7-МӖШ ЫЙТУ
Мана ар ҫыхӑнӑвне кӗме ӳкӗтлеҫҫӗ пулсан, манӑн мӗн тумалла?
ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?
Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Анна Максима икӗ уйӑх хушши кӑна пӗлет, анчах та вӗсем пӗр-пӗрне яланах пӗлнӗ пек туйӑнать ӑна. Вӗсем пӗр-пӗрин патне пӗр вӗҫӗмсӗр СМСсем ярса тӑраҫҫӗ тата сехечӗ-сехечӗпе пӗр-пӗринпе телефонпа калаҫаҫҫӗ. Пӗри калаҫма пуҫласанах тепри тӳрех унӑн шухӑшне малалла тӑсать. Анчах та халӗ Максим ҫакӑн пек калаҫнипе ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар.
Икӗ уйӑх хушшинче Максимпа Анна пӗр-пӗрне алӑран тыткаланӑ тата чуптукаласа илкеленӗ. Аннӑна хальлӗхе ҫакӑ ҫителӗклӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл Максима та ҫухатасшӑн мар. Максимпа ҫеҫ вӑл хӑйне хитре тата савнӑ ҫын пек туять. «Ҫитменнине тата,— шутлать вӑл,— эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр вӗт».
Санӑн каччӑпа хӗр пек ҫӳреме ҫулсем ҫитнӗ пулсан, Анна вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, эсӗ хӑвна мӗнле тытнӑ пулӑттӑн?
ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!
Эсӗ ҫутҫанталӑк законне, калӑпӑр, япаласем пӗр-пӗрин патне туртӑннин законне, пӑсрӑн пулсан, ҫакӑ саншӑн питӗ япӑх вӗҫленӗ. Нравственность законне, сӑмахран, «аскӑнлӑхран пӑрӑнма» хушакан закона, пӑссан та ҫавнашкалах пулӗ (1 Фессалоника 4:3, ҪХ).
Кайран вара мӗн пулӗ? Библире каланӑ: «Аскӑн ӗҫ тӑвакан хӑй ӳтне сиен туса ҫылӑха кӗрет» (1 Коринф 6:18). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла?
Тӗпчев ӗҫӗсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, мӑшӑрланиччен ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ каччӑсемпе хӗрсенчен нумайӑшӗн аяларах каланӑ япаласенчен пӗринчен те пулин хӗн курма тивнӗ:
-
ӲКӖННИ. Мӑшӑрланиччен ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ ҫамрӑксем кайран ҫавӑншӑн ӳкӗнме тиврӗ тенӗ.
-
ШАНМА ПӐРАХНИ. Ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ хыҫҫӑн каччи те, хӗрӗ те ҫапла шухӑшлама пуҫлать: «Тата кампа вӑл ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ-ши?»
-
ӖМӖТ ТАТӐЛНИ. Хӗрсем чун тӗпӗнче хӑйсемшӗн кам та пулин тӑрӑшасса кӗтеҫҫӗ, вӗсен хӑйсене усӑ курнӑ хыҫҫӑн кӑларса пӑрахнӑ япала вырӑнне хуртарас килмест. Каччӑсене вара нумайӑшне хӗр, ар ҫыхӑнӑвне кӗме килӗшнӗ хыҫҫӑн, килӗшсех кайманнине асӑрхаҫҫӗ.
-
Пӗтӗмлетӳ. Мӑшӑрланиччен ар ҫыхӑнӑвне кӗме килӗшнипе эсӗ ятна яратӑн тата темскер чӑннипех хаклине ҫухататӑн (Рим 1:24).Санӑн кӗлеткӳ питӗ хаклӑ, ҫавӑнпа та ӑна упра!
«Аскӑнлӑхран пӑрӑнма» хушнӑ Туррӑн ӳкӗтне тытса тӑма ҫирӗп шут тытнине кӑтарт (1 Фессалоника 4:3, ҪХ). Вара каярахпа авлансан е качча кайсан, ар ҫыхӑнӑвне кӗме санӑн ирӗк пулӗ. Ун чухне санӑн савӑнӑҫна нимӗн те пӗтерме пултараймӗ, мӗншӗн тесен санӑн мӑшӑрланиччен ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки пулакан чун ыратӑвӗ те, ӳкӗнесси те, хӑвна ниме тӑман ҫын пек туясси те тата ытти инкек-синкек те пулмӗ (Ытарӑшсем 7:22, 23; 1 Коринф 7:3).
ЭСӖ МӖН ШУТЛАТӐН?
-
Сана чӑннипех юратакан ҫын санӑн сывлӑхна, туйӑмусене сиен кӳме пултаракан ӗҫсем тӑвӗ-ши?
-
Вӑл сана хӑвӑнпа Турӑ хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултаракан ӗҫсем тума хӗтӗртӗ-ши? (Еврейсем 13:4.)