Йӑпату
Тӗрлӗ лару-тӑрура йӑпатма пултаракан Библири шухӑшсем
Ӑмсанни; кӗвӗҫни
Пӑхӑр: «Ӑмсанни; кӗвӗҫни»
Кам та пулин шанӑҫа тивӗҫлӗ пулманнине, пире кӳрентернине е пирӗнпе сутӑнчӑкла хӑтланнине пула хурланни
Пӑхӑр: «Хурланни»
Пӑшӑрханусем
Пӑхӑр: «Пӑшӑрханусем»
Пӗр-пӗр ӗҫе тума е пӗр-пӗр йывӑрлӑха татса пама пултарайман пек туйӑнни
-
Библири тӗслӗхсем
-
Тх 3:11; 4:10. Иегова Моисее фараон патне кайма тата израильтянсене Египетран илсе тухма ыйтсан, Моисей ҫакӑ манран пулмасть тесе шутланӑ.
-
Иер 1:4—6. Иеремия хӑйӗн пирки Иеговӑн пророкӗ пулмашкӑн тата унӑн хыпарне кутӑн ҫынсене пӗлтермешкӗн ҫамрӑк тата опыт ҫитсех каймасть тесе шутланӑ.
-
-
Йӑпатакан сӑвӑ йӗркисем
-
Пс 28:11; Ис 40:29; 2Кр 3:4, 5; 4:7
-
-
Йӑпатакан тӗслӗхсем
-
Тх 3:12; 4:11, 12. Иегова Моисее хӑйне шанса панӑ ӗҫе тума пулӑшӑп тесе шантарсах тӑнӑ.
-
Иер 1:7—10. Иегова Иеремийӑна пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пулӑшӑп тесе шантарнӑ.
-
Ҫынсенчен хӑрани
Пӑхӑр: «Хӑрани»
Хамӑра ниме тӑман ҫын пек туйни
Хамӑра ытлашши айӑплани
Езд 9:6; Пс 37:4, 5, 9; 39:13
-
Библири тӗслӗхсем
-
4Пш 22:8—13; 23:1—3. Иосия патша тата пӗтӗм халӑх Моисей законӗнче мӗн ҫырнине илтсен, хӑйсем ҫав закона пӑсса пурӑннине ӑнланса илнӗ.
-
Езд 9:10—15; 10:1—4. Хӑш-пӗр еврейсем Иеговӑн ирӗкне хирӗҫ кайса ют халӑхсен хӗрӗсене качча илнӗ, ҫавӑншӑн Ездра священник тата пӗтӗм халӑх хӑйсене айӑплӑ тесе шутланӑ.
-
Лк 22:54—62. Пётр апостол Иисусран виҫӗ хутчен туннӑран хӑйне айӑплӑ туйнӑ, ҫавна пула вӑл питӗ хытӑ хуйхӑрнӑ.
-
-
Йӑпатакан сӑвӑ йӗркисем
-
Пс 31:5; 102:9—14; Ис 1:18; Ап 3:19
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ис 38:17; Мх 7:18, 19
-
-
Йӑпатакан тӗслӗхсем
-
2Ҫл 33:9—13, 15, 16. Манассия Иудейӑри чи япӑх патшасенчен пӗри пулнӑ, анчах вӑл ӳкӗннӗ, вара Иегова ӑна каҫарнӑ.
-
Лк 15:11—32. Иисус хӑй илсе панӑ тӗслӗхре — ҫухалнӑ, кайран вара тупӑннӑ ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхре — ҫылӑха кӗрекенсене Иегова пӗтӗмпех каҫарма хатӗр пулнине кӑтартса панӑ.
-
Хамӑрӑн ҫитменлӗхсене е ҫылӑхсене пула хурланни
Пӑхӑр: «Хурланни»
Хӗсӗрлени
Пӑхӑр: «Хӗсӗрлени»
Хуйхӑ; аптраса ӳкни
Хӑш-пӗрисем йывӑрлӑхсене е тӗрӗсмарлӑха пула хуйха ӳкеҫҫӗ
Ек 9:11, 12
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Пс 141:4; Ек 4:1; 7:7
-
Библири тӗслӗхсем
-
Рф 1:11—13, 20. Ноеминь хӑйӗн упӑшки тата икӗ ывӑлӗ вилсен, хӑйне Иегова пӑрахнӑ тесе шутланӑ.
