Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

14-МӖШ СЫПӐК

Турӑ Патшалӑхне кӑна чунтан парӑннӑ

Турӑ Патшалӑхне кӑна чунтан парӑннӑ

СЫПӐК ТЕМИ

Патшалӑха чунтан парӑнни Турӑ халӑхне тӗнченӗн мар пулма хавхалантарать

1, 2. а) Иисусӑн вӗренекенӗсем паянхи кун та мӗнле принципа тытса тӑраҫҫӗ? ӑ) Тӑшмансем пире мӗнле ҫӗнтерме хӑтланчӗҫ тата вӗсем ӑнӑҫлӑ пулчӗҫ-и?

 ИИСУС Пилат умӗнче, ҫав вӑхӑтра иудейсене суд тӑвакан чи хӑватлӑ судья умӗнче, тӑнӑ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсем паянхи кун та тытса тӑракан принципа палӑртнӑ. Вӑл каланӑ: «Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен мар; Манӑн Патшалӑхӑм ку тӗнчерен пулсан, Манӑн ҫыннӑмсем Мана иудейсен аллине парас мар тесе хӳтӗленӗ пулӗччӗҫ; анчах Манӑн Патшалӑхӑм кунтан мар» (Иоанн 18:36). Пилат Иисуса вӗлерме хушнӑ, анчах та ҫак ҫӗнтерӳ вӑхӑтлӑха кӑна пулнӑ. Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Хӑватлӑ Рим империйӗн императорӗсем Христос хыҫҫӑн пыракансене тӗп тума хӑтланса пӑхнӑ, анчах та вӗсен ӗҫӗ ӑнман. Христиансем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара авалхи тӗнчен кашни кӗтесне ҫитернӗ (Кол. 1:23).

2 Турӑ Патшалӑхне 1914 ҫулта йӗркелесе ярсан чи хӑватлӑ ҫарсем тытса тӑракан хӑш-пӗр ҫӗршывсем Туррӑн халӑхне тӗппипех пӗтерме хӑтланса пӑхнӑ. Анчах та никам та пире ҫӗнтерме пултараймарӗ. Правительствӑсем тата политика ушкӑнӗсем хӑйсен хирӗҫӗвӗсенче пире хӑйсем майлӑ тӑма вӑйпа хистерӗҫ. Ҫав-ҫавах вӗсем пирӗн хушӑри пӗрлӗхе аркатаймарӗҫ. Хальхи вӑхӑтра Патшалӑх ҫыннисем пур ҫӗршывра та тенӗ пекех пурӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах эпир ҫак тӗнчери политика ӗҫӗсене пачах хутшӑнмастпӑр тата пӗтӗм тӗнчери пирӗн тӑвансем хушшинче чӑн-чӑн пӗрлӗх. Пирӗн хушӑри пӗрлӗх Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине тата Иисус Христос Патша хӑйӗн ҫыннисене унчченхи пекех мӗн тумаллине кӑтартса пынине, тасатса тата хӳтӗлесе тӑнине уҫӑмлӑн кӑтартса парать. Вӑл ҫавна мӗнле тунине пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех вӑл пире, «тӗнченӗн мар» пулас тесе тӑрӑшакансене, судсенче панӑ хӑш-пӗр ҫӗнтерӳсене аса илер. Вӗсем пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗҫ (Иоанн 17:14).

Ҫивӗч ыйту

3, 4. а) Патшалӑх ҫуралсан, мӗнле событисем пулса иртнӗ? ӑ) Туррӑн халӑхӗ нейтралитет тытса тӑрасси мӗн иккенне яланах тӗрӗс ӑнланнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

3 Патшалӑх ҫуралсан, тӳпере вӑрҫӑ пуҫланнӑ, вара Сатанана ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнӑ. (Ӳлӗмхине 12:7—10, 12 вуласа пар.) Ҫӗр ҫинче те вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Ҫав вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Туррӑн халӑхӗ Иисус кӑтартнӑ тӗслӗхе тытса тӑма тата тӗнченӗн мар пулма ҫирӗп шут тытнипе тытманни тӗрӗсленнӗ. Анчах малтан Туррӑн ӗҫлекенӗсем политикӑна хутшӑнмалла марри мӗн иккенне пӗтӗмпех ӑнланман пулнӑ.

