Тӳрӗлӗх
Тӳрӗлӗх тата тӗрӗслӗх мӗн иккенне камӑн палӑртса хума ирӗк пур?
Сак 32:4; Иез 33:17—20
-
Библири тӗслӗхсем
-
Плт 18:23—33. Иеговӑпа Авраам хушшинчи калаҫуран Иегова тӳрӗ Судья пулни курӑнать.
-
Пс 71:1—4, 12—14. Ҫак псалом Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑракан Мессианла Патшана мухтать.
-
Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑни пире мӗнле усӑ парать?
Пс 36:25, 29; Иак 5:16; 1Пт 3:12
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Пс 34:24; Ис 26:9; Рм 1:17
-
Библири тӗслӗхсем
-
Иов 37:22—24. Елиуй Иеговӑна тӳрӗлӗх кӑтартнӑшӑн мухтанӑ; вӑл Туррӑн аслӑлӑхӗ хӑраса-хисеплесе тӑрас кӑмӑл ҫуратать тенӗ.
-
Пс 88:14—18. Псалом юрлакан Иеговӑна вӑл хӑйӗн влаҫне тӳрӗлӗх кӑтартса тытса тӑнӑшӑн мухтанӑ.
-
Пуринчен малтан Турӑ мӗне тӳрӗ тет, ҫавна туса пурӑнӑр тенине мӗнле ӑнланмалла?
Иез 18:25—31; Мф 6:33; Рм 12:1, 2; Эф 4:23, 24
Мӗншӗн пире ҫынсене тӗлӗнтерес шухӑш мар, Иеговӑна юратни тӳрӗлӗх кӑтартма хавхалантармалла?
Мф 6:1; 23:27, 28; Лк 16:14, 15; Рм 10:10
-
Библири тӗслӗхсем
-
Мф 5:20; 15:7—9. Иисус ҫынсемпе калаҫнӑ чухне тӳрӗ пулмалла, ҫав вӑхӑтрах закон вӗрентӳҫисенчен тата фарисейсенчен тӗслӗх илмелле мар тенӗ, мӗншӗн тесен закон вӗрентӳҫисемпе фарисейсемшӗн Турӑ умӗнче мар, хӑйсен умӗнче тӳрӗ пуласси кирлӗрех пулнӑ.
-
Лк 18:9—14. Иисус хӑйсем пирки тӳрӗ ҫынсем тесе шутлакансене тата ыттисем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхакансене тӳрлетес тесе тӗслӗх каласа панӑ.
-
Мӗншӗн ырӑ пуласси тӳрӗ пулассинчен лайӑхрах?
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Лк 6:33—36; Ап 14:16, 17; Рм 12:20, 21; 1Фс 5:15
Мӗншӗн хамӑр куҫ умӗнче ҫеҫ тӳрӗ пулассинчен тата хамӑра ыттисенчен тӳрӗрех тесе шутлассинчен сыхланмалла?