Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ СЫПӐК

Патшалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ валли укҫа ӑҫтан илеҫҫӗ

Патшалӑх ӗҫӗ-хӗлӗ валли укҫа ӑҫтан илеҫҫӗ

СЫПӐК ТЕМИ

Патшалӑх ӗҫне тума Иеговӑн халӑхӗ укҫа-тенкӗпе мӗншӗн тата мӗнле пулӑшса тӑрать

1, 2. а) Библи Тӗпчекенсем хӑйсен ӗҫӗсене мӗнле йӗркелесе пыраҫҫӗ тесе ыйтнӑ чиркӳ ҫыннине Расселл тӑван мӗнле хуравланӑ? ӑ) Ҫак сыпӑкра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

 ПӖРРЕХИНЧЕ Чарлз Расселл тӑван патне Реформат чиркӗвӗн ҫынни пынӑ та Библи Тӗпчекенсем хӑйсен ӗҫӗсене мӗнле йӗркелесе пыраҫҫӗ тесе ыйтнӑ.

— Эпир нимле укҫа та пуҫтармастпӑр,— ӑнлантарнӑ Расселл тӑван.

— Апла эсир укҫине ӑҫтан илетӗр? — ыйтнӑ чиркӳ ҫынни.

— Эпӗ сире ним суймасӑр каласан та, эсир пурпӗр ӗненмӗр,— каланӑ Расселл.— Ҫынсем пирӗн тӗлпулусене килсен, вӗсем укҫа паччӑр тесе никам та вӗсен сӑмси умӗнче тарелка тытса тӑмасть. Анчах вӗсем тӑкаксем пуррине ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем ҫакӑн пек шухӑшлаҫҫӗ: «Ҫак залшӑн тӳлемелле... Ҫакӑн валли кӑштах та пулин укҫа парас тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?»

Чиркӳ ҫынни Расселл тӑван ҫине иккӗленсе пӑхнӑ.

— Эпӗ сире ним суймасӑр каларӑм,— малалла каланӑ Расселл тӑван.— Шӑп ҫавӑн пек вӗсем манран ыйтаҫҫӗ те: «Ҫакӑн валли кӑштах та пулин укҫа парас тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?» Ҫын пиллӗхсем илет пулсан тата унӑн мӗнле те пулин укҫа пур пулсан, вӑл хӑй вӗсене Ҫӳлхуҫашӑн тӑкакласшӑн. Ҫыннӑн укҫа ҫук пулсан, унран мӗншӗн укҫа ыйтмалла? a

2 Чӑнах та, Расселл тӑван «ним суймасӑр» каланӑ. Турӑ халӑхӗ мӗн ӗлӗкренех тӗрӗс пуҫҫапассине харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ парса пулӑшса тӑнӑ. Ҫак сыпӑкра эпир Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫавна ӗлӗк-авал тата халӗ мӗнле тунине пӑхса тухӑпӑр. Патшалӑх ӗҫне тума хальхи вӑхӑтра укҫа-тенкӗпе мӗнле пулӑшнине пӑхса тухнӑ чухне хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ Патшалӑх ӗҫне тума пулӑшас тесе мӗн тума пултаратӑп?»

«Чӗри хушнипе кашнийӗ парне кӳтӗр»

3, 4. а) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем мӗн тӑвасса шанать? ӑ) Израильтянсем сӑваплӑ чатӑра тума мӗнле пулӑшнӑ?

3 Иегова хӑйӗн чӑн ӗҫлекенӗсене пӗтӗмпех шанать. Май сиксе тухсанах, вӗсем хӑйне чунтан парӑннине хӑйсен ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ панипе кӑтартасса вӑл пӗлет. Израиль историнчи икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.

4 Израильтянсене Египетран илсе тухнӑ хыҫҫӑн Иегова вӗсене хӑйне пуҫҫапмашкӑн йӑтса куҫармалли сӑваплӑ чатӑр тума хушнӑ. Чатӑра тата унӑн хатӗрӗсене тумашкӑн укҫа-тенкӗпе япаласем чылай кирлӗ пулнӑ. Иегова хӑйӗн халӑхне ҫак ӗҫе хутшӑнма май парса Моисей урлӑ ҫапла каланӑ: «Тимлӗ пулнипе [«чӗри хушнипе», ҪТ] кашнийӗ... парне [кӳтӗр]» (Тух. 35:5). Нумаях пулмасть израильтянсене «кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа» ӗҫлеттернӗрен вӗсен пурнӑҫӗ чӑтмалла мар йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫавӑн пек чӗнсе каланине йышӑнӗҫ-ши? (Тух. 1:14.) Вӗсем ҫак ӗҫе хутшӑнасшӑн пулнине ылтӑн, кӗмӗл тата ытти хаклӑ япаласене — тен, хӑйсен унчченхи хуҫисенчен, египтянсенчен, илнӗскерсене — хаваспах панипе кӑтартнӑ (Тух. 12:35, 36). Израильтянсем кирлинчен те ытларах панӑ, ҫавӑнпа вӗсене «урӑх нимӗн те илсе» ан килӗр теме тивнӗ (Тух. 36:4—7).

