Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ СЫПӐК

Патшалӑх ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлать

Патшалӑх ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлать

СЫПӐК ТЕМИ

Турӑ ҫӗрпе этемлӗх пирки мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те Патшалӑх пурнӑҫлать

1, 2. а) Мӗншӗн пире хӑш-пӗр чухне рай чӑннипех пулать тесе шухӑшлама ҫӑмӑлах мар пулма пултарать? ӑ) Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене тата хытӑрах ӗненме пире мӗн пулӑшӗ?

 ШАНЧӐКЛӐ арҫын тӑван тӗлпулӑва килет. Вӑл питӗ ывӑннӑ. Паян унӑн йывӑр кун пулнӑ: хытӑ ыйтакан ӗҫ хуҫи хӑйне унпа япӑх тытрӗ, ӑна каллех ҫемьене мӗнле тӑрантарса усрасси пӑшӑрхантарчӗ тата арӑмӗ чирлӗ пулни кулянтарчӗ. Тӗлпулури малтанхи юрӑн кӗвви янрама пуҫласан арҫын тӑван лӑштах сывласа ярать: ӑна Патшалӑх залӗнче хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе пӗрле пулма килӗшет. Вӗсем райра пурӑнас шанчӑк ҫинчен юрлаҫҫӗ. Юрӑн сӑмахӗсем арҫын тӑвана ҫав шанчӑка куҫ умне кӑларса тӑратма, хӑйне ҫӗнӗ тӗнчере пурӑннӑ пек курма хавхалантараҫҫӗ. Вӑл ҫак юрра питӗ юратать, ҫавӑнпа халӗ, вӑл ӑна ҫемйипе пӗрле юрланӑ чухне, унта калакан шанчӑк унӑн хумханакан чӗрине канӑҫлӑх парать.

2 Сирӗнпе ҫавӑн пекки хӑҫан та пулин пулнӑ-и? Пирӗнтен нумайӑшӗ пулнӑ тесе калӗ. Анчах та ҫак тӗнчери йывӑрлӑхсене пула пире хӑш-пӗр чухне рай чӑннипех пулать тесе шухӑшлама ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Халӗ «йывӑр самана», ҫавӑнпа хальхи пурнӑҫ пачах та райри пек мар (2 Тим. 3:1). Пирӗн шанчӑк чӑннипех пурнӑҫланассине ӗненме пире мӗн пулӑшӗ? Мӗншӗн эпир Турӑ Патшалӑхӗ кӗҫех пӗтӗм этемлӗхпе пуҫ пулса тӑрассине шанатпӑр? Иегова пророкла каланисенчен хӑш-пӗрисене пӑхса тухар — вӗсем мӗнле пурнӑҫланнине унӑн халӑхӗ авалхи вӑхӑтра курнӑ. Унтан ҫав пророкла каланисем хальхи вӑхӑтра тӗлӗнмелле майпа мӗнле пурнӑҫланса пынине сӳтсе явӑпӑр. Юлашкинчен, хамӑр ӗненӗве ҫавӑн пек ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн, ҫав пророкла каланисем пуласлӑхра мӗнле пурнӑҫланассине тишкерсе тухӑпӑр.

Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панине ӗлӗк-авал мӗнле пурнӑҫланӑ

3. Вавилонра тыткӑнра пулнӑ иудейсене Иегова мӗн тума сӑмах пани йӑпатнӑ?

3 Пирӗн эрӑчченхи VI ӗмӗрте Вавилонри тыткӑнра пурӑннӑ иудейсен пурнӑҫӗ мӗнлерех пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсенчен нумайӑшӗ, хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем пекех, тыткӑнра ӳссе ҫитӗннӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман. Вавилон ҫыннисем вӗсенчен Иеговӑна ӗненнӗшӗн кулнӑ (Пс. 136:1—3). Вун-вун ҫул хушши Турра чунтан парӑннӑ иудейсем пӗр ҫутӑ шанчӑкпа пурӑннӑ: Иегова вӗсене тӑван ҫӗршывне тавӑрма тата унта питӗ лайӑх пурнӑҫ туса пама сӑмах панӑ. Вӑл Иудӑн ҫӗнетнӗ ҫӗрне Эдем пахчипе — райпа — танлаштарнӑ! (Исаия 51:3 вуласа пар.) Ҫак сӑмахсене иудейсене хӑюлӑх пама тата вӗсен пулма пултаракан иккӗленӗвӗсене пӗтерме панӑ. Айтӑр темиҫе пророкла каланине пӑхса тухар та вӗсем Турӑ халӑхне мӗнле тӗреклетнине курар.