4 Сӑмахран, 1904 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ «Миллениум шурӑмпуҫӗ» a кӑларӑмӑн 6-мӗш томӗ христиансене вӑрҫа хутшӑнассинчен пӑрӑнма хавхалантарнӑ. Унта ҫапла та каланӑ пулнӑ: христианина салтака илсе кайрӗҫ пулсан, унӑн ҫапӑҫусене хутшӑнман ҫар чаҫӗсене лекме тӑрӑшмалла. Арҫын тӑванӑн ҫакна тума май килмерӗ пулсан тата ӑна ҫапӑҫӑва ячӗҫ пулсан, унӑн никама та вӗлерме юраман. Ҫав вӑхӑтри лару-тӑру ҫинчен аса илнӗ май Герберт Синьор, Великобританире пурӑннӑ тата 1905 ҫулта шыва кӗнӗ арҫын тӑван, каланӑ: «Салтака кайма юрать-и, юрамасть-и тата ҫапӑҫӑва хутшӑнман чаҫсенче службӑра тӑма юрать-и, юрамасть-и: ҫакӑн пирки калакан уҫӑмлӑ канаш пулман, ҫавӑнпа арҫын тӑвансем ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ».

5. Эпир унччен мӗнле ӑнланнине 1915 ҫулта мӗнле тӳрлетме пуҫланӑ?

5 Ҫак ыйтӑва эпир унччен мӗнле ӑнланнине 1915 ҫулта тӳрлетме пуҫланӑ. «Ҫырӑва тӗпчени» кӗнекере панӑ сӗнӳсем пирки ҫав ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналта ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ыйту сиксе тухать: хамӑра ҫавӑн пек тытнипе хамӑрӑн христианла принципсене пӑсмастпӑр-и?» Христианина ҫар тумне тӑхӑнма тата салтака кайма килӗшменшӗн персе пӑрахассипе хӑратаҫҫӗ пулсан, мӗн тумалла? Статьяра ҫакӑн пек шухӑшсене сӳтсе явнӑ: «Мӗн лайӑхрах: эпир мир Княҫне чунтан парӑнса пурӑннӑшӑн тата унӑн хушӑвӗсене итлесе-пӑхӑнса тӑнӑшӑн вилни-и е ҫӗр ҫинчи патшасем майлӑ тӑрса тата пирӗн пӗлӗтри Патшан вӗрентӗвӗсене хирӗҫ кайса, ҫавна сахалтан та тулашӗнчен кӑтартса, вӗсен ялавӗсем айӗнче вилни-и? Иккӗшӗнчен эпир пӗрремӗшне суйласа илетпӗр — пирӗн пӗлӗтри Патшана шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн вилни лайӑхрах». Ҫавӑн пек вирлӗн каланине пӑхмасӑрах, статья ҫакнашкал сӑмахсемпе вӗҫленнӗ: «Эпир никама та ҫавӑн пек ҫул суйласа илме хистеместпӗр. Эпир ӑна сӗнетпӗр ҫеҫ».

6. Герберт Синьорӑн тӗслӗхӗ пире мӗне вӗрентет?

