Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

116-МӖШ СЫПӐК

Юлашки Пасха вӑхӑтӗнче кӗҫӗне хума вӗрентни

Юлашки Пасха вӑхӑтӗнче кӗҫӗне хума вӗрентни

МАТФЕЙ 26:20 МАРК 14:17 ЛУКА 22:14—18 ИОАНН 13:1—17

  • ИИСУС АПОСТОЛӖСЕМПЕ ЮЛАШКИ ХУТ ПАСХА ҪИЕТ

  • АПОСТОЛСЕН УРИСЕНЕ ҪУСА ЯРСА ВӖСЕНЕ КӖҪӖНЕ ХУМА ВӖРЕНТЕТ

Иисус мӗн хушнине тумашкӑн Петрпа Иоанн Пасха валли пурне те хатӗрлесе хурас тесе Иерусалима ҫитеҫҫӗ. Каярахпа унта Иисуспа тепӗр вунӑ апостолӗ ҫитӗҫ. Кӗҫех каҫ пулать. Вӗсем Елеон тӑвӗ ҫинчен аннӑ ҫӗре хӗвеланӑҫ енче хӗвел анма пуҫлать. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак тавралӑха кун ҫутинче урӑх кураймӗ.

Кӗҫех Иисуспа унӑн вӗренекенӗсем Иерусалима ҫитеҫҫӗ те Пасха апатне ҫимелли ҫурта ҫул тытаҫҫӗ. Вӗсем пусма тӑрӑх ҫӳлти пысӑк пӳлӗме хӑпараҫҫӗ. Унта вӗсене Пасхӑна пӗрле паллӑ тума пурне те хатӗрлесе хунӑ. Иисус ҫак вӑхӑта кӗтнӗ, мӗншӗн тесен вӑл калать: «Эпӗ ҫак пасхӑна Хамӑн асапӑм ҫитиччен ҫав тери сирӗнпе пӗрле ларса ҫиесшӗнччӗ» (Лука 22:15).

Авалхи йӑла тӑрӑх, Пасхӑна паллӑ тӑвакансем пӗрин хыҫҫӑн теприне эрех тултарнӑ темиҫе курка параҫҫӗ. Иисус ҫав куркасенчен пӗрне илсе Турра тав тӑвать те калать: «Ҫакна илӗр те пӗр-пӗрне парӑр, пурте ӗҫӗр; калатӑп сире: Эпӗ ӗнтӗ Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр иҫӗм ҫырли эрехне урӑх ӗҫмӗп» (Лука 22:17, 18). Ҫак сӑмахсенчен унӑн вилӗмӗ ҫывӑх пулни уҫӑмлӑн палӑрать.

Пасха апатне ҫинӗ чухне хӑйне евӗрлӗ ӗҫ пулса иртет. Иисус тӑрать те ҫиелти тумтирне хывать, унтан алшӑлли илет. Ҫавӑн хыҫҫӑн савӑта шыв ярать. Хӑнасен урисене ҫуса янипе яманнине ялан тенӗ пекех кил хуҫи пӑхса тӑрать — сӑмахран, вӑл тарҫине ҫавна тума хушма пултарать (Лука 7:44). Анчах та ку хутӗнче кил хуҫи ҫук, ҫавӑнпа Иисус хӑй ҫав ӗҫе тӑвать. Ҫакна кирек хӑш апостол та тума пултарнӑ, анчах вӗсенчен пӗри те ҫакна тумасть. Тен, вӗсен халӗ те хӑшӗ вӗсенчен аслӑрах тесе тавлашасси пур? Кирек мӗнле пулсан та, Иисус вӗсен урисене ҫунине пула вӗсем аванмарланса каяҫҫӗ.

Иисус Петр патне ҫитсен, лешӗ: «Манӑн урана Эсӗ ӗмӗрне те ҫӑвас ҫук»,— тесе хирӗҫлет. Иисус ӑна хуравлать: «Сана Эпӗ ҫумасан, Манпа пӗрле пая кӗреймӗн». Петр хӗрӳллӗн ыйтать: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! эппин, урана кӑна мар, аллӑма та, пуҫӑма та ҫу». Иисус: «Ҫӑвӑннӑ ҫын вӑл пӗтӗмпе таса, унӑнне урине кӑна ҫумалла; эсир те таса, анчах пуртех мар»,— тесе хуравлани Петра тӗлӗнтерсе ярать пуль (Иоанн 13:8—10).

Иисус 12 апостолӑн урине, Иуда Искариотӑн урине те ҫуса ярать. Хӑйӗн ҫиелти тумтирне тӑхӑннӑ хыҫҫӑн Иисус сӗтел хушшине таврӑнать те ыйтать: «Эпӗ сирӗншӗн мӗн тунине ӑнлантӑр-и эсир? Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Ҫӳлхуҫамӑр тетӗр, тӗрӗс калатӑр: Эпӗ чӑнах та Ҫавӑ. Эхер те Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫӑр, Вӗрентекенӗр — сирӗн урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла. Сирӗн те Ман пекех тумалла тесе, Эпӗ сире тӗслӗх кӑтартрӑм. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар. Ҫакна пӗлсе пурӑнӑҫласа тӑрсан, эсир телейлӗ» (Иоанн 13:12—17).

Ҫакӑ вӑл — ыттисене пулӑшма тата харпӑр хӑйне кӗҫӗне хума вӗрентекен питӗ чаплӑ тӗслӗх! Иисус хыҫҫӑн пыракансен пӗрремӗш вырӑн йышӑнасшӑн ҫунмалла мар тата хӑйсем ҫинчен чи кирлӗ ҫынсем тесе шутласа ыттисен вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмалла тесе шухӑшламалла мар. Ун вырӑнне вӗсен, йӑла тӑрӑх ура ҫуса янипе мар, хӑйсене кӗҫӗне хурса тата ҫынсене камне кура уйӑрмасӑр ыттисемшӗн тӑрӑшнипе Иисусран тӗслӗх илмелле.