4. Иегова иудейсене тӑван ҫӗршывӗнче вӗсем хӑрушсӑрлӑхра пулӗҫ тесе мӗнле шантарнӑ?

4 Хӑрушсӑрлӑх. Ҫав тыткӑнри ҫынсен 70 ҫул хушши пушӑ выртнӑ ҫӗре, хӑйсенчен нумайӑшӗ унччен нихӑҫан та курман ҫӗре таврӑнмалла пулнӑ. Ҫав ҫӗр пӗртте рай пек пулман. Вӑл вӑхӑтра Библире каланӑ ҫӗрсенче арӑслансем, кашкӑрсем, леопардсем тата ытти тискер чӗрчунсем пурӑннӑ. Ҫемье пуҫӗсем хӑйсене ҫакӑн пек ыйтусем пама пултарнӑ: «Эпӗ хамӑн арӑмпа ачасене хӳтӗлеме пултарӑп-ши? Сурӑхсемпе вӑкӑрсене эпӗ упраса хӑварӑп-ши?» Ҫавӑн пек пӑшӑрханнине ӑнланма пулать. Анчах та вӗсене Исаия 11:6—9 сӑвӑ йӗркисенче Турӑ мӗн тума сӑмах панине ҫырса хуни питӗ йӑпатнӑ пулас! (Вуласа пар.) Иегова ҫак хитре сӑмахсемпе тыткӑнри ҫынсене — вӗсене хӑйсене те, вӗсен выльӑхӗсене те — нимӗн те хӑрушлӑх кӳмӗ тесе шантарнӑ. Арӑслан улӑм ҫийӗ тени иудейсен выльӑхӗсене сиен тумӗ тенине пӗлтерет. Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тискер чӗрчунсенчен хӑрама тивмӗ. Иегова хӑйӗн халӑхне Иуда ҫӗрӗнче пур ҫӗрте те — пушхирпе вӑрманта та — хӑрушӑ пулмӗ тесе сӑмах панӑ (Иез. 34:25).

5. Иудейсене хӑйсене мӗн кирлипе Иегова туллин тивӗҫтерессине шанма мӗнле пророкла сӑмахсем пулӑшнӑ?

5 Тулӑхлӑх. Иудейсен ытти ыйтусем те сиксе тухма пултарнӑ: «Унта эпӗ хамӑн ҫемьене тӑрантарса усрама пултарӑп-ши? Ӑҫта эпир пурӑнӑпӑр? Унта эпӗ ӗҫ тупӑп-ши тата ҫав ӗҫ пирӗн пусмӑрҫӑсем патӗнче пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн халран кайса ӗҫлемелли ӗҫрен лайӑхрах пулӗ-ши?» Иудейсен пӑшӑрханӑвӗсене ӑнланнипе Иегова ҫак ыйтусем ҫине те хуравланӑ. Вӑл хӑйӗн пророкла сӑмахӗсем урлӑ хӑйӗн итлекен халӑхӗ валли ҫумӑр ярса парӑп, ҫавна пула ҫӗр ҫимӗҫӗ «тулӑх та сӗтеклӗ» пулӗ тесе сӑмах панӑ (Ис. 30:23). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен пурӑнмалли вырӑнпа кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫ пулать тесе те сӑмах панӑ: «Ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ. Ҫурт-йӗре урӑх ҫынна пурӑнтарма лартмӗҫ, иҫӗме урӑххи ҫитӗрччӗ тесе лартса ҫитӗнтермӗҫ» (Ис. 65:21, 22). Чӑнах та, иудейсен пурнӑҫӗ суя тӗнлӗ Вавилонра пурӑннинчен чылай лайӑхрах пулӗ. Анчах та вӗсен чи кӑткӑс ыйтӑвӗсене — мӗн пирки вӗсем, тӗпрен илсен, тыткӑна лекнӗ, ҫавсене мӗнле татса парӗҫ?

6. Турӑ халӑхӗ мӗнле чирпе чирлӗ пулнӑ тата тыткӑнран таврӑнмалла пулнисене Иегова мӗн тесе шантарнӑ?

6 Сӑнарлӑ сывлӑх. Турӑ халӑхӗ тыткӑна лекичченех сӑнарлӑ чирпе чирлӗ пулнӑ, урӑхла каласан, унӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем япӑх пулнӑ. Исаия пророк урлӑ Иегова хӑйӗн халӑхӗ пирки «пуҫӑр йӑлтах юхан-суранлӑ, чӗрӗр те хавшанӑ» тенӗ (Ис. 1:5). Иудейсем суккӑр пулнӑ тата илтмен, мӗншӗн тесен вӗсем, сӑнарлӑ каласан, Иеговӑн канашӗсене илтес мар тесе хӑлхисене мӑкланӑ тата вӑл вӗсем ҫине яракан чӑнлӑх ҫутине курас мар тесе куҫӗсене хупнӑ (Ис. 6:10; Иер. 5:21; Иез. 12:2). Тыткӑнран таврӑннӑ иудейсен каллех ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, вӗсем мӗнле хӳтлӗх ҫине шанма пултарӗҫ? Вӗсене Иегова каллех ырлама пӑрахмӗ мар-и? Анчах та Иегова: «Ҫавӑ кун хӑлхасӑррисем кӗнеке сӑмахне илтӗҫ, суккӑрсен куҫӗсем тӗттӗмлӗхрен, сӗмлӗхрен курма пуҫлӗҫ»,— тесе сӑмах пани вӗсене йӑпатнӑ, вӑй панӑ (Ис. 29:18). Ҫапла, Иегова хӑйӗн тасалнӑ тата ӳкӗннӗ халӑхне каллех сыватӗ. Иудейсем Турра итлесе пурӑнсан тата мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑрсан, вӑл вӗсене пурнӑҫ паракан канашсем тата чӑнлӑх ҫутине парса тӑрӗ.

7. Тыткӑнри халӑха Турӑ мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем мӗнле пурнӑҫланнӑ тата мӗншӗн ҫакӑ ӗненӗве ҫирӗплетет?

7 Иегова хӑйӗн сӑмахӗсене пурнӑҫланӑ-и? Ҫакна фактсем уҫса параҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ иудейсене хӑрушсӑрлӑхпа, тулӑхлӑхпа тата сӑнарлӑ сывлӑхпа пилленӗ пулнӑ. Сӑмахран, Иегова вӗсене хӑйсенчен вӑйлӑрах та йышлӑрах кӳршӗ халӑхсенчен хӳтӗленӗ. Тискер чӗрчунсем иудейсен выльӑхӗсем ҫине тапӑнман. Рай пирки Исаия, Иеремия тата Иезекииль ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем хӑш-пӗр енчен пурнӑҫланнине иудейсем хӑйсен куҫӗпе курнӑ, анчах ҫавӑн пек пурнӑҫланни те питӗ чаплӑ пулнӑ. Ҫавна пула иудейсем хӑйсене ҫав вӑхӑтра мӗн кирлине пурне те илнӗ. Ҫавӑн чухне Иегова хӑйӗн халӑхӗ валли мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлани пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет. Ҫав пророкла сӑмахсем пӗрремӗш хут пурнӑҫланни ҫавӑн пек тӗлӗнмелле пулнӑ пулсан, вӗсем пӗтӗмпех пурнӑҫланни мӗнлерех пулӗ-ши вара! Иегова хальхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхӗ валли мӗн тунине пӑхса тухар.

Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панине хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлать

8. Хальхи вӑхӑтра Турӑ халӑхӗ мӗнле «ҫӗршывра» пурӑнать?

