Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

117-МӖШ СЫПӐК

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ

Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ

МАТФЕЙ 26:21—29 МАРК 14:18—25 ЛУКА 22:19—23 ИОАНН 13:18—30

  • ИИСУС ХӐЙНЕ ИУДА ТЫТСА ПАРАССИ ҪИНЧЕН КАЛАТЬ

  • ИИСУС КАҪХИ АПАТ УЯВНЕ ПУҪАРСА ЯРАТЬ

Ҫак каҫах кӑшт маларах Иисус хӑйӗн апостолӗсен урисене ҫуса янипе вӗсене кӗҫӗне хума вӗрентнӗ. Халӗ вара, Пасха апатне ҫинӗ хыҫҫӑн, вӑл Давидӑн пророкла сӑмахӗсене илсе парать: «Варлӑ пурӑннӑ тусӑмах, хам шанса тӑниех, ман ҫӑкӑра ҫинӗ ҫынах мана хирӗҫ урине ҫӗклерӗ». Иисус ҫакна ҫапла ӑнлантарса парать: «Сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ» (Псалом 40:10; Иоанн 13:18, 21).

Апостолсем пӗр-пӗрин ҫине пӑха пуҫлаҫҫӗ, вара кашни ҫапла ыйтать: «Эпӗ мар-и, Ҫӳлхуҫамӑр?» Иуда Искариот та ҫак ыйтӑвах парать. Петр сӗтел хушшинче Иисус ҫумӗнче выртакан Иоанран кам пирки сӑмах пынине пӗлме ыйтать. Ҫавӑнпа Иоанн Иисус ҫумнерех тайӑлса: «Ҫӳлхуҫамӑр! кам вӑл?» — тесе ыйтать (Матфей 26:22; Иоанн 13:25).

Иисус хуравлать: «Эпӗ ҫӑкӑр татӑкне кама пуҫса парӑп, ҫавӑ». Вара сӗтел ҫинче ларакан чашӑк ҫине ҫӑкӑр татӑкне пуҫса Иудӑна парать те калать: «Этем Ывӑлӗ пырасса Хӑй ҫинчен ҫырнӑ пекех пырать, анчах Этем Ывӑлне тытса паракана хуйхӑ ҫитӗ: ӑна ҫуралнинчен ҫуралманни аванрах пулнӑ пулӗччӗ» (Иоанн 13:26; Матфей 26:24). Ҫавӑн хыҫҫӑн Иуда ӑшне Сатана кӗрет. Ҫак ҫын, тахҫанах пӑсӑлса кайнӑскер, халӗ хӑйне пӗтӗмпех Шуйттан аллине парать, ҫапла вара «пӗтес ывӑл» пулса тӑрать (Иоанн 6:64, 70; 12:4; 17:12).

Иисус Иудӑна калать: «Мӗн тумаллине хӑвӑртрах ту». Иудӑра укҫа арчи пулнӑран ытти апостолсем Иисус ӑна «хамӑр валли уява мӗн кирлине илме хушать пулӗ е ыйткалакансене мӗн те пулин пама калать пулӗ тесе» шухӑшлаҫҫӗ (Иоанн 13:27—30). Анчах та Иуда Иисуса сутас тесе тухса каять.

Ҫав каҫах, Пасха апатне ҫинӗ вӑхӑтра, Иисус ҫӗнӗ уяв пуҫарса ярать. Вӑл ҫӑкӑр илет те кӗлӗре тав тӑвать, ҫӑкӑрне хуҫа-хуҫа апостолсене ҫиме парать. Иисус калать: «Ҫакӑ — Манӑн Ӳтӗм, ӑна сирӗншӗн тытса параҫҫӗ; ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр» (Лука 22:19). Ҫӑкӑра пӗрин хыҫҫӑн теприне параҫҫӗ, апостолсем вара ӑна ҫиеҫҫӗ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус эрех тултарнӑ курка илет те кӗлӗре тав туса куркана апостолсене парать. Пурте ҫав куркаран ӗҫеҫҫӗ. Иисус калать: «Ҫак курка Манӑн сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа хунӑ Ҫӗнӗ Халал» (Лука 22:20).

Ҫапла Иисус ҫӗнӗ уяв — хӑйӗн вилӗмне аса илмелли уява — пуҫарса ярать. Иисус хыҫҫӑн пыракансем ҫак уява кашни ҫул нисанӑн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уяв вӗсене Иисуспа унӑн Ашшӗ Турра шанчӑклӑ ҫынсене ҫылӑхпа вилӗм тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларас тесе мӗн тунине аса илтерсе тӑрӗ. Ҫӗнӗ уяв иудейсен Пасхинчен те аслӑрах, мӗншӗн тесен вӑл ӗненекен ҫынсене чӑн-чӑн ирӗклӗх ҫине тимлеттерет.

Иисус хӑйӗн юнӗ пирки «нумайӑшӗн ҫылӑхне каҫарасшӑн юхакан Юнӑм» тесе калать. Камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӗҫ, ҫавсем шутне шанчӑклӑ апостолсем тата вӗсем пек Христоса чунтан парӑннӑ ытти вӗренекенсем кӗреҫҫӗ. Вӗсен Иисуспа пӗрле унӑн Ашшӗн Патшалӑхӗнче пулмалла пулать (Матфей 26:28, 29).