Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

107-МӖШ СЫПӐК

Патша туй ӗҫки-ҫикине чӗнсе хунисене йыхӑрать

Патша туй ӗҫки-ҫикине чӗнсе хунисене йыхӑрать

МАТФЕЙ 22:1—14

  • ТУЙ ӖҪКИ-ҪИКИ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХ

Иисусӑн сӑваплӑ ӗҫӗ вӗҫленсе пырать. Вӑл кӗнекеҫӗсемпе аслӑ священниксене питлекен тӗслӗхсем татах илсе парать. Ҫавӑнпа вӗсем ӑна вӗлересшӗн (Лука 20:19). Анчах Иисус вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма чарӑнмасть. Вӑл туй ӗҫки-ҫики ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе парать.

«Ҫӳлти Патшалӑх вӑл — калать Иисус,— хӑй ывӑлне туй ӗҫки-ҫики туса панӑ патша евӗрлӗ: вӑл хӑй чурисене туя чӗнсе хунисене йыхӑрма янӑ; лешӗсем пырасшӑн пулман» (Матфей 22:2, 3). Иисус хӑйӗн тӗслӗхне каласа пама пуҫланӑ чухне чи малтан «Ҫӳлти Патшалӑха» асӑнать. Апла пулсан, ҫакӑн пек шухӑш вырӑнлӑ пек: «патша» вӑл — Иегова Турӑ. Патша ывӑлӗ вара кам вӑл тата туй ӗҫки-ҫикине чӗннисем камсем вӗсем? Каллех кам кама сӑнласа панине ӑнланса илме йывӑр мар: патша ывӑлӗ вӑл — халӗ ҫак тӗслӗхе каласа паракан Иеговӑн Ывӑлӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗне чӗннисем вӗсем — пуласлӑхра Ывӑлпа пӗрле ҫӳлти Патшалӑхра патшара ларакансем.

Камсене малтан чӗннӗ? Иисус тата апостолсем Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара ку таранччен камсене каласа парса тӑнӑ? Иудейсене (Матфей 10:6, 7; 15:24). Ҫак халӑхпа пирӗн эрӑчченхи 1513 ҫулта Саккун килӗшӗвне тунӑ, ҫавна пула израильтянсем «священниксен патшалӑхӗ» пулса тӑмалли мая чи малтан илнӗ (Тухни 19:5—8). Вӗсене хӑҫан «туй ӗҫки-ҫикине» чӗнме пуҫланӑ? Пирӗн эрӑри 29 ҫулта, Иисус ҫӳлти Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарма тытӑннӑ чухне, пуҫланӑ тени вырӑнлӑ пек туйӑнать.

Ҫавӑн пек йыхрава израильтянсенчен нумайӑшӗ мӗнле йышӑннӑ? Иисус каланӑ тӑрӑх, вӗсем «пырасшӑн пулман». Тӗпрен илсен, тӗн пуҫлӑхӗсем тата халӑх Иисуса Мессия вырӑнне тата Турӑ суйласа лартнӑ Патша вырӑнне хуман.

Анчах Иисус иудейсен тепӗр май пулӗ тесе калать: «Вӑл [патша] ӗнтӗ урӑх чурисене ҫапла каласа йыхравлама янӑ: чӗнсе хунисене калӑр: „акӑ ӗҫкӗ-ҫикӗме хатӗрлерӗм, пӑрӑвӑмсене тата ҫитерсе самӑрлатнӑ выльӑхсене пустартӑм, пӗтӗмпе хатӗр; туя килсемӗр“ тейӗр, тенӗ. Анчах лешӗсем, йыхрава хисепе хумасӑр, хӑшӗ хӑйӗн хирне, хӑшӗ суту-илӳ тума кайнӑ; тепӗрисем тата унӑн чурисене ярса тытнӑ та мӑшкӑлласа пӗтернӗ, вӗлернӗ» (Матфей 22:4—6). Ҫакӑнта мӗн калани христиансен пухӑвӗ йӗркеленсе кайнӑ вӑхӑтпа пӗр килет. Ун чухне иудейсен унчченхи пекех Патшалӑха кӗме май пулнӑ, анчах та вӗсенчен нумайӑшӗ ҫав йыхрава хисепе хуман, ҫитменнине тата, вӗсем патшан чурисене мӑшкӑлласа пӗтернӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 4:13—18; 7:54, 58).

Ҫакӑ Израиль халӑхне мӗн патне илсе ҫитернӗ? Иисус калать: «Патша питӗ ҫилленнӗ те хӑйӗн ҫарне ярса ҫав вӗлерекенсене тӗп тунӑ, вӗсен хулине ҫунтарса янӑ» (Матфей 22:7). Иудейсемпе ҫакӑн пекки пирӗн эрӑри 70 ҫулта римлянсем «вӗсен хулине», Иерусалима, аркатнӑ чухне пулса иртнӗ.

Вӗсем хӑйсене патша ӗҫкӗ-ҫикӗне чӗннине йышӑнман пулсан, ҫакӑ урӑх никама та чӗнмӗҫ тенине пӗлтерет-и? Ку ун пек пулманнине Иисусӑн тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Иисус малалла каласа парать: «Унтан вӑл [патша] чурисене ҫапла калать: „туй ӗҫки-ҫики хатӗр, анчах чӗнсе хунисем тивӗҫлӗ пулмарӗҫ; ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, ҫавсене пурне те туя чӗнӗр“ тет. Ҫав чурасем вара ҫулсем ҫине тухнӑ та тӗл пулнисене пурне те — усаллисене те, ыррисене те — пухса пынӑ; туй ӗҫкине вара туллиех пуҫтарӑннӑ» (Матфей 22:8—10).

Ҫакна та палӑртмалла: каярахпа Петр апостол ытти халӑх ҫыннисене — вӗсем иудейсем, прозелитсем пулман пулсан та — христиансем пулса тӑма пулӑшӗ. Пирӗн эрӑри 36 ҫулта Рим ҫарӗнчи Корнилий ятлӑ ҫӗрпӳ тата унӑн ҫемйинчи ҫынсем Туррӑн сывлӑшне илнӗ. Ҫапла вара вӗсем валли Иисус каланӑ ҫӳлти Патшалӑха кӗмелли май уҫӑлнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:1, 34—48).

Иисус палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫкӗ-ҫикӗне килнисем пурте «патша» кӑмӑлне каймӗҫ. Иисус калать: «Патша кӗрекере ларакансене курма кӗрсен унта туй тумтирӗ тӑхӑнман пӗр ҫынна курнӑ та ҫапла калать ӑна: „тусӑм, епле эсӗ кунта туй тумтирӗ тӑхӑнмасӑр кӗтӗн?“ тет. Лешӗ чӗнмен. Патша вара тарҫисене каланӑ: „алли-урине ҫыхӑр та ӑна тула сӗмлӗхе кӑларса пӑрахӑр: унта йӗни те шӑл шатӑртаттарни пулӗ. Чӗннисем нумай та, суйласа илнисем сахал“ тенӗ» (Матфей 22:11—14).

Иисуса итлекен тӗн пуҫлӑхӗсем вӑл мӗн каласшӑн пулнине, тен, пӗтӗмпех ӑнланмаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем питӗ кӑмӑлсӑр, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсене ҫавӑн пек чӑрмавсем кӳрекен тата хӑйсене аванмарлантаракан Иисусран нихҫанхинчен те ытларах хӑтӑлма шут тытаҫҫӗ.