ХЫҪСӐМАХ
Хӑҫан тата мӗншӗн пуҫа ҫыхмалла е тӑхӑнмалла?
Турра пуҫҫапнӑ чухне христианкӑн хӑҫан тата мӗншӗн пуҫне ҫыхмалла е тӑхӑнмалла? Ҫав ыйту пирки Павел апостол Турӑ пӗлтернипе мӗн ҫырнине пӑхса тухар. Турра чыс тӑвас тесе хамӑр ӑшра тӗрӗс шухӑш тытма пире мӗн кирлӗ, ҫавна кӑтартса панӑ вӑл (1 Коринф 11:3 —16). Павел виҫӗ япалана шута илмелле тесе палӑртать: 1) мӗнле ӗҫсем тунӑ чухне хӗрарӑмӑн пуҫне ҫыхмалла е тӑхӑнмалла, 2) ҫакна унӑн хӑҫан, ӑҫта тумалла тата 3) ҫак канаша мӗнле кӑмӑл-туйӑмпа пурнӑҫласа тӑмалла.
Ӗҫсем. Павел икӗ ӗҫ пирки калать: кӗлтуни тата вӗрентсе калани (4, 5-мӗш сӑвӑ йӗркисем). Кӗлтуни — Иеговӑна хисеп туса унпа калаҫни. Вӗрентсе калани тени вӑл паян христиансем Библи тӑрӑх мӗне вӗрентеҫҫӗ, ҫав вӗрентӳсене пӗлтерет. Павел хӗрарӑма кӗлтунӑ чухне тата кама та пулин Библири чӑнлӑха вӗрентнӗ чухне кашнинчех пуҫне ҫыхма е тӑхӑнма сӗннӗ-и? Ҫук. Хӗрарӑм кӗлтунӑ е вӗрентнӗ чухне пуҫне ҫыхасси е тӑхӑнасси ҫакӑ хӑҫан тата ӑҫта пулнинчен килет.
3, 5-мӗш сӑвӑ йӗркисем). Иегова упӑшкана ҫемье пуҫӗ пулма лартнӑ. Иегова упӑшкана мӗн тума хушнӑ, ҫав ӗҫе туса тӑнӑ чухне арӑмӗ упӑшкин влаҫне тивӗҫлипе йышӑнмасть пулсан, вӑл хӑйӗн упӑшкине намӑс кӑтартать. Сӑмахран, упӑшки пӗрле пулнӑ чухне арӑмӗн кама та пулин Библи вӗрентмелле пулсан, пуҫне ҫыхнипе е тӑхӑннипе вӑл упӑшкин влаҫне йышӑннине кӑтартать. Ҫакна упӑшки шыва кӗнипе кӗменнине пӑхмасӑрах арӑмӗн туса тӑмалла, мӗншӗн тесен упӑшка ҫемье пуҫӗ *. Хӑйӗн шыва кӗнӗ ҫула ҫитмен ывӑл ачи пӗрле пулнӑ чухне кӗлтумалла е вӗрентмелле пулсан, хӗрарӑмӑн пуҫне ҫыхмалла е тӑхӑнмалла, анчах та ывӑлӗ ҫемье пуҫӗ пулнӑшӑн мар, христиансен пухӑвӗнче шыва кӗнӗ арҫынсене власть панӑшӑн.
Хӑҫан тата ӑҫта. Павел икӗ вырӑна аса илтерет — ҫемьене тата пухӑва. Вӑл калать: «Арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки... ...кирек хӑш арӑм та ҫара пуҫӑн кӗлтӑвать е ҫара пуҫӑн вӗрентсе калать пулсассӑн, хӑйне хӑй намӑса кӑларать» (Павел пуху пирки ҫырать: «Кам та пулин ҫавӑн ҫинчен тавлашас тесессӗн, унӑн ҫакна пӗлес пулать: пирӗн те, Туррӑн ӗненекен ушкӑнӗнче [пухӑвӗнче] те урӑхла йӑла ҫук» (16-мӗш сӑвӑ йӗрки). Христиансен пухӑвӗнче шыва кӗнӗ арҫынсене пуҫлӑх пулма панӑ (1 Тимофей 2:11—14; Еврейсем 13:17). Арҫынсене кӑна старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем пулма лартаҫҫӗ, Турӑ вара вӗсене хӑйӗн кӗтӗвне пӑхса тӑрас ӗҫе шанса парать (Апостолсен ӗҫӗсем 20:28). Хӑш-пӗр чухне ялан тенӗ пекех шыва кӗнӗ юрӑхлӑ арҫын тӑван туса тӑракан ӗҫе тума христианкӑна хушма пултараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, шыва кӗнӗ юрӑхлӑ арҫын тӑван ҫук пирки христианкӑн, тен, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттермелле пулӗ. Е вӑл малтанах калаҫса татӑлнӑ Библи вӗрентӗвне арҫын тӑван пур чухне ирттерме пултарать *. Ҫавӑн пек чухне христианкӑн хӑйне пухури пекех тытмалла: ялан тенӗ пекех арҫынсене шанса панӑ ӗҫе тунине ӑнланса йышӑннине кӑтартас тесе унӑн пуҫне ҫыхмалла е тӑхӑнмалла.
