Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ СЫПӐК

Ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем. «Тырӑ... шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ»

Ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем. «Тырӑ... шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ»

СЫПӐК ТЕМИ

Иегова Патшалӑх вӑрлӑхне ӳстерет

1, 2. а) Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсем аптраса тӑнӑ? ӑ) Иисус мӗнле вырма ӗҫӗ ҫинчен каланӑ?

 ХРИСТОСӐН вӗренекенӗсем ним тума аптраса тӑраҫҫӗ. Иисус тин кӑна вӗсене ҫапла каланӑ: «Куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ». Вӗренекенӗсем Иисус кӑтартнӑ ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ, анчах та вӗсем уйсем шурӑ пулнине мар, симӗс пулнине кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен урпа тин кӑна шӑтса тухнӑ пулнӑ. «Вӑл мӗне вырмалли ҫинчен калать? — тесе шутлаҫҫӗ, тен, вӗренекенӗсем.— Вырма вӑхӑчӗ пуҫланиччен темиҫе уйӑх вӗт» (Иоанн 4:35).

2 Анчах та Иисус ахаль тырра вырса илесси пирки каламан. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене сӑнарлӑ вырма ӗҫӗн — ҫынсене пухас ӗҫӗн — икӗ кирлӗ уйрӑмлӑхне уҫса парасшӑн. Мӗнле уйрӑмлӑхсем ҫинчен сӑмах пынине пӗлес тесе айтӑр Библири ҫав вырӑна тӗплӗнрех тӗпчер.

Ӗҫ тума чӗнни тата савӑнӑҫ кӳме сӑмах пани

3. а) Мӗншӗн Иисус: «Тырӑ... шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ»,— тесе калама пултарнӑ? (Сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Иисус хӑй мӗн ҫинчен каланине мӗнле ӑнлантарса панӑ?

3 Иисус ҫакӑн ҫинчен хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пирӗн эрӑри 30 ҫулӑн вӗҫӗнче Самарири Сихарь хули ҫумӗнче калаҫнӑ. Вӗренекенӗсем хулана кайнӑ пулнӑ, Иисус вара ҫӑл патӗнче тӑрса юлнӑ. Унта вӑл хӗрарӑма чӑнлӑх ҫинчен каласа панӑ, лешӗ вара Иисусӑн сӑмахӗсем питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине тӳрех ӑнланса илнӗ. Вӗренекенӗсем Иисус патне таврӑнсан, хӗрарӑм хӑй пӗлнӗ тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен кӳршисене каласа парас тесе Сихаре васкаса кайнӑ. Хӗрарӑмӑн сӑмахӗсем ҫынсене интереслентерсе пӑрахнӑ, вара вӗсем тӳрех Иисуспа тӗл пулас тесе ҫӑл патне уттарнӑ. Тен, ҫав самантра Иисус уялла пӑхнӑ та хӑйӗн патне пыракан самаритянсен ушкӑнне курнӑ, вара вӑл каланӑ: «Куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ» a. Унтан вӑл ахаль тырра пухса илесси ҫинчен мар, ҫынсене пухасси ҫинчен каланине палӑртас тесе ҫапла каланӑ: «Выраканӗ... ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли ҫимӗҫ пуҫтарать» (Иоанн 4:5—30, 36).

4. а) Иисус сӑнарлӑ вырма ӗҫӗн мӗнле икӗ уйрӑмлӑхӗ ҫине тимлеттернӗ? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

