Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

УЛТТӐМӖШ СЫПӐК

Ҫамрӑк ачӑра ырӑлӑх кӳме тӑрӑшӑр

Ҫамрӑк ачӑра ырӑлӑх кӳме тӑрӑшӑр

1, 2. 12—16 ҫулсенче мӗнле йывӑрлӑхсемпе савӑнӑҫсем пулма пултараҫҫӗ?

 КИЛТЕ ҫамрӑк ача пулни — пилӗк ҫулхи е тата вунӑ ҫулхи ача пулнипе пачах та пӗр мар. 12—16 ҫулсенче урӑх йывӑрлӑхсемпе проблемӑсем пулаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсен савӑнӑҫӗсемпе пиллӗхӗсене те пама пултараҫҫӗ. Иосиф, Давид, Иосия тата Тимофей тӗслӗхӗсем ҫамрӑксем яваплӑ тата Иеговӑпа лайӑх хутшӑнусенче пулма пултарнине кӑтартаҫҫӗ (Пултарни 37:2—11; 1 Патшасен 16:11—13; 4 Патшасен 22:3—7; Апостолсен ӗҫӗсем 16:1, 2). Ҫакна пирӗн вӑхӑтри нумай ҫамрӑк ача тӗслӗхӗ те ҫирӗплетсе парать. Ҫакӑн пек ҫамрӑк ачасене эсир те пӗлетӗр пулӗ.

2 Апла пулин те хӑш-пӗрисемшӗн 12—16 ҫулсенчи вӑхӑт — йывӑр вӑхӑт. Ҫамрӑк ачасен ҫӗкленчӗк туйӑм та, пусӑрӑнчӑк кӑмӑл та пулать. Хӗрсемпе каччӑсем ирӗклӗрех пуласшӑн, ашшӗ-амӑшӗ мӗн те пулин тума чарни вӗсене килӗшмесен те пултарать. Ҫапах та ҫакӑн пек ҫамрӑк ачасен опычӗ ҫук, ҫавӑнпа вӗсене ашшӗ-амӑшӗ тӳсӗмлӗ пулса, юратса пулӑшни кирлӗ. Ҫапла, 12—16 ҫулсенчи вӑхӑт канӑҫсӑр пулма пултарать, анчах вӑл ашшӗ-амӑшӗшӗн кӑна мар, ҫамрӑк ачисемшӗн те — пӑтранчӑк вӑхӑт. Ҫамрӑк ачасене ҫак ҫулсенче мӗнле пулӑшма пулать?

3. Хӑйсен ҫамрӑк ачине ҫитӗннӗ ҫын пурнӑҫӗпе туллин пурӑнма ашшӗ-амӑшӗ мӗнле хатӗрлеме пултарать?

3 Библи канашӗсене тытса тӑракан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ҫамрӑк ачине ҫак йывӑрлӑхсене ӑнӑҫлӑн чӑтса ирттерме тата яваплӑха туякан ҫитӗннӗ ҫын пулса тӑма чи лайӑх май парать. Библири принципсемпе пурнӑҫра пӗрле усӑ куракан ашшӗ-амӑшӗпе ҫамрӑк ачисем пур халӑхра та тата пур вӑхӑтра та ӑнӑҫлӑ пулнӑ (Псалом 118:1).

СУЙМАСӐР УҪҪӐН КАЛАҪНИ

4. 12—16 ҫулсенчи ачасене канаш мӗншӗн уйрӑмах кирлӗ?

4 Библире ҫырнӑ: «Канаш ҫукки тытӑннӑ ӗҫе пӑсса ярать» (Ытарӑшсем 15:22). Ачасем пӗчӗкрех пулнӑ чухне канаш кирлӗ пулнӑ пулсан, 12—16 ҫулсенчи ачана ҫакӑ уйрӑмах кирлӗ — ҫак ҫулсенче ачасем килте сахалтарах пулма, вӑхӑта ытларах шкулти юлташӗсемпе тата тусӗсемпе ирттерме пултараҫҫӗ. Канаш пулмасан, ашшӗ-амӑшӗпе ачисем хушшинче суймасӑр уҫҫӑн калаҫасси ҫук пулсан, ҫамрӑк ачасем килте ют ҫын пулса тӑма пултараҫҫӗ. Уҫҫӑн калаҫассине мӗнле упрамалла-ха?