*. Ун хыҫҫӑн та вӑл мӗн тумалли пирки унчченхи пекех иккӗленет пулсан, тата совеҫӗ ӑна пуҫне ҫыхма е тӑхӑнма хистесе тӑрать пулсан, вара ҫакӑнта, ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пекех, ним тӗрӗс марри те ҫук.
Анчах та Турра пуҫҫапнӑ чухне хӗрарӑм тӑванӑн хӑйӗн пуҫне яланах ҫыхмалла е тӑхӑнмалла мар. Сӑмахран, христиансен тӗлпулӑвӗсенче хурав панӑ чухне, упӑшкипе е шыва кӗнӗ арҫын тӑванпа килтен киле ырӑ хыпар каласа ҫӳренӗ чухне, хӑйӗн шыва кӗмен ачисемпе пӗрле вӗреннӗ е кӗлтунӑ чухне вӑл пуҫне ҫыхмасть е тӑхӑнмасть. Паллах ӗнтӗ, ытти ыйтусем те сиксе тухма пултараҫҫӗ, анчах та хӗрарӑм тӑван мӗн тумалли пирки иккӗленет пулсан, вӑл ҫав ыйтӑва малалла тӗпчеме пултаратьКӑмӑл-туйӑм. Христианкӑсен мӗншӗн пуҫне ҫыхмалли е тӑхӑнмалли ҫинчен калакан икӗ сӑлтав пирки 10-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ: «Ангелсемшӗн хӗрарӑм пуҫӗ ҫинче хӑй пӑхӑнса тӑнине кӑтартакан паллӑ пулмалла». Чи малтан «пӑхӑнса тӑнине кӑтартакан паллӑ» текен сӑмахсем ҫине пӑх. Пуҫне ҫыхнипе е тӑхӑннипе хӗрарӑм Иегова шыва кӗнӗ арҫынсене пухура власть панине ӑнланса йышӑннине палӑртать. Ҫапла вӑл Иегова Турра юратнине тата чун-чӗререн парӑнса тӑнине кӑтартать. Иккӗмӗш сӑлтавне «ангелсемшӗн» текен сӑмахра тупма пулать. Хӗрарӑм пуҫне ҫыхнипе е тӑхӑннипе ҫав хӑватлӑ ангелсем ҫине мӗнле майпа витӗм кӳме пултарать?
Иеговӑн организацийӗнче, пӗлӗтре те, ҫӗр ҫинче те, Туррӑн влаҫне мӗнле йышӑннине сӑнаса тӑни ангелсемшӗн усӑллӑ. Ангелсем ҫав енчен ҫитменлӗхлӗ ҫынсенчен тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Вӗт вӗсен те Иеговӑн организацийӗнчи йӗркене пӑхӑнса тӑмалла, ангелсенчен самайӑшӗ вара ҫавна Иуда 6). Хӑш-пӗр чухне христианка пухури шыва кӗнӗ арҫын тӑванран ӑслӑрах, вӑр-вартарах пулнине пӑхмасӑрах унӑн влаҫне кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑнине ангелсем сӑнама пултараҫҫӗ. Тепӗр чухне хӗрарӑм святой сывлӑшпа сӗрнӗ христианка пулма пултарать, вӑл вара каярахпа Христос пекех еткерлӗх илӗ. Ҫав хӗрарӑм, юлашкинчен вара, ангелсенчен те аслӑрах вырӑн йышӑнӗ те пӗлӗтре патшана ларса Христоспа пӗрле ертсе пырӗ. Ангелсене вӗсем мӗн тери лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ! Чӑнах та хӗрарӑм тӑвансен калама ҫук паха май пур: миллионшар шанчӑклӑ ангелсен куҫӗ умӗнче вӗсем хӑйсене кӗҫӗне хурса чун-чӗререн парӑнса, пӑхӑнса пурӑннине кӑтартса тӑма пултараҫҫӗ!
тума пултарайман (^ 3 абз. Иегова Турра ӗненекен упӑшка умӗнче христианка сасӑпа кӗлтумасть. Уйрӑмах ҫивӗч сӑлтав пур чухне кӑна, сӑмахран, упӑшки чирленине пула пачах калаҫма пултарайман чухне арӑмӗ кӗлтума пултарать.
^ 1 абз. Хӗрарӑм тӑван малтанах калаҫса татӑлнӑ Библи вӗрентӗвне шыва кӗмен хыпарҫӑ пур чухне ирттерет пулсан, ҫав хыпарҫӑ унӑн упӑшки мар пулсан, унӑн пуҫне тӑхӑнмалла мар.
^ 2 абз. Ҫак ыйту ҫинчен нумайрах «Хурал башни» журналсенчен пӗлме пулать: 2015 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑм, 30-мӗш страница, 2002 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑм (выр.), 26—27 страницӑсем, тата 1977 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнчи кӑларӑм (акӑл.), 125—128 страницӑсем.