Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ертсе пыракан совет ҫырнӑ ҫыру

Ертсе пыракан совет ҫырнӑ ҫыру

Хаклӑ тӑвансем!

2008 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа «Хурал башнинче», салатмалли кӑларӑмра, «Вӗсем ӗненнӗ пек ӗненӗр» рубрика тухма тытӑнчӗ. Ҫав рубрикӑра кашни виҫӗ уйӑхра пӗр ҫӗнӗ статья тухни пире питӗ савӑнтарать.

Вулакансем вара ҫак рубрика пирки мӗн шутлаҫҫӗ-ха? Пӗр хӗрарӑм ҫапла ҫырса янӑ: «Марфа ҫинчен ҫырнӑ статьяна вуланӑ чухне эпӗ кулсах ятӑм. Эпир унпа мӗн тери пӗрешкел! Эпӗ яланах лайӑх кил хуҫи пулма тӑрӑшатӑп, ӗҫсӗр ларма юратмастӑп. Ӗҫе пӑрахса туссемпе хутшӑнса савӑнмалли пирки те тепӗр чухне мансах каятӑп». Эсфирь ҫинчен вуласан пӗр ҫамрӑк хӗрача интереслӗ пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Чӑнах та, эпир хӑш-пӗр чухне тумтир пирки тата ҫӗнӗ мода пирки ытла нумай шухӑшлатпӑр. Паллах, пирӗн ҫи-пуҫ илемлӗ пулмалла, анчах та виҫерен тухмалла мар. Иегова пирӗн чун-чӗре мӗнлерех пулнине пӑхать». Павел апостол ҫинчен ҫырнӑ статья пӗр христианкӑн чӗринче вӑйлӑ туйӑмсем вӑратнӑ: «Эсир ман чуна хускатрӑр! Эпӗ хама унта пулнӑ пекех туйрӑм тата мӗн ҫинчен ҫырнине пӗтӗм чӗрепе туйса илтӗм».

Ҫак тӑвансем те, ытти вулакансем те — ҫак рубрикӑшӑн тав туса ҫырнӑскерсем — Павел апостол нумай ҫул каяллах «ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ» тени тӗрӗссине ҫирӗплетсе параҫҫӗ (Рим 15:4). Иегова пире питӗ кирлӗ япаласене вӗрентес тесе хӑйӗн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен Библире ҫырса панӑ. Эпир пурте, чӑнлӑхра кирек миҫе ҫул пулсан та, вӗсен тӗслӗхӗсенчен вӗренме пултаратпӑр.

Ҫак кӗнекене май килнӗ таран хӑвӑртрах вуласа тухма тӑрӑшӑр. Ӑна ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне вулӑр — ачасем питӗ хавас пулӗҫ! Ҫак материала пухура вӗреннӗ чухне пӗр тӗлпулӑвне те ан сиктерӗр! Васкамасӑр вулӑр! Событисене куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Библире асӑннӑ ҫынсем мӗн туйнине туйма, вӗсем курнине курма тӑрӑшӑр. Вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр-ши? Ҫавӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр.

Ҫак кӗнеке пурри пире питӗ савӑнтарать. Вӑл сирӗншӗн те, сирӗн ҫемьешӗн те чӑн-чӑн парне пултӑр. Сире юратса тата чи лайӑххине сунса,

Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