5. Ҫамрӑк ачасен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫасси ҫине мӗнле пӑхмалла?

5 Ҫакна тума ҫамрӑк ачасен те, ашшӗ-амӑшӗн те тӑрӑшмалла. Чӑн та, халӗ ҫамрӑк ачасене, пӗчӗк чухнехипе танлаштарсан, ашшӗ-амӑшӗпе калаҫма йывӑртарах пек туйӑнма пултарӗ. Анчах асра тытӑр: «Ӑс паракан ҫук чухне халӑх тӑкӑнать, канаш паракан ҫителӗклӗ чухне вӑл ҫӑлӑнса юлать» (Ытарӑшсем 11:14). Ҫак сӑмахсем пурне те пырса тивеҫҫӗ: ҫамрӑккисене те, ваттисене те. Ҫакна туякан ҫамрӑксем хӑйсене малалла та пӗлсе вӗрентсе пыни кирлине ӑнланаҫҫӗ, вӗсен малтанхинчен кӑткӑсрах проблемӑсене татса пама тивет вӗт. Ҫамрӑксен хӑйсен ӗненекен ашшӗ-амӑшӗ канаш пама лайӑх хатӗрленсе ҫитнине йышӑнма тивет, мӗншӗн тесен вӗсен опыт нумайрах тата юратса тӑрӑшнине вӗсем нумай ҫул хушши кӑтартаҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа пурнӑҫӑн ҫак тапхӑрӗнче ӑслӑ-тӑнлӑ ҫамрӑк ачасем ашшӗ-амӑшӗнчен пӑрӑнмӗҫ.

6. Ӑслӑ-тӑнлӑ тата юратакан ашшӗ-амӑшӗ ҫамрӑк ачисемпе калаҫасси ҫине мӗнле пӑхӗ?

6 Уҫҫӑн калаҫни вӑл — ачана калаҫни кирлине шута илсе ашшӗ-амӑшӗ пӗтӗм вӑйран ҫакна тивӗҫтерме тӑрӑшнине пӗлтерет. Ашшӗ-амӑшӗ, хӑвӑр енчен те пулин калаҫма хатӗр пулни уҫҫӑн курӑнса тӑнине тӗрӗслесех тӑрӑр. Ҫакӑ ҫӑмӑл ӗҫ пулмасан та пултарӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, «шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт» пур (Екклесиаст 3:7). Ача калаҫма вӑхӑт ҫитрӗ тесе шутланӑ чухне, тен, сирӗн чӗнес килмӗ. Эсир, тен, ҫав вӑхӑта хӑвӑр тӗллӗн вӗренме, канма е килти ӗҫсене тума уйӑрнӑ. Анчах ҫамрӑк ачӑр сирӗнпе калаҫасшӑн пулсан, хӑвӑрӑн плансене улӑштарма тата ӑна итлеме тӑрӑшӑр. Вӗт вӑл тепӗр хут ҫакна тумасан та пултарӗ. Иисус тӗслӗхне аса илӗр-ха. Пӗррехинче вӑл канма вӑхӑт уйӑрнӑ. Анчах хӑйне итлес текен ҫынсем йӗри-тавра пуҫтарӑнсан, Иисус канас шухӑша хӑварнӑ та вӗсене вӗрентме пуҫланӑ (Марк 6:30—34). Ҫамрӑк ачасенчен нумайӑшӗ ашшӗ-амӑшӗ яланах ӗҫлӗ пулнине ӑнланать, анчах вӗсен, кирлӗ пулса тухсан, ашшӗ-амӑшӗ пӗрмаях юнашар пуласса ҫирӗп шанмалла. Ҫавӑнпа ачӑрсене ӑнланнине кӑтартӑр, вӗсене сирӗн пата пыма нимӗн те ан чӑрмантартӑр.

7. Ашшӗ-амӑшӗн мӗнрен пӑрӑнмалла?

7 Хӑвӑр ҫамрӑк пулнӑ чухне мӗн туйнине аса илме тӑрӑшӑр тата шӳтлес туйӑма ан ҫухатӑр. Ачисемпе хутшӑнни ашшӗ-амӑшне савӑнтармалла. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсан, ашшӗ-амӑшӗ ӑна мӗнле ирттерет? Яланах ҫемье тулашӗнче ирттерме ӑнтӑлать пулсан, ҫамрӑк ачасем ҫакна хӑвӑртах асӑрхӗҫ. Ҫамрӑк ачасем хӑйсене ашшӗ-амӑшӗ мар, шкулти юлташӗсем ытларах хаклаҫҫӗ тесе шутларӗҫ пулсан, ҫакӑ проблемӑсем кӑларса тӑратӗ.

