ҪИРӖМ ПӖРРЕМӖШ СЫПӐК
Вӑл иккӗленӳсемпе тата хӑранипе кӗрешнӗ
1—3. Петр пӗр кун хушшинчех мӗнле ӗҫсем пулса иртнине курнӑ тата ҫӗрле ӑна мӗн тӳсме тивнӗ?
ПЕТР ҫӗрлехи тӗттӗмелле тинкерсе пӑхса кӗсменпе пӗтӗм вӑйран авӑснӑ. Хӗвелтухӑҫ енче, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте, тӗксӗм хура пӗлӗт кӑштах ҫутала пуҫланӑ. Нивушлӗ шурӑмпуҫ шуралса килет? Нумай вӑхӑт хушши пӗр канмасӑр шыва авӑснӑран Петрӑн ҫурӑмӗ те, аллисем те сӑрлатсах ыратнӑ. Галилея тинӗсӗ кӗрлесе тӑнӑ. Авӑк ҫил Петрӑн ҫӳҫне тӑрмаланӑ. Вӑйлӑ хумсем кимӗ сӑмсине пыра-пыра ҫапнӑ, Петр ҫине сивӗ шыв сирпӗннӗ. Вӑл ҫаплипех малалла авӑснӑ.
2 Иисус ҫыран хӗрринче юлнӑ. Унӑн вӗренекенӗсем вӑл кӑнтӑрла пин-пин выҫӑ ҫынна темиҫе ҫӑкӑрпах тата темиҫе пулӑпах тӑрантарнине курнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн халӑх Иисуса патшана лартасшӑн пулнӑ. Анчах та Иисусӑн патшалӑх ӗҫӗсене хутшӑнас шухӑш пулман. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене те политикӑна хутшӑнмалла мар тесе вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа вӑл халӑх хушшинчен систермесӗр тухнӑ та хӑйӗн вӗренекенӗсене кимӗ ҫине ларса тепӗр ҫыран хӗрринелле ишме хушнӑ, хӑй вара ту ҫине кӗлтума хӑпарнӑ (Марк 6:35—45; Иоанн 6:14—17 вулӑр).
3 Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫыран хӗрринчен ишсе кайнӑ чухне тӳпере кӑшт ҫеҫ тулса ҫитеймен уйӑх ҫутатнӑ, халӗ вара вӑл анса ларма хатӗрленнӗ. Анчах та апостолсем темиҫе ҫухрӑм ҫеҫ ишнӗ пулнӑ-ха. Канса илме май пулманран, ҫил уласа вӗрнӗрен тата хумсем кӗрслетнӗрен калаҫма йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа Петр шухӑша путма пултарнӑ.
Петр икӗ ҫул хушшинче Иисусран чылай вӗреннӗ, анчах та унӑн вӗренмелли татах пулнӑ
4. Петр хӑш тӗлӗшрен пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?
4 Петрӑн шухӑшламалли чӑнах та чылай пулнӑ! Вӑл Иисус назаретянина пӗрремӗш хут тӗл пулнӑранпа икӗ ҫул ытла иртсе кайнӑ, ҫав ҫулсенче нумай событи пулса иртнӗ. Петр халӗ сахал мар пӗлет ӗнтӗ, анчах та вӗренмелли те ҫителӗклех пулнӑ, сӑмахран, унӑн иккӗленнине тата хӑранине ҫӗнтерме вӗренмелле пулнӑ. Петр вӗренме хатӗр пулнипе пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.
«Эпир Мессийӑна... тупрӑмӑр»
5, 6. Петрӑн пурнӑҫӗ ҫинчен мӗн калама пулать?
5 Иисуса тӗл пулнӑ кун Петрӑн пуҫне яланлӑхах кӗрсе юлнӑ. Унӑн пӗртӑванӗ Андрей ӑна никамран малтан тӗлӗнмелле хыпар пӗлтернӗ: «Эпир Мессийӑна... тупрӑмӑр». Ҫак сӑмахсем Петрӑн пурнӑҫне ӗмӗрлӗхех улӑштарнӑ (Иоанн 1:41).