8 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем халӗ пӗр нацирен тӑракан халӑх мар тата вӗсен уйрӑм ҫӗршыв ҫук. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем сӑнарлӑ халӑх, «Турӑ Израилӗ», пулса тӑраҫҫӗ (Гал. 6:16). Вӗсем тата вӗсен юлташӗсем, «урӑх сурӑхсем», сӑнарлӑ ҫӗршывра пурӑнаҫҫӗ, унта вӗсем пӗрлӗхре Иегова Турра пуҫҫапаҫҫӗ. Пуҫҫапасси вӑл — вӗсен пурнӑҫ йӗрки (Иоанн 10:16; Ис. 66:8). Иегова пире панӑ «ҫӗршыв» мӗн вӑл? Вӑл сӑнарлӑ рай. Унта Турӑ рай туса хума сӑмах пани тӗлӗнмелле майпа сӑнарлӑн пурнӑҫланса пырать. Вӗсем мӗнле пурнӑҫланса пынине кӑтартакан темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

9, 10. а) Исаия 11:6—9 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пророкла сӑмахсем халӗ мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ? ӑ) Турӑ халӑхӗ хушшинче мир пуррине мӗн кӑтартса парать?

9 Хӑрушсӑрлӑх. Исаия 11:6—9 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсенче мирпе килӗшӗве сӑнласа паракан илемлӗ ӳкерчӗке куратпӑр — ҫынсемпе вӗсен выльӑхӗсем тискер чӗрчунсенчен хӑрамаҫҫӗ, тискер чӗрчунӗсем вара лешӗсенчен хӑрамаҫҫӗ. Ҫак пророкла сӑмахсем халӗ пурнӑҫланаҫҫӗ-и? Ҫапла. Эпир 9-мӗш сӑвӑ йӗркинчен ҫав чӗрӗ чунсем мӗншӗн сиен туманнине пӗлетпӗр. Унта каланӑ: «Мӗншӗн тесессӗн, шывсем тинӗсе тултарса тӑнӑ евӗр, пӗтӗм ҫӗр Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитӗ». Чӗрчунсем хӑйсене мӗнле тытнине «Ҫӳлхуҫана туллин пӗлсе ҫитни» улӑштарать-и? Ҫук, ҫав пӗлӳсем ҫынсене кӑна улӑштараҫҫӗ. Вӗсем Ҫӳлти Турӑ ҫинчен пӗлсе пыраҫҫӗ те унӑн ҫулӗпе пынӑ май мирлӗ пурӑнма вӗренеҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн ҫав пророкла сӑмахсем халӗ сӑнарлӑ райра пурнӑҫланаҫҫӗ. Патшалӑх ертсе пынипе Христос хыҫҫӑн пыракансем хӑйсене тискер чӗрчунсем евӗрлӗ тунӑ япӑх енсенчен хӑтӑлса пыраҫҫӗ те хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе мирлӗ те килӗштерсе пурӑнма вӗренеҫҫӗ.

10 Сӑмахран, ҫак кӗнекере эпир христиансен нейтралитета тытса тӑмаллине пӑхса тухрӑмӑр. Эпир хамӑра мӗншӗн ҫавӑн пек тытнине Библи тӑрӑх сӳтсе яврӑмӑр тата нейтралитет тытса тӑнӑшӑн Турӑ халӑхне хӗсӗрлени ҫинчен калаҫрӑмӑр. Ҫак хаяр тӗнчере, вӗлерессипе хӑратсан та, нимле усал ӗҫ те тума килӗшмен ҫынсенчен тӑракан халӑх пурри тӗлӗнтермест мар-и? Ҫакӑ Мессианла Патшан ҫыннисем, Исаия сӑнласа панӑ пек, мирпе савӑнса пурӑннине витӗмлӗн кӑтартса парать! Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ тесе каланӑ (Иоанн 13:34, 35). Пухусенче Христос «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» урлӑ чӑн христиансене пурне те мирлӗ, ырӑ тата юратакан пулма тӳсӗмлӗн вӗрентет (Матф. 24:45—47).

11, 12. Хальхи тӗнче мӗнле выҫлӑхпа аптрать тата Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшать?

11 Тулӑхлӑх. Ҫак тӗнче сӑнарлӑ выҫлӑхпа аптрать. Библире малтанах ҫакӑн пек каланӑ: «Ҫӳлхуҫа Турӑ калать: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫине выҫлӑх ярас кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ, ҫакӑ вӑл ҫӑкӑрсӑр выҫӑхни е шывсӑр антӑхни мар, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗсене илтесшӗн антӑхни пулӗ» (Ам. 8:11). Турӑ Патшалӑхӗн гражданӗсем выҫӑ лараҫҫӗ-и? Иегова хӑйӗн халӑхӗпе хӑйӗн тӑшманӗсем хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пулать тесе малтанах ҫапла каланӑ: «Акӑ Манӑн чурамсем ҫийӗҫ, эсир вара выҫса ларатӑр; Манӑн чурамсем ӗҫӗҫ, эсир вара антӑхатӑр» (Ис. 65:13). Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине эсир куратӑр-и?