5. Давид израильтянсене храма тума хӑйсен ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ пама май парсан, лешӗсем мӗн тунӑ?

5 Ҫавӑнтанпа пӗр 475 ҫул иртсен Давид храма — ҫӗр ҫинче пӗр вырӑнта вырнаҫнӑ тӗрӗс пуҫҫапмалли тӗп вырӑна — тума хӑйӗн ылтӑн-кӗмӗлне парнеленӗ. Унтан вӑл ытти израильтянсене хӑйсен ирӗкӗпе пама май памашкӑн: «Паян тата камӑн та пулсан Ҫӳлхуҫана парне кӳме кӑмӑл пур-и?» — тесе ыйтнӑ. Ҫакна итлесе халӑх «Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн парне кӳнӗ» (1 Ҫулс. 29:3—9). Вӗсене ҫавӑн пек парнесем пама кам май панине ӑнланнӑран Давид кӗлӗре Иеговӑна каланӑ: «Ҫакна пӗтӗмпех Эсӗ панӑ, эпир Санӑн аллунтан илнинех Сана патӑмӑр» (1 Ҫулс. 29:14).

6. Мӗншӗн Патшалӑх ӗҫне тума укҫа кирлӗ тата мӗнле ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

6 Туррӑн халӑхне парнесем пама Моисейӑн та, Давидӑн та вӑйпа хистеме тивмен. Ун вырӑнне ҫынсем чӗри хушнипе панӑ. Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума укҫа кирлине эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Библипе ӑна ӑнлантарса паракан литературӑна кӑларас тата салатас тесен, пуҫҫапмалли ҫуртсемпе филиалсене тӑвас тата юсаса тӑрас тесен, ҫавӑн пекех инкексем сиксе тухсан хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене пулӑшас тесен сахал мар укҫа-тенкӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: укҫа-тенкӗ ӑҫтан илеҫҫӗ? Патша хыҫҫӑн пыракансене парнесем пама вӑйпа хистемелле-и?

«Эпир ҫынсене хамӑра пулӑшма йӑлӑнмӑпӑр та, ыйтмӑпӑр та»

7, 8. Мӗншӗн Иеговӑн халӑхӗ укҫапа пулӑшма ҫынсене йӑлӑнмасть те, ыйтмасть те?

7 Расселл тӑванпа унӑн юлташӗсем христиансен тӗнчинчи чиркӳсенче укҫа пуҫтарнӑ пек пуҫтарасшӑн пулман. «Хурал башнин» иккӗмӗш кӑларӑмӗнче «Эсир „Сион хурал башнине“ илсе тӑрасшӑн-и?» ятлӑ статьяра Расселл ҫырнӑ: «Эпир „Сион хурал башнине“ кӑларма ИЕГОВА пулӑшса тӑнине ӗненетпӗр, ҫавӑнпа эпир ҫынсене хамӑра пулӑшма йӑлӑнмӑпӑр та, ыйтмӑпӑр та. Енчен те: „Манӑн кӗмӗлӗм, Манӑн ылтӑнӑм“,— тесе Калакан укҫа-тенкӗпе кирлӗ таран тивӗҫтерме пӑрахсан, эпир ҫак журнала кӑларма пӑрахма вӑхӑт ҫитнине ӑнланса илӗпӗр» (Аггей 2:7—9). Унтанпа 130 ҫул ытла иртрӗ, «Хурал башни» халӗ те тухса тӑрать тата ҫак журнала кӑларакан организаци те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.