4 Иисус сӑнарлӑ вырма ӗҫӗн мӗнле икӗ кирлӗ уйрӑмлӑхӗ ҫине тимлеттернӗ? Пӗрремӗшӗнчен, ҫак ӗҫе вӑраха ямасӑр тумалла. Иисус «тырӑ... епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ» тенипе хӑйӗн вӗренекенӗсене ӗҫе пикенме чӗнсе каланӑ теме пулать. Вӗренекенӗсем ҫак ӗҫе вӑраха ямасӑр тумаллине ӑнланса илччӗр тесе Иисус малалла ҫапла каланӑ: «Выраканӗ пайта илет». Чӑнах та, вырма вӑхӑчӗ пуҫланнӑ ӗнтӗ — тӑхтаса тӑма юраман! Иккӗмӗшӗнчен, ҫак ӗҫ вырмара тӑрӑшакансене савӑнӑҫ кӳрет. Иисус каланӑ тӑрӑх, акаканӗсем те, выраканӗсем те «пӗрле савӑнӗҫ» (Иоанн 4:35ӑ, 36). Иисус хӑйне «Самари ҫыннисем нумайӑшӗ» ӗненнине кура хӑй те савӑннӑ паллах. Унӑн вӗренекенӗсем те, вырма ӗҫне чун-чӗререн хутшӑнаҫҫӗ пулсан, савӑнӑҫ илӗҫ (Иоанн 4:39—42). Ҫак пӗрремӗш ӗмӗрте пулса иртнӗ ӗҫ пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен хальхи вӑхӑтра нихӑҫан пулман чи пысӑк сӑнарлӑ вырма ӗҫӗ пырать. Хӑҫан вӑл пуҫланнӑ? Кам ҫав ӗҫе хутшӑнать? Ҫак вырма ӗҫӗн кӑтартӑвӗсем мӗнлерех?

Пирӗн Патша нихӑҫан пулман чи пысӑк вырма ӗҫне ертсе пырать

5. Пӗтӗм тӗнчипе пыракан вырма ӗҫне кам ертсе пырать тата Иоана панӑ курӑну вырма ӗҫне вӑраха ямасӑр тумаллине мӗнле кӑтартса парать?

5 Иоанн апостола панӑ курӑнура Иегова пӗтӗм тӗнчипе пыракан вырма ӗҫне, е ҫынсене пухас ӗҫе, ертсе пыма Иисуса суйласа лартнине кӑтартнӑ. (Ӳлӗмхине 14:14—16 вуласа пар.) Ҫав курӑнура Иисуса пуҫӗ ҫине пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ пек тата аллине ҫурла тытнӑ пек сӑнласа панӑ. «Ылтӑн пуҫкӑшӑль» Иисус ертсе пыракан Патша пулнине кӑтартса парать. «Ҫивӗч ҫурла» ӑна Выракан пек сӑнласа парать. Ангел урлӑ «ҫӗр ҫинче тырӑ ӗлкӗрнӗ» тесе каланипе Иегова вырма ӗҫне вӑраха ямасӑр тумаллине палӑртать. Чӑнах та, «вырас вӑхӑт ҫитнӗ» — тӑхтаса тӑмалла мар. Иегова хушать: «Ҫурлана яр». Иисус ҫак хушӑва пӑхӑнса ҫурлана ҫӗр ҫине пӑрахать, вара ҫӗр ҫинче вырма ӗҫӗ, урӑхла каласан, ҫынсене пухас ӗҫ пуҫланать. Ҫак чуна ҫӗклекен курӑну пире «тырӑ... шуралса ҫитнине, вырмалла» пулнине тепӗр хут аса илтерет. Ҫак курӑну урлӑ пӗтӗм тӗнчипе пыракан вырма ӗҫӗ хӑҫан пуҫланнине пӗлме пулать-и? Пулать!

6. а) Вырма вӑхӑчӗ хӑҫан пуҫланнӑ? ӑ) Хӑҫан «ҫӗр ҫинче тырӑ» пухма тытӑннӑ? Ӑнлантарса парӑр.

6 Ӳлӗмхине кӗнекери 14-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ Иоанӑн курӑнӑвӗнче Иисуса, Выракана, пуҫӗ ҫине пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ пек сӑнласа панӑ (14-мӗш сӑвӑ йӗрки). Эппин, ҫакӑ Иисуса 1914 ҫулта патшана лартнӑ хыҫҫӑнхи вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ (Дан. 7:13, 14). Пӗр вӑхӑт иртсен Иисуса вырма ӗҫне пуҫлама хушнӑ (15-мӗш сӑвӑ йӗрки). Иисус тулӑ вырса илесси ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхре ӗҫсем ҫавнашкал йӗркепех пулса иртнине асӑрхама пулать. Вӑл каланӑ: «Вырма вӑхӑчӗ — тӗнче вӗҫӗ». Апла пулсан, вырма вӑхӑчӗпе тӗнче вӗҫӗ пӗр вӑхӑтра, 1914 ҫулта, пуҫланнӑ. Каярахпа, «вырнӑ чухне», тыр-пул пухма тытӑннӑ (Матф. 13:30, 39). Халӗ эпир, ҫав тапхӑр ҫинчен шухӑшланӑ май, Иисус патшана ларнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен тыр-пул пухма пуҫланине куратпӑр. 1914 ҫултан пуҫласа 1919 ҫулӑн пуҫламӑшӗччен вӑл хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене тасатнӑ (Мал. 3:1—3; 1 Петр 4:17). Унтан, 1919 ҫулта, «ҫӗр ҫинче тырӑ» пухма тытӑннӑ. Вӑхӑта сая ямасӑр Иисус тин кӑна суйласа лартнӑ шанчӑклӑ чура урлӑ тӑвансене ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑхтаса тӑмасӑр тумаллине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Айтӑр ҫавӑн чухне мӗн пулса иртнине пӑхса тухар.

7. а) Пирӗн тӑвансене ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямасӑр тума кирлине ӑнланса илме мӗн пулӑшнӑ? ӑ) Пирӗн тӑвансем мӗн тума шут тытнӑ?

7 1920 ҫулхи июльте тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ҫырӑва тӗпчени ҫакна уҫӑмлӑн кӑтартса парать: чиркӗве пысӑк чыс тунӑ — Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара ҫынсене пӗлтерме хушнӑ». Сӑмахран, Исаия каланӑ пророкла сӑмахсене пула тӑвансем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пӗтӗм тӗнчипе сармаллине ӑнланса илнӗ (Ис. 49:6; 52:7; 61:1—3). Вӗсем ҫак ӗҫе мӗнле туса пӗтермеллине пӗлмен, анчах та Иегова майсем уҫса парасса шаннӑ. (Исаия 59:1 вуласа пар.) Хӑйсене шанса панӑ ӗҫе вӑраха ямасӑр тума кирлине ӑнланса илнӗрен вӗсем ырӑ хыпара тата анлӑрах сарма шут тытнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ?

8. Пирӗн тӑвансем 1921 ҫулта мӗнле икӗ уйрӑмлӑха ӑнланса илнӗ?

8 1921 ҫулхи декабрьте тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла ҫырнӑ: «Ҫак ҫул чи ӑнӑҫлӑ ҫул пулчӗ. 1921 ҫулта нихӑҫанхинчен те нумайрах ҫын чӑнлӑха илтме пултарчӗ». Журналта ҫакӑн пек те каланӑ пулнӑ: «Ӗҫ нумай-ха. [...] Айтӑр ӑна савӑнса тӑвар». Асӑрхӑр-ха, тӑвансем ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн — Иисус хӑйӗн апостолӗсене тума хушнӑ ӗҫӗн — икӗ кирлӗ уйрӑмлӑхне ӑнланса илнӗ: ҫакӑ вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ тата ӗҫлекенсем савӑнӑҫ илеҫҫӗ.

9. а) 1954 ҫулта тухнӑ «Хурал башнинче» вырма ӗҫӗ пирки мӗн каланӑ пулнӑ тата мӗншӗн? ӑ) Юлашки 50 ҫул хушшинче хыпарҫӑсен шучӗ мӗн таран ӳснӗ? (« Хӑш-пӗр ҫӗршывсенчи ӳсӗмсем» диаграммӑна пӑхӑр.)

9 1930 ҫулсенче тӑвансем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара «урӑх сурӑхсем» йышӑнассине ӑнланса илсен, ырӑ хыпар сарас ӗҫе тата анлӑрах сарма пуҫланӑ (Ис. 55:5; Иоанн 10:16; Ӳлӗм. 7:9). Ҫакӑ мӗн панӑ? Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара саракансен шучӗ 1934 ҫулта 41 000-рен 1953 ҫулта 500 000-е ҫитнӗ. 1954 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Пӗтӗм тӗнчипе пыракан вырма ӗҫне Иеговӑн сывлӑшне тата унӑн Сӑмахӗн хӑватне пула туса тӑраҫҫӗ» (Зах. 4:6) b.