6 Петр Капернаумра — Галилея тинӗсӗ ятлӑ тӑварсӑр кӳлӗ хӗрринче вырнаҫнӑ хулара — арӑмӗпе, хунямӑшӗпе тата Андрей ятлӑ пӗртӑванӗпе пӗрле пурӑннӑ. Ҫемйине пурӑнма мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе вӗсем Андрейпа иккӗшӗ Зеведей ывӑлӗсемпе (Иаковпа тата Иоанпа) пӗрле пулӑ тытма ҫӳренӗ. Ҫак ӗҫ ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен пулӑҫӑсене, ытти пултарулӑхсемсӗр пуҫне, тавҫӑруллӑ пулни те кирлӗ пулнӑ. Вӗсем ҫӗрӗпех икӗ кимӗ хушшинче тетелӗсене кара-кара хунӑ пулӗ, кайран вара вӗсене ҫыран хӗррине сӗтӗрсе кӑларнӑ. Кӑнтӑрла та вӗсен канма вӑхӑт пулман: тытнӑ пулла суйламалла тата сутмалла, тетелӗсене вара тӳрлетмелле тата тасатмалла пулнӑ.
7. Петр Иисус ҫинчен мӗн илтнӗ тата ҫакӑ мӗншӗн питӗ хумхантаракан хыпар пулнӑ?
7 Библире ҫырнӑ тӑрӑх, Андрей Шыва Кӗртекен Иоанӑн вӗренекенӗ пулнӑ. Иоанн мӗн ҫинчен вӗрентнине Андрей каласа панӑ чухне Петр хаваспах итленӗ паллах. Пӗррехинче Иоанн Иисус ҫине кӑтартса «акӑ Турӑ Путекки» килет тенине Андрей хӑй куҫӗпе курнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Андрей тӳрех Иисус хыҫҫӑн пыраканӗ пулса тӑнӑ. Вӑл хумхантарса яракан хыпара Петра каласа памасӑр чӑтайман: тахҫантанпах кӗтнӗ Мессия килнӗ! (Иоанн 1:35—40.) Иегова Турӑ 4 000 ҫул каялла Эдем садӗнче пулса иртнӗ пӑлхав хыҫҫӑн Ҫӑлакан килмелле тесе сӑмах панӑ (Пулт. 3:15). Андрей шӑпах ӑна тӗл пулнӑ та. Петрӑн та тӳрех Иисуспа паллашас килсе кайнӑ.
8. Иисус Петра панӑ ят мӗне пӗлтерет, тата мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем вӑл ҫак ята тивӗҫлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ?
8 Ҫак кунччен Петра Симон, е Симеон, тесе чӗннӗ. Иисус вара ун ҫине пӑхнӑ та каланӑ: «Эсӗ — Иона ывӑлӗ Симон; эсӗ Кифа ятлӑ пулӑн... (Кифа тени Петр — Чул — тени пулать)» (Иоанн 1:42). «Кифа» сӑмах мӗне пӗлтернине пурте пӗлнӗ, вӑл «чул» е «ту хысакӗ» тенине пӗлтерет. Иисус калани пророкла сӑмахсем пулнӑ. Петр хӑйӗн вӗренекенӗсемшӗн ҫирӗп те шанчӑклӑ тӗрев пуласса вӑл пӗлсе тӑнӑ. Петр вара хӑй пирки ҫавнашкалах шутланӑ-ши? Ҫук пулӗ. Паян та нумайӑшӗ Евангелисем вуланӑ чухне Петра ту хысакӗпе танлаштарма йывӑр тесе шутлаҫҫӗ. Ун пирки вӑл шанчӑксӑр, иккӗленекен, шухӑшне хӑвӑрт улӑштаракан ҫын тесе шутлакансем те пур.
9. Иеговӑпа унӑн ывӑлӗ, Иисус Христос, пирӗнте мӗн курма тӑрӑшаҫҫӗ тата мӗншӗн пирӗн вӗсене шанмалла?
