Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

106-МӖШ СЫПӐК

Иҫӗм пахчисем ҫинчен калакан икӗ тӗслӗх

Иҫӗм пахчисем ҫинчен калакан икӗ тӗслӗх

МАТФЕЙ 21:28—46 МАРК 12:1—12 ЛУКА 20:9—19

  • ИКӖ ЫВӐЛ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХ

  • ПАХЧАҪӐСЕМ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХ

Иисус храмра. Нумаях пулмасть вӑл хӑйӗнчен кам сана ирӗк панӑ тесе ыйтнӑ аслӑ священниксемпе халӑх пуҫлӑхӗсене аптратса ӳкерчӗ. Иисуса хирӗҫ ним калама пӗлмесӗр вӗсем чӗнейми пулаҫҫӗ. Унтан вӑл вӗсем мӗнлерех ҫынсем пулнине уҫса паракан тӗслӗх илсе парать.

Иисус каласа парать: «Пӗр ҫыннӑн икӗ ывӑл пулнӑ; вӑл пӗрин патне пынӑ та каланӑ: „ывӑлӑм, паян иҫӗм ҫырли пахчине кайса ӗҫле-ха“ тенӗ. Анчах та лешӗ: „каяс килмест“ тенӗ; кайран тата ӳкӗннӗ те пахчана кайнӑ. Ашшӗ тепӗр ывӑлӗ патне пырса ӑна та ҫаплах каланӑ. Ку ӗнтӗ: „кайӑп, аттемӗм“ тенӗ; хӑй кайман та. Иккӗшӗнчен хӑшӗ ашшӗ ирӗкне пурӑнӑҫланӑ?» (Матфей 21:28—31.) Хуравӗ уҫӑмлӑн курӑнать — ашшӗн ирӗкне малтанхи ывӑлӗ пурнӑҫланӑ.

Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракансене калать: «Чӑн калатӑп сире: куланай пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен маларах кӗрӗҫ». Чи малтан куланай пухакансемпе аскӑн хӗрарӑмсем Турӑшӑн ӗҫлесшӗн пулман. Анчах каярахпа вӗсем, малтанхи ывӑлӗ пекех, ӳкӗннӗ те уншӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗсемпе танлаштарсан, тӗн пуҫлӑхӗсем иккӗмӗш ывӑлӗ евӗрлӗ: вӗсем сӑмахпа Турӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ, анчах чӑннипе ҫавна тумаҫҫӗ. Иисус ҫапла палӑртать: «Сирӗн пата тӳрӗлӗх ҫулӗпе Иоанн килчӗ, эсир ӑна ӗненмерӗр, куланай пуҫтаракансемпе аскӑн хӗрарӑмсем ӑна ӗненчӗҫ; эсир ҫавна курса та ӳкӗнмерӗр, ӑна ӗненес темерӗр» (Матфей 21:31, 32).

Унтан Иисус тепӗр тӗслӗх илсе парать. Ку хутӗнче вара вӑл тӗн пуҫлӑхӗсем Турӑшӑн ӗҫлесшӗн пулманнине ҫеҫ мар, вӗсем йӗркесӗр ҫынсем пулнине те кӑтартса парать. «Пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та ӑна йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ,— каласа парать Иисус.— Унта юхтаркӑч чавса тунӑ, пашне туса лартнӑ, унтан ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварнӑ та хӑй тухса кайнӑ. Вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн тарҫине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ. Лешӗсем ӑна тытнӑ та хӗнесе пӗтерсе пушӑ алӑпах кӑларса янӑ. Вара ҫав ҫын вӗсем патне тепӗр тарҫине янӑ; вӗсем ӑна та пуҫне чулпа персе шӑтарса, хур туса янӑ. Вӑл ӗнтӗ тата тепӗр тарҫине янӑ — ӑна вӗлернӗ; ыттисене те нумайӑшне е хӗненӗ, е вӗлернӗ» (Марк 12:1—5).

