Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ ЫЙТУ

Тантӑшсем хӗснине эпӗ мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратӑп?

Тантӑшсем хӗснине эпӗ мӗнле хирӗҫ тӑма пултаратӑп?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Хӑв мӗне хакланине ыттисем умӗнче хӳтӗлеме вӗренсе ҫитсен, эсӗ хӑвӑн пурнӑҫупа хӑв хуҫа пулӑн, ыттисене хӑвӑнпа хуҫаланма памӑн.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Брайан патне унпа пӗр класра вӗренекен икӗ арҫын ача пыраҫҫӗ. Брайан хӑйӗн чӗри кӑлт-кӑлт тапнине туйма пуҫлать, вӗт ҫак эрнере вӗсем ӑна икӗ хутчен чӗлӗм турттарасшӑн пулчӗҫ. Ку вара вӗсем ҫакна виҫҫӗмӗш хут тума хӑтланса пӑхни пулать ӗнтӗ.

Пӗрремӗш арҫын ачи калать:

— Эсӗ каллех пӗччен-им? Манӑн сана валли пӗр япала пур. Вӑл сана тунсӑхлама памӗ.

Вӑл «пӗр япала» тенине чеен куҫне хӗссе илсе вӑрӑммӑн тӑсса калать. Вӑл аллине кӗсйине чикет та ҫав япалана туртса кӑларать, унтан ӑна Брайан еннелле тӑсать.

Брайан унӑн аллинче чӗлӗме курать. Унӑн чӗри тата хытӑрах тапма пуҫлать.

— Кирлӗ мар, эпӗ сире каларӑм-ҫке...

Тепри Брайана пӳлсе калать:

— Эсӗ мӗн, хӑравҫӑ-им?

— Хӑравҫӑ мар эпӗ...

Вӗсенчен пӗри аллине Брайанӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурать те ҫемҫен калать:

— Туртса пӑх!

Тепри чӗлӗме Брайанӑн тути патне тӑсса чеен йӑл кулса калать:

— Эпир никама та каласа памастпӑр. Никам та пӗлмӗ.

Эсӗ Брайан вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

Мӗншӗн Брайан тантӑшӗсем чӗлӗм туртаҫҫӗ? Вӗсем хӑйсемех ҫавна тума шут тытнӑ-ши? Ҫук пуль. Тӗпрен илсен, ыттисем хистенине пула вӗсем ҫавна тума тытӑннӑ. Ыттисене хӑйсенчен ютшӑнма парас мар тесе вӗсем хӑйсемпе ыттисене хуҫаланма параҫҫӗ.

Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекрӗн пулсан, сана хӑв пӗлнӗ пек тума тата тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑма мӗн пулӑшӗ?

  1. МӖН ПУЛМА ПУЛТАРНИНЕ МАЛАРАХ КУРМА ТӐРӐШ

    Библире каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ» (Ытарӑшсем 22:3).

    Хӑрушлӑха час-часах маларах асӑрхама пулать. Сӑмахран, эсӗ кайма шутланӑ ҫул ҫинче пӗр класра вӗренекенсем чӗлӗм туртса тӑнине аякранах куртӑн тейӗпӗр. Мӗн пулса тухма пултарнине малтанах курнине пула эсӗ ҫав йывӑрлӑхран пӑрӑнма пултарӑн.

  2. ШУХӐШЛАСА ПӐХ

    Библире каланӑ: «Совеҫе таса упрӑр» (1 Петр 3:16, ҪТ).

    Хӑвӑнтан ыйт: «Эпӗ нумайӑшӗ хыҫҫӑн кайсан, кайран манпа мӗн пулӗ?» Тен, тантӑшсем сана пӗр вӑхӑтлӑха хӑйсенни пек йышӑнӗҫ, анчах та эсӗ кайран хӑвна мӗнле туйӑн? Тантӑшсене юрас тесе эсӗ хӑв мӗне ӗненнине те хаклама пӑрахасшӑн-и? (Тухни 23:2.)

  3. ЙЫШАНУ ТУ

    Библире каланӑ: «Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет» (Галати 6:7).

    Халӗ-и е каярахпа, мӗн тумаллине суйласа илме, унтан вара ҫавӑншӑн явап тытма тиветех. Библире тӗрӗссине суйласа илнӗ ҫынсем: Иосиф, Иов тата Иисус Христос — ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех унта япӑххине суйласа илнӗ ҫынсем ҫинчен те, калӑпӑр, Каин, Исав тата Иуда Искариот ҫинчен каланисем пур. Эсӗ хӑвна мӗнле тытӑн?

Библире каланӑ: «Сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑкли нумаййи тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ» (Лука 16:10). Эсӗ хӑвӑн ӗҫӳсем мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн йышӑну турӑн пулсан, сана хӑв мӗне ӗненнине тата хакланине каласа пама самаях ҫӑмӑл пулӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара пиллӗхсем те килӗҫ.

Тантӑшусене апла тума юрать, капла юрамасть тесе ҫине-ҫине каласа ан тӑр. Ялан тенӗ пекех чи кирли вӑл — ҫирӗппӗн «ҫук» тени. Хӑвӑн сӑмахусем тата ӗнентерӳллӗрех пулччӑр тесе эсӗ ҫакӑн пек калама пултаратӑн:

  • «Куна мансӑрах тӑвӑр!»

  • «Кун пирки манпа урӑх калаҫнӑ ан пултӑр!»

  • «Эсир мана япӑх пӗлетӗр пулмалла!»

Чи кирли вӑл — тӳрех татӑклӑн хуравлани. Ҫавӑн пек тусан, вӗсем санран хӑвӑртах пӑрӑнса утӗҫ. Ҫакӑ вара сана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерӗ.

ЫТТИСЕМ МӐШКӐЛЛАСА КУЛНӐ ЧУХНЕ САНӐН ХӐВНА МӖНЛЕ ТЫТМАЛЛА?

Тантӑшсем хӗснине парӑнсан, эсӗ робот пек пулса тӑратӑн, мӗншӗн тесен вӗсене хӑвӑнпа хуҫаланма паратӑн

Калӑпӑр, тантӑшсем санран тӑрӑхласа кулаҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем сана ҫапла калаҫҫӗ: «Мӗн, хӑраса ӳкрӗн-им?» Ҫакна асра тыт: час-часах тантӑшсем ыттисем ҫине витӗм кӳрес тесе вӗсенчен мӑшкӑлласа кулма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне санӑн хӑвна мӗнле тытмалла? Санӑн сахалтан та икӗ май пур:

  • Хӑвна мӑшкӑлласа каланӑ сӑмахсемпе килӗшме пултаратӑн. («Ҫапла, эпӗ хӑратӑп». Унтан хӑв мӗншӗн хӑранине кӗскен ӑнлантарса пар.)

  • Тен, эсӗ хирӗҫ калас тейӗн. Хӑв мӗншӗн пӗр-пӗр ӗҫе тӑвасшӑн пулманнине ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн вӗсене хӑйсен пуҫӗпе шухӑшласа пӑхма пулӑш. («Чӗлӗм туртма кирлӗ маррине эсир пӗлетӗр пуль тесе шутланӑччӗ эпӗ!»)

Тантӑшусем йӗкӗлтеме чарӑнмарӗҫ пулсан, вӗсем патӗнчен пӑрӑнса ут! Мӗн чухлӗ нумайрах эсӗ вӗсемпе тӑратӑн, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах вӗсем сана хӗсме тӑрӑшӗҫ. Пӑрӑнса утнипе эсӗ ыттисене хӑвӑнпа хуҫаланма паманнине кӑтартӑн.

Тантӑшсем витӗм кӳни пулатех. Анчах та эсӗ хӑв мӗне ӗненнине тата хакланине ҫирӗп тытса тӑма, вӗсем ҫинчен ыттисене каласа пама тата лару-тӑрӑва хӑвӑн аллунта тытса тӑма пултаратӑн. Тӗрӗссипе каласан, эсӗ мӗн суйласа илесси санран хӑвӑнтан килет! (Иисус Навин 24:15.)