МӖН ҪИНЧЕН КАЛАҪМАЛЛА

8. Ачана тӳрӗлӗхе, тимлесе ӗҫленине тата лайӑх тытнине хисеплеме мӗнле вӗрентме пулать?

8 Ашшӗпе амӑшӗ ачисене тӳрӗлӗхе тата тӑрӑшса ӗҫленине хисеплеме хальлӗхе вӗрентмен пулсан, ҫакна ҫак вӑхӑтра вӑраха ямасӑр тумалла (1 Фессалоника 4:11; 2 Фессалоника 3:10). Ашшӗ-амӑшӗн ачисем нравственность нормисене тытса пырса таса пурнӑҫпа пурӑнни мӗн тери кирлӗ пулнине чӗререн ӗненнине те тӗрӗслемелле (Ытарӑшсем 20:11). Пысӑк вырӑн кунта ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗ йышӑнать. Ӗненмен упӑшкасем «арӑмӗсем ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пул[ма]» пултарнӑ пекех ҫамрӑк ачасем ашшӗ-амӑшӗ тыткаланисене сӑнаса тӗрӗс принципсене пӗлме пултараҫҫӗ (1 Петр 3:1—2). Тӗслӗх кӑтартни кӑна сахал, вӗт кил тулашӗнче вӗсем питӗ нумай япӑх тӗслӗх кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа тӑрӑшакан ашшӗ-амӑшӗн ҫамрӑк ачи хӑй мӗн курни, илтни ҫинчен мӗн шухӑшланине пӗлмелле, ҫакна пӗлме вара тӗрлӗ ыйтусем пирки калаҫмалла (Ытарӑшсем 20:5).

9, 10. Ашшӗ-амӑшӗн мӗншӗн ачисене арлӑх тӗлӗшӗнчен пӗлӳ памалла тата ҫакна вӗсем мӗнле тума пултараҫҫӗ?

9 Арлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне ҫакӑ уйрӑмах кирлӗ. Ашшӗ-амӑшӗ, хӑвӑр ачӑрсемпе секс пирки калаҫма вӑтанатӑр-и? Ҫапла пулсан та хӑвӑр вӑтаннине ҫӗнтерме тӑрӑшӑр, вӗт сирӗн ачӑрсем ҫакӑн ҫинчен ыттисенчен ҫав-ҫавах пӗлӗҫ. Ҫакӑн пирки эсир каламасан, вӗсем мӗнле «информаци» илессине кам пӗлет? Библире Иегова арлӑ-арӑмлӑ пурӑнассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене асӑнмасӑр хӑварман, ашшӗ-амӑшӗн те пӑрӑнмалла мар (Ытарӑшсем 4:1—4; 5:1—21).

10 Телее, Библире арлӑх енӗпе епле тытмалли пирки уҫҫӑн каланисем пур тата Хурал Башнин Обществи хальхи вӑхӑтра усӑ курма юрӑхлӑ нумай усӑллӑ информаци пичетлесе кӑларать. Ҫак пулӑшупа мӗншӗн усӑ курас мар-ха? Сӑмахран, «Ответы на твои вопросы» кӗнекери ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ сыпӑксене ывӑлӑрпа е хӗрӗрпе мӗншӗн сӳтсе явас мар-ха? Ҫакӑ мӗнле витӗм кӳни сире тӗлӗнтерӗ те, савӑнтарӗ те.

11. Иеговӑшӑн епле ӗҫлемеллине ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗнле майпа лайӑх вӗрентме пултарать?

