Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

122-МӖШ СЫПӐК

Ҫӳлти пӳлӗмре Иисус каланӑ юлашки кӗлӗ

Ҫӳлти пӳлӗмре Иисус каланӑ юлашки кӗлӗ

ИОАНН 17:1—26

  • МӖНШӖН ТУРӐПА УНӐН ЫВӐЛӖ ҪИНЧЕН ПӖЛӲ ИЛМЕЛЛЕ?

  • ИЕГОВА, ИИСУС ТАТА ВӖРЕНЕКЕНСЕМ ХУШШИНЧИ ПӖРЛӖХ

Иисус хӑйӗн апостолӗсене юратать, ҫавӑнпа вӑл хӑй кӗҫех каяссине вӗсем хатӗр пулччӑр тесе тӑрӑшать. Вӗсене канашсем панӑ хыҫҫӑн вӑл ҫӳлелле пӑхать те хӑйӗн Ашшӗне кӗлтума пуҫлать: «Хӑвӑн Ывӑлна мухтава кӑлар, Ывӑлу та Сана мухтава кӑлартӑр. Эсӗ пур этеме те Ун аллине панӑ, Хӑв панисене Вӑл пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр» (Иоанн 17:1, 2).

Ҫак сӑмахсенчен ҫакӑ курӑнать: Иисусшӑн чи кирли вӑл — Турра мухтава кӑларасси. Анчах та Иисус ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес шанчӑк ҫинчен те калать! Турӑ «пур этеме те Ун аллине панӑ», ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине пула пӗтӗм этемлӗхе ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парнелеме пултарать. Анчах пурте ҫак пиллӗхе илеймӗҫ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иисус хӑй малалла мӗн каланӑ, ҫав сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнакансене ҫеҫ пиллӗ. Вӑл каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3).

Ҫыннӑн Ашшӗ ҫинчен те, Ывӑлӗ ҫинчен те пӗлӳ илсе пырса вӗсемпе ҫывӑхланса пымалла. Унӑн япаласем ҫине вӗсем пӑхнӑ пек пӑхмалла. Унсӑр пуҫне, ҫыннӑн ыттисемпе хутшӑннӑ чухне Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илсе вӗсен лайӑх енӗсене кӑтартмалла. Ҫавӑн пекех унӑн ҫынсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илессинчен ытларах Турра мухтава кӑларасси кирлӗрех пулнине ӑнланмалла. Халӗ Иисус ҫак тема патне каллех таврӑнать.

«Эпӗ ҫӗр ҫинче Сана мухтава кӑлартӑм,— тесе калать Иисус,— Эсӗ Мана тума хушнӑ ӗҫе туса ҫитертӗм. Эй Аттем! халӗ ӗнтӗ Мана Хӑвӑн патӑнта мухтава кӑлар, тӗнче пуличченех Хӑвӑн патӑнта пулнӑ аслӑлӑхӑмпа мухтава кӑлар» (Иоанн 17:4, 5). Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан тӳпери мухтавне тавӑрса пама ыйтать.

Сӑваплӑ ӗҫре мӗн туса ҫитерни ҫинчен аса илсе Иисус кӗлтӑвать: «Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ» (Иоанн 17:6). Иисус сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне Туррӑн ятне, Иегова тесе сасӑпа каланӑ. Вӑл апостолсене ҫак ят мӗне пӗлтернине — Туррӑн паха енӗсене тата вӑл хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытнине — пӗлме пулӑшнӑ.

Апостолсем Иегова ҫинчен, Иисус ҫӗр ҫине мӗнле тӗллевпе килни ҫинчен пӗлӳ илнӗ тата Иисус мӗне вӗрентнине пӗлсе ҫитнӗ. Иисус хӑйне кӗҫӗне хурса калать: «Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ» (Иоанн 17:8).

Унтан Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансемпе ытти ҫынсем хушшинчи уйрӑмлӑха палӑртать: «Эпӗ вӗсемшӗн йӑлӑнатӑп: пӗтӗм тӗнчешӗн йӑлӑнмастӑп, Мана Хӑв панисемшӗн йӑлӑнатӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — Санӑн... [...] Эй Святой Аттем! Эсӗ Мана панисене Хӑвӑн ятупа упрасам, вӗсем те Пирӗн пекех пӗр пулччӑр. ...Ху Мана панисене Эпӗ сыхласа хӑвартӑм, пӗтес ывӑлсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те пӗтмерӗ». Кунта «пӗтес ывӑл» вӑл — Иисуса тытса парас текен Иуда Искариот (Иоанн 17:9—12).