12 Сӑнарлӑ апат тулӑхлӑ пулнине сарӑлса тата тарӑнланса пыракан юханшывпа танлаштарма пулать. Библие ӑнлантарса паракан пирӗн публикацисене, аудио тата видео ҫыртарусене пула, пуху тӗлпулӑвӗсемпе конгрессене тата пирӗн сайтри материалсене пула пирӗн сӑнарлӑ апат питӗ нумай, ҫав вӑхӑтрах ҫак тӗнчери ҫынсем сӑнарлӑ выҫлӑхпа аптраҫҫӗ (Иез. 47:1—12; Иоиль 3:18). Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем мӗнле пурнӑҫланнине кунсерен курса тӑни сире савӑнӑҫ памасть-и? Эсир Иеговӑн сӗтелӗ хушшинче яланах апатланатӑр-и?

Сӑнарлӑ апат, хӳтлӗх тата сывлӑх — ҫаксене пурне те эпир пуху урлӑ илсе тӑратпӑр

13. Иегова суккӑрисем курӗҫ тата илтменнисем илтӗҫ тесе сӑмах пани мӗнле пурнӑҫланнине эсир курнӑ-и?

13 Сӑнарлӑ сывлӑх. Халӗ, сӑнарлӑ каласан, суккӑрлӑх тата хӑлха илтменни анлӑ сарӑлнӑ (2 Кор. 4:4). Анчах та Христос пӗтӗм тӗнчипе чир-чӗртен сыватать. Суккӑррисем куракан тата илтменнисем илтекен пулнине эсир курнӑ-и? Ҫынсем Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене пӗлнӗ хыҫҫӑн хӑйсене чӑнлӑха курма тата илтме чӑрмантарнӑ тӗн суйинчен хӑтӑлнине курнӑ пулсан, эсир: «Ҫавӑ кун хӑлхасӑррисем кӗнеке сӑмахне илтӗҫ, суккӑрсен куҫӗсем тӗттӗмлӗхрен, сӗмлӗхрен курма пуҫлӗҫ»,— тесе сӑмах пани мӗнле пурнӑҫланса пынине курнӑ (Ис. 29:18). Кашни ҫул пӗтӗм тӗнчипе ҫӗр-ҫӗр пин ҫын ҫавӑн пек сывалать. Аслӑ Вавилона хӑварнӑ хыҫҫӑн сӑнарлӑ райра Иеговӑна пуҫҫапма пирӗнпе пӗрлешнӗ кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫӗпе Иеговӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланса пынине кӑтартса парать.

14. Мӗн ҫинчен шухӑшлани пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ?

14 Ҫак кӗнекен кашни сыпӑкӗнче юлашки кунсенче Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене чӑн-чӑн сӑнарлӑ рая илсе пынине кӑтартакан витӗмлӗ ҫирӗплетӳсем пур. Айтӑр ҫав райра илсе тӑракан пиллӗхсем ҫинчен малашне те шухӑшлар. Ҫавӑн пек шухӑшлани Иегова пуласлӑхра мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем пурте пурнӑҫланассине тата хытӑрах ӗненме пулӑшӗ.

«Санӑн Патшалӑху килтӗр»

15. Мӗншӗн эпир ҫӗр рай пулассине шанма пултаратпӑр?