11 Ашшӗпе амӑшӗн ачисемпе ытларах мӗн ҫинчен калаҫмалла? Ун пирки Павел апостол каланӑ: «Вӗсене [ачӑрсене] Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр» (Эфес 6:4). Ачасен Иеговӑна лайӑхрах та лайӑхрах пӗлсе пымалла. Уйрӑмах вӗсен ӑна юратма вӗренмелле тата вӗсен уншӑн ӗҫлеме кӑмӑл пулмалла. Ҫак тӗлӗшрен те тӗслӗхпе нумай вӗрентме пулать. Ашшӗ-амӑшӗ Иеговӑна «пӗтӗм чӗрипе, пӗтӗм чунӗпе, пӗтӗм ӑсӗпе» юратнине тата ҫакӑ вӗсене пысӑк усӑ панине курса ҫамрӑк ачасем вӗсенчен тӗслӗх илес тейӗҫ (Матфей 22:37). Ҫавӑн пекех ҫамрӑк ачасем ашшӗ-амӑшӗ пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхнине тата пурнӑҫра Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна лартнине кураҫҫӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене ҫавӑн пекех шухӑшлама вӗренме пулӑшӗ (Екклесиаст 7:12; Матфей 6:31—33).

Библие тӑтӑшах вӗренни ҫемьешӗн питӗ кирлӗ

12, 13. Ҫемьепе пӗрле вӗренесси ӑнӑҫлӑ пултӑр тесен мӗн асра тытмалла?

12 Кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Библи вӗренни ҫамрӑк ачасене Библири чӑнлӑхсене хаклама вӗрентме питӗ вӑйлӑ пулӑшать (Псалом 118:33, 34; Ытарӑшсем 4:20—23). Ҫапла вӗренессине пӗр сиктермесӗр ирттерни питӗ кирлӗ (Псалом 1:1—3). Малтан ҫемьепе пӗрле вӗренесси валли, унтан кӑна ытти ӗҫсем валли вӑхӑт уйӑрмаллине, ҫакӑ урӑхла пулмалла маррине ашшӗ-амӑшӗн те, ачисен те ӑнланмалла. Унсӑр пуҫне, вӗренни усӑ патӑр тесен ун ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Пӗр ашшӗ каланӑ: «Вӑрттӑнлӑхӗ ҫемьепе пӗрле вӗренессине ертсе пыраканӗ ҫемьерисене ирӗклӗн, анчах та ҫӑмӑлттайла мар, тытма тата пӗр-пӗрне хисеплеме пулӑшма тӑрӑшнинче. Ҫакна пурнӑҫа кӗртме пур чухне те ҫӑмӑл мар, тата час-часах ҫамрӑк ачасене ҫапла вӗренесси ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентме тивет. Пӗр е икӗ хут та пурте тенӗ пекех пулмарӗ пулсан та, ан парӑнӑр, ҫитес вӗренӗве куҫ умӗнче тытӑр». Ҫак ашшех кашни заняти умӗн Иеговӑна кӗлӗ тӑватӑп, кашни хутшӑнаканӗ пирки вӑл вӗренӳ ҫине тӗрӗс пӑхтӑр тесе тӗплӗн ыйтатӑп тенӗ (Псалом 118:66).

13 Ҫемьепе пӗрле вӗреннине ирттересси — ӗненекен ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫлӗхӗ. Чӑн та, хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ пирки, тен, питӗ ӑста вӗрентекен теме ҫук, вӗсене ҫемьепе пӗрле вӗренессине интереслӗ тума йывӑр. Ҫапах та ачӑрсене «ӗҫпе, чӑнлӑхпа» юрататӑр пулсан, эсир вӗсене Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма, хӑвӑра кӗҫӗне хурса, чӗререн пулӑшас тейӗр (1 Иоанн 3:18). Вӑхӑтран вӑхӑта ҫамрӑк ачӑрсем хӑйсем килӗшменнине кӑтартма пултарӗҫ, анчах вӗсем эсир вӗсене пӗтӗм чӗререн ырӑ тӑвассишӗн тӑрӑшнине ӑнланма пултараҫҫӗ.

14. Библири чӑнлӑхсене ачасемпе сӳтсе явас тӗлӗшрен Саккуна астутарни 11:18, 19-мӗшӗсемпе мӗнле усӑ курма пулать?

14 Библири чӑнлӑхсене ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ чухне кӑна мар сӳтсе явмалла. Иегова ашшӗ-амӑшне мӗн тума хушнине астӑватӑр-и? Вӑл каланӑ: «Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр; вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт» (Саккуна астутарни 11:18, 19; Саккуна астутарни 6:6, 7 те пӑхӑр). Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗн ачисене пӗрмаях каласа памаллине пӗлтермест. Анчах юратакан ҫемье пуҫӗ хӑйӗн ҫемйи Турӑ пек шухӑшлама вӗренсе пытӑр тесе яланах майсем шырӗ.