«Тӗнче вӗсене курайми пулчӗ,— тесе кӗлтӑвать Иисус.— Вӗсене тӗнчерен ил тесе йӑлӑнмастӑп, усал-тӗселтен [«Усалтан», ҪТ] сыхласа тӑр тесе йӑлӑнатӑп. Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар» (Иоанн 17:14—16). Апостолсемпе ытти вӗренекенсем ҫак тӗнчере — Сатана тытса тӑракан ҫынсен обществинче — пурӑнаҫҫӗ, анчах та вӗсен ҫак тӗнчен усал ӗҫӗсене хутшӑнмалла мар. Ҫакна мӗнле тумалла?

Вӗсен сӑваплӑ пулмалла, хӑйсене Турӑшӑн ӗҫлеме уйӑрса хумалла. Ҫакна тӑвас тесен вӗсен Еврей Ҫырӑвӗсенчи чӑнлӑхсемпе тата Иисус вӗрентнӗ чӑнлӑхсемпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла. Иисус кӗлтӑвать: «Вӗсене Хӑвӑн чӑнлӑхупа тасат: Санӑн сӑмаху — чӑнлӑх» (Иоанн 17:17). Каярахпа апостолсенчен хӑш-пӗрисем Турӑ хавхалантарнипе кӗнекесем ҫырӗҫ, ҫав кӗнекесем те ҫынна тасатма, е сӑваплӑ тума, пултаракан «чӑнлӑхӑн» пайӗ пулса тӑрӗҫ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ыттисем те «чӑнлӑха» йышӑнӗҫ. Ҫавӑнпа Иисус «вӗсемшӗн [11 апостолӗшӗн] анчах» йӑлӑнмасть, «вӗсен сӑмахне итлесе... [хӑйне] ӗненекенсемшӗн те» йӑлӑнать. Иисус вӗсемшӗн мӗн ыйтать? Вӑл калать: «Пурте пӗр пулччӑр: эй Аттем! Эсӗ — Ман ӑшӑмра [«манпа пӗрлӗхре», ҪТ], Эпӗ Сан ӑшӑнта [«санпа пӗрлӗхре», ҪТ] пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗн ӑшра пӗр [«пирӗнпе пӗрлӗхре», ҪТ] пулччӑр» (Иоанн 17:20, 21). Иисуспа унӑн Ашшӗ «пӗр», мӗншӗн тесен вӗсем пур енчен те пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшлӑ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем хушшинче те ҫавнашкал пӗрлӗх пултӑр тесе кӗлтӑвать.

Кӑшт маларах Иисус Петра тата ыттисене тӳпене вӗсем валли вырӑн хатӗрлеме каятӑп тесе каланӑ (Иоанн 14:2, 3). Халӗ Иисус кӗлӗре каллех ҫак шухӑш патне таврӑнать: «Эй Аттем! Эсӗ Мана панисем те Эпӗ ӑҫта, ҫавӑнта Манпа пӗрле пулччӑр, Эсӗ Мана тӗнчене пултаричченех юратса панӑ мухтава курччӑр» (Иоанн 17:24). Ҫапла вӑл Турӑ ӗлӗк-авалах хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне, Иисус Христос пулса тӑнӑскере, юратнине ҫирӗплетсе парать. Турӑ ӑна Адампа Ева ача-пӑчаллӑ пуличченех юратнӑ.

Хайӗн кӗллине вӗҫленӗ май Иисус хӑйӗн Ашшӗн ячӗ ҫине, Турӑ апостолсене юратни ҫине тата каярахпа «чӑнлӑха» кам йышӑнӗ, ҫавсене юратни ҫине тепӗр хут тимлеттерет. Вӑл калать: «Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче [«вӗсемпе пӗрлӗхре», ҪТ] пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп» (Иоанн 17:26).