Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турра пуҫҫапни

Турра пуҫҫапни

Мӗншӗн пирӗн Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла?

Тх 34:14; Сак 5:8—10; Ис 42:8

  • Библири тӗслӗхсем

    • Мф 4:8—10. Шуйттан Иисуса мана пуҫҫапсан тӗнчери мӗнпур патшалӑха сана парӑп тенӗ; Иисус Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапма ҫирӗп шут тытнӑ, ҫавӑнпа Шуйттанӑн сӗнӗвне сирсе янӑ.

    • Ӳл 19:9, 10. Иоанн апостол ангела пуҫҫапасшӑн пулнӑ, анчах ангел ӑна ҫавна тӑвасран тытса чарнӑ.

Иеговӑна мӗнле пуҫҫапмалла?

Ин 4:24; Иак 1:26, 27

  • Библири тӗслӗхсем

    • Ис 1:10—17. Иегова хӑйне итлемен икӗпитлӗ ҫынсем пуҫҫапнине йышӑнмасть.

    • Мф 15:1—11. Иисус каланӑ сӑмахсем тӑрӑх, Иегова эпир хӑйне ячӗшӗн ҫеҫ пуҫҫапнине — Туррӑн законӗсене мар, ҫынсен йӑли-йӗркине тытса тӑрса пуҫҫапнине — ырламасть.

Мӗншӗн пирӗн май ҫитнӗ таран хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапмалла?

Евр 10:24, 25

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Пс 132:1—3

  • Библири тӗслӗхсем

    • Ап 2:40—42. Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем кӗлтума, пӗр-пӗринпе хутшӑнма тата хӑйсене Турӑ святой сывлӑш урлӑ уҫса панӑ чӑнлӑхсене вӗренме пӗрле пухӑннӑ.

    • 1Кр 14:26—40. Павел апостол пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем йӗркеллӗ иртччӗр тата хавхалантарса тӑччӑр тесе ҫырнӑ; ҫавна пула пурте вӗренме тата мӗн вӗрентнине ӑнланма пултарнӑ.

Эпир пуҫҫапни Иеговӑна юрӑхлӑ пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

Мф 7:21—24; 1Ин 2:17; 5:3

  • Библири тӗслӗхсем

    • Евр 11:6. Павел апостол Турра юрас тесен пирӗн ӗненӳ пулмалла тесе ӑнлантарнӑ.

    • Иак 2:14—17, 24—26. Иисусӑн шӑллӗ Иаков ӗненнине ӗҫсемпе кӑтартмалла тесе ҫырнӑ; ӗненӳ пире ӗҫсем тума хавхалантарать.