 

ХӐШ-ПӖР ҪӖРШЫВСЕНЧИ ӲСӖМСЕМ

Ҫӗршывсем

1962

1987

2013

Австрали

15 927

46 170

66 023

Бразили

26 390

216 216

756 455

Франци

18 452

96 954

124 029

Итали

6 929

149 870

247 251

Япони

2 491

120 722

217 154

Мексика

27 054

222 168

772 628

Нигери

33 956

133 899

344 342

Филиппин

36 829

101 735

181 236

АПШ

289 135

780 676

1 203 642

Замби

30 129

67 144

162 370

 

БИБЛИ ВӖРЕНӖВӖСЕН ШУЧӖ ӲСНИ

1950

234 952

1960

646 108

1970

1 146 378

1980

1 371 584

1990

3 624 091

2000

4 766 631

2010

8 058 359

Вырма ӗҫӗ мӗн парасси ҫинчен уҫӑмлӑ тӗслӗхсем урлӑ малтанах каласа хунӑ

10, 11. Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан ытарӑшра вӑрлӑх ӳснине кӑтартакан мӗнле уйрӑмлӑхсене палӑртнӑ?

10 Патшалӑх ҫинчен калакан ытарӑшсенче Иисус сӑнарлӑ чӗлхепе усӑ курса вырма ӗҫӗ мӗн парассине малтанах каласа хунӑ. Айтӑр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи тата кӑвас чусти ҫинчен калакан ытарӑшсене пӑхса тухар. Эпир, тӗпрен илсен, вӗсем юлашки кунсенче мӗнле пурнӑҫланса пынине сӳтсе явӑпӑр.

11 Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан ытарӑш. Ҫын сарӑ пӑрӑҫ пӗрчине акать. Пӗрчӗ шӑтса ӳссе йывӑҫ пулса тӑрать, унӑн турачӗсем хушшинче вара кайӑксем хӳтлӗх тупаҫҫӗ. (Матфей 13:31, 32 вуласа пар.) Ҫак ытарӑшра пӗрчӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ мӗнле уйрӑмлӑхсене палӑртнӑ? 1) Мӗн таран анлӑ ӳсни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. «Вӑрӑсенчен пуринчен те пӗчӗкрех» пулнӑскер кайран «пысӑк туратсем» янӑ йывӑҫ пулса тӑрать (Марк 4:31, 32). 2) Ӳсӗм пулатех тесе шантарнӑ. «[Пӗрчӗ] аксассӑн шӑтса тухать». Иисус «тен, шӑтса тухӗ» тесе каламан. Вӑл «шӑтса тухать» тенӗ. Вӑрлӑх шӑтса тухассине чарса лартма ҫук. 3) Ӳссе пыракан йывӑҫӑн турачӗсем вӗҫен кайӑксене хӳтлӗх параҫҫӗ. «Вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшине йӑва ҫавӑраҫҫӗ». Ҫак виҫӗ уйрӑмлӑх хальхи вӑхӑтра пыракан сӑнарлӑ вырма ӗҫӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

12. Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан ытарӑш хальхи вӑхӑтра пыракан вырма ӗҫӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ? (« Библи вӗренӗвӗсен шучӗ ӳсни» диаграммӑна пӑхӑр.)

12 1) Мӗн таран анлӑ ӳсни. Ҫак ытарӑш Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар сарӑлнине тата христиансен пухӑвӗнчи ҫынсен йышӗ ӳссе пынине палӑртать. 1919 ҫултан пуҫласа хастарлӑ выракансем ҫӗнӗрен йӗркеленсе кайнӑ христиансен пухӑвне пухӑнаҫҫӗ. Чи малтан вырма ӗҫне тӑвакансем сахал пулнӑ, анчах вӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ. ХХ ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа паянхи кунччен пулса пыракан ӳсӗм чӑннипех тӗлӗнтерет! (Ис. 60:22.) 2) Шантарни. Христиансен пухӑвӗнчи ҫынсен йышӗ ӳссе пынине чарма ҫук. Вӑрлӑх акнӑ ҫӗр ҫине темӗн чухлӗ «чул» пӑрахсан та — тӑшмансем тем пек хаяррӑн хирӗҫ тӑрсан та — калча нимле чӑрмава пӑхмасӑрах пурпӗр ҫӳлелле ӳсет (Ис. 54:17). 3) Хӳтлӗх. Йывӑҫ турачӗсем хушшине йӑва ҫавӑракан «вӗҫен кайӑксем» вӗсем — 240-е яхӑн ҫӗршывра пурӑнакан тӳркӑмӑллӑ ҫынсем. Вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара йышӑнаҫҫӗ те христиансен пухӑвӗн пайӗ пулса тӑраҫҫӗ (Иез. 17:23). Унта вӗсем сӑнарлӑ апат, хӳтлӗх тата вӑй илеҫҫӗ (Ис. 32:1, 2; 54:13).

Сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи ҫинчен калакан ытарӑш ҫынсем христиансен пухӑвӗнче хӳтлӗх тупнине кӑтартса парать (11, 12 абзацсене пӑхӑр.)

13. Кӑвас чусти ҫинчен калакан ытарӑш ӳсӗмпе ҫыхӑннӑ мӗнле уйрӑмлӑхсене палӑртнӑ?

13 Кӑвас чусти ҫинчен калакан ытарӑш. Хӗрарӑм кӑвас чустине ҫӑнӑхпа хутӑштарсан, пӗтӗм чусти йӳҫсе хӑпарать. (Матфей 13:33 вуласа пар.) Ҫак ытарӑшра ӳсӗмпе ҫыхӑннӑ мӗнле уйрӑмлӑхсене палӑртнӑ? 1) Ӳсӗме пула улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Кӑвас чусти витӗм кӳнипе «пӗтӗм чусти йӳҫсе» хӑпарать. 2) Ӳсесси пур ҫӗрте те пулать. Кӑвас чусти «виҫӗ виҫе ҫӑнӑха» пӗтӗмпех — пӗтӗм чустана — йӳҫтерсе ярать. Ҫак икӗ уйрӑмлӑх хальхи вӑхӑтра пыракан сӑнарлӑ вырма ӗҫӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

14. Кӑвас чусти ҫинчен калакан ытарӑш хальхи вӑхӑтра пыракан вырма ӗҫӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ?

14 1) Улшӑнусем. Кӑвас чусти — Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара, чуста — этемлӗхе сӑнарласа парать. Ҫӑнӑхпа хутӑштарнӑ кӑвас чусти чустара улшӑнусем тунӑ пекех, Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар та ӑна йышӑнакан ҫынсен чӗринче улшӑнусем тӑвать (Рим 12:2). 2) Пур ҫӗрте те. Чуста йӳҫсе пыни Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар сарӑлнине сӑнарласа парать. Кӑвас чусти пӗтӗм чустана йӳҫӗтнӗ пекех, Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» сарӑлать (Ап. ӗҫ. 1:8). Кӑвас чусти ҫинчен калакан ытарӑшра палӑртнӑ ҫак уйрӑмлӑх пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывсенче те Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар сарӑлассине кӑтартса парать. Ҫав ҫӗршывсенче вара ырӑ хыпара асӑрханса сараҫҫӗ.

15. Исаия 60:5, 22 сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех 93-мӗш страницӑри « Иегова пурне те тума пултарать» рамкӑна тата 96, 97 страницӑсенчи « „Чи халсӑрринчен“ мӗнле майпа „вӑйлӑ халӑх“ пулса кайнӑ» рамкӑна пӑхӑр.)

15 Иисус ҫак ытарӑшсене каласа париччен пӗр 800 ҫул маларах Иегова хальхи вӑхӑтри сӑнарлӑ вырма ӗҫӗ мӗн таран анлӑ сарӑласси ҫинчен тата ҫав ӗҫ мӗнле савӑнӑҫ парасси ҫинчен Исаия урлӑ малтанах каласа хунӑ пулнӑ c. Иегова хӑйӗн организацине «аякран килекен» ҫынсем пирки каланӑ. «Иерусалимпа» (халӗ унӑн представителӗсем — ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем) калаҫнӑ чухне вӑл каланӑ: «Ҫакна курӑн та хӗпӗртесех ӳкӗн, чӗрӳ кӑртлатса илӗ, анлӑн тапма пуҫлӗ, мӗншӗн тесессӗн тинӗс пуянлӑхӗ санӑн пулӗ, халӑхсен пурлӑхӗ сан патна килӗ» (Ис. 60:1, 4, 5, 9). Ҫак сӑмахсем тӗп-тӗрӗс пурнӑҫланчӗҫ! Хальхи вӑхӑтра Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекенсем хӑйсен ҫӗршывӗсенче Патшалӑх хыпарҫисен шучӗ темиҫе ҫынран пин-пине ҫитнине курса савӑннипе ҫиҫсе тӑраҫҫӗ.

Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсен пурин те савӑнма сӑлтав пур

16, 17. Акакансене те, выракансене те савӑнма паракан сӑлтавсенчен пӗри хӑшӗ? (Ҫавӑн пекех « Икӗ буклет Амазонири икӗ ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ» рамкӑна пӑхӑр.)

16 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Выраканӗ... ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли ҫимӗҫ пуҫтарать, ҫапла ӗнтӗ акаканӗ те, выраканӗ те пӗрле савӑнӗҫ»,— тесе каланине астӑватӑр паллах (Иоанн 4:36). Ӗҫлекенсем «пӗрле савӑнӗҫ» тени хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланать? Пирӗн пурин те — пӗтӗм тӗнчипе пыракан вырма ӗҫне хутшӑнакансен — савӑнма нумай сӑлтав пур. Айтӑр вӗсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухар.

17 Пӗрремӗшӗнчен, ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова хӑй хутшӑннине пӗлме питӗ савӑнӑҫлӑ. Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарнӑ чухне эпир вӑрлӑх акатпӑр (Матф. 13:18, 19). Ҫынна Христосӑн вӗренекенӗ пулма пулӑшнӑ чухне эпир ҫимӗҫ пуҫтаратпӑр. Иеговӑна пула Патшалӑх вӑрлӑхӗ «епле шӑтса епле ӳснине» тӗлӗнсе сӑнаса тӑнӑ чухне эпир пысӑк савӑнӑҫпа савӑнатпӑр (Марк 4:27, 28). Эпир акнӑ хӑш-пӗр вӑрлӑх каярахпа шӑтса тухать, ӑна вара ыттисем пуҫтараҫҫӗ. Великобританире пурӑнакан Джоан, 60 ҫул каялла шыва кӗнӗ хӗрарӑм тӑван, каласа панӑ: «Хӑш-пӗр ҫынсем мана тӗл пулсан, эсир нумай ҫул каялла ырӑ хыпар каласа панӑ чухне ман чӗре ӑшне вӑрлӑх акса хӑвартӑр тесе калани те пулкаланӑ. Каярахпа ытти Свидетельсем вӗсемпе Библи вӗреннӗ те вӗсене Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулма пулӑшнӑ, эпӗ вара ҫакӑн ҫинчен пӗлмен те. Хам акнӑ вӑрлӑх шӑтса тухса ҫимӗҫ панине курма эпӗ питӗ хавас!» Тен, сирӗнпе те ҫавӑн пекки пулнӑ. (1 Коринф 3:6, 7 вуласа пар.)

18. 1 Коринф 3:8-мӗшӗнче савӑнма паракан мӗнле сӑлтав ҫинчен каланӑ?

18 Иккӗмӗшӗнчен, эпир савӑнӑҫа ҫухатмасӑр ӗҫлетпӗр, мӗншӗн тесен Павел апостолӑн ҫак сӑмахӗсене асра тытатпӑр: «Вӗсем ӗҫне кура тивӗҫлине илӗҫ» (1 Кор. 3:8). Тивӗҫлине эпир мӗн чухлӗ ҫынна чӑнлӑха йышӑнма пулӑшнине кура мар, хамӑр тунӑ ӗҫе кура илӗпӗр. Ҫакӑ ырӑ хыпар итлесех кайман вырӑнта пурӑнакан тӑвансене питӗ хавхалантарать! Турӑ куҫӗ умӗнче, Патшалӑх вӑрлӑхне чун-чӗререн акакан кашни Свидетель «нумай ҫимӗҫ» кӳрет, апла пулсан, унӑн савӑнма сӑлтав пур (Иоанн 15:8; Матф. 13:23).

19. а) Матфей 24:14-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн пророкла сӑмахӗсем пире савӑнма мӗнле сӑлтав параҫҫӗ? ӑ) Эпир пӗр вӗренекене те хатӗрлемерӗмӗр пулсан та, пирӗн мӗне асра тытмалла?

