Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

113-МӖШ СЫПӐК

Талантсем ҫинчен калакан тӗслӗх ӗҫчен пулма вӗрентет

Талантсем ҫинчен калакан тӗслӗх ӗҫчен пулма вӗрентет

МАТФЕЙ 25:14—30

  • ИИСУС ТАЛАНТСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХЕ КАЛАСА ПАРАТЬ

Иисус хӑйӗн тӑватӑ апостолӗпе халӗ те Елеон тӑвӗ ҫинче. Вӑл вӗсене тепӗр тӗслӗх каласа парать. Темиҫе кун маларах, Иерихонра пулнӑ чухне, вӑл минӑсем ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панӑ. Ҫав тӗслӗх Патшалӑх пуласлӑхра килессине кӑтартса панӑ. Халӗ вӑл каласа паракан тӗслӗх минӑсем ҫинчен калакан тӗслӗх евӗрлӗрех. Ҫак ҫӗнӗ тӗслӗх Иисус хӑйне панӑ ыйту — хӑй патшара ларассипе тата ҫак тӗнче пӗтессипе ҫыхӑннӑ ыйту — ҫине хурав пани шутне кӗрет. Ҫак тӗслӗх унӑн вӗренекенӗсен хӑйсене вӑл мӗн шанса панӑ, ҫавсемпе усӑ курас тӗлӗшрен ӗҫчен пулмалла тесе палӑртать.

Иисус ҫапла пуҫлать: «Ют ҫӗре [е ют ҫӗршыва] каяс умӗн чурисене чӗнсе илсе вӗсене хӑй пурлӑхне парса хӑварнӑ ҫынпа мӗн пулса иртнӗ, ҫавӑн пек пулӗ» (Матфей 25:14). Унччен Иисус хӑйне «патшана ларма ирӗк» илме ют ҫӗршыва кайнӑ ҫынпа танлаштарнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та апостолсем кунта калакан «ҫын» вӑл Иисус пулнине тӳрех ӑнланса илеҫҫӗ (Лука 19:12).

Ют ҫӗршыва каяс умӗн ҫав ҫын хаклӑ пурлӑха хӑйӗн чурисене шанса парса хӑварать. Виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши Иисус тӑрӑшса Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарнӑ тата хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак ӗҫе тума хатӗрленӗ. Халӗ вара вӑл каять, мӗншӗн тесем вӗсем ҫав ӗҫе тума пултарассине шанать (Матфей 10:7; Лука 10:1, 8, 9; Иоанн 4:38; 14:12 танлаштарӑр.)

Иисус илсе панӑ тӗслӗхре ҫын хӑйӗн пурлӑхне чурисене мӗнле валеҫсе парать? Иисус каласа парать: «Вӑл кашнийӗн пултарулӑхне кура пӗр чурине пилӗк талант, тепӗрне икӗ талант, тата тепӗрне пӗр талант панӑ; унтан хӑй ҫула тухса кайнӑ» (Матфей 25:15). Ҫав чурасем хӑйсене мӗн шанса панӑ, ҫавӑнпа мӗн тӑвӗҫ-ши? Вӗсем хӑйсен хуҫи тупӑш илтӗр тесе тӑрӑшса ӗҫлӗҫ-ши? Иисус ҫак ыйтусем ҫине хуравлать.

«Пилӗк талант илнӗскерӗ ӑна тӳрех ӗҫе хывса тата пилӗк талант тупӑш тунӑ,— калать вӑл.— Икӗ талант илнӗскерӗ те ҫапла тата икӗ талант тунӑ; пӗр талант илнӗскерӗ вара кайнӑ та хуҫи кӗмӗлне ҫӗре чавса пытарнӑ» (Матфей 25:16—18). Хуҫа таврӑннӑ чухне мӗн пулса иртет?

«Пайтах вӑхӑт иртсессӗн,— малалла каласа парать Иисус,— ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать» (Матфей 25:19). Малтанхи икӗ чури, хӑйсен «пултарулӑхне кура», мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Вӗсенчен кашнийӗ хӑйсене мӗн шанса панӑ, ҫавӑнпа усӑ курас тӗлӗшрен кахалланса тӑман, тӑрӑшса ӗҫленӗ. Пилӗк талант илнӗскерӗ хӑйне шанса панине икӗ хут ӳстернӗ, икӗ талант илнӗскерӗ те ҫавӑн пекех тунӑ. (Вӑл вӑхӑтра пӗр талант ӗҫлесе илес тесен 19 ҫула яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ.) Хуҫа иккӗшне те ҫакӑн пек сӑмахсемпе мухтать: «Аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп; хуҫупа пӗрле савӑн ӗнтӗ» (Матфей 25:21).

Анчах та пӗр талант илнӗ чури хӑйне пачах урӑхла тытать. Вӑл калать: «Хуҫамӑм! эсӗ хытӑ кӑмӑллӑ ҫын иккенне эпӗ пӗлеттӗм: эсӗ акман ҫӗрте выратӑн, сӑвӑрман ҫӗрте пуҫтаратӑн; ҫавӑнпа хӑрарӑм та санӑн талантна ҫӗре чавса пытарса хутӑм; акӑ илех хӑвӑнне» (Матфей 25:24, 25). Вӑл хуҫи мӗнле те пулин тупӑш илме пултартӑр тесе укҫана ниҫта та хывман. Тӗрӗссипе каласан, вӑл хӑйӗн хуҫин интересӗсене хирӗҫ ӗҫленӗ теме пулать.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ, хуҫи ӑна «усал та кахал чура» тесе калать. Унран талантне туртса илеҫҫӗ те тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗр чурана параҫҫӗ. Хуҫа ҫавна мӗнле принцип тӑрӑх тунине ӑнлантарса парать: «Камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ, камӑн ҫук, унран мӗн пуррине те туртса илӗҫ» (Матфей 25:26, 29).

Иисусӑн вӗренекенӗсен шухӑшламалӑх пур-ха. Ҫак пӗр тӗслӗхех шухӑшлама нумай сӑлтав парать. Вӗсем хӑйсене Иисус шанса панӑ чыслӑ тивӗҫе — вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе — питӗ хаклама кирлине ӑнланаҫҫӗ. Вӑл вӗсенчен ҫав ӗҫе тӑрӑшса тӑвасса кӗтет. Иисус хӑй шанса панӑ ӗҫе, ырӑ хыпар сарас ӗҫе, вӗсен пурин те пӗр тан тумалла тесе шутламасть. Тӗслӗхре каланӑ пек, кашнийӗн хӑйӗн «пултарулӑхне кура» мӗн тума пултарнине пурне те тумалла. Анчах та ҫакӑ кам кахал тата Хуҫан пурлӑхне ӳстерес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тумасть, ҫавсене Иисус кӑмӑллать тенине пӗлтермест.

Иисус: «Камӑн пур, ӑна тата парӗҫ»,— тесе шантарса каланине илтсен апостолсем мӗн тери савӑнаҫҫӗ пуль!