Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ ЫЙТУ

Хамӑн йӑнӑшсене мӗнле тӳрлетмелле?

Хамӑн йӑнӑшсене мӗнле тӳрлетмелле?

МӖНШӖН ҪАКНА ПӖЛМЕЛЛЕ

Хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнма вӗреннӗ май эсӗ яваплӑ та шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулса пырӑн.

ЭСӖ МӖН ТУНӐ ПУЛӐТТӐН?

Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑш: Дима туссемпе вылять. Вӑл мечӗкпе перет те ӑнсӑртран кӳршӗ машинин кантӑкне ҫӗмӗрет.

Дима вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, эсӗ хӑвна мӗнле тытнӑ пулӑттӑн?

ЧАРӐНСА ТӐР ТА ШУХӐШЛАСА ПӐХ!

САНӐН ВИҪӖ МАЙ ПУР:

  1. А. Таратӑн.

  2. Ӑ. Айӑпа кам ҫине те пулин йӑвантаратӑн.

  3. Б. Мӗн пулса тухнине кӳрше каласа паратӑн та сиен тунине хам тӳлесе татӑп тетӗн.

Тен, эсӗ А мая суйласа илес тейӗн. Анчах эсӗ кантӑк ҫӗмӗртӗн-и е мӗнле те пулин урӑх сӑтӑр турӑн-и, хӑвӑн йӑнӑшусене пытарса тӑманни чылай лайӑхрах. Ҫавна мӗншӗн тума кирлине кӑтартакан темиҫе сӑлтав пур.

ЙӐНӐШСЕНЕ ПЫТАРМАЛЛА МАРРИНЕ КӐТАРТАКАН ВИҪӖ СӐЛТАВ

  1. Ҫакна туни тӗрӗс.

    Библире каланӑ: «Эпир... ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр» (Еврейсем 13:18).

  2. Хӑйӗн йӑнӑшӗсене пытарса тӑман ҫынна ытларах чухне ыттисем каҫараҫҫӗ.

    Библире каланӑ: «Усал ӗҫӗсене пытарса пурӑнаканӑн ӑнӑҫу пулмӗ; вӗсенчен ӳкӗнекене, вӗсене пӑрахакана — каҫарӗҫ» (Ытарӑшсем 28:13).

  3. Чи кирли вӑл — ҫакна Турӑ ырлать.

    Библире каланӑ: «Акӑ Эсӗ [Иегова] чӗрери чӑнлӑха кӑмӑлларӑн» (Псалом 50:8).

20 ҫулхи Каринӑна машинӑна ытлашши пысӑк хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑшӑн штрафланӑ пулнӑ, ҫакӑн ҫинчен вӑл ашшӗне каласа парас мар тенӗ. Анчах та вӑл ҫакна чылайччен пытарса тӑрайман. «Ҫулталӑк патнелле вӑхӑт иртсен,— аса илет Карина,— ман ятпа килнӗ штраф квитанцине атте курчӗ. Мана самаях лекрӗ!»

Ҫакӑнтан мӗне вӗренме пулать? Карина калать: «Хӑвӑн йӑнӑшусене пытарса тӑрсан хӑвнах япӑх пулӗ. Вӗсемшӗн каярахпа явап тытма тиветех!»

ХӐВӐН ЙӐНӐШУСЕНЧЕН ӐСА МӖНЛЕ ВӖРЕНМЕЛЛЕ

Библире каланӑ: «Эпир пурсӑмӑр та ҫылӑха ахаль те нумай кӗретпӗр» (Иаков 3:2). Хамӑр йӑнӑшсене пирӗн тӳрех каласа памаллине эпир куртӑмӑр ӗнтӗ. Ҫакӑ вӑл ҫын хӑйне кӗҫӗне хунине тата ҫитӗнсе ҫитнине кӑтартакан паллӑ.

Тепӗр утӑм вӑл — хамӑр тунӑ йӑнӑшсенчен ӑса вӗренесси. Вера ятлӑ хӗр каласа парать: «Эпӗ хамӑн йӑнӑшсем ҫине ӑса вӗренме пулӑшакан май ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшатӑп. Ҫапла вара кашни йӑнӑш мана хама лайӑхланса пыма тата пуласлӑхра, ҫакӑн пек лару-тӑру сиксе тухсан, хама урӑхла тытма пулӑшӗ». Ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухар.

Эсӗ аҫуран велосипед илтӗн те ӑна ҫӗмӗртӗн. Эсӗ вара мӗн тунӑ пулӑттӑн?

  • Атте асӑрхамӗ тесе ҫакӑн ҫинчен ӑна каласа памастӑн.

  • Аҫуна веҫех каласа паратӑн.

  • Аҫуна каласа паратӑн, анчах айӑпа теприн ҫине йӑвантаратӑн.

Хатӗрленсе кайман пирки эсӗ экзамен параймарӑн. Эсӗ вара мӗн тунӑ пулӑттӑн?

  • Экзамен питӗ йывӑр тесе калатӑн.

  • Хамах айӑплӑ тейӗн.

  • Учитель мана юратсах каймасть тетӗн.

Унччен тунӑ йӑнӑшсене аса илсе тӑни вӑл машин рульне тытса пынӑ чухне хыҫалтине кӑтартакан куҫкӗски ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса пынипе пӗрех

Маларах каланӑ тӗслӗхсене тепӗр хут пӑхса тух та хӑвна 1) аҫу тата 2) учитель вырӑнне ларт. Эсӗ хӑвӑн йӑнӑшна пытармасӑр каласа патӑн пулсан, аҫу тата учитель сан ҫинчен мӗн шутланӑ пулӗччӗҫ? Каласа паман пулсан, мӗн шутланӑ пулӗччӗҫ?

Халӗ вара ҫак ҫулталӑкра хӑв тунӑ йӑнӑша аса ил те аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хуравла.

Мӗнле йӑнӑш вӑл? Эсӗ хӑвна мӗнле тытрӑн?

  • Ун ҫинчен каласа памарӑн.

  • Айӑпа теприн ҫине йӑвантартӑн.

  • Тӳрех каласа патӑн.

Йӑнӑшна каласа памарӑн пулсан, каярахпа эсӗ хӑвна мӗнле туйрӑн?

  • Лӑштах сывласа ятӑн — лекмерӗн!

  • Айӑпа туйса илтӗн, тӗрӗссине каласа памалла пулчӗ.

Санӑн хