ТӐХХӐРМӖШ СЫПӐК
Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ
1—3. а) Авигейӑн килӗнчисемпе мӗнле хӑрушӑ инкек пулса тухма пултарнӑ? ӑ) Эпир ҫак чаплӑ хӗрарӑм ҫинчен мӗн пӗлӗпӗр?
АВИГЕЯ хӑй патне чупса килнӗ тарҫӑ вилесле хӑраса ӳкнине курать. Ара, унӑн упӑшкин, Навалӑн, ҫӗрӗ патнелле 400 ҫар ҫынни ҫывхарса пырать-ҫке. Вӗсем Навал килӗнчи пур арҫынна та вӗлерме шут тытнӑ. Анчах мӗншӗн-ши?
2 Пӗтӗмпех Навал айӑплӑ пулнӑ. Вӑл хӑйне яланхилле тӳрккессӗн тата хаяррӑн тытнӑ. Анчах та хальхинче вӑл ҫапӑҫура пиҫӗхнӗ ҫар ҫыннисен ертӳҫине кӳрентернӗ, лешӗсем вара хӑйсен хуҫине юратнӑ, хисепленӗ тата уншӑн хӑйсен пурнӑҫне те пама хатӗр пулнӑ. Ҫамрӑк тарҫӑ (тен, вӑл кӗтӳҫӗ пулнӑ) Навалӑн арӑмӗ патне чупса килнӗ, вӑл Авигея пӗтӗм кил-йышне мӗнле ҫӑлмаллине шухӑшласа кӑларасса шаннӑ. Анчах та пӗр хӗрарӑм пысӑк ҫара хирӗҫ мӗн тума пултартӑр-ха?
Пӗр хӗрарӑм пысӑк ҫара хирӗҫ мӗн тӑвайтӑр-ха?
3 Айтӑр малтан ҫак чаплӑ хӗрарӑмпа паллашар. Кам вӑл Авигея? Ҫав хирӗҫӳллӗ лару-тӑру мӗне пула сиксе тухнӑ? Авигея ӗненӗвӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
«Питӗ ӑслӑ та хитре сӑн-питлӗ»
4. Навал мӗнле ҫын пулнӑ?
4 Авигейӑпа Навал пӗр мӑшӑр пулмалли ҫынсем пулнӑ теме йывӑр. Авигейӑран лайӑхрах арӑм тупма пултарайман та пулӗ Навал. Ҫак арҫынран япӑхрах ҫынна вара сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулма пулать. Навал пуян пулнӑ, ҫавӑнпа хӑйне питӗ мӑнкӑмӑллӑ тытнӑ тата каппайланнӑ. Ыттисем вара ун ҫинчен мӗн шутланӑ-ха? Навал пирки каланӑ япӑх сӑмахсене Библире урӑх никам пиркиех те каламан пулас. Унӑн пӗр ячӗ кӑна «ӑссӑр» е «ухмах» тенине пӗлтерет. Ҫак ята Навала хӑҫан панине — ҫуралсанах-и е каярахпа-и — эпир пӗлместпӗр. Анчах ҫакӑ паллӑ: ӑна ахальтен мар ҫапла чӗнме пуҫланӑ. Навал «хаяр та усал кӑмӑллӑ пулнӑ». Вӑл кӑра ҫилӗллине тата час-часах ӳсӗрӗличченех ӗҫнине 1 Патш. 25:2, 3, 17, 21, 25).
нумайӑшӗ пӗлнӗ, пурте унран хӑраса тӑнӑ, ӑна никам та юратман (5, 6. а) Авигейӑн мӗнле паха енсем пулнӑ? ӑ) Ҫавнашкал усал ҫынна Авигея мӗнле качча тухма пултарнӑ?
5 Авигея вара, Навалпа танлаштарсан, пачах урӑхла ҫын пулнӑ. Унӑн ячӗ «манӑн атте савӑнма пуҫларӗ» тенине пӗлтерет. Хитре хӗрӗпе кашни ҫын мухтаннӑ пулӗччӗ, анчах ӑслӑ ашшӗне ачин паха енӗсем ытларах савӑнтараҫҫӗ. Час-часах хитре сӑн-питлӗ ҫынсем паха енсене аталантарма тӑрӑшмаҫҫӗ те, сӑмахран, вӗсем ӑслӑ-тӑнлӑ, ӑслӑ, хастарлӑ пулни тата ӗненни кирлӗ тесе шутламаҫҫӗ. Авигея пирки вара ҫапла калаймӑн. Библире «ҫак хӗрарӑм питӗ ӑслӑ та хитре сӑн-питлӗ пулнӑ» тенӗ. (1 Патшасен 25:3 вулӑр.)
6 Хӑшӗ-пӗрисем ҫак ӑслӑ хӗрарӑм ҫакнашкал «усал ҫынна» мӗнле качча тухма пултарнӑ-ха тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Кунта пӗр япалана шута илмелле: ӗлӗк-авал ачисене ытларах чухне ашшӗ-амӑшӗ мӑшӑр тупса панӑ. Хӑйсем суйласа илнӗ чухне те ашшӗ-амӑшӗ килӗшни ҫав-ҫавах пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Авигейӑна ҫав ҫынна качча кайма ашшӗ-амӑшӗ хистеме пултарнӑ е, тен, Навал пуян та паллӑ ҫын пулнӑран савӑнсах вӗсем хӑйсем ӑна ҫав ҫынпа мӑшӑрлантарнӑ. Ҫавна вӗсем чухӑн пулнӑран та тума пултарнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, укҫа-тенкӗллӗ пулни Навала лайӑх упӑшка туман.
7. а) Ачисене мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентес тесен ашшӗ-амӑшӗсен мӗнрен пӑрӑнмалла? ӑ) Авигея Навалшӑн мӗнле арӑм пулма ҫирӗп шут тытнӑ?
7 Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентеҫҫӗ. Вӗсем ачисене пуян мӑшӑр шырама хистемеҫҫӗ, ҫавӑн пекех ачисем ытла ҫамрӑк пулсан е хӑйсем тӗллӗн пурӑнма хатӗр мар пулсан, вӗсене хӗрпе (е каччӑпа) ҫӳреме васкатмаҫҫӗ (1 Кор. 7:36). Анчах та Авигейӑн ҫавӑн ҫинчен шухӑшламалли вӑхӑчӗ иртсе кайнӑ. Ара, вӑл качча кайнӑ хӗрарӑм-ҫке. Вӑл хӑйӗн ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑвӗнче Навалшӑн лайӑх арӑм пулма май килнӗ таран тӑрӑшнӑ.
Навал «вӗсемпе питӗ тӳрккес» калаҫнӑ
8. Навал кама кӳрентернӗ тата, сирӗн шутпа, вӑл мӗн туни мӗншӗн ӑссӑрла пулнӑ?
8 Халӗ вара Навал айӑпне пула Авигейӑн лару-тӑрӑвӗ тата та йывӑрланнӑ. Навал ахаль ҫынна мар, Давида — Иегова Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенне — кӳрентернӗ. Давид Турӑ суйласа илнӗ ҫын пулнӑ, Самуил ӑна Саул вырӑнне патша пулма ҫу сӗрнӗ (1 Патш. 16:1, 2, 11—13). Ӑмсанчӑк та усал патша Саул хӗсӗрленӗрен Давид пушхирте пытанса пурӑннӑ, унпа пӗрле унӑн 600 шанчӑклӑ ҫар ҫыннийӗ пулнӑ.
9, 10. а) Давидпа унӑн ҫыннисене мӗнле тӑрӑхра пытанса пурӑнма тивнӗ? ӑ) Навалӑн Давидпа унӑн ҫыннисем уншӑн мӗн тунине мӗншӗн хакламалла пулнӑ? (10-мӗш абзац валли илсе панӑ сноскӑна пӑхӑр.)
