Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Айӑпсӑрлӑх

Айӑпсӑрлӑх

Мӗн вӑл айӑпсӑрлӑх?

Пс 17:24—26; 25:1, 2; 100:2—7; 118:1—3, 80

  • Библири тӗслӗхсем

    • Лв 22:17—22. Иегова хӑйне парнене кӳрекен чӗрчунсен «айӑпсӑр» пулмалла тенӗ, урӑхла каласан, вӗсен пӗр кӑлтӑксӑр пулмалла пулнӑ; «айӑпсӑр» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ «айӑпсӑрлӑх» тесе куҫарнӑ сӑмахпа тачӑ ҫыхӑннӑ, ҫакӑ айӑпсӑр ҫын хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне Иеговӑна халалланине кӑтартса парать.

    • Иов 1:1, 4, 5, 8; 2:3. Иовӑн пурнӑҫӗ ҫакна кӑтартса парать: айӑпсӑр пулас тесен ҫыннӑн Иеговӑна хытӑ хисеплемелле, ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла тата Турӑ курайман ӗҫсене тумалла мар.

Мӗншӗн пирӗн айӑпсӑр пулмалла?

Пс 7:9, 10; 24:21; 40:13; Ыт 10:9; 11:3

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Мк 12:30

Пире айӑпсӑр пулма мӗн хавхалантарать?

1Ҫл 29:17; Ыт 2:7

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ыт 27:11; 1Ин 5:3

Иегова пире айӑпсӑр ҫын вырӑнне хутӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

ИсН 24:14, 15; Пс 100:2—4

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Сак 5:29; Ис 48:17, 18

  • Библири тӗслӗхсем

    • Иов 31:1—11, 16—33. Иегова Иов пирки айӑпсӑр ҫын тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл нравственность нормисене тытса тӑнӑ, ыттисемпе ырӑ пулнӑ тата вӗсене хисепленӗ; Иов йӗрӗхсене пуҫҫапман тата уншӑн хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем пурлӑхран та хаклӑрах пулнӑ.

    • Дан 1:6—21. Даниилпа унӑн виҫӗ юлташӗ Иеговӑна ӗненмен ҫынсем хушшинче пулнӑ пулин те, вӗсем Иеговӑн законӗсене, ҫав шутрах, мӗн ҫиме юранипе юраманни ҫинчен калакан законсене те, тытса тӑнӑ.

Темиҫе хут та пысӑк йӑнӑшсем тунӑ ҫын каллех Иегова умӗнче айӑпсӑр пулса тӑма пултарать-и?

  • Библири тӗслӗхсем

    • 3Пш 9:2—5; Пс 77:70—72. Давид патша хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ, вара Иегова ӑна каҫарнӑ; Иегова Давид пирки айӑпсӑр пурнӑҫпа пурӑнакан ҫын тесе шутланӑ.

    • Ис 1:11—18. Иегова израильтянсене икӗпитлӗ хӑтланнӑшӑн тата нумай ҫылӑх тунӑшӑн айӑпланӑ пулин те, вӗсем ӳкӗнсен тата усал ӗҫсем тума пӑрахсан, вӗсене каҫарӑп тесе сӑмах панӑ.