ВӖРЕНТНИ ТАТА ХИСЕПЛЕНИ

15, 16. а) Вӗрентни шутне мӗн кӗрет? ӑ) Ачана вӗрентсе каласси камӑн тивӗҫлӗхӗ шутланать тата ӑна пурнӑҫласси камран килет?

15 Вӗрентни — тӳрлетес тесе ӑс пани; ун шутне калаҫни те кӗрет. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе наказани кирлӗ пулсан та, вӗрентни ытларах тӳрлетмеллине пӗлтерет. Сирӗн ачӑрсене вӗсем пӗчӗкрех пулнӑ чухне вӗрентмелле пулнӑ, анчах вӗсене халӗ те, ҫамрӑк ача пулнӑ чухне, хӑш-пӗр тӗлӗшрен ӑс пани тата тӳрлетни, тен, малтанхинчен те ытларах кирлӗ. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫамрӑк ачасем ҫакӑ чӑн пулнине пӗлеҫҫӗ.

16 Библире каланӑ: «Ӑссӑрри ашшӗ вӗрентсе каланине уямасть; питленине тӑнлакан вара — ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын» (Ытарӑшсем 15:5). Ҫак сӑвӑ йӗрки нумай тӗлӗшрен вӗрентет. Вӑл ачана вӗрентсе калама пулнине кӑтартать. Вӗрентсе калама пулман пулсан, ҫамрӑк ача ӑна «уямасӑр» тӑма пултарайман пулӗччӗ. Вӗрентсе калас тивӗҫлӗхе Иегова ашшӗ-амӑшне, уйрӑмах ашшӗне, шанса панӑ. Анчах ӑс панине итлес тӗлӗшпе ҫамрӑк ача хӑй яваплӑ. Вӑл ашшӗпе амӑшӗн ӑслӑ канашӗсене итлет пулсан, питӗ нумай вӗренме пултарать тата сахалтарах йӑнӑш тӑвать (Ытарӑшсем 1:8). Библире каланӑ: «Вӗрентнине йышӑнман ҫын ҫука тухать, намӑс курать, ӑс панине тимлекен хисепе кӗрет» (Ытарӑшсем 13:19).

17. Ҫамрӑк ачасене вӗрентнӗ чухне ашшӗ-амӑшӗн хӑш тӗлӗшрен виҫине пӗлмелле?

17 Ҫамрӑк ачасене вӗрентнӗ чухне ашшӗ-амӑшне виҫине пӗлни кирлӗ. Вӗсен нихӑҫан та ытлашши хытӑ ыйтмалла мар, ҫакӑ ачасене тарӑхтарӗ тата вӗсем хӑйсене тивӗҫлипе хаклама вӗренеймӗҫ (Колоссӑ 3:21). Ҫапах та ашшӗ-амӑшӗн ытлашши ҫемҫе кӑмӑллӑ та пулмалла мар, ҫакна пула ачисем питӗ кирлине вӗренме пултараймӗҫ. Ҫакӑн пек ҫемҫелӗх сиенлӗ. Ытарӑшсем 29:17 каланӑ: «Ывӑлна хаса пар, вара вӑл сана канӑҫлӑх кӳрӗ, чунна савӑнтарӗ, йӑпатӗ». 21-мӗш сӑвӑ йӗркинче вара ҫапла каланӑ: «Чурана ачаранах ачаш пӑхса ӳстерсессӗн, пурӑна киле вӑл санӑн ывӑлу пулас тейӗ [«пархатарсӑр пулӗ», ҪТ]». Ҫак сӑвӑ йӗркинче чура пирки каланӑ пулин те, вӑл ҫемьери ҫамрӑк ачана та пырса тивет.

18. Вӗрентни мӗн ҫирӗплетсе парать тата ачана кулленех вӗрентсен ашшӗ-амӑшӗ мӗнле лару-тӑрупа тӗл пулмасан та пултарӗ?

18 Чӑнах та, пӗлсе вӗрентни ашшӗпе амӑшӗ ачине юратнине ҫирӗплетсе парать (Еврейсем 12:6, 11). Эсир ашшӗ-амӑшӗ пулсан, ачана кунсерен пӗлсе вӗрентсе тӑма мӗн тери йывӑр пулнине пӗлетӗр. Ҫемьери мире упрас тесе кутӑн ҫамрӑк ачана хӑй мӗн тӑвас тенине тума ирӗк пани ҫӑмӑлтарах пулнӑ пек туйӑнма та пултарӗ. Анчах ашшӗ-амӑшӗ ҫакӑн пек ҫулпа кайрӗ пулсан, ҫакӑ кил-йышрисем пачах та итлеме пӑрахни патне илсе ҫитерӗ (Ытарӑшсем 29:15; Галати 6:9).

