Ӳкӗнни
Мӗншӗн ҫынсен пуринте хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмелле те Иеговӑран каҫару ыйтмалла?
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: Ап 26:20
-
Библири тӗслӗхсем
-
Лк 18:9—14. Иисус пӗр тӗслӗх илсе панӑ, унта вӑл пирӗн хамӑр ҫылӑхсене йышӑнмалли тата Турӑран пулӑшу ыйтмалли ҫинчен каласа панӑ.
-
Рм 7:15—25. Павел апостол хытӑ ӗненнӗ пулин те, вӑл хӑйӗн ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑмӗпе кӗрешме тивнӗшӗн питӗ хурланнӑ.
-
Иегова хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсем ҫине мӗнле пӑхать?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Лк 15:1—10. Иисус тӗслӗхсем илсе панӑ, ҫав тӗслӗхсем вара ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен, Иеговӑпа ангелсем савӑннине кӑтартса параҫҫӗ.
-
Лк 19:1—10. Закхей налог пуҫтаракансен пуҫлӑхӗ пулнӑ тата ҫынсенчен укҫа сӑптӑрса илнӗ; анчах вӑл ӳкӗннӗ те хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарнӑ, ҫавӑнпа Иисус ӑна каҫарнӑ.
-
Эпир чӑннипех ӳкӗнни мӗнрен курӑнать?
Мӗншӗн чӑннипех ӳкӗнес тесен ҫыннӑн чӑнлӑх ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илмелле?
-
Библири тӗслӗхсем
-
Ап 17:29—31. Павел апостол ҫынсем Турӑ ҫинчен нимӗн те пӗлменрен йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ тесе ӑнлантарнӑ, вара Афина ҫыннисене ӳкӗнме хавхалантарнӑ.
-
1Тм 1:12—15. Павел унччен Иисус Христоса пӗлмен, ҫавӑнпа йывӑр ҫылӑхсем тунӑ.
-
Ӳкӗнни мӗн таран кирлӗ?
Эпир нумай хутчен ҫылӑх тусан та ӳкӗнетпӗр пулсан, хамӑра Иегова каҫарасса мӗншӗн шанма пултаратпӑр?
Хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗннӗ тата хӑйсен пурнӑҫне улӑштарнӑ ҫынсем ҫине Иегова мӗнле пӑхать?
Ӳкӗнни вӑл кулянни тата каҫару ыйтни ҫеҫ пулманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
2Ҫл 7:14; Ыт 28:13; Иез 18:30, 31; 33:14—16; Мф 3:8; Ап 3:19; 26:20
-
Библири тӗслӗхсем
-
2Ҫл 33:1—6, 10—16. Манассия патша нумай ҫул хушши йывӑр ҫылӑхсем туса пурӑннӑ; анчах вӑл чун-чӗререн ӳкӗннӗ — вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ, Турра пӗрмай кӗлтунӑ тата хӑйӗн пурнӑҫне улӑштарнӑ.
-
Пс 31:1—6; 50:3—6, 19. Давид патша чун-чӗререн ӳкӗннӗ; вӑл Иеговӑна хирӗҫ тунӑ ҫылӑхсемшӗн хытӑ куляннӑ, ҫылӑхӗсене ним пытармасӑр Турра каласа панӑ тата унран каҫару ыйтнӑ.
-
Мӗншӗн пирӗн хамӑра хирӗҫ ҫылӑх тунӑ, анчах та ҫавӑншӑн ӳкӗннӗ ҫынна каҫармалла?
Мф 6:14, 15; 18:21, 22; Лк 17:3, 4
Ҫавӑн пекех пӑхӑр: «Каҫарни»