6 Хӑш-пӗр арҫын тӑвансем мӗн тумаллине лайӑх ӑнланса илнӗ те, кирек мӗн пулсан та, ҫирӗп тӑма хатӗр пулнӑ. Унччентерех асӑннӑ Герберт Синьор каланӑ: «Карап ҫинчен снарядсене пушатассипе [ҫапӑҫӑва хутшӑнман службӑра тӑни] вӗсемпе тупӑсене авӑрласси [ҫапӑҫӑва хутшӑнакан службӑра тӑни] маншӑн пӗрех пулнӑ» (Лука 16:10). Хӑй мӗне ӗненнине пула салтака кайма килӗшменшӗн Герберта тӗрмене хупнӑ. Вӑл тата тӑватӑ арҫын тӑван хӑйсен ӗненӗвӗшӗн тӗрмене лекнӗ 16 ҫын хушшинче пулнӑ (ыттисем урӑх тӗне тытса тӑракан ҫынсем пулнӑ). Вӗсем пурте пӗр вӑхӑт хушши Ричмондра (Великобритани) тӗрмере ларнӑ, каярахпа вӗсене Ричмондри 16 тыткӑнҫӑ пек пӗле пуҫланӑ. Ҫав вырӑнтан Герберта тата ыттисене Францире пыракан вӑрҫа вӑрттӑн ӑсатнӑ. Ҫавӑнта ҫитсен вӗсене персе вӗлересшӗн пулнӑ. Ҫав приговора пурнӑҫлас тесе вӗсене пӗр рете тӑратнӑ, анчах кайран персе вӗлерес вырӑнне вӗсене 10 ҫуллӑха тӗрмене хупма йышӑннӑ.

«Эпӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсен пуринпе те, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, мирлӗ пурӑнмаллине ӑнлантӑм» (Саймон Крейкер)

(7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

7. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑт тӗлнелле Иеговӑн ӗҫлекенӗсем мӗн ӑнланса илнӗ?

7 Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ вӑхӑт тӗлнелле Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нейтралитет тытса тӑрасси мӗн иккенне тата лайӑхрах ӑнланса илнӗ, ҫавӑн пекех вӗсем Иисус хӑварнӑ тӗслӗхе тытса тӑрас тесен мӗн тумаллине те пӗлнӗ (Матф. 26:51—53; Иоанн 17:14—16; 1 Петр 2:21). Сӑмахран, 1939 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналта «Нейтралитет» ятлӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ статья тухнӑ. Унта ҫапла каланӑ пулнӑ: «Иеговӑпа килӗшӳре тӑракан халӑхшӑн халӗ тытса тӑмалли принцип вӑл — халӑхсем хушшинче сиксе тухнӑ вӑрҫӑра нейтралитета ҫирӗп тытса тӑмалли принцип». Ҫав статья пирки Саймон Крейкер, каярахпа Бруклинри (Нью-Йорк) тӗп управленинче ӗҫленӗ арҫын тӑван, каланӑ: «Эпӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсен пуринпе те, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, мирлӗ пурӑнмаллине ӑнлантӑм». Ҫак сӑнарлӑ апата шӑп кирлӗ вӑхӑтра панӑ, вӑл вара Туррӑн ӗҫлекенӗсене Патшалӑха чунтан парӑнса пурӑнасси калама ҫук хытӑ тӗрӗсленнӗ вӑхӑта хатӗрленме пулӑшнӑ.

Хӗсӗрлев «шывӗ»

8, 9. Иоанн каланӑ пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ?

8 Иоанн апостол Патшалӑх 1914 ҫулта ҫуралсан аҫтаха, Сатана Шуйттан, хӑйӗн ҫӑварӗнчен сӑнарлӑ юханшыв кӑларса янипе Турӑ Патшалӑхӗ майлӑ тӑракансене тӗп тума хӑтланса пӑхӗ тесе малтанах каласа хунӑ. (Ӳлӗмхине 12:9, 15 вуласа пар.) Иоанн каланӑ ҫак пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? 1920 ҫулсенче Турӑ халӑхне питӗ хытӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Ҫурҫӗр Америкӑра пурӑнакан нумай арҫын тӑвана Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑннӑшӑн тӗрмене хупнӑ. Вӗсем хушшинче Крейкер тӑван та пулнӑ. Ҫавӑн чухне хӑйсен ӗненӗвӗшӗн вӑрҫа кайма килӗшмен пирки АПШри федераллӑ тӗрмесенче ларакансен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗнчен ытларахӑшӗ Иегова Свидетелӗсем пулнӑ.

