Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

115-МӖШ СЫПӐК

Иисус Пасхӑна юлашки хут паллӑ тӑвас вӑхӑт ҫывхарать

Иисус Пасхӑна юлашки хут паллӑ тӑвас вӑхӑт ҫывхарать

МАТФЕЙ 26:1—5, 14—19 МАРК 14:1, 2, 10—16 ЛУКА 22:1—13

  • ИУДА ИСКАРИОТ ИИСУСА СУТМА УКҪА ИЛЕТ

  • ИКӖ АПОСТОЛ ПАСХӐНА ПАЛЛӐ ТУМА ВЕҪЕХ ХАТӖРЛЕТ

Елеон тӑвӗ ҫинче Иисус тӑватӑ апостол панӑ ыйту ҫине — хӑй пуласлӑхра патшара ларасси пирки тата ҫак тӗнче пӗтесси пирки панӑ ыйту ҫине — хуравланипе вӗсене вӗрентме чарӑнать.

Ҫак кун, нисанӑн 11-мӗшӗнче, питӗ нумай ӗҫ туса ирттерме тивнӗ. Вӗсем ҫӗр каҫма Вифание таврӑннӑ чухне пулас, Иисус апостолсене ҫак сӑмахсене калать: «Эсир икӗ кунран Пасха пуласса пӗлетӗр; ӗнтӗ Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ» (Матфей 26:2).

Иисус тепӗр куна, юнкуна, хӑйӗн апостолӗсемпе пӗрле лӑпкӑн ирттерет. Ытларикун вӑл тӗн пуҫлӑхӗсене сивленӗ тата халӑх умӗнче питленӗ. Халӗ вара вӗсем ӑна вӗлерме май шыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл нисанӑн 12-мӗшӗнче ниҫта та тухмасть. Ҫакна вӑл тепӗр кунне каҫхине — хӗвел анса ларнӑ хыҫҫӑн нисанӑн 14-мӗшӗ пуҫлансан — апостолӗсемпе пӗрле Пасхӑна паллӑ тума нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе тӑвать.

Анчах та аслӑ священниксем тата халӑхӑн старейшинисем Пасха уявӗччен ниепле те лӑпланаймаҫҫӗ. Вӗсем Каиафа ятлӑ чи аслӑ священникӑн килкартине пухӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн? Вӗсем хӑйсене Иисус питленӗшӗн питӗ ҫилленнӗ. Ҫавӑнпа вӗсем «Иисуса чеелӗхпе тытас та вӗлерес тесе кавар» тӑваҫҫӗ. Ҫавна вӗсем мӗнле тата хӑҫан тӑвасшӑн? Вӗсем калаҫҫӗ: «Ку ӗҫе уяв вӑхӑтӗнче тӑвас мар — халӑх пӑлханмалла ан пултӑр» (Матфей 26:4, 5). Вӗсем Иисуса нумайӑшӗ ырланине пӗлеҫҫӗ.

Ҫав хушӑра тӗн пуҫлӑхӗсем патне пӗр ҫын килет. Ҫакӑ вӗсене тӗлӗнтерсе ярать, мӗншӗн тесен ку вӑл Иисусӑн апостолӗсенчен пӗри — Иуда Искариот. Сатана ӑна хӑйӗн Хуҫине сутма ӳкӗте кӗртнӗ! Иуда вӗсенчен ыйтать: «Ӑна сире тытса парсассӑн эсир мана мӗн парӑр?» (Матфей 26:15.) Савӑннипе вӗсем «ӑна укҫа пама» пулаҫҫӗ (Лука 22:5). Мӗн чухлӗ? Вӗсем ӑна 30 кӗмӗл укҫа пама килӗшеҫҫӗ. Ҫакна та палӑртмалла: чурашӑн 30 сикль тӳлемелле (Тухни 21:32). Ҫапла майпа тӗн пуҫлӑхӗсем Иисусран йӗрӗннине — вӗсем ӑна ним вырӑнне те хуманнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда «Ӑна вӗсен аллине халӑх ҫук ҫӗрте тытса пама майлӑ вӑхӑт» шырама пуҫлать (Лука 22:6).

Юнкун хӗвел анса ларсан нисанӑн 13-мӗшӗ пуҫланать. Иисус улттӑмӗш хут, юлашки хут, Вифанире ҫӗр каҫать. Тепӗр кунне Пасха валли мӗн кирлине веҫех хатӗрлесе хумалла. Путек туянмалла, вара нисанӑн 14-мӗшӗ пуҫлансан ӑна пусмалла та пӗтӗм путеке ӑшаламалла. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Пасха апатне ӑҫта ҫийӗ тата ӑна кам хатӗрлӗ? Иисус ҫакӑн пирки нимӗн те каламан. Ҫавӑнпа Иуда аслӑ священниксене нимӗн те калама пултараймасть.

Тен, кӗҫнерникун кӑнтӑрла тӗлнелле Иисус Петрпа Иоана Вифанирен ҫапла тума хушса ярать: «Кайӑр та хамӑр валли пасха хатӗрлесе хурӑр». Лешӗсем ыйтаҫҫӗ: «Ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн пире?» Иисус ӑнлантарса парать: «Акӑ эсир хулана пырса кӗнӗ чухне сире кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫын тӗл пулӗ; ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑр та вӑл кӗнӗ ҫурта кӗрӗр, вара ҫурт хуҫине калӑр: Вӗрентекен сана: „Эпӗ Хамӑн вӗренекенӗмсемпе пӗрле пасха ҫимелли пӳлӗм ӑҫта?“ тет, тейӗр. Вӑл сире ҫӳлти пӳлӗме — пысӑк та тирпейлӗ пӳлӗме — кӑтартӗ; ҫавӑнта хатӗрлӗр» (Лука 22:8—12).

Паллах ӗнтӗ, кил хуҫи Иисусӑн вӗренекенӗ. Вӑл хӑйӗнчен Иисус Пасхӑна паллӑ тума ыйтасса кӗтет те пулас. Икӗ апостол Иерусалима пырсан, пурте Иисус каланӑ пек пулса тухать. Вӗсем путек хатӗрлесе хураҫҫӗ тата Иисуспа унӑн 12 апостолӗ Пасхӑна паллӑ тума пултарччӑр тесе мӗн кирлине веҫех тӑваҫҫӗ.