Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

55-МӖШ СЫПӐК

Иисусӑн сӑмахӗсем нумайӑшне аптратса ӳкереҫҫӗ

Иисусӑн сӑмахӗсем нумайӑшне аптратса ӳкереҫҫӗ

ИОАНН 6:48—71

  • ИИСУСӐН ӲТНЕ ҪИЕССИ ТАТА УНӐН ЮННЕ ӖҪЕССИ МӖН ВӐЛ

  • НУМАЙӐШӖ ИККӖЛЕНЕҪҪӖ ТЕ УН ХЫҪҪӐН ҪӲРЕМЕ ПӐРАХАҪҪӖ

Капернаумри синагогӑра Иисус хӑйӗн пирки эпӗ тӳперен аннӑ ҫӑкӑр тесе ӑнлантарать. Вӑл ҫапла ӑнлантарса панипе Галилея тинӗсӗн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗ патӗнчен таврӑннӑ ҫынсене — вӑл тӗлӗнмелле майпа ҫӑкӑрпа тата пулӑпа тӑрантарнӑ ҫынсене — унччен мӗн калани ҫумне хушса калать пулмалла.

Иисус хӑйӗн шухӑшне малалла тӑснӑ май ҫапла калать: «Сирӗн аҫӑрсем пушхирте манна ҫисен те вилнӗ». Иисуса илес пулсан, вӑл хӑйӗн пирки ҫапла ӑнлантарса парать: «Эпӗ — ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ: ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ; Эпӗ парас ҫӑкӑр — Манӑн Ӳтӗм вӑл, Эпӗ ӑна тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп» (Иоанн 6:48—51).

Пирӗн эрӑри 30 ҫулхи ҫуркунне Иисус Никодимпа калаҫнӑ чухне Турӑ тӗнчене питӗ юратнӑран ӑна ҫӑлма хӑйӗн Ывӑлне янӑ тесе каланӑ. Халӗ вара Иисус хӑйӗн ӳтне ҫиме кирлине, урӑхла каласан, вӑл хӑй парас парнене ӗненме кирлине палӑртать. Ҫакӑ вӑл — ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмелли май.

Анчах та ҫынсем Иисусӑн сӑмахӗсемпе килӗшмеҫҫӗ. «Епле-ха Вӑл Хӑй Ӳтне пире ҫиме пама пултартӑр?» — тесе ыйтаҫҫӗ вӗсем (Иоанн 6:52). Анчах та Иисус тӳррӗн мар, сӑнарлӑн калать. Ҫынсем те ҫакна ӑнланччӑр тет вӑл. Ҫакӑ вӑл малалла каланӑ сӑмахсенчен курӑнса тӑрать.

Вӑл калать: «Эсир Этем Ывӑлӗн Ӳтне ҫимесен, Унӑн Юнне ӗҫмесен, сирӗн ӑшӑрта чӗрӗлӗх пулмӗ. Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать... Манӑн Ӳтӗм — чӑн ҫимӗҫ, Манӑн Юнӑм — чӑн ӗҫмелли; Ман Ӳтӗме ҫиекен, Ман Юнӑма ӗҫекен Ман ӑшӑмра [«манпа пӗрлӗхре», ҪТ] пулать, Эпӗ те ун ӑшӗнче [«унпа пӗрлӗхре», ҪТ] пулатӑп» (Иоанн 6:53—56).

Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем ӑна итлекен иудейсене мӗн тери кӳрентерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Тен, вӗсем Иисус каннибализм сӗнет е юн ҫиме чаракан Туррӑн саккунне пӑсма чӗнет тесе шутлаҫҫӗ (Пултарни 9:4; Левит 17:10, 11). Анчах Иисус ахаль ӳте ҫимелли е ахаль юна ӗҫмелли пирки каламасть. Вӑл ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес текенсен пурин те хӑй панӑ парнене ӗненмелле тесе каласшӑн — ҫак парнене парасса та вӑл хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр кӗлеткине панӑ чухне тата хӑйӗн юнне тӑкнӑ чухне парӗ. Ҫак вӗрентӗве унӑн вӗренекенӗсем те нумайӑшӗ ӑнланмаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем калаҫҫӗ: «Темӗнле сӑмахсем калать! ҫакна кам итлеме пултарайӗ?» (Иоанн 6:60.)

Иисус хӑйӗн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем ӳпкелешнине кура ыйтать: «Сире ҫакӑ та аташтарать-и [«пӑтраштарать-и», ҪХ]? Этем Ывӑлӗ Хӑй малтан пулнӑ вырӑна ҫӗкленсе кайнине курсан мӗн тӑвӑр-ши эсир? [...] Эпӗ сире калакан сӑмахсем — Сывлӑш та, пурӑнӑҫ та. Ҫапах та сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-хӑшӗ ӗненмеҫҫӗ». Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ пӑрӑнса утаҫҫӗ те ун хыҫҫӑн ҫӳреме пӑрахаҫҫӗ (Иоанн 6:61—64).

Вара Иисус 12 апостолӗнчен ыйтать: «Эсир те пӑрахса каясшӑн мар-и?» Петр хуравлать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! кам патне каяс пирӗн? Санра ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ сӑмахӗсем; Эсӗ Христос иккенне, чӗрӗ Турӑ Ывӑлӗ иккенне эпир ӗнентӗмӗр те, пӗлтӗмӗр те» (Иоанн 6:67—69). Мӗн тери чунтан парӑнни! Петрпа ытти апостолсене илес пулсан, вӗсем Иисусӑн сӑмахӗсене, тен, пӗтӗмпех ӑнланман та пуль.

Петр мӗнле хуравлани Иисуса савӑнтарнӑ пулин те, вӑл калать: «Эпӗ сире, вуниксӗре, Хам суйласа илмерӗм-и? анчах сирӗнтен пӗри — шуйттан» (Иоанн 6:70). Иисус кунта Иуда Искариот пирки калать. Тен, Иисус ҫав вӑхӑтра Иуда тӗрӗс мар ҫул ҫине тӑнине асӑрхать.

Петрпа ытти апостолсем хӑйӗн хыҫҫӑн ҫӳреме чарӑнманшӑн тата ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлас ӗҫе хутшӑнма пӑрахманшӑн Иисус савӑнать паллах.