ӖҪ ТАТА ВӐЙӐ-КУЛӐ

19, 20. Ҫамрӑк ачисене вӑйӑ-кулӑ суйласа илме парас тӗлӗшрен ашшӗ-амӑшӗ ӑслӑлӑх мӗнле кӑтартма пултарать?

19 Ӗлӗкрех ачасенчен вӗсем килте тата кил хуҫалӑхра ашшӗ-амӑшне пулӑшасса кӗтнӗ. Паян ачасен хӑйсем тӗллӗн, ирӗклӗн ирттерекен пушӑ вӑхӑт нумай. Ҫав вӑхӑта тултарма коммерци тӗнчи тӗрлӗрен вӑйӑ-кулӑ сӗнет. Ун ҫумне тата Библири нравственность нормисем ҫине тӗнче ҫӑмӑллӑн пӑхнине хушӑр, вара эсир пулма пултаракан инкекӗн сӑлтавӗсене пӗлӗр.

20 Ҫавӑнпа та ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗ епле вӑйӑ-кулӑ ҫинче чарӑнса тӑрассине хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлать. Анчах ҫамрӑк ачӑр ӳссе пынине ан манӑр. Вӑл, паллах, ҫулсерен хӑйӗнпе ҫитӗннӗ ҫынпа тытнӑ пек тытасса кӗтет. Ҫавӑнпа ҫамрӑк ача ҫитӗннӗ ҫын пулса тӑнӑ май вӑйӑ-кулла тӗрӗс суйласа илме пӗлни курӑнать пулсан, ашшӗ-амӑшӗ ӑна вӑйӑ-кулла хӑйне суйласа илме ытларах ирӗк пани ӑслӑ пулнӑ пулӗччӗ. Хӑш-пӗр чухне ҫамрӑк ача япӑх кӗвӗ-юрӑ, юлташсем тата мӗн те пулин тӗрӗс маррине суйласа илме пултарать. Ҫакӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, малашне вӑл тӗрӗс суйласа илме пӗлтӗр тесе унпа калаҫса илмелле.

21. Вӑйӑ-кулӑ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрас енпе ӑслӑ-тӑнлӑ пулни ҫамрӑк ачана мӗнле хӳтӗлет?

21 Вӑйӑ-кулӑ валли мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмалла-ха? Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫамрӑк ачасем хӑйсен пӗр вӗҫӗмсӗр савӑнма-киленме юрать тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫамрӑк ача вӑхӑта епле ирттересси пирки шутланӑ чухне тӗрлӗ вӑйӑ-кулла, пӗрин хыҫҫӑн теприне, палӑртма пултарать. Ашшӗ-амӑшӗн ачисене ытти ӗҫсем валли, калӑпӑр, ҫемье валли, хӑй тӗллӗн вӗренме, Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ христиансемпе хутшӑнма тата килти тивӗҫлӗхӗсене тума вӑхӑт уйӑрма хӑнӑхтармалла. Ҫакӑ «пурӑнӑҫ киленӗҫне» Турӑ Сӑмахне хупласа хума памӗ (Лука 8:11—15).

22. Ҫамрӑк ача пурнӑҫӗнче вӑйӑ-кулӑсӑр пуҫне тата мӗн пулни питӗ кирлӗ?

22 Соломон патша ҫапла каланӑ: «Эпӗ ӗнтӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: вӗсемшӗн хӑйсенӗн пурӑнӑҫӗнче савӑнассинчен, ырӑ тӑвассинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук. Ҫын ӗҫет-ҫиет пулсассӑн, кирек мӗнле ӗҫӗнче те ыррине курать пулсассӑн, ку вӑл — Турӑ панӑ телей» (Екклесиаст 3:12, 13). Ҫапла, савӑнасси — виҫеллӗ пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ. Анчах тата тимлесе ӗҫлени пур. Паян нумай ҫамрӑк ача тимлесе ӗҫлени кӑмӑла епле тултарнине е пӗр-пӗр йывӑрлӑха татса панӑ хыҫҫӑн хӑйне епле хисеплессине пӗлмест. Хӑйне пуласлӑхра тӑрантарма пулӑшакан специальность илме е пултарулӑха аталантарма май пур ҫамрӑк ачана та параҫҫӗ теме ҫук. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑннипех те йывӑр ӗҫ. Сирӗн ачӑрӑн ҫакӑн пек май пултӑр тесе тӑрӑшӑр-ши эсир? Эсир ҫамрӑк ачӑра тимлесе ӗҫлессине хаклама тата юратма вӗрентме пултартӑр пулсан, вӑл ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхӗ, ҫакӑ ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех усӑ парӗ.