9 Шуйттанпа ун майлисен тӗллев пулнӑ: вӗсем пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пурӑнакан Патшалӑх ҫыннисене айӑпсӑр тӑрса юлма парас мар тенӗ. Пирӗн тӑвансем Африкӑри, Европӑри тата Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи судсем умне тӑнӑ. Нейтралитет тытса тӑма ҫирӗп шут тытнӑран вӗсене тӗрмене хупнӑ, хӗненӗ тата сусӑрлатнӑ. Германире Туррӑн ӗҫлекенӗсене «Хайль Гитлер!» теме тата салтака кайма килӗшмен пирки хаяррӑн хӗсӗрленӗ. Нацизм вӑхӑтӗнче 6 000-е яхӑн Свидетеле лагерьсене ӑсатнӑ пулнӑ, ҫавӑн пекех Германири тата ытти ҫӗршыври 1 600 ытла тӑван хӗсӗрлевҫӗсен аллинчен вилнӗ. Анчах та Шуйттан Туррӑн халӑхне тӳрленми сиен кӳме пултарайман (Марк 8:34, 35).

«Ҫӗр» «шыва» ҫӑтса ярать

10. «Ҫӗр» камсене сӑнласа парать тата вӑл мӗнле майпа Туррӑн халӑхӗ хутне кӗнӗ?

10 Иоанн апостол ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсенче «ҫӗр» — ҫак тӗнчери хӑватлӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем е ҫынсен ушкӑнӗсем — хӗсӗрлев «шывне» ҫӑтса ярӗҫ, ҫапла вара Туррӑн халӑхне пулӑшӗҫ тесе каланӑ. Ҫак пророкла сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнӑ? Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑнхи вун-вун ҫул хушшинче «ҫӗр» час-часах Мессианла Патшалӑха чунтан парӑнса пурӑнакансен хутне кӗнӗ. (Ӳлӗмхине 12:16 вуласа пар.) Сӑмахран, тӗрлӗ судсем Иегова Свидетелӗсен правине — ҫар службинче тӑмасӑр тата патриотизмпа ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнмасӑр пурӑнма паракан правӑна — хӳтӗленӗ. Айтӑр чи малтан ҫар службине кайма килӗшменнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене судра пӑхса тухнӑ чухне Иегова хӑйӗн халӑхне панӑ хӑш-пӗр ҫӗнтерӳсене пӑхса тухар (Пс. 67:21).

11, 12. Сикурелла тата Флимменос тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ тата ҫавӑ мӗнпе вӗҫленнӗ?

11 Пӗрлешӳллӗ Штатсем. Энтони Сикурелла ултӑ ачаран тӑракан Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ҫитӗнсе ӳснӗ. Вӑл 15 ҫулта шыва кӗнӗ, 21 ҫулта вара ҫар учетне тӗн ҫынни пек тӑнӑ. Икӗ ҫул иртсен, 1950 ҫулта, вӑл хӑйӗн ӗненӗвне пула хӑйне ҫар службинче тӑма килӗшменнисем шутне кӗртме ыйтнӑ. Ҫакӑн пирки Федераллӑ тӗпчев бюровӗн отчетӗнче хирӗҫ нимӗн те каламан пулин те, юстици министерстви вара вӑл мӗн ыйтнипе килӗшмен. Сикурелла тӑванӑн ӗҫне темиҫе судра пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн АПШри Аслӑ Судра пӑхса тухнӑ. Ҫак Суд кӗҫӗн инстанци сучӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ та Сикурелла тӑван майлӑ йышӑну тунӑ. Ҫак йышӑну прецедент пулса тӑнӑ. Ҫапла вара Пӗрлешӳллӗ Штатсен ытти гражданӗсем хӑйсен тӗн ӗненӗвне тата шухӑш-кӑмӑлне пула ҫар службинче тӑма килӗшмен чухне судра ҫав йышӑну ҫине тимлеттерме пултарнӑ.