* ҫывӑхӗнче ӗҫленӗ, ҫавӑнта унӑн ҫӗрӗсем пулнӑ пулас. Ҫав хуласенчен инҫех мар сӑрт-тусем ҫинче ҫарансем сарӑлса выртнӑ, унта сурӑхсем валли курӑк ҫителӗклех ӳснӗ, Навал вара 3 000 сурӑх тытнӑ. Ҫав таврари чылай ҫӗр пулӑхсӑр пулнӑ. Кӑнтӑр енче Фарран ятлӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр пушхир тӑсӑлнӑ. Хӗвелтухӑҫ енче ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнсем урлӑ Тӑварлӑ тинӗс патнелле ҫул выртнӑ, ҫав таврара сӑрт хӑвӑлӗсем те нумай пулнӑ. Акӑ мӗнле ҫӗрте Давидпа унӑн ҫыннисене пытанса пурӑнма тивнӗ. Паллах, вӗсене ҫимелли тупма та, ытти йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме те ҫӑмӑл пулман. Час-часах вӗсем пуян Навалшӑн ӗҫлекен кӗтӳҫӗсемпе тӗл пулкаланӑ.
9 Навал Маонра пурӑннӑ, ӗҫлеме вара Кармил10 Давидӑн ҫар ҫыннийӗсем хӑйсене кӗтӳҫӗсемпе мӗнле тытнӑ? Вӗсем ҫӑмӑллӑнах сурӑх вӑрлама пултарнӑ, анчах унашкал нихӑҫан та туман. Пачах урӑхла, вӗсем Навалӑн кӗтӗвӗсене те, ӗҫлекенӗсене те хӳтӗленӗ. (1 Патшасен 25:15, 16 вулӑр.) Ҫав вырӑнсенче кӗтӳ кӗтекенсем тӗрлӗрен хӑрушлӑхпа тӗл пулма пултарнӑ: Израилӗн кӑнтӑр чиккийӗ ҫывӑх пулнӑ пирки вӑрӑ-хурахсем пырса ҫаратса кайни те, тискер кайӑксем тапӑнни те час-часах пулкаланӑ *.
11, 12. а) Давид калама хушса янӑ сӑмахсенчен вӑл Навала хисеплени мӗнле курӑнать? ӑ) Навал хӑйне мӗнле тытни мӗншӗн килӗшӳсӗр пулнӑ?
11 Хӑйӗн ҫыннисене пурне те ҫимеллипе тивӗҫтерме Давида питӗ йывӑр пулнӑ пулӗ. Пӗррехинче вӑл вунӑ яш ачана Навалтан пулӑшу ыйтма янӑ. Давид меллӗ самант суйласа илнӗ: Навал сурӑх ҫӑмне каснӑ. Ҫав вӑхӑтра вара, ялан тенӗ пекех, хуҫи хӑйӗн ӗҫлекенӗсем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ. Унсӑр пуҫне, Давид Навала хисепленине кӑтартса ырӑ сӑмахсем суйласа илнӗ. Вӑл хӑй пирки унӑн «ывӑлӗ» тесе те каланӑ, ҫапла майпа вӑл хӑйӗнчен аслӑрах Навала чыс-хисеп тунӑ. Навал вара Давид ҫыннисене мӗнле кӗтсе илнӗ-ха? (1 Патш. 25:5—8.)
12 Навал тарӑхсах кайнӑ! Вӑл вӗсемпе «питӗ тӳрккес» калаҫнӑ. Ҫакӑн ҫинчен тарҫӑ Авигейӑна каласа пани пирки эпир сыпӑк пуҫламӑшӗнче вуланӑччӗ ӗнтӗ. Хыт кукар Навал тарӑхса 1 Патш. 25:10, 11, 14).
