаклине туянма тата упрама кирлине палӑртнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те ҫын Турӑпа тата ытларах ҫывӑхланас тесе мӗнле ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнине кӑтартса параҫҫӗ (Матфей 5:3). Иисуса итлекенсенчен хӑш-пӗрисем Турӑпа тата ытларах ҫывӑхланас тата унӑн чӑн-чӑн вӗренекенӗсем пулас тесе нумай вӑй хума хатӗр пулнине кӑтартнӑ ӗнтӗ (Матфей 4:19, 20; 19:27).

Юлашкинчен Иисус ҫӳлти Патшалӑха тӗрлӗ йышши пулӑ лекнӗ сӗрекепе танлаштарать (Матфей 13:47). Унтан пулӑсене суйлаҫҫӗ: лайӑххине савӑта яраҫҫӗ, юрӑхсӑррине кӑларса ывӑтаҫҫӗ. Иисус тӗнче пӗтнӗ чухне ҫавӑн пек пулать тенӗ — ангелсем усаллисене сӑваплисенчен уйӑрса илӗҫ.

Иисус хӑйӗн малтанхи вӗренекенӗсене «ҫын тытакансем» пулма чӗннипе хӑйне евӗрлӗ пулӑҫ ӗҫне туса тӑнӑ теме пулать (Марк 1:17, ҪС). Анчах та вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗх пуласлӑхра — «тӗнче пӗтнӗ чухне» пурнӑҫланӗ (Матфей 13:49). Ҫавӑнпа та Иисуса итлекен апостолсемпе ытти вӗренекенсем пуласлӑхра вӗсене мӗнле тӗлӗнмелле япаласем кӗтнине ӑнланаҫҫӗ.

Иисус кимӗ ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхсене илтнисем, сӑнарлӑ каласан, тата ытларах пуяҫҫӗ теме пулать. Иисус «вӗренекенӗсене вара пӗтӗмпех ыттисенчен уйрӑм каласа» ӑнлантарма хатӗр (Марк 4:34). Вӑл «хӑй мулӗ управӑшӗнчен ҫӗннине те, киввине те илсе» тухакан кил хуҫи евӗрлӗ (Матфей 13:52). Ҫав тӗслӗхсене каласа парасса та Иисус хӑй мӗнле пултаруллӑ учитель пулнине кӑтартас тесе каласа памасть. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене чи хаклӑ мул пек пахаран та паха чӑнлӑхсене каласа парать. Чӑнах та, вӗрентес тӗлӗшрен унпа никам та танлашма пултараймасть.