9 Чӑнах та, Петрӑн ҫитменлӗхсем те пулнӑ, вӗсем ҫинчен Иисус лайӑх пӗлнӗ. Анчах хӑйӗн Ашшӗ, Иегова, пекех Иисус ҫынсенче яланах лайӑххине шырать. Вӑл Петр мӗнле ҫын пулса тӑма пултарнине курнӑ, ҫавӑнпа ӑна паха енӗсене аталантарма пулӑшнӑ. Паян та Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пирӗнте лайӑххине курма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем пирӗнте мӗнле те пулин паха ен тупнине хушӑран ӗненме те йывӑр пире. Апла пулин те, пирӗн вӗсене шанмалла тата, Петр пекех, вӗренме хатӗр пулмалла. (1 Иоанн 3:19, 20 вулӑр.)
«Ан хӑра»
10. Петр Иисусӑн мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫне курма пултарнӑ, ҫапах та вӑл мӗнле ӗҫ патне таврӑннӑ?
10 Иисус хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсен Петр унпа пӗрле ырӑ хыпар сарма кайнӑ пулмалла. Апла пулсан Петр Иисусӑн пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫне, вӑл Кана хулинче ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче шывран хӗрлӗ эрех тунине, курма пултарнӑ. Анчах та Петр Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен илтни тата та пӗлтерӗшлӗрех, ҫак хыпар шанӑҫ панӑ-ҫке. Ҫапах та Петр пулӑ тытма таврӑнма шут тытнӑ. Темиҫе уйӑх иртсен, Иисус каллех Петрпа тӗл пулнӑ та ӑна яланах хӑй хыҫҫӑн пыма сӗннӗ.
11, 12. а) Петр ҫӗрӗпех мӗн ӗҫленӗ? ӑ) Иисуса итленӗ чухне Петр мӗн ҫинчен шухӑшлама пултарнӑ?
11 Петр куляннӑ: ҫав каҫ вӗсем пӗр пулӑ та тытайман вӗт. Пулӑҫӑсем тетелӗсене темиҫе хут та шыва пӑрахса пӑхнӑ, анчах та кашнинчех вӗсем пушӑ пулнӑ. Петр пулӑҫӑсем пӗлекен пур чеелӗхпе те усӑ курса пӑхнӑ пулӗ тата пулӑ пулма пултаракан пур вырӑна та тӗрӗслесе пӑхнӑ пулӗ. Хушӑран вӑл ҫапла та шухӑшлама пултарнӑ: «Эпӗ пӑтранчӑк шыв витӗр пулӑ картисене курма пултарнӑ пулсанччӗ е пулӑсене тетеле астарса кӗртме пӗлнӗ пулсанччӗ!» Ҫакнашкал шухӑшсем пуҫа килнине пула вӑл тата ытларах пӑшӑрханма пултарнӑ. Петр пулла кӑмӑлне тултарас шутпа тытман-ҫке — унӑн ҫемйине тӑрантармалла пулнӑ. Ҫыран хӗррине вӑл нимсӗрех таврӑннӑ. Анчах тетелсене ҫав-ҫавах тасатмалла-ҫке. Ҫавӑнпа та Иисус Петр патне пынӑ чухне лешӗ питӗ ӗҫлӗ пулнӑ.
Иисус Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа панине итлеме Петра пӗртте йӑлӑхтарман
12 Ҫав вӑхӑтра Христоса итлес тесе халӑх ун тавра кӗпӗрленсе тӑнӑ. Ҫавӑнпа Иисус Петрӑн кимми ҫине ларнӑ та ӑна ҫыран хӗрринчен Лука 5:1—3).
кӑшт шаларах ишсе кайма хушнӑ, унтан вара халӑха вӗрентме пуҫланӑ. Шыв ҫийӗн унӑн сасси питӗ лайӑх илтӗннӗ. Ҫыран хӗррине пухӑннӑ халӑх пекех, Петр Христосӑн кашни сӑмахне тимлеме тӑрӑшнӑ. Иисус хӑйӗн тӗп вӗрентӗвӗ ҫинчен — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен — каласа панине итлеме ӑна пӗртте йӑлӑхтарман. Ҫак шанчӑк паракан хыпара пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх пӗлтерсе ҫӳресе Христоса пулӑшма май пулни — мӗн тери пысӑк чыс! Анчах та унӑн ҫемйи мӗнпе пурӑнӗ-ши? Тен, Петр иртнӗ каҫа, хӑй пулӑ тытма тӑрӑшни кӑлӑхах пулнине, каллех аса илнӗ пулӗ (13, 14. Иисус Петршӑн мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ тата ҫакӑ ӑна мӗнле витӗм кӳнӗ?