кайса хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ: хӑйӗн ҫӑкӑрне, шывне тата аш-какайне ют ҫынсене мӗншӗн памалла-ха унӑн?! Ҫитменнине, вӑл Давида тарса ҫӳрекен чура тенӗ. Навал, Саул пекех, Давида курайман пулмалла. Анчах та Иегова, вӗсемпе танлаштарсан, Давида юратнӑ тата ун умӗнче вӑл пӑлхавҫӑ чура мар, Израилӗн пулас патши пулнӑ (13. а) Навалӑн кӳрентерекен сӑмахӗсене илтсен Давид мӗн тунӑ? ӑ) Иаков 1:20-мӗшӗнчи принципа шута илсен, Давид ҫинчен мӗн калама пулать?
13 Навал мӗн каланине пӗлтерсен, Давид тарӑхса кайнӑ. «Кашнийӗ пилӗкрен хӗҫӗре ҫакса ярӑр»,— хушнӑ вӑл хӑйӗн ҫыннисене. Вӑл Навалӑн кил-йышӗнчи пур арҫынна та вӗлерме тупа тунӑ, ҫавна пурнӑҫлама унпа пӗрле 400 ҫар ҫынни кайнӑ (1 Патш. 25:12, 13, 21, 22). Давид мӗншӗн тарӑхса кайнине ӑнланма пулать пулсан та, ҫакӑ ӑна тӗрӗс мар ӗҫсем тума хистенӗ. Библире каланӑ: «Ҫилӗллӗ ҫын Туррӑн тӳрӗ ӗҫне тумасть» (Иак. 1:20). Авигея хӑйӗн килӗнчисене мӗнле майпа ҫӑлма пултарнӑ-ши?
«Санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ»
14. а) Кил-йышне хӑтарас тесе Авигея чи малтан мӗн тунӑ? ӑ) Навалӑн япӑх тӗслӗхӗнчен тата Авигейӑн лайӑх тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех сноскӑна пӑхӑр.)
14 Инкеке сирсе ярас тесе Авигея мӗн тунӑ? Чи малтанах вӑл тарҫӑ мӗн каланине тимлӗ итленӗ. Навал пирки вара Библире «усал ҫын, унпа калаҫма та ҫук» тенӗ * (1 Патш. 25:17). Вӑл хӑй ҫинчен ытла нумай шухӑшланӑ, ҫавӑнпа никама та итлемен. Хӑйсене мӑнна хуракан ҫынсем паян та сахал мар. Анчах та Авигея унашкал ҫын пулман, ҫавӑнпа тарҫӑ ун патне пынӑ.
Навалпа танлаштарсан, Авигея итлеме пӗлнӗ
15, 16. а) Мӗншӗн Авигейӑна Ытарӑшсем кӗнекере асӑннӑ ырӑ хӗрарӑмпа танлаштарма пулать? ӑ) Мӗншӗн Авигейӑн ӗҫӗсем вӑл хӑйӗн упӑшкине хисеплеменнине кӑтартаҫҫӗ теме ҫук?
15 Авигея ӑслӑ пулнӑ тата йышӑнусем хӑвӑрт тума пултарнӑ. Библире ун пирки «васкаварлӑн» ӗҫе пуҫӑннӑ тенӗ. Унта, ҫак хӗрарӑм пирки каланӑ чухне, тӑватӑ хутчен «васкама; хӑвӑрт тума» пӗлтерӗшлӗ еврей глаголӗпе усӑ курнӑ. Вӑл Давидпа унӑн ҫыннисем валли пысӑк кучченеҫ хатӗрленӗ: ҫӑкӑр, эрех, сурӑх ашӗ, типӗтнӗ тӗш тырӑ, иҫӗм ҫырли тата смоква ҫырли. Авигея, Ытарӑшсем кӗнекере ҫырса панӑ ырӑ арӑм пекех, хуҫалӑха лайӑх тытса тӑни тата килӗнче мӗн пуррине лайӑх пӗлни курӑнать (Ытар. 31:10—31). Вӑл тарҫисенчен апат-ҫимӗҫ парса янӑ, хӑй вара вӗсем хыҫҫӑн кайнӑ. Анчах та «хӑйӗн упӑшкине Навала вӑл нимӗн те каламан» (1 Патш. 25:18, 19).