Иисуса итлекенсемшӗн ҫак тӗслӗх ӑнланамалла-ши? Тен, вӗсем Исаия питлесе каланӑ ҫак сӑмахсене аса илеҫҫӗ: «Саваоф Ҫӳлхуҫанӑн иҫӗм пахчийӗ — Израиль килӗ вӑл; Иуда арӗсем вара — Унӑн юратса лартнӑ хунавӗсем. Вӑл тӗрӗслӗхе кӗтнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ — юнюхтару» (Исаия 5:7). Иисус каланӑ тӗслӗхӗн пӗлтерӗшӗ ҫавнашкалах. Иҫӗм пахчин хуҫи вӑл — Иегова, иҫӗм пахчи — Израиль халӑхӗ, ҫак халӑха Турӑ Саккунӗ ун тавра тытса ҫавӑрнӑ «карта» пек хӳтлӗх парса тӑрать. Иегова хӑйӗн халӑхне вӗрентес тата ырӑ ҫимӗҫсем пама пулӑшас тесе пророксене ярса тӑнӑ.

Анчах та «пахчаҫӑсем» хӑйсем патне янӑ «тарҫӑсемпе» хӑйсене япӑх тытнӑ тата вӗсене вӗлернӗ. Иисус ӑнлантарса парать: «Унӑн [иҫӗм пахчи хуҫин] пӗртен-пӗр савнӑ ывӑлӗ пулнӑ; ывӑлӑмран вӑтанӗҫ тесе вӑл юлашкинчен вӗсем патне ӑна янӑ. Анчах та пахчаҫӑсем пӗр-пӗрне каланӑ: еткерҫӗ ку; атьӑр ӑна вӗлерер те унӑн еткерне хамӑр илер, тенӗ. Вара вӗсем ӑна ярса тытса вӗлернӗ» (Марк 12:6—8).

«Ӗнтӗ пахча хуҫи мӗн тӑвӗ?» — ыйтать Иисус (Марк 12:9). Тӗн пуҫлӑхӗсем хуравлаҫҫӗ: «Ҫав усал тӑвакансене усал вилӗмпе вӗлерттерӗ те пахчине урӑххисене, ҫимӗҫе вӑхӑтра парса тӑракан пахчаҫӑсене, тара парӗ» (Матфей 21:41, ҪХ).

Ҫапла вӗсем, хӑйсем ҫавна ӑнланмасӑрах, хӑйсем пирки приговор йышӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑн «иҫӗм пахчинче», Израиль халӑхӗ хушшинче, ӗҫлекен «пахчаҫӑсем» шутне кӗреҫҫӗ. Иегова ҫав пахчаҫӑсенчен чӑннипе кӗтекен ҫимӗҫ вӑл — унӑн Ывӑлне, Мессийӑна, ӗненесси. Иисус ҫав тӗн пуҫлӑхӗсем ҫине пӑхса калать: «Эсир Турӑ ҫырӑвӗнче: „ҫурт тӑвакансем тиркенӗ чул кӗтес никӗсӗ [«кӗтесри тӗп чул», ҪТ] пулчӗ: ку — Ҫӳлхуҫа ӗҫӗ, пирӗн куҫ умӗнчи тӗлӗнмелле ӗҫ“ тенине вуламан-им?» (Марк 12:10, 11.) Унтан Иисус хӑй мӗн каласшӑн пулнине уҫӑмлӑн кӑтартса парать: «Ҫавӑнпа калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне сирӗнтен туртса илӗҫ те ӑна унӑн ҫимӗҫне кӳрекен халӑха парӗҫ» (Матфей 21:43).

Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем «Иисус ҫак ытарӑша хӑйсем ҫинчен каланине» ӑнланса илеҫҫӗ (Лука 20:19). Халӗ вара вӗсем ҫав саккунлӑ «еткерҫӗне» нихҫанхинчен те ытларах вӗлересшӗн. Анчах вӗсем халӑхран хӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх Иисуса пророк тесе шутлать. Ҫавӑнпа вӗсем ӑна хальлӗхе вӗлересшӗн пулмаҫҫӗ.