12 Греци. 1983 ҫулта Иаковос Флимменоса ҫар тумне тӑхӑнма килӗшменшӗн тата субординацие, е службӑра кӗҫӗнни аслине пӑхӑнса тӑрас йӗркене, пӑснӑшӑн тӗрмене хупнӑ. Ирӗке тухсан вӑл бухгалтер пулса ӗҫлесшӗн пулнӑ, анчах ӑна ӗҫе илмен, мӗншӗн тесен вӑл тӗрмере ларса тухнӑ пулнӑ. Вӑл суда жалоба панӑ, анчах та Грецири пур судра та выляса янӑ. Ҫавӑнпа вӑл этем прависен Европӑри Суда жалоба панӑ. 2000 ҫулта Европӑри Судӑн 17 судьяран тӑракан Аслӑ палати ун майлӑ йышӑну тунӑ, ҫапла вара ҫак йышӑну дискриминаципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли прецедент пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтчен Грецире 3 500-е яхӑн арҫын тӑван нейтралитет тытса тӑнӑшӑн тӗрмере ларса тухнӑ пулнӑ. Европӑри Суд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн Грецире ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ, ӑна пула ҫав тӑвансене судра мӗн тесе айӑпланине пӑрахӑҫланӑ. Унсӑр пуҫне Грецин Конституцине тепӗр хут пӑхса тухнӑ чухне темиҫе ҫул каялла кӑларнӑ саккуна йышӑннӑ. Ҫав саккун ҫӗршывӑн гражданӗсене пурне те альтернативлӑ гражданла службӑна кайма ирӗк парать.

«Суд залне кӗрес умӗн эпӗ Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтурӑм, вара вӑл мана канӑҫлӑх панине туйса илтӗм» (Ивайло Стефанов)

(13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

13, 14. Стефанов тата Баятян тӑвансемпе мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

13 Болгари. 1994 ҫулта 19 ҫулхи Ивайло Стефанов патне ҫара кайма хут килнӗ. Вӑл салтака кайма е ҫар ҫыннисем ертсе пыракан ҫапӑҫусене хутшӑнман чаҫсенче службӑра тӑма килӗшмен. Ӑна 18 уйӑхлӑха тӗрмене хупма йышӑннӑ. Вӑл ҫак йышӑнӑва хирӗҫ жалоба панӑ та хӑйӗн тӗн ӗненӗвне тата шухӑш-кӑмӑлне пула службӑра тӑмасӑр пурӑнма ирӗк паракан право ҫине тимлеттернӗ. Ун ӗҫӗ этем прависен Европӑри Судне ҫитнӗ. Анчах та 2001 ҫулта, ӗҫе ҫав Судра пӑхса тухичченех, Стефанов тӑванпа тавлашӑва судра пӑхса тухмасӑрах татса пама килӗшнӗ. Болгари правительстви Стефанов тӑвана кӑна мар, альтернативлӑ гражданла службӑна каяс текен граждансене пурне те амнисти тунӑ b.

14 Армени. Ваан Баятянӑн 2001 ҫулта салтака кайма ҫул ҫитнӗ c. Вӑл хӑйӗн ӗненӗвне пула ҫара кайма килӗшмен, анчах хӑйӗн ҫӗршывӗнчи пур судра та выляса янӑ. 2002 ҫулхи сентябрьте ӑна арестленӗ. Унӑн икӗ ҫул ҫурӑ тӗрмере лармалла пулнӑ, анчах та вунӑ уйӑх ҫурӑран ӑна ирӗке кӑларнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче вӑл Европӑри Суда жалоба панӑ, Суд вара унӑн ӗҫне пӑхса тухма йышӑннӑ. Анчах та 2009 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче Суд ӗҫе ӑна майлӑ татса паман. Судӑн ҫак йышӑнӑвӗ Арменири ҫавӑн пек йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан арҫын тӑвансен пӗтӗм шанчӑкне путлантарса лартнӑ пек туйӑннӑ. Ҫав-ҫавах Европӑри Судӑн Аслӑ палати ҫав йышӑнӑва тепӗр хут пӑхса тухнӑ. Суд 2011 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнче Баятян тӑван майлӑ йышӑну тунӑ. Европӑри Суд пӗрремӗш хут ҫакна йышӑннӑ: хӑйсем мӗне ӗненнине пула ҫар службинче тӑма килӗшмен ҫынсене шухӑшлав, совесть ирӗклӗхне тата тӗн тытас ирӗклӗхе хӳтӗлекен право тӑрӑх хӳтӗлемелле тенӗ. Ҫак йышӑну Иегова Свидетелӗсен прависене кӑна мар, Европа Канашӗн членӗсем шутне кӗрекен ҫӗршывсенче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр миллион ҫыннӑн правине те хӳтӗлет d.