16 Ҫакӑ Авигея ҫемье пуҫне, упӑшкине, хисеплеменнине пӗлтерет-и? Ҫук паллах. Навал Иегова суйласа илнӗ ҫынна хисепе хуман тата ӑна пула айӑпсӑр ҫынсем вилме пултарнӑ. Авигея нимӗн те туман пулсан, хӑй те айӑплӑ пулса тӑнӑ пулӗччӗ. Унӑн кирек хӑҫан та чи малтан Турра пӑхӑнса пурӑнмалла пулнӑ.
17, 18. Авигея Давидпа мӗнле калаҫнӑ, ӑна мӗн каланӑ тата унӑн чӗрине мӗнле хускатма пултарнӑ?
17 Кӗҫех Авигея Давидпа унӑн ҫыннисене тӗл пулнӑ. Унчченхи пекех Авигея мӗн тумаллине хӑвӑрт тунӑ, вӑл «васкасах ашак ҫинчен аннӑ та Давид умне ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ» (1 Патш. 25:20, 23). Унтан вӑл Давида веҫех ӑнлантарса панӑ, вара хӑйӗн упӑшкипе кил-йышне хӗрхенме йӑлӑннӑ. Вӑл Давидӑн чӗрине мӗнле хускатнӑ-ши?
18 Авигея пӗтӗм айӑпа хӑй ҫине илнӗ тата хӑйне каҫарма ыйтнӑ. Упӑшки ӑссӑр пулнине, унӑн ячӗ те ҫавнах кӑтартнине Авигея йышӑннӑ. Ҫавнашкал ҫынна тавӑрни тивӗҫлӗхе ҫухатнипе пӗрех тесшӗн пулнӑ пулас вӑл. Авигея Давид «Ҫӳлхуҫа вӑрҫинче кӗрешет» тенипе ӑна Иеговӑн представителӗ вырӑнне хунине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова Давид пирки тата патша влаҫӗ пирки мӗн шантарса каланине те Авигея пӗлни курӑнать, вӑл Турӑ «сана Израиль ҫулпуҫне» лартӗ тенӗ. Унтан вӑл Давида ахалех юн ан тӑк тесе йӑлӑнма пуҫланӑ, мӗншӗн тесен ҫакна тусан Давид Турӑ умӗнче айӑпа кӗрӗ, вара унӑн «пӑшӑрханмалла пулӗ», урӑхла каласан, ӑна совеҫӗ кӑшлама тытӑнӗ тенӗ. (1 Патшасен 25:24—31 вулӑр.) Мӗн тери ӑслӑ сӑмахсем!
19. Авигейӑн сӑмахӗсем Давида мӗнле витӗм кӳнӗ тата мӗншӗн вӑл Авигейӑна мухтанӑ?
19 Ҫак сӑмахсем Давида мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл Авигея илсе килнӗ апат-ҫимӗҫе йышӑннӑ, унтан каланӑ: «Сана паян ман патӑма янӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ; санӑн ӑсу та пиллӗхлӗ, эсӗ ху та пиллӗхлӗ: эсӗ мана паян юн тӑкма, хамшӑн тавӑрма памарӑн». Давид Авигейӑна мухтанӑ, вӑл ӑна хирӗҫ тухма хӑраса тӑман-ҫке. Давид ҫак ӑслӑ хӗрарӑма пула айӑпсӑр юна тӑкманнине те йышӑннӑ. «Ӗнтӗ килне ыррӑн-сыввӑн кай; акӑ эпӗ сана итлерӗм»,— тенӗ вӑл Авигейӑна (1 Патш. 25:32—35).
