Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ СЫПӐК

Иисус хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне тӑвать

Иисус хӑйӗн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне тӑвать

ИОАНН 2:1—12

  • КАНА ХУЛИНЧИ ТУЙ

  • ИИСУС ШЫВРАН ЭРЕХ ТӐВАТЬ

Нафанаил Иисусӑн малтанхи вӗренекенӗсенчен пӗри пулса тӑнӑранпа виҫӗ кун та иртмен. Иисус тата унӑн ҫӗнӗ вӗренекенӗсем Палестинӑн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ Галилейӑна, хӑйсем пурӑнакан вырӑна, каяҫҫӗ. Вӗсем Канӑна, Нафанаилӑн тӑван хулине, ҫул тытаҫҫӗ. Кана Иисус ӳссе ҫитӗннӗ Назаретран ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ сӑртлӑ вырӑнта ларнӑ. Унта вӗсене туя чӗннӗ.

Туя Иисусӑн амӑшӗ те пынӑ. Хӗрпе каччӑн ҫемйинчи ҫынсене лайӑх пӗлекен Мария туя килнӗ хӑнасене лайӑх пӑхас тесе тӑрӑшать пулмалла. Ҫавӑнпа вӑл мӗн ҫитменнине тӳрех асӑрхать те Иисуса калать: «Вӗсенӗн эрех ҫук» (Иоанн 2:3).

Тӗрӗссипе каласан, Мария Иисуса ҫав йывӑрлӑха татса памашкӑн санӑн мӗн те пулин тумалла тесе калать теме пулать. Ҫакӑнпа килӗшменнине кӑтартса Иисус калать: «Санпа Манӑн мӗн ӗҫ пур унта?» (Иоанн 2:4.) Турӑ суйласа лартнӑ Патша пулнӑ пирки Иисуса унӑн ҫӳлти Ашшӗ кӑна мӗн те пулин хушма пултарать. Ҫавна тума тӑван-хурӑнташӗсен те, тусӗсен те ирӗк ҫук. Мария, виҫерен тухса каймалла маррине ӑнланса, ҫак ыйтӑва татса парассине ывӑлӗн аллине парать. Вӑл тарҫӑсене калать: «Вӑл сире мӗн калӗ, эсир ҫавна тӑвӑр» (Иоанн 2:5).

Унта шыв валли 40 литр ытла кӗрекен ултӑ чул савӑт ларать. Иисус тарҫӑсене хушать: «Савӑтсене шыв тултарӑр-ха». Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл калать: «Ӗнтӗ ӑсӑр та туй пуҫне леҫсе парӑр» (Иоанн 2:7, 8).

Туй пуҫне эрех питех те лайӑх пулни тӗлӗнтерет, анчах вӑл ҫав эрехе тӗлӗнмелле майпа тунине пӗлмест. Вӑл кӗрӳ каччӑна чӗнсе илет те калать: «Кирек кам та малтан лайӑх эрехне парать, кайран, ӗҫсе ҫитсен, япӑхраххине парать; эсӗ вара лайӑх эрехне халиччен кӑлармасӑр тӑнӑ» (Иоанн 2:10).

Ҫакӑ Иисус тунӑ пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫ. Вӗренекенӗсем ҫакна курсан, вӗсем Иисуса хытӑрах ӗненме пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, унӑн амӑшӗ тата унӑн шӑллӗсем Капернаума, Галилея тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ хулана, каяҫҫӗ.