Арменири арҫын тӑвансене этем прависен Европӑри Сучӗ йышӑнӑвӗ тӑрӑх тӗрмерен кӑларнӑ

Патриотизмпа ҫыхӑннӑ церемонисем — татса памалли ыйту

15. Мӗншӗн Иеговӑн ӗҫлекенӗсем патриотизмпа ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнма килӗшмеҫҫӗ?

15 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Мессианла Патшалӑха чунтан парӑннине ҫар службинче тӑма килӗшменнипе кӑна мар, ҫавӑн пекех патриотизмпа ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнманнипе те кӑтартаҫҫӗ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи хыҫҫӑн патриотизм туйӑмӗ пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе анлӑ сарӑлма пуҫланӑ. Нумай патшалӑхра граждансене тӑван ҫӗршыва парӑнса пурӑннине ӗҫсемпе кӑтартма, сӑмахран, присяга калама, гимн юрлама е ялава чыс пама хушаҫҫӗ. Анчах та эпир Иеговӑна ҫеҫ чунтан парӑнса пурӑнатпӑр (Тух. 20:4, 5). Ҫавӑнпа ӗнтӗ, пирӗн ҫине хӗсӗрлев, хӑватлӑ шыв юхӑмӗ пек, йӑтӑнса анчӗ. Каллех Иегова «ҫӗрпе» усӑ курчӗ, вара ҫӗр ҫав юхӑмӑн пайне ҫӑтса ячӗ. Ҫавӑн пекех Иегова пире Христос урлӑ тӗлӗнмелле ҫӗнтерӳсем пачӗ (Пс. 3:9). Акӑ темиҫе тӗслӗх.

16, 17. Лиллианпа Уильям Габайтассем мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ тата вӗсемпе мӗн пулса иртнинчен мӗне вӗренме пулать?

16 Пӗрлешӳллӗ Штатсем. 1940 ҫулта АПШри Аслӑ Суд, сакӑр сасӑ пӗр сасса хирӗҫ сасӑланипе, «Майнерсвилл шкул округӗ Гобайтиссене хирӗҫ» текен ӗҫре Иегова Свидетелӗсене хирӗҫ йышӑну тунӑ. 12 ҫулхи Лиллиан Гобайтас e] тата унӑн 10 ҫулхи шӑллӗ Уильям Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ялава чыс пама тата тупа тумалли сӑмахсене калама килӗшмен. Ҫакӑншӑн вӗсене шкултан кӑларса янӑ. Вӗсен ӗҫне Аслӑ Судра пӑхса тухнӑ, Суд вара шкулӑн ӗҫӗсем Конституципе килӗшсе тӑраҫҫӗ тесе йышӑннӑ, мӗншӗн тесен «наци пӗрлӗхне» ҫирӗплетеҫҫӗ тенӗ. Ҫак йышӑнӑва пула питӗ хытӑ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Свидетельсен ачисене нумайӑшне шкултан кӑларса янӑ, аслисем ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тата хӑш-пӗр Свидетельсем ҫине ҫынсем ушкӑнпа хаяррӑн тапӑннӑ. АПШри тӗн ирӗклӗхӗ ҫинчен калакан кӗнекере «Иегова Свидетелӗсене 1941 ҫултан пуҫласа 1943 ҫулччен хаяррӑн хӗсӗрленӗ пек Америкӑра тӗншӗн ҫавӑн пек хаяррӑн хӗсӗрлени ХХ ӗмӗрте урӑх пулман» тесе каланӑ (The Lustre of Our Country).