«Эпӗ санӑн хӑрхӑму пулма... хатӗр»
20, 21. а) Авигея хӑйӗн упӑшки патне таврӑнма хатӗр пулни мӗншӗн мухтава тивӗҫлӗ? ӑ) Навалпа хӑш вӑхӑтра калаҫма шут тытни Авигея хӑюллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине мӗнле кӑтартать?
20 Паллах ӗнтӗ, килне таврӑннӑ чухне Авигея ҫак тӗлпулу ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ тата Турӑран хӑракан Давид 1 Патш. 25:36).
хӑйӗн чӑрсӑр та ӑссӑр упӑшкинчен мӗн тери уйрӑлса тӑнине те асӑрханӑ пулӗ. Анчах та вӑл ҫав шухӑшсене пуҫран кӑларса пӑрахма тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесен малалла Библире ҫапла ҫырнӑ: «Авигея Навал патне ҫитнӗ». Ҫапла, вӑл хӑйӗн упӑшки патне таврӑннӑ, вӑл май килнӗ таран лайӑх арӑм пулма тӑрӑшнӑ. Давидпа унӑн ҫыннисене панӑ парне ҫинчен Авигея упӑшкине каласа парас тенӗ. Навалӑн ҫавӑн ҫинчен пӗлме тивӗҫ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Авигейӑн хӑй мӗнле инкеке сирсе яни ҫинчен те упӑшкине каласа памалла пулнӑ, мӗншӗн тесен Навал ҫавӑн ҫинчен урӑх ҫынран пӗлсен, ҫакӑ питӗ пысӑк мӑшкӑл пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та Авигея унпа тӳрех калаҫайман. Навал патша килӗнчи пек ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӑл питӗ ӳсӗр пулнӑ (21 Авигея хӑюллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине каллех курма пулать: вӑл ирччен, Навал ҫывӑрса урӑличчен, кӗтме шут тытнӑ. Ун чухне вӑл арӑмӗ мӗн каланине ӑнланма пултарӗччӗ, анчах та кӑра ҫын пулнӑран Навал ытти чухнехинчен те хаяртарах пулма пултарнӑ. Ҫапах та Авигея ун патне пынӑ та веҫех каласа панӑ. Вӑл упӑшки тилӗрсе каясса е хӑйне чышкӑпа хӗнеме пуҫласса кӗтнӗ. Анчах та лешӗ ним хускалмасӑр ларнӑ (1 Патш. 25:37).
22. Навалпа мӗн пулса тухнӑ тата ҫакӑ пире ҫемьери пусмӑрпа хаярлӑх пирки мӗне вӗрентет?
22 Навалпа мӗн пулса тухнӑ? Библире ҫапла каланӑ: «Навалӑн чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулнӑ, Навал чул пек хытса тӑнӑ». Тен, ӑна шалкӑм ҫапнӑ. Вунӑ кунран вӑл вилсе кайнӑ — анчах та чире пула мар. «Ҫӳлхуҫа Навала хускалаймиех тунӑ, лешӗ вилсе выртнӑ» (1 Патш. 25:38). Иегова Навала тӗрӗс суд тунӑ. Ҫапла Авигейӑшӑн хӑрушӑ тӗлӗк пек пулнӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ вӗҫленнӗ. Паян вара Иегова хаса парса никамӑн пурнӑҫне те татмасть. Анчах та Навалпа мӗн пулса иртни — асӑрхаттаракан тӗслӗх: Иегова ҫемьери хаярлӑха тата пусмӑрлӑха курса тӑрать. Кирлӗ вӑхӑтра вӑл тӳрӗ суд тӑватех. (Лука 8:17 вулӑр.)
23. Авигея мӗнле чыса тивӗҫнӗ тата ҫавна пула унӑн пуҫӗ ҫаврӑнса кайманни ӑҫтан курӑнать?
23 Авигея хӑйӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗн ҫӗклемӗнчен хӑтӑлнӑ кӑна мар, вӑл пиллӗхе те тивӗҫнӗ. Навал вилнине пӗлсен, Давид хӑйӗн тарҫисене Авигея патне янӑ та ӑна хӑйӗн арӑмӗ пулма сӗннӗ. Авигея ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ санӑн хӑрхӑму пулма; хуҫамӑн тарҫисен урине ҫуса тӑма хатӗр». Давид качча тухма ыйтсан Авигейӑн пуҫӗ ҫаврӑнса кайман тата вӑл хӑйӗн лайӑх енӗсене ҫухатман, вӑл Давидӑн тарҫисен хӑрхӑмӗ 1 Патш. 25:39—42).
пулма хатӗр пулнӑ-ҫке! Каллех эпир вӑл мӗн тумаллине хӑвӑрт туни ҫинчен вулатпӑр — ку хутӗнче вӑл Давид патне тухса кайма хатӗр пулнӑ (24. Авигея мӗнле ҫӗнӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ, анчах упӑшки те, Иегова Турӑ та ун ҫине мӗнле пӑхнӑ?
24 Апла пулин те Авигейӑн пурнӑҫӗ йывӑрлӑхсемсӗр, юмахри пек пулман. Давидӑн тепӗр арӑм та, Ахиноама, пулнӑ. Арҫын темиҫе арӑмлӑ чухне вара Турӑран хӑракан хӗрарӑмсен хӑйсен йывӑрлӑхӗсем пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Давид патшана ларман пулнӑ-ха, малашне те ӑна сахал мар йывӑр лару-тӑрусем тата тӗрӗслевсем кӗтнӗ. Пурнӑҫ ҫулӗпе пӗрле утнӑ май, Авигея упӑшкине яланах пулӑшса тӑнӑ. Каярахпа вӑл ӑна ывӑл ҫуратса панӑ. Упӑшка хакланӑ тата хӳтӗленӗ чухне пурнӑҫ мӗнлереххине Авигея хӑй ҫинче туйса тӑнӑ. Пӗррехинче, Авигейӑна тӑшмансем вӑрласа кайсан, Давид ӑна ҫӑлнӑ! (1 Патш. 30:1—19.) Давид Иегова Турӑран тӗслӗх илнӗ — ӑслӑ-тӑнлӑ, хӑюллӑ тата хӑйӗнчен хӑракан хӗрарӑмсене Иегова пысӑка хурса хаклать тата юратать.
^ 9 абз. Кунта Илия пророк каярахпа Ваал пророкӗсене хирӗҫ тӑнӑ вырӑн ҫинчен, Палестинӑн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ Кармил тӑвӗ ҫинчен, сӑмах пымасть. (10-мӗш сыпӑка пӑхӑр.) Ку Кармил хули кӑнтӑр енче пушхирпе юнашар вырнаҫнӑ.
^ 10 абз. Ахӑртнех, ҫав вырӑнти ҫӗр хуҫисене тата вӗсен кӗтӗвӗсене хӳтӗлени Турӑшӑн ӗҫлени пулать тесе шутланӑ Давид. Вӑл вӑхӑтра ҫав ҫӗр, Иегова сӑмах панӑ тӑрӑх, Авраам, Исаак тата Иаков тӑхӑмӗсен пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна ют халӑхсем тата вӑрӑ-хурахсем тапӑнасран хӳтӗлени Иеговӑшӑн ӗҫлениех шутланнӑ.
^ 14 абз. Тарҫӑ усӑ курнӑ сӑмахсем, сӑмахран сӑмах куҫарсан, «велиар (юрӑхсӑрлӑх) ывӑлӗ» тенине пӗлтереҫҫӗ. Библин урӑх куҫарӑвӗсенче Навал пирки вӑл «никама та итлемест», ҫавӑнпа «унпа никам та калаҫаймасть» тенӗ.