19 Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн сӑваплӑ ӗҫпе пророкла калани пурнӑҫланса пынӑран эпир савӑнатпӑр. Иисус хӑйӗн апостолӗсен ыйтӑвӗ ҫине мӗнле хуравланине асӑрхӑр-ха. Вӗсем унран ыйтнӑ: «Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» Ҫав паллӑ ҫинчен каласа панӑ чухне вӑл пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе ырӑ хыпар сарасси пирки те асӑннӑ. Иисус вӗренекенсене хатӗрлесси пирки каланӑ-и? Ҫук. Вӑл каланӑ: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ» (Матф. 24:3, 14, ҪХ). Апла пулсан, ҫав паллӑн уйрӑлми пайӗ шутне Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарасси — вӑрлӑх акасси — кӗрет. Ҫавӑнпа та эпир ҫакна асра тытатпӑр: эпир хальлӗхе пӗр вӗренекене те хатӗрлемен пулсан та, Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарнипе эпир свидетельсем пек пӗлтерсе тӑратпӑр d. Ҫынсем пире итлеҫҫӗ-и е итлемеҫҫӗ, эпир хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫпе Иисус пророкла каланине пурнӑҫлама пулӑшатпӑр тата «Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем» пулассине пысӑк чыс тесе шутлатпӑр (1 Кор. 3:9, ҪТ). Ҫакӑ савӑнмалли сӑлтав мар-и?

«Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех»

20, 21. а) Малахия 1:11-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ? ӑ) Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ тата мӗншӗн?

20 Пӗрремӗш ӗмӗрте Иисус хӑйӗн апостолӗсене вырма ӗҫне вӑраха ямасӑр тумаллине ӑнланса илме пулӑшнӑ. 1919 ҫултан пуҫласа вӑл хӑйӗн хальхи ӗҫлекенӗсене те ҫавна ӑнкарса илме пулӑшса тӑнӑ. Ҫавна пула Турӑ халӑхӗ ырӑ хыпара тата ытларах сарма пуҫланӑ. Тыр-пул пухас ӗҫ нихӑҫан та чарӑнман. Малахия пророк малтанах каласа хунӑ пекех, хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпара «тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех» сараҫҫӗ (Мал. 1:11). Ҫапла, тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех — пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе — акакансем те, выракансем те пӗрле савӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех — иртен пуҫласа каҫчен — эпир вырма ӗҫне вӑраха ямасӑр тумаллине асра тытса ӗҫлетпӗр.

21 Эпир 100 ҫул каялла мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшланӑ чухне Туррӑн ӗҫлекенӗсен пӗчӗк ушкӑнӗ «вӑйлӑ халӑх» пулса тӑнине куратпӑр. Ҫакӑ пирӗн чӗрене пысӑк савӑнӑҫ кӳрет (Ис. 60:5, 22). Ҫав савӑнӑҫ тата Иеговӑна, «вырма ани Хуҫине» юратни, пире кашнине унччен нихӑҫан пулман чи аслӑ вырма ӗҫне малашне те — ӑна туса пӗтеричченех — хутшӑнма хавхалантарса тӑтӑр (Лука 10:2).

a Иисус хӑйӗн патне килекен самаритянсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ пирки пулас, «тырӑ епле шуралса ҫитнӗ» тесе каланӑ.

b Вырма ӗҫӗ 1919 ҫултан пуҫласа 1992 ҫулччен мӗнле пынине «Свидетели Иеговы — возвещатели Царства Бога» кӗнекерен пӗлме пулать, 425—520 страницӑсем.

c Ҫак витӗмлӗ пророкла сӑмахсем ҫинчен «Пророчество Исаии — свет для всего человечества» кӗнекерен нумайрах пӗлме пулать, 2-мӗш том, 303—320 страницӑсем.

d Ҫак питӗ кирлӗ чӑнлӑха малтанхи Библи Тӗпчекенсем те пӗлнӗ. 1895 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сион хурал башни» журналта ҫапла каланӑ пулнӑ: «Тулла сахал пухсан та, чӑнлӑх ҫинчен анлӑн пӗлтерме пултарӗҫ. [...] Евангелие пурте каласа пама пултараҫҫӗ».