15 Иегова чи малтанах пӗтӗм ҫӗре рай тума шутласа хунӑ. Вӑл Адампа Евӑна рай пахчине вырнаҫтарнӑ та вӗсене ҫӗре ҫынсемпе тултарма тата ҫӗр ҫинчи чӗрӗ чунсемшӗн тӑрӑшма хушнӑ (Пулт. 1:28). Анчах та Адампа Ева Сатана хыҫҫӑн кайса пӑлхав ҫӗкленӗ те хӑйсен ӑрӑвӗ валли ҫитменлӗх, ҫылӑх тата вилӗм хӑварнӑ. Ҫакна пӑхмасӑрах Туррӑн тӗллевӗ улшӑнман. Вӑл каланӑ кашни сӑмах пӗтӗмпех пурнӑҫланать. (Исаия 55:10, 11 вуласа пар.) Апла пулсан, Адампа Евӑн тӑхӑмӗсем ҫӗре тултарӗҫ тата ӗҫлесе лайӑхлатӗҫ, ҫавӑн пекех райра Иегова тунӑ чӗрӗ чунсемшӗн юратса тӑрӑшӗҫ. Ҫавӑн чухне райри пурнӑҫ ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем — тыткӑнри иудейсене каланӑ пророкла сӑмахсем — пӗтӗмпех пурнӑҫланӗҫ! Темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар.

16. Библи райри пурнӑҫ хӑрушсӑр пулассине мӗнле сӑнласа парать?

16 Хӑрушсӑрлӑх. Юлашкинчен, Исаия 11:6—9 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ чуна ӑшӑтакан сӑмахсем тӳррӗн пурнӑҫланӗҫ. Арҫынсем, хӗрарӑмсем тата ачасем ҫӗр ҫинче кирек ӑҫта пулсан та хӑрамасӑр пурӑнӗҫ. Ҫынсем те, чӗрчунсем те нимле хӑрушлӑх та кӳмӗҫ. Хӑвӑр ҫав вӑхӑтра пурӑннине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха. Ун чухне эсир пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе хӑвӑра килти пек туятӑр. Эсир нимрен те, никамран та хӑрамасӑр юханшывсенче, кӳлӗсенче тата тинӗссенче шыва кӗме, тусем ҫине хӑпарма, улӑхсем тӑрӑх ҫӳреме пултаратӑр. Ҫӗрле те сирӗн хӑрасси пулмӗ. Вара Иезекииль 34:25-мӗшӗнчи сӑмахсем пурнӑҫланӗҫ те Туррӑн ӗҫлекенӗсене «ҫеҫенхирте пурӑнма, вӑрманта ҫывӑрма хӑрушӑ пулмӗ».

17. Патшалӑх пӗтӗм ҫӗре тытса тӑма пуҫласан, Иегова пире мӗн кирлипе туллин тивӗҫтерессине мӗншӗн эпир пӗр иккӗленмесӗр шанма пултаратпӑр?

17 Тулӑхлӑх. Чухӑнлӑх, выҫлӑх, ҫинӗ-ҫимен пурӑнни тата социаллӑ пулӑшу парас программӑсем пӗтес вӑхӑт ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Турӑ халӑхӗ илсе тӑракан сӑнарлӑ апат тулӑхлӑ пулни Мессианла Патша хӑйӗн ҫыннисене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтерӗ тесе шантарать. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ҫавӑн пек сӑмах панине пурнӑҫлама пултарнине хӑш-пӗр енчен кӑтартнӑ: вӑл пин-пин выҫӑ ҫынна темиҫе ҫӑкӑрпа тата пулӑпа тӑрантарнӑ (Матф. 14:17, 18; 15:34—36; Марк 8:19, 20). Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗм ҫӗре тытса тӑма пуҫласан, ҫакӑн евӗрлӗ пророкла сӑмахсем: «Вӑл эсӗ акса хӑварнӑ вӑрлӑх валли ҫумӑр ярса парӗ, тырпулпа ҫӗр ҫимӗҫӗ тулӑх та сӗтеклӗ пулӗ; ҫавӑ кун санӑн кӗтӗвӳсем анлӑ улӑх-ҫаранра ҫӳрӗҫ»,— тесе каланӑ пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине хамӑр куҫпа курӑпӑр (Ис. 30:23).

18, 19. а) Исаия 65:20—22 сӑвӑ йӗркисенче каланӑ пророкла сӑмахсем сирӗнпе мӗнле ҫыхӑннӑ? ӑ) Пирӗн пурнӑҫ кунӗсем «йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ» тенине мӗнле ӑнланмалла?