17 Анчах та Туррӑн тӑшманӗсем хӑйсен ҫӗнтерӗвӗпе нумай савӑнайман. 1943 ҫулта Аслӑ Суд Гобайтас ҫемйин ӗҫӗ евӗрлӗ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Ҫав ӗҫе «Хӗвеланӑҫ Виргини штачӗн вӗренӳ министерствин уйрӑмӗ Барнетта хирӗҫ» ятпа пӗлеҫҫӗ. Ку хутӗнче Аслӑ Суд Иегова Свидетелӗсем майлӑ йышӑну тунӑ. Аслӑ Суд хӑйӗн шухӑшне кӗске вӑхӑт хушшинче улӑштарни Пӗрлешӳллӗ Штатсен историнче пӗрремӗш хут пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Иеговӑн халӑхӗ ҫине тӳррӗн тапӑнасси чылай сахалланнӑ. Ҫакна пула Америкӑра граждансен прависене ытларах хисеплеме тытӑннӑ.

18, 19. Пабло Баррос каланӑ тӑрӑх, ӑна йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ тата Иеговӑн ытти ӗҫлекенӗсем унран мӗнле тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

18 Аргентина. 1976 ҫулта 8 ҫулхи Пабло тата 7 ҫулхи Уго Барроссене ялав ҫӗклес ятпа ирттерекен церемоние хутшӑнма килӗшменшӗн шкултан кӑларса янӑ. Пӗррехинче шкул директорӗ Паблона чышнӑ та пуҫран ҫапнӑ. Вӑл икӗ арҫын ачана уроксем хыҫҫӑн хӑварнӑ та пӗр сехет хушши вӗсене патриотизмпа ҫыхӑннӑ церемонисене хутшӑнма вӑйпа хистенӗ. Ҫак йывӑрлӑх ҫинчен аса илнӗ май Пабло каланӑ: «Иегова пулӑшмасӑр эпӗ ҫакна чӑтса ирттереймен тата айӑпсӑрлӑха упраса хӑварайман пулӑттӑм».

19 Ҫак ӗҫе пӑхса тухакан судья шкулӑн йышӑнӑвӗпе — Паблопа Угона кӑларса янипе килӗшнӗ. Анчах та вӗсен ӗҫӗ Аргентинӑри Аслӑ Суда ҫитнӗ. Суд 1979 ҫулта кӗҫӗн судӑн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ, вӑл ҫавна ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: «Маларах асӑннӑ наказани (шкултан кӑларса ярасси) Конституци паракан вӗренӳ правине (14-мӗш статья) тата патшалӑхӑн граждансене пуҫламӑш пӗлӳ памалли тивӗҫе (5-мӗш статья) хирӗҫлет». Ҫак ҫӗнтерӳ Свидетельсен 1 000-е яхӑн ачине пулӑшнӑ. Пӗрисене шкултан кӑларса яман, теприсене, Пабло тата Уго пеккисене, шкула каялла йышӑннӑ.

Ҫамрӑк Свидетельсем нумайӑшӗ йывӑрлӑхсенче шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ

20, 21. Роэльпе Эмили Эмбралинагсемпе мӗн пулса иртни сирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетет?

20 Филиппин. 1990 ҫулта 9 ҫулхи Роэль Эмбралинага f, унӑн 10 ҫулхи Эмили аппӑшне тата Свидетельсен 65 ытла ачине ялава чыс пама килӗшменшӗн шкултан кӑларса янӑ. Роэльпе Эмили ашшӗ Леонардо шкул администрацине ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ, анчах та усси пулман. Ӗҫ Аслӑ Суда ҫитнӗ. Анчах Леонардӑн укҫа та, хӑйсене судра хӳтӗлеме пултаракан адвокат та пулман. Вӗсем пӗтӗм ҫемйипе кӗлӗре Иеговӑран мӗн тумаллине хӗрӳллӗн ыйтнӑ. Ҫав вӑхӑт хушшинче ачисенчен пӗр вӗҫӗмсӗр мӑшкӑлланӑ. Право пӗлӗвне илменрен ӗҫе выляса илме нимле шанчӑк та ҫук тесе шутланӑ Леонардо.

