Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Сулахайра: Германири тӑвансене пулӑшас тесе Швейцарирен ярса панӑ япаласем. 1946 ҫул; Сылтӑмра: Цунами хыҫҫӑн Японире Патшалӑх залне ҫӗнӗрен туса лартаҫҫӗ. 2011 ҫул

6-МӖШ ПАЙӖ

Турӑ Патшалӑхне пулӑшни. Пуҫҫапмалли вырӑнсене туни тата пулӑшу пани

Турӑ Патшалӑхне пулӑшни. Пуҫҫапмалли вырӑнсене туни тата пулӑшу пани

ЭСИР Патшалӑх залне кӗретӗр те ӑна аран-аран палласа илетӗр. Эсир ҫак ҫуртпа ялан мухтаннӑ. Тен, эсир темиҫе ҫул каялла ӑна тума мӗнле пулӑшнине савӑнса аса илетӗр. Анчах халӗ сирӗн мухтанма тата ытларах сӑлтав пур: сирӗн Патшалӑх залӗ вӑхӑтлӑха пулӑшу парса тӑракан центр пулса тӑчӗ. Нумаях пулмасть сирӗн патра вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл аркатса-тустарса тухрӗ тата ӑна пула ҫӗре шыв илчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн филиал комитечӗ ҫутҫанталӑк инкекӗнчен хӗн курнисене таса шывпа, апат-ҫимӗҫпе, тумтирпе тата ытти кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерес ӗҫе хӑвӑрт йӗркелесе ячӗ. Ҫынсене пулӑшас тесе панӑ ҫак япаласене залра тирпейлӗн вырнаҫтарса тухнӑ. Майӗпен зал тӑвансемпе тулать, вӗсем вара хӑйсене мӗн кирлине илеҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ савӑннипе макӑрать.

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ тесе каланӑ (Иоанн 13:34, 35). Ҫак пайӗнче эпир христиансен юратӑвӗ ҫурт-йӗр тунӑ ҫӗрте тата Иегова Свидетелӗсем пулӑшу парас тесе вӑй хунинче мӗнле палӑрса тӑни ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫавӑн пек юрату эпир Христос ертсе пыракан Патшалӑха пӑхӑнса пурӑннине витӗмлӗ кӑтартса парать.

ҪАК УЙРӐМРА

18-МӖШ СЫПӐК

Патшалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ валли укҫа ӑҫтан илеҫҫӗ

Укҫа ӑҫтан илеҫҫӗ? Укҫапа мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

19-МӖШ СЫПӐК

Иеговӑна мухтав кӳрекен ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫ

Пуҫҫапмалли вырӑнсем Турра мухтав кӳреҫҫӗ, анчах вӑл урӑххине тата ытларах хаклать.

20-МӖШ СЫПӐК

Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫ

Мӗншӗн пулӑшу парасси пирки Иеговӑшӑн тӑвакан сӑваплӑ ӗҫӗн пайӗ теме пулать?