-
Иов 3:1, 11, 25, 26; 10:1. Иов хӑйӗн вунӑ ачи вилнине, пӗтӗм пурлӑхне ҫухатнине тата йывӑр чирпе чирлесе ӳкнине пула хуйха ӳкнӗ.
-
-
Йӑпатакан сӑвӑ йӗркисем
-
Йӑпатакан тӗслӗхсем
-
Рф 1:6, 7, 16—18; 2:2, 19, 20; 3:1; 4:14—16. Ноеминь Туррӑн ӗҫлекенӗсемпе каллех ҫывӑхрах хутшӑнма пуҫласан, вӗсенчен пулӑшу илсен тата хӑй ыттисене пулӑшма тытӑнсан савӑнӑҫлӑ пулса тӑнӑ.
-
Иов 42:7—16; Иак 5:11. Иов йывӑрлӑхсене ӗненӳ кӑтартса чӑтса ирттернӗ, вара Иегова ӑна туллин пилленӗ.
-
Хӑш-пӗрисем хӑйсемпе ыттисем тӗрӗс мар тытнӑран хуйха ӳкнӗ
Ек 4:1, 2
-
Библири тӗслӗхсем
-
1Пш 1:6, 7, 10, 13—16. Анна хӑйне Феннана ним вырӑнне те хуманран тата хӑйӗнпе чи аслӑ священник Илий тӗрӗс мар тытнӑран питӗ хытӑ хурланнӑ.
-
Иов 8:3—6; 16:1—5; 19:2, 3. Иовӑн виҫӗ тусӗ ӑна тӗрӗс мар айӑпласа пӗтернӗ, ҫавна пула Иов хӑйне тата япӑхрах туйма пуҫланӑ.
-
-
Йӑпатакан сӑвӑ йӗркисем
-
Пс 36:8, 9; Эф 4:26
-
-
Йӑпатакан тӗслӗхсем
-
1Пш 1:9—11, 18. Анна хӑй мӗн туйнине кӗлӗре Иеговӑна каласа панӑ хыҫҫӑн хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ.
-
Иов 42:7, 8, 10, 17. Иов хӑйне кӳрентерекенсене каҫарнӑ, вара Иегова ӑна пилленӗ.
-
Чир-чӗр тата ватлӑх
Пс 70:9, 18, 19; Ек 12:1—7
-
Библири тӗслӗхсем
-
4Пш 20:1—3. Езекия патша хӑй вилмеллех чирлесе ӳкнине пӗлсен ӗсӗклесех йӗрсе янӑ.
-
Фп 2:25—30. Эпафродит хӑй чирлесе ӳкни ҫинчен пухури тӑвансем илтнине пӗлсен, вӑл кулянса кайнӑ тата вӗсем вӑл хӑйне хушнӑ ӗҫе тума пултараймарӗ тесе шутлама пултарасси пирки пӑшӑрханнӑ.
-
-
Йӑпатакан сӑвӑ йӗркисем
-
Пс 91:13—16; Ис 40:29—31; 46:4; 2Кр 8:12
-
-
Йӑпатакан тӗслӗхсем
-
2Пш 17:27—29; 19:31—38. Давид патша ватӑ Верзеллие хакланӑ, ҫавӑнпа ӑна хӑйӗнпе пӗрле Иерусалима кайма сӗннӗ, анчах Верзеллий сӑпайлӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа килӗшмен, мӗншӗн тесен вӑл ҫавна тума ватӑ пулнине ӑнланнӑ.
-
Пс 40:2—4, 13. Давид патша йывӑр чирпе чирленӗ пулас, анчах та вӑл хӑйне Иегова пулӑшасси пирки иккӗленмен.
-
Мк 12:41—44. Иисус чухӑн тӑлӑх арӑма хӑйӗн ирӗкӗпе панӑ укҫашӑн мухтаса илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн мӗн пуррине панӑ.
-
Ыттисем хамӑрпа япӑх тытни
Пӑхӑр: «Япӑх тытни»