8 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем укҫа ыйтса ҫӳремеҫҫӗ. Вӗсен тӗлпулӑвӗсенче ретсем тӑрӑх тарелкӑсем ямаҫҫӗ тата никам патне те укҫа ыйтса ҫырусем ҫырмаҫҫӗ. Вӗсем лотерея выляттармаҫҫӗ тата укҫа тӑвас тесе суту-илӳ тумаҫҫӗ. Вӗсем «Хурал башнинче» нумай ҫул каялла ҫакӑн пек каланине тытса тӑраҫҫӗ: «Эпир Ҫӳлхуҫан ӗҫӗ валли чиркӳсенче укҫа йӑлӑнса ыйтнӑ пек ыйтса ҫӳрени вӑл тӗрӗс тесе нихӑҫан та шутламан. [...] Пирӗн шутпа, пирӗн Ҫӳлхуҫа ячӗпе тӗрлӗ майлӑ ыйтса-йӑлӑнса илнӗ укҫа ӑна йӗрӗнтерет, юрӑхлӑ мар тата укҫа паракансене те, тумалли ӗҫ валли те унран пиллӗх пулмӗ» b.

«Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр»

9, 10. Эпир хамӑр ирӗкпе укҫа мӗншӗн панине кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗри хӑшӗ?

9 Пире, Патшалӑхӑн хальхи ҫыннисене, пама вӑйпа хистеме кирлӗ мар. Пачах урӑхла, эпир Патшалӑх ӗҫне тума пулӑшас тесе хамӑрӑн пурлӑхпа та, хамӑрӑн укҫа-тенкӗпе те хаваспах усӑ куратпӑр. Мӗншӗн? Виҫӗ сӑлтав пӑхса тухар.

10 Пӗрремӗшӗнчен, эпир Иеговӑна юратнӑран тата «Ун умӗнче Ӑна юрӑхлине» тӑвасшӑн пулнӑран хамӑр ирӗкпе паратпӑр (1 Иоанн 3:22). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене — пӗтӗм чӗререн паракансене кӑмӑллать. Христиансен мӗнле кӑмӑлпа памалли пирки Павел апостол мӗн каланине пӑхса тухар. (2 Коринф 9:7 вуласа пар.) Чӑн христианин кӳренмесӗр тата хӑй ирӗкӗпе парать. Вӑл парасса та «кӑмӑл курса, [«хӑйӗн чӗринче шухӑшласа хурса», ҪТ]» парать c. Ҫакӑ христианин парас умӗн мӗн кирли ҫинчен тата хӑй мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшланӑ тенине пӗлтерет. Ҫакӑн пек паракана Иегова хаклать, мӗншӗн тесен «хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать». Тепӗр куҫарура ҫак сӑвӑ йӗркине ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Савӑнса паракана Турӑ юратать».

Мозамбикре пурӑнакан пирӗн ачасем хӑйсен ирӗкӗпе пама юратаҫҫӗ

11. Пире Иеговӑна чи лайӑх парнесем пама мӗн хавхалантарать?

11 Иккӗмӗшӗнчен, хамӑр ирӗкпе панипе эпир Иеговӑна хамӑрӑн шутласа кӑларма ҫук пиллӗхсемшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Моисей саккунӗнчи хамӑр чӗрене тӗпчеме пулӑшакан принципа пӑхса тухар. (Саккуна астутарни 16:16, 17 вуласа пар.) Ҫулталӑкра пулакан виҫӗ уява килнӗ чухне Израильти кашни арҫыннӑн хӑйне Иегова «мӗн пилленине кура парне» илсе килмелле пулнӑ. Эппин, уява каяс умӗн кашни арҫыннӑн хӑй мӗн чухлӗ пиллӗх илнине шутласа тухмалла пулнӑ тата хӑй пама пултарнӑ парнесенчен хӑшӗ чи лайӑххи пулнине пӗлес тесе хӑйӗн чӗрине тӗпчемелле пулнӑ. Ҫавӑн пекех эпир хамӑра Иегова мӗнле пиллесе тӑни ҫинчен шухӑшланӑ чухне пирӗн ӑна хамӑр мӗн пама пултарнисенчен чи лайӑххине парас кӑмӑл ҫуралать. Эпир чун-чӗререн панӑ парнесем, ҫав шутрах хамӑр ирӗкпе панӑ япаласемпе укҫа-тенкӗ те, Иегова пире парса тӑракан пиллӗхсемшӗн мӗн таран пархатарлӑ пулнине кӑтартса параҫҫӗ (2 Кор. 8:12—15).

12, 13. Хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пани эпир Патшана юратнине мӗнле кӑтартса парать тата кашни мӗн чухлӗ пама пултарать?

12 Виҫҫӗмӗшӗнчен, хамӑр ирӗкпе панипе эпир Патшана, Иисус Христоса, юратнине кӑтартатпӑр. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне юлашки каҫра хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн каланине асӑрхӑр-ха. (Иоанн 14:23 вуласа пар.) «Кам Мана юратать,— тенӗ вӑл,— вӑл Ман сӑмахӑма тытса тӑрӗ» (ҪС). Иисусӑн «сӑмахӗ» шутне Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма хушни те кӗрет (Матф. 24:14; 28:19, 20). Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарма пулӑшас тесе хамӑрӑн мӗн пуррипе пуринпе те — вӑхӑтпа та, вӑйпа та, пурлӑхпа та, укҫа-тенкӗпе те — усӑ куратпӑр пулсан, эпир ҫав «сӑмаха» тытса тӑратпӑр. Ҫапла эпир Мессианла Патшана юратнине кӑтартатпӑр.

13 Чӑнах та, эпир, Патшалӑха чунтан парӑннӑ ҫынсем, хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ панипе ҫав Патшалӑхшӑн пӗтӗм чӗререн тӑрӑшнине кӑтартасшӑн. Эпир хамӑр ирӗкпе мӗн чухлӗ пама пултаратпӑр? Ҫакна кашни хӑй тӗллӗн шутласа хурать. Кашни мӗн чухлӗ пама пултарать, ҫавӑн чухлӗ парать. Паллах ӗнтӗ, хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсенчен нумайӑшӗ пуян мар, ҫавӑнпа нумай пама пултараймаҫҫӗ (Матф. 19:23, 24; Иак. 2:5). Анчах та вӗсене ҫакна пӗлни йӑпатать: вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе питӗ сахал пама пултараҫҫӗ пулсан та, анчах та чун-чӗререн параҫҫӗ пулсан, ҫакна Иеговӑпа Иисус хаклаҫҫӗ (Марк 12:41—44).

Укҫа ӑҫтан илеҫҫӗ?

14. Иегова Свидетелӗсем нумай ҫул хушши литературӑна мӗнле сӗннӗ?

14 Нумай ҫул хушши Иегова Свидетелӗсем Библие ӑнлантарса паракан литературӑна сӗннӗ чухне уншӑн ҫынсенчен харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа пама ыйтнӑ. Чухӑн ҫынсем те литература илме пултарччӑр тесе харпӑр хӑй ирӗкӗпе пама палӑртса хунӑ укҫа сумми яланах питӗ пӗчӗк пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫын чӑнлӑхпа интересленнӗ пулсан, анчах та унӑн харпӑр хӑй ирӗкӗпе пама укҫа пулман пулсан, Патшалӑх хыпарҫисем хаваспах ӑна литература укҫасӑрах парса хӑварнӑ. Вӗсем тӳркӑмӑллӑ ҫынсем ҫав литературӑна вуласа унтан усӑ илме пултарччӑр тенӗ.

15, 16. а) Литература салатмалли йӗркене 1990 ҫулта Ертсе пыракан совет мӗнле улӑштарма пуҫланӑ? ӑ) Мӗнле майпа харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа параҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех «Хамӑр ирӗкпе панӑ укҫа ӑҫта каять?» рамкӑна пӑхӑр.)

15 1990 ҫулта Ертсе пыракан совет литература салатмалли йӗркене улӑштарма пуҫланӑ. Ҫав ҫултан пуҫласа Пӗрлешӳллӗ Штатсенче литературӑна харпӑр хӑй ирӗкӗпе мӗн чухлӗ укҫа памалли ҫинчен каламасӑрах сӗнме тытӑннӑ. Ҫав ҫӗршыври пур пуху патне янӑ ҫырура ҫапла ӑнлантарнӑ: «Хыпарҫӑсемпе интересленекен ҫынсем журналсене тата ытти литературӑна илме пуҫласан, вӗсенчен ҫавӑншӑн мӗн чухлӗ те пулин тӳлеме тата харпӑр хӑй ирӗкӗпе те укҫа пама ыйтмӗҫ. [...] Кам пирӗн вӗрентӳ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштарасшӑн пулать, вӑл ҫавна тума пултарать, анчах та ҫынсем, харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа панипе паманнине пӑхмасӑрах, литература илме пултараҫҫӗ». Ҫак ҫӗнӗ йӗрке пирӗн ӗҫ вӑл харпӑр хӑй ирӗкӗпе тӑвакан ӗҫ, тӗн ӗҫӗ пулнине тата эпир «Турӑ сӑмахне сутакансем» пулманнине уҫҫӑн кӑтартса панӑ (2 Кор. 2:17, ҪТ). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗтӗм тӗнчипе литературӑна харпӑр хӑй ирӗкӗпе мӗн чухлӗ укҫа памалли ҫинчен каламасӑрах салатма пуҫланӑ.