13 Калаҫма чарӑнсан Иисус Петра: «Тарӑнрах ҫӗре ишсе кӗр те, тетелӗрсене карса хурӑр»,— тенӗ. Петр иккӗленсе тӑнӑ, вӑл каланӑ: «Вӗрентекен! эпир ҫӗрӗпе асапланса та нимӗн те тытаймарӑмӑр; Сан сӑмахна итлесе, тетелӗме карам эппин». Петр тетелӗсене анчах тасатса хунӑ пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн вӗсене тепӗр хут ывӑтас килмен паллах, уйрӑмах халӗ, пулӑ кӗмен чухне! Апла пулин те вӑл Иисус каланине итлесе тепӗр кимӗ ҫинчи пулӑҫӑсене хӑй хыҫҫӑн пыма паллӑ панӑ (Лука 5:4, 5).
14 Петр тетелне туртса кӑларма пуҫланӑ та йывӑррӑн туртӑннине сиснӗ. Иккӗленме пӑрахмасӑр вӑл тетеле хытӑрах туртнӑ та — кимӗ тетелте ҫатӑлтатакан пулӑсемпе тулса ларнӑ. Вӑл тепӗр кимӗ ҫинчи пулӑҫӑсене паллӑ парса пулӑшма чӗннӗ. Лешӗсем ишсе килнӗ, пулӑ икӗ кимме те кӗмест иккен. Пулли питӗ нумай пулнӑ, икӗ кимми те хӗррипе танах тулса ларнӑ та путмах пуҫланӑ. Петр тӗлӗнсе хытса кайнӑ. Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунине Петрӑн унччен те курма тӳр килнӗ, ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе вара Иисус уншӑнах тунӑ. Петр умӗнче тӑракан ҫын хушнипе пулӑсем хӑйсемех тетеле ишсе кӗнӗ! Сасартӑк Петр хӑраса кайнӑ. Вӑл Иисусӑн ури умне ӳкнӗ те тархасласа ыйтнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! кайсам ман патӑмран: эпӗ — ҫылӑхлӑ ҫын». Турӑ ҫавнашкал тӗлӗнмелле ӗҫсем тума хӑват панӑ Христоспа нивушлӗ Петр юнашар пулма пултарнӑ? (Лука 5:6—9 вулӑр.)
15. Петрӑн иккӗленме те, хӑрама та кирлӗ пулманнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?
15 Иисус ӑшшӑн каланӑ: «Ан хӑра; паянтан эсӗ ҫын тытакан пулӑн» (Лука 5:10, 11). Ку хӑраса тата иккӗленсе тӑмалли вӑхӑт пулман. Петр кулленхи ӗҫсем пирки кӑлӑхах пӑшӑрханнӑ. Хӑйӗн ҫитменлӗхсем пулнӑшӑн та унӑн шикленмелле пулман. Иисусӑн историе тӗпренех улӑштаракан питӗ пысӑк ӗҫ тумалла пулнӑ. Вӑл нумай ырӑлӑхлӑ, каҫаракан Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ (Ис. 55:7). Ҫавӑнпа Иегова Петра хӑйӗн ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерме те, ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума та пулӑшӗ (Матф. 6:33).
16. Иисус хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсен Петр, Иаков тата Иоанн мӗн тунӑ, тата мӗншӗн ҫакӑ чи лайӑх йышӑну пулнӑ?
16 Иисус хӑй хыҫҫӑн пыма чӗнсен Петр, Иаков тата Иоанн тӳрех килӗшнӗ. «Вӗсем... икӗ киммине те ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та, пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, Иисус хыҫҫӑн кайнӑ» (Лука 5:11). Петр Христоса та, ӑна Яракана та ӗненнӗ. Вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулма шут тытнӑ, ҫакӑ унӑн пурнӑҫӗнчи чи лайӑх йышӑну пулнӑ. Паян нумайӑшӗ ҫавнашкал ӗненӳ кӑтартаҫҫӗ: иккӗленнине тата хӑранине ҫӗнтерсе Турӑшӑн ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем Иегова ҫине шанса пурӑнма шут тытнӑшӑн нихӑҫан та шеллемӗҫ (Пс. 21:5, 6).
«Мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн?»
17. Иисуспа тӗл пулнӑ хыҫҫӑнхи икӗ ҫул хушшинче пулса иртнӗ мӗнле ӗҫсем Петр асӗнче юлнӑ?
17 Петр Иисуса тӗл пулнӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул майлах иртсе кайнӑ. Сыпӑк пуҫламӑшӗнче каланӑччӗ ӗнтӗ, Петр шавласа тӑракан Галилея тинӗсӗ тӑрӑх ҫӗрле кимӗпе ишнӗ. Унӑн пуҫӗнче мӗнле шухӑшсем явӑннине эпир пӗлместпӗр. Ҫак тапхӑрта тем те пулса иртнӗ. Иисус Петрӑн хунямӑшне сыватнӑ. Вӑл ҫынсене Ту ҫинче вӗрентнӗ. Вӑл мӗне вӗрентни те, вӑл тунӑ хӑватлӑ ӗҫсем те Иегова ӑна Мессия пулма суйласа илнине ҫине-ҫинех ҫирӗплетсе панӑ. Уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртнӗ, Петр хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешме лайӑхрах вӗренсе пынӑ, сӑмахран, хӑвӑрт хӑраса ӳкессине тата иккӗленессине ҫӗнтерме хӑнӑхса пынӑ. Иисус Петра апостол пулма та суйласа илнӗ! Апла пулин те, ҫак ҫитменлӗхсемпе Петрӑн малашне те кӗрешмелле пулнӑ, ҫакна вӑл кӗҫех хӑй те ӑнланса илнӗ.
18, 19. а) Галилея тинӗсӗнче Петр мӗн курни ҫинчен каласа парӑр. ӑ) Петр шыв ҫийӗн утас килни пирки каласан Иисус мӗн хуравланӑ?
18 Ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш хурал черетӗнче, ирхи виҫӗ сехетре, тул ҫутӑлас умӗн, Петр темскер курах кайнӑ, вара кӗсменпе авӑсма пӑрахнӑ та шак хытса кайнӑ. Ҫавӑскер хумсем тӑрӑх утса пынӑ! Ку уйӑх ҫутинче шыв сирпӗнчӗкӗсем йӑлтӑртатни мар-ши? Ҫук, ку шыв сирпӗнчӗкӗсем мар. Ку ҫын пулнӑ — вӑл шыв тӑрӑх утса пынӑ! Вӑл ҫывхарсах пынӑ, кимӗ ҫумӗпе иртсе каяс пекех туйӑннӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсем, сехӗрленсе ӳкнӗскерсем, ҫакӑ мӗлке тесе шутланӑ. Ҫав ҫын вӗсене каланӑ: «Лӑпланӑр, ку — Эпӗ, ан хӑрӑр». Ку Иисус пулнӑ! (Матф. 14:25—28.)
19 Петр хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫамӑр! ку Эсех пулсассӑн, мана Хӑвӑн патна шыв ҫийӗн пыма хуш». Малтанах вӑл хӑюлланса кайнӑ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫе курса хӑпартланнипе Петр хӑйӗн ӗненӗвне тата хытӑрах ҫирӗплетесшӗн пулнӑ. Унӑн та шыв тӑрӑх утас килсе кайнӑ. Иисус ӑна «кил» тенӗ. Петр кимӗ хӗрри урлӑ каҫнӑ та хумханса тӑракан шыв ҫине урине ярса пуснӑ. Хытӑ ҫӗр ҫине пуснӑ пекех туйӑннӑран ӑна ҫав самантра мӗнле туйӑмсем ҫавӑрса илнӗ-ши? Тен, хытӑ тӗлӗннипе вӑл Иисус патнелле утса кайнӑ. Анчах та кӗҫех ӑна урӑх туйӑм ярса илнӗ. (Матфей 14:29 вулӑр.)
20. а) Мӗншӗн Петр айккинелле пӑхнӑ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? ӑ) Иисус Петра мӗн ӑнланма пулӑшнӑ?