21 Анчах та вӗсене судра хӳтӗлеме Фелино Ганаль килӗшнӗ. Унччен вӑл ҫӗршыври право пулӑшӑвӗ паракан ятлӑ-сумлӑ фирмӑра адвокат пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле вӑл хӑйӗн ӗҫне хӑварнӑ та Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Аслӑ Суд пӗр шухӑшлӑ пулса Свидетельсем майлӑ йышӑну тунӑ та шкултан кӑларса яма паракан хушӑва пӑрахӑҫланӑ. Туррӑн ӗҫлекенӗсене айӑпсӑрлӑхне упраса хӑварма парас мар текенсем каллех ӑнӑҫсӑр пулнӑ.

Нейтралитет пӗрлӗх патне илсе пырать

22, 23. а) Мӗншӗн судсенче пирӗн ҫавӑн пек нумай ҫӗнтерӳ тума май килнӗ? ӑ) Пирӗн пӗтӗм тӗнчипе тӑванлӑх пурри мӗн ҫирӗплетсе парать?

22 Мӗншӗн Иеговӑн халӑхне судсенче ҫавӑн пек нумай ҫӗнтерӳ тума май килнӗ? Эпир политикӑра витӗм кӳрейместпӗр. Ҫав-ҫавах пӗр ҫӗршыв хыҫҫӑн тепринче, пӗр суд хыҫҫӑн тепринче тӗрӗслӗхшӗн ҫунакан судьясем пире хирӗҫ тӑракансенчен, пирӗн ҫине хаяррӑн тапӑнакансенчен, хӳтӗлеҫҫӗ, ҫапла вара конституци прависене аталанма паракан прецедентсем туса параҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, эпир Христос пулӑшнипе ҫавӑн пек ҫӗнтерме пултартӑмӑр! (Ӳлӗмхине 6:2 вуласа пар.) Мӗншӗн эпир судсенче ҫавӑн пек кӗрешетпӗр? Ҫӗршыври саккунсене улӑштарас тесе мар. Ун вырӑнне эпир хамӑр Патшашӑн, Иисус Христосшӑн, пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлеме май пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр (Ап. ӗҫ. 4:29).

23 Влаҫа тытса тӑракан пирӗн Патша, Иисус Христос, хӑйӗн вӗренекенӗсене политика енчен пайланса пӗтнӗ тата курайманлӑхпа тулнӑ ҫак тӗнчере нейтралитет тытса тӑма вӑй хунӑшӑн пиллет. Сатана пире пайласа яма тата пире ҫӗнтерме тӑрӑшни усӑсӑр пулчӗ. Турӑ Патшалӑхӗ «вӑрҫӑ вӑрҫма вӗренес» темен миллион-миллион ҫынна пӗрле пухма пултарнӑ. Пирӗн пӗтӗм тӗнчипе тӑванлӑх пурри, унта вара мир пурри — чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш. Ҫакӑ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынине витӗмлӗн ҫирӗплетсе парать! (Ис. 2:4.)

a Ҫак тома «Ҫӗнӗ пултарнӑ япала» текен ятпа та пӗлнӗ. Каярахпа «Миллениум шурӑмпуҫӗ» ятлӑ нумай томлӑ ӗҫе «Ҫырӑва тӗпчени» ят панӑ.

b Ҫак килӗшӳ тӑрӑх, Болгари правительствин кам хӑйӗн тӗн ӗненӗвне е шухӑш-кӑмӑлне пула ҫар службине кайма килӗшмест, ҫавсене ҫар ҫыннисем ертсе пыман альтернативлӑ гражданла службӑна каймалли май туса памалла пулнӑ.

c Баятян ӗҫӗ пирки «Какой вопрос вы бы задали Богу» брошюрӑра тӗплӗнрех каласа панӑ, 29—31 страницӑсем.

d Арменире 20 ҫул хушшинче 450 ытла ҫамрӑк Иегова Свидетельне тӗрмене хупнӑ. 2013 ҫулхи ноябрьте вӗсенчен юлашкине ирӗке кӑларнӑ.

e Ӗҫ материалӗсенче хушамата тӗрӗс мар ҫырнӑ пулнӑ.

f Ӗҫ материалӗсенче хушамата Эбралинаг тесе тӗрӗс мар ҫырнӑ пулнӑ.