ҪАМРӐК АЧА ҪИТӖНСЕ ҪИТСЕН

Ачӑрсене юратупа пархатарлӑх кӑтартӑр

23. Ашшӗ-амӑшӗ ҫамрӑк ачисене мӗнле хавхалантарма пултарать?

23 Сирӗн ҫамрӑк ачӑрпа проблемӑсем пулаҫҫӗ пулин те, Библире «юрату нихӑҫан та пӗтмӗ» тесе ҫырни пурпӗрех тӗрӗс (1 Коринф 13:8). Ачӑра эсир, паллах, юрататӑр, ҫав юрату туйӑмӗсене нихӑҫан та ан пытарӑр. Кашниех, ашшӗ те, амӑшӗ те, хӑйӗнчен ыйттӑр: «Эпӗ кашни ачана вӑл проблемӑна татса панӑ чухне е йывӑрлӑхсене ҫӗнтернӗ чухне унӑн мӗн лайӑх пулнишӗн мухтатӑп-и? Эпӗ хамӑн ачасене хам вӗсене юратнине тата пархатарлӑ пулнине кӑтартма меллӗ самантсемпе усӑ куратӑп-и е ҫакна тумастӑп?» Хӑш-пӗр чухне пӗр-пӗрне ӑнланманни пулма пултарать пулин те, ҫамрӑк ачӑрсем эсир вӗсене юратнине ҫирӗп ӗненеҫҫӗ пулсан, вӗсем те сире юратӗҫ пулӗ.

24. Ачасене вӗрентес тӗлӗшрен Библири хӑш принцип хӑй тӗп правило пулнине тӳрре кӑларать, анчах ҫак енпе мӗн ҫинчен манмалла мар?

24 Паллах, ҫитӗнсен ачасем кирлӗ йышӑнусене майӗпен хӑйсемех туса пырӗҫ. Хӑш-пӗр чухне ҫак йышӑнусем ашшӗ-амӑшне килӗшмесен те пултарӗҫ. Ача Иегова Турӑшӑн ӗҫлес темерӗ пулсан, вӗсен мӗн тумалла? Вӗт ҫакӑн пекки пулма пултарать. Иегова пултарнӑ ангелсенчен хӑшӗ-пӗри те ӑна итлеме пӑрахнӑ тата хирӗҫ тӑнӑ (Пултарни 6:2; Иуда 6). Ача вӑл компьютер мар, ачасем хӑйсене сире килӗшнӗ пек тытчӑр тесе вӗсене программа пама пулмасть. Вӗсен суйласа илме ирӗк пур, вӗсене ҫапла пултарнӑ, вӗсем хӑйсен йышӑнӑвӗсемшӗн Иегова умӗнче хӑйсем явап тытӗҫ. Ҫапла пулин те Ытарӑшсем 22:6-мӗшӗнчи сӑмахсем тӗп правило пулса юлни тӗрӗс пулать: «Ҫамрӑка хӑй ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрент, вара вӑл ватӑлса ҫитсен те ҫав ҫултан пӑрӑнмӗ».

25. Чыс тунӑшӑн — ашшӗ-амӑшӗ пулма панӑшӑн — Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли мӗнле чи лайӑх меслет пур?

25 Эппин, ачӑрсене юратнине яланах кӑтартӑр. Вӗсене Библи принципӗсем тӑрӑх вӗрентсе ӳстерес тесе хӑвӑр пултарнине пурне те тӑвӑр. Турра юрӑхлӑ пурӑнса вӗсене лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр. Ҫапла туса эсир ачӑрсене яваплӑ, Турра хисеплекен ҫитӗннӗ ҫын пулма пулӑшӑр. Ҫакӑ ашшӗ-амӑшӗ пулма парса чыс тунӑшӑн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартмалли чи лайӑх меслет.