16 Мӗнле майпа харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа параҫҫӗ? Иегова Свидетелӗсен Патшалӑх залӗсенче харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа ямалли ещӗксем пур. Кашни унта укҫа яма пултарать е харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫана Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан законлӑ организацисенчен пӗрин патне ярса пама пултарать. Кашни ҫул «Хурал башнинче» мӗнле майпа харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ памалли ҫинчен калакан статья тухса тӑрать.

Укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

17—19. Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа тенкӗпе: а) пӗтӗм тӗнчери ӗҫ валли, ӑ) Патшалӑх залӗсене пӗтӗм тӗнчипе тӑвасси валли тата б) вырӑнти пухӑвӑн тӑкакӗсем валли мӗнле усӑ курни ҫинчен каласа парӑр.

17 Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ. Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе пӗтӗм тӗнчипе пыракан ырӑ хыпар сарас ӗҫпе ҫыхӑннӑ тӑкаксене саплаштараҫҫӗ — пӗтӗм тӗнчипе салатмалли литература кӑлараҫҫӗ, филиалсене туса-юсаса тӑраҫҫӗ тата тӗрлӗ теократи шкулӗсене ирттереҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, ҫав укҫапа усӑ курса миссионерсене, ҫулҫӳрекен надзирательсене тата ятарлӑ пионерсене пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенке инкеклӗ вӑхӑтра хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене пулӑшма ярса параҫҫӗ d.

18 Патшалӑх залӗсене пӗтӗм тӗнчипе тӑвасси. Пухусен ҫӗнӗ Патшалӑх залӗсене туса лартма е киввисене юсама май пултӑр тесе те харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫапа усӑ кураҫҫӗ. Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа пухӑнса пынӑҫемӗн унпа ытти пухусене пулӑшма пултараҫҫӗ e.

19 Вырӑнти пухӑвӑн тӑкакӗсем. Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫапа Патшалӑх залӗшӗн тӳлеҫҫӗ. Ҫав укҫапах ӑна юсама-тирпейлеме каякан тӑкаксене саплаштараҫҫӗ. Старейшинӑсем пухӑва ҫав укҫан пӗр пайне филиала — ҫав укҫапа тӗнчипе пыракан ӗҫе тума усӑ курччӑр тесе — ярса пама сӗнме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне старейшинӑсем пухӑва резолюци пӑхса тухма сӗнеҫҫӗ. Пуху ҫав резолюцие ырласан, ҫав укҫана филиала ярса параҫҫӗ. Кашни уйӑхра пухӑвӑн счечӗсемшӗн яваплӑ арҫын тӑван укҫа-тенкӗ мӗнле тӑкаклани ҫинчен отчет хатӗрлет, ӑна вара пухура вуласа параҫҫӗ.

20. Хӑвӑрӑн хаклӑ япаласемпе эсир Иеговӑна мӗнле чыслама пултаратӑр?

20 Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес тесе пӗтӗм тӗнчипе мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ май пирӗн хамӑрӑн хаклӑ япаласемпе Иеговӑна чыслас кӑмӑл ҫуралать (Ытар. 3:9, 10). Ҫав хаклӑ япаласем шутне пирӗн вӑй-халпа ӑс-тӑн пултарулӑхӗ, лайӑх енсем тата Туррӑн ӗҫӗнче пухнӑ ӑсталӑх кӗреҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, эпир ҫавсемпе пуринпе те Патшалӑхӑн ӗҫӗнче туллин усӑ курасшӑн. Ҫакна та манмалла мар — пирӗн хаклӑ япаласем шутне хамӑрӑн укҫа-тенкӗпе пурлӑх кӗреҫҫӗ. Хамӑр ирӗкпе пама май пур чухне пама ҫирӗп шут тытар. Ҫапла эпир Иеговӑна чыслӑпӑр тата Мессианла Патшалӑх майлӑ тӑнине кӑтартӑпӑр.

a 1915 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни», 218—219 страницӑсем.

b 1899 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни», 201-мӗш страница.

c Пӗр библеист «шухӑшласа хур» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «малтанах шутласа хунӑ» текен шухӑша парать тесе палӑртнӑ. Вӑл каланӑ: «Парне пани савӑнӑҫ кӳрет пулин те, парне пама палӑртса хумалла тата ӑна тӑтӑшах тумалла» (1 Кор. 16:2).

d Пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен ҫак кӗнекен 20-мӗш сыпӑкӗнчен нумайрах пӗлме пулать.

e Патшалӑх залӗсем туни пирки ҫак кӗнекен 19-мӗш сыпӑкӗнчен пӗлме пулать.