Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ СЫПӐК

Иисус вӗренекенсене хатӗрлеме пуҫлать

Иисус вӗренекенсене хатӗрлеме пуҫлать

ИОАНН 1:29—51

  • ИИСУСӐН ПӖРРЕМӖШ ВӖРЕНЕКЕНӖСЕМ

Пушхирте 40 кун пулнӑ хыҫҫӑн каялла Галилейӑна каяс умӗн Иисус хӑйне шыва кӗртнӗ Иоанн патне таврӑнать. Хӑй патне Иисус ҫывхарса пынине курсан Иоанн хӑй ҫумӗнче тӑракан ҫынсене ун ҫине тимлеттерет те кӑшкӑрса калать: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки, эпӗ Ун ҫинчен: „ман хыҫран Килекен Ар манран мала тухрӗ, Вӑл манран малтанах пулнӑ“ тенӗччӗ, Ку — Ҫакӑ ӗнтӗ» (Иоанн 1:29, 30). Иоанн Иисусран кӑштах кӑна аслӑрах пулин те, вӑл хӑй ҫураличченех Иисус пӗлӗтре пурӑннине пӗлет.

Иисус шыва кӗме киличчен темиҫе эрне маларах Иисусӑн Мессия пулса тӑмалли пирки Иоанн пӗлмен курӑнать. «Эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ,— калать Иоанн.— Анчах Израиль Ӑна пӗлтӗр тесе, эпӗ шывпа тӗне кӗртме килтӗм» (Иоанн 1:31).

Иисус шыва кӗнӗ чухне мӗн пулса иртни ҫинчен Иоанн ҫапла каласа парать: «Эпӗ Таса Сывлӑш ҫӳлтен кӑвакарчӑн пек курӑнса анса Ун ҫинче тӑнине куртӑм; эпӗ Ӑна пӗлместӗмччӗ; анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ каларӗ: „Кам ҫине Таса Сывлӑш аннине, Ун ҫинчех тӑнине курӑн, Таса Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ Ҫавӑ пулӗ“ терӗ. Эпӗ ҫакна куртӑм, ҫирӗплетсе калатӑп: Вӑл — Турӑ Ывӑлӗ» (Иоанн 1:32—34).

Тепӗр кунне Иоанн хӑйӗн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле тӑнӑ чухне Иисус пынине курсан ҫапла калать: «Акӑ Турӑ Путекки» (Иоанн 1:36). Шыва кӗртекен Иоанӑн ҫав икӗ вӗренекенӗ ҫакна илтсен Иисус хыҫҫӑн каяҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Андрей ятлӑ. Тепӗр вӗренекенӗ ҫак ӗҫсем ҫинчен ҫырса параканни пулас. Ӑна та Иоанн тесе чӗнеҫҫӗ. Иоанн Иисусӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл Саломия ывӑлӗ, Саломия вара Марийӑн йӑмӑкӗ пулас. Саломия упӑшкине Зеведей тесе чӗнеҫҫӗ.

Иисус ҫаврӑнса пӑхать те хӑй хыҫӗнче Андрейпа Иоанн пынине курать, вара вӗсенчен ыйтать:

— Мӗн кирлӗ сире?

— Равви,— интересленеҫҫӗ вӗсем,— Эсӗ ӑҫта пурӑнатӑн?

— Атьӑр, куратӑр,— хуравлать Иисус (Иоанн 1:37—39).

Халӗ кӑнтӑрларанпа тӑватӑ сехет иртнӗ ӗнтӗ, Андрейпа Иоанн вара ҫав кун вӗҫленичченех Иисуспа пӗрле тӑрса юлаҫҫӗ. Иисуспа хутшӑнни-калаҫни Андрей ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗрен вӑл хӑйӗн пӗртӑванне Симона, ҫавӑн пекех Петр тесе чӗнекен пӗртӑванне, шыраса тупать те: «Эпир Мессийӑна... тупрӑмӑр»,— тесе калать ӑна (Иоанн 1:41). Андрей вара Петра Иисус патне илсе пырать. Малалла ӗҫсем мӗнле пулса иртнӗ тӑрӑх Иоанн та хӑйӗн пӗртӑванне, Иакова, Иисус патне илсе пыни курӑнать. Анчах Иоанн хӑйӗн Евангелине ҫакна кӗртмен.

Тепӗр кунне Иисус Филипа тӗл пулать, Филипп вара Вифсаидӑран пулнӑ. Ҫав хула Галилея тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи ҫыранӗ ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ҫакӑ Андрейпа Петрӑн та тӑван хули. Иисус Филипа: «Ман хыҫҫӑн пыр»,— тесе чӗнет (Иоанн 1:43).

Ҫавӑн хыҫҫӑн Филипп Нафанаила — ӑна ҫавӑн пекех Варфоломей тесе чӗнеҫҫӗ — тупать те калать:

— Эпир Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, Ҫавна — Иисуса, Назаретри Иосиф Ывӑлне — тупрӑмӑр.

Нафанаил иккӗленсе калать:

— Назаретран мӗн ырри пулма пултартӑр?

— Кайса пӑх эппин,— тесе калать Филипп.

Иисус хӑй патне пыракан Нафанаила курать те калать:

— Акӑ чӑн-чӑн Израиль ҫынни, унра чеелӗх ҫук.

— Эсӗ мана ӑҫтан пӗлетӗн? — ыйтать Нафанаил.

Иисус хуравлать:

— Хӑвна Филипп чӗничченех, эсӗ смоква йывӑҫӗ айӗнче чухнех, куртӑм Эпӗ сана.

Нафанаил тӗлӗнсе калать:

— Равви! Эсӗ — Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ — Израиль Патши.

— «Эпӗ сана смоква йывӑҫӗ айӗнче куртӑм» терӗм те — эсӗ ҫавӑнпа ӗненетӗн — калать Иисус,— унтан та ытларах курӑн-ха.

Унтан Иисус сӑмах парать:

— Чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан вара тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса та анса ҫӳренине курӑр (Иоанн 1:45—51).

Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑштах вӑхӑт иртсен, Иисус хӑйӗн ҫӗнӗ вӗренекенӗсемпе Иордан айлӑмӗнчен Галилейӑна каять.