Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Уявсем

Уявсем

Христиансем хутшӑнакан уявсем

Христиансен мӗнле пӗр уява ҫеҫ паллӑ тумалла?

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ӑна пуҫҫапма пӗрле пухӑнаҫҫӗ

Сак 31:12; Евр 10:24, 25

  • Библири тӗслӗх

    • 2Ҫл 30:1, 6, 13, 14, 18—27. Езекия патша Пасха уявне паллӑ тума хушнӑ, ҫав уява вара шутсӑр нумай халӑх пухӑннӑ.

Христиансем хутшӑнман уявсем

Мӗншӗн суя тӗнпе ҫыхӑннӑ уявсене хутшӑнмалла мар?

1Кр 10:21; 2Кр 6:14—18; Эф 5:10, 11

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: «Чӑн тӗне суя тӗнпе хутӑштарни»

  • Библири тӗслӗхсем

    • Тх 32:1—10. Израильтянсем чӑн тӗне суя тӗнпе хутӑштарсан, ҫакӑ Иеговӑна питӗ хытӑ ҫиллентернӗ.

    • Йыш 25:1—9. Иегова израильтянсене, вӗсем суя тӗнӗн уявӗсене хутшӑннӑшӑн тата ют халӑх хӗрарӑмӗсемпе аскӑн ӗҫ тунӑшӑн, наказани панӑ.

Раштав — христиансен уявӗ-и?

  • Библири тӗслӗхсем

    • Лк 2:1—5. Иисус римлянсем халӑх йышне ҫырса тухнӑ чухне ҫуралнӑ. Вӗсем чӑрсӑр та кутӑн еврейсене сивӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑракан вӑхӑтра вӑрӑм ҫула тухма хушман пулӗччӗҫ.

    • Лк 2:8, 12. Иисус ҫуралнӑ каҫ кӗтӳҫсем ҫӗрле хӑйсен кӗтӗвӗсемпе хирте пулнӑ. Вӗсем декабрьте, сивӗ вӑхӑтра, ҫавна туман пулӗччӗҫ.

Христиансен ҫуралнӑ кунсене паллӑ тумалла-и?

  • Библири тӗслӗхсем

    • Плт 40:20—22. Суя тӗне тытса тӑнӑ фараон хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫав уявра вара ҫынна вӗлернӗ.

    • Мф 14:6—11. Христосӑн вӗренекенӗсене хаяррӑн хирӗҫ тӑнӑ Ирод патша та хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫав уявра вара вӑл Шыва кӗртекен Иоана вӗлерме хушнӑ.

Моисей законӗнче каланӑ уявсем

Христиансен Моисей законне тытса тӑмалла-и тата унта асӑннӑ уявсене паллӑ тумалла-и?

Христиансен шӑматкун ҫинчен калакан закона тытса тӑмалла-и?

Кл 2:16, 17

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Тх 31:16, 17

Патриотизмпа ҫыхӑннӑ уявсем

Христиансен ҫӗршывӑн историнчи политикӑпа ҫыхӑннӑ уявсене хутшӑнмалла-и?

Ин 15:19; 18:36; Иак 4:4

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: «Патшалӑх; влаҫсем» («Христиансем нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ» пайӗ)

Христиансен вӑрҫӑсемпе ҫыхӑннӑ событисене паллӑ тумалла-и?

Пс 10:5; Ис 2:4

Ҫавӑн пекех пӑхӑр: «Вӑрҫӑсем» тата «Патшалӑх; влаҫсем» («Христиансем нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ» пайӗ)

Христиансен паллӑ ҫынсене чыслакан церемонисене хутшӑнмалла-и?

Тх 20:5; Рм 1:25

  • Библири тӗслӗхсем

    • Ап 12:21—23. Ҫынсем Ирод Агриппӑна турӑ вырӑнне хурса мухтама пуҫласан, Иегова ҫав патшана наказани панӑ.

    • Ап 14:11—15. Варнавӑпа Павел хӑйсене турӑ вырӑнне хурса чысланине йышӑнма килӗшмен.

    • Ӳл 22:8, 9. Иоанн апостол Иеговӑн ангелне пуҫҫапасшӑн пулнӑ чухне ангел ӑна ҫавна тума чарнӑ.