18 Хальхи вӑхӑтра нумайӑшне хӑйсен хӑтлӑ ҫурт тата кӑмӑла ҫырлахтаракан ӗҫ пулма пултарнине ӗненме йывӑр. Ҫак йӗркесӗр тӗнчере нумайӑшӗ тар юхтарса ӗҫлет, ҫавӑншӑн вара вӗсене питӗ сахал тӳлеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӑткӑн пуянсем вӗсен шучӗпе пуйса пыраҫҫӗ. Ҫак пророкла сӑмахсем пурнӑҫлансан, ҫынсен пурнӑҫӗ мӗнлерех пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: «Ҫуртсем лартӗҫ, унта пурӑнӗҫ, иҫӗм пахчисем лартса ҫитӗнтерӗҫ, вӗсен ҫимӗҫне ҫийӗҫ. Ҫурт-йӗре урӑх ҫынна пурӑнтарма лартмӗҫ, иҫӗме урӑххи ҫитӗрччӗ тесе лартса ҫитӗнтермӗҫ: Ман халӑхӑмӑн кунӗсем йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ, Эпӗ суйласа илнийӗсем хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ» (Ис. 65:20—22).

19 Пирӗн пурнӑҫ кунӗсем «йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ» тенине мӗнле ӑнланмалла? Эсир пысӑк та мӑнаҫлӑ йывӑҫ ҫумӗнче тӑратӑр тейӗпӗр. Ҫав йывӑҫ питӗ нумай пурӑнни ҫинчен шухӑшлани сирӗн чуна ҫӳҫентермӗ-и? Тен, вӑл сирӗн аҫун аслашшӗнчен те аслӑрах. Сасартӑк эсир ҫакна ӑнланса илетӗр: сирӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑк пулман пулсан, ҫак йывӑҫ сире пурӑнса ирттернӗ пулӗччӗ. Сирӗн ҫинчен асаилӳсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ пулӗччӗҫ, ҫав йывӑҫ вара малалла тӑрӗччӗ. Иегова ырӑ пулнипе райра пирӗн пурнӑҫ вӑрӑм та мирлӗ пулать тесе шантарать (Пс. 36:11, 29). Ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитет: ун чухне вӑрӑм ӗмӗрлӗ йывӑҫсем пире вӑхӑтлӑха шӑтса тухакан курӑк пек курӑнӗҫ — вӗсем ӳсӗҫ те пӗтсе ларӗҫ, эпир вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр!

20. Патшалӑхӑн шанчӑклӑ ҫыннисем мӗнле майпа ҫирӗп сывлӑхлӑ пулса тӑрӗҫ?

20 Ҫирӗп сывлӑх. Хальхи вӑхӑтра чир-чӗрпе вилӗм ҫак тӗнчери кашни ҫын ҫине витӗм кӳрсе тӑрать. Тӗпрен илсен, эпир пурте чирлӗ — пире вилӗм кӳрекен чир, ҫылӑх теекен чир, ернӗ. Унран сывалмалли пӗртен-пӗр май вӑл — Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни (Рим 3:23; 6:23). Пин ҫулхи Патшалӑх ертсе пынӑ чухне Иисус тата унпа пӗрле патшара ларакансем шанчӑклӑ ҫынсене ҫав парнепе туллин усӑ курма пулӑшӗҫ те ҫылӑхӑн пур витӗмӗнчен те майӗпен хӑтарӗҫ. Вара Исаийӑн ҫак пророкла сӑмахӗсем пӗтӗмпех пурнӑҫланӗҫ: «Ҫавӑнта пурӑнакан халӑхӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ, ҫавӑнпа пӗри те: „эпӗ чирлӗ“ тесе каламӗ» (Ис. 33:24). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: урӑх никам та суккӑр, хӑлхасӑр е уксах пулмӗ! (Исаия 35:5, 6 вуласа пар.) Иисус Христос сыватма пултарайман нимле чир те ҫук: ӳт-пӳ чирӗ-и вӑл, е психикӑпа тата эмоципе ҫыхӑннӑ чир. Патшалӑх ҫыннисем ҫирӗп сывлӑхлӑ пулӗҫ!

21. Вилӗмпе мӗн пулӗ тата мӗншӗн ҫавӑн пек сӑмах пани пире йӑпатать?

21 Чир-чӗр час-часах мӗн патне илсе ҫитерет тата ҫылӑх мӗнпе вӗҫленет, ҫавӑнпа — вилӗмпе — мӗн пулӗ? Вӑл пирӗн «юлашки тӑшман», ун аллине кашни ҫылӑхлӑ ҫын халӗ-и е каярахпа пурпӗрех лекет (1 Кор. 15:26). Анчах та вилӗм Иеговӑшӑн та ҫавӑн пек хӑрушӑ тӑшман-ши? Акӑ Исаия пророкла мӗн каланӑ: «Вилӗме ӗмӗрлӗхе ҫӗнтерӗ, Ҫӳлхуҫа Турӑ пурин куҫҫульне те шӑлса типӗтӗ» (Ис. 25:8). Ҫав вӑхӑта куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратӑр-и? Урӑх вилнисене пытарасси те пулмӗ, масарсем те пулмӗҫ! Иегова хӑйӗн сӑмахне, вилнисене чӗртсе тӑратма сӑмах панине, пурнӑҫланӑ чухне хуйхӑ куҫҫулӗсем вырӑнне савӑнӑҫ куҫҫулӗсем пулӗҫ! (Исаия 26:19 вуласа пар.) Тинех вара вилӗм кӳнӗ шутласа кӑларма ҫук сурансем сипленӗҫ.

22. Мессианла Патшалӑх ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех пурнӑҫласан мӗн пулӗ?

22 Пин ҫулхи Патшалӑх ертсе пыни вӗҫленсе пынӑ чухне Патшалӑх ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех пурнӑҫлӗ, вара Христос влаҫа хӑйӗн Ашшӗне парӗ (1 Кор. 15:25—28). Юлашкинчен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑнӑ этемлӗх юлашки тӗрӗслеве хатӗр пулӗ. Ун чухне Сатанана тӗпсӗр вырӑнтан, ним тума пултарайман ҫӗртен, кӑларӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Христос ҫав нӗрсӗр «ҫӗлене» тата ун майлисене пурне те тӗппипех пӗтерӗ (Пулт. 3:15; Ӳлӗм. 20:3, 7—10). Иеговӑна чунтан парӑнса юратакансене пурне те чаплӑ пуласлӑх кӗтӗ. Вӗсен пуласлӑхне Библире ҫырса панинчен лайӑхрах сӑнласа параяс ҫук. Унта Турра шанчӑклӑ ҫынсем «Турӑ ачисен ирӗклӗхне» илӗҫ тесе сӑмах панӑ (Рим 8:21).

Иегова этемлӗхпе ҫӗр пирки мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те Патшалӑх пурнӑҫлӗ

23, 24. а) Мӗншӗн Турӑ мӗн тума сӑмах пани пурпӗр пурнӑҫланать? ӑ) Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

23 Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем вӗсем — пуш ӗмӗт мар. Вӗсем пурпӗр пурнӑҫланаҫҫӗ! Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ҫак кӗнекен 1-мӗш сыпӑкӗнче эпир сӳтсе явнӑ Иисусӑн сӑмахӗсене аса илӗр-ха. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене Иеговӑна ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр» (Матф. 6:9, 10). Турӑ Патшалӑхӗ вӑл — пӗр-пӗр ҫыннӑн пуҫӗнчи пулма пултарайман шухӑш мар. Вӑл чӑнах пур! Вӑл халӗ пӗлӗтрен ертсе пырать. Ҫӗр ҫул хушши ӗнтӗ ҫав Патшалӑх Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурнӑҫа кӗртсе пырать. Ҫакна эпир христиансен пухӑвӗнче куратпӑр. Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн влаҫне ҫӗр ҫинче туллин кӑтартнӑ чухне Иеговӑн сӑмахӗсем пурте пурнӑҫланассине эпир пӗр иккӗленмесӗр шанма пултаратпӑр!

24 Турӑ Патшалӑхӗ килессине эпир пӗлетпӗр. Иеговӑн кашни сӑмахӗ пурнӑҫланассине эпир шанатпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖ ЕРТСЕ ПЫРАТЬ! Пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Патшалӑх влаҫне эпӗ пӑхӑнса тӑратӑп-и?» Айтӑр халех ҫав Патшалӑхӑн шанчӑклӑ ҫыннисем пулас тесе пӗтӗм вӑя хурар, вара ҫав Патшалӑх влаҫа пӗр кӑлтӑксӑр, тӳрӗлӗхпе тытса тӑнинчен ӗмӗр-ӗмӗрӗпе усӑ илӗпӗр!