20 Петрӑн Иисус ҫине куҫ илмесӗр пӑхмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен кӗрлесе тӑракан хумсем ҫинче тӑма ӑна Иисус пулӑшнӑ, ҫакна вӑл Иегова панӑ вӑйпа тата Петрӑн ӗненӗвне кура тунӑ. Анчах та Петр айккинелле пӑхма пуҫланӑ. Библире ҫырнӑ: «Ҫил вӑйлине Матф. 14:30, 31.)
курса [Петр] хӑраса ӳкнӗ». Вӑл шыва кӑпӑклантарса, сирпӗтсе кимме пырса ҫапакан ҫӳллӗ хумсем ҫине пӑхнӑ та хӑраса-ҫухалса кайнӑ. Тен, вӑл хӑй шыва мӗнле путса анса кайнине куҫӗ умне кӑларса тӑратнӑ. Вӑл хӑраса ӳкнӗ, унӑн ӗненӗвӗ вара вӑйсӑрланнӑ. Ҫирӗп ӗненекен ҫын пулса тӑрасса малтанах пӗлсе, Иисус Чул хысакӗ тенӗ ҫын — Петр — чул пекех путма пуҫланӑ! Петр питӗ лайӑх ишме пӗлнӗ, анчах та халӗ вӑл: «Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӑлсам мана!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Иисус ӑна аллинчен ярса илнӗ те шывран туртса кӑларнӑ. Унтан вӑл, шыв ҫинчех тӑрса, Петра питӗ кирлӗ чӑнлӑха вӗрентнӗ: «Эй сахал ӗненекен! мӗншӗн эсӗ иккӗлентӗн?» (21. Мӗншӗн иккӗленӳсем шар кӑтартма пултараҫҫӗ тата пирӗн вӗсемпе мӗнле кӗрешмелле?
21 «Иккӗлентӗн» — мӗн тери вырӑнлӑ сӑмах! Иккӗленӳсем ҫынна шар кӑтартма пултараҫҫӗ. Эпир вӗсене хамӑра ҫавӑрса илме паратпӑр пулсан, вӗсем пирӗн ӗненӗве вӑйсӑрлатма, унтан вара пӗтерсе хумах пултараҫҫӗ. Пирӗн вӗсене хирӗҫ пӗтӗм вӑйран кӗрешмелле! Кӗрешме пире мӗн пулӑшать? Пирӗн хамӑра хӑюсӑр тӑвакан, хӑратакан тата Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен мантаракан япаласем ҫинчен ытлашши шухӑшлама юрамасть. Унсӑрӑн иккӗленӳсем вӑйланса ҫеҫ пырӗҫ. Пирӗн Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен, вӗсем хӑйсене юратакансемшӗн мӗн туни тата мӗн тӑвасси ҫинчен ытларах шухӑшламалла. Ҫакӑн пек тусан иккӗленӳсем пирӗн ӗненӗве вӑйсӑрлатаймӗҫ.
22. Мӗншӗн Петр пек ӗненме тӑрӑшмалла?
22 Иисуспа Петр кимӗ ҫине кӗрсенех ҫил-тӑвӑл лӑпланнӑ. Таврара лӑпкӑ та шӑп пулса тӑнӑ. Ытти вӗренекенӗсемпе пӗрле Петр каланӑ: «Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ Ывӑлӗ» (Матф. 14:33). Галилея тинӗсӗ ҫийӗн шурӑмпуҫ ҫуталса килнӗ. Пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн Петр калама ҫук савӑннӑ пулӗ. Вӑл хӑранине тата иккӗленӳсене ҫӗнтерме тӑрӑшмаллине питӗ лайӑх ӑнланса илнӗ. Петра чул хысакӗ пек ҫирӗп пулса тӑма вӑхӑт кирлӗ пулнӑ пулсан та, вӑл хӑйне улӑштарма тата ӗненӗвне ҫирӗплетсе пыма ҫирӗп шут тытнӑ. Эсир ҫавнашкал ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма шут тытнӑ-и? Ҫапла пулсан, эсир Петр пек ӗненме тӑрӑшмаллине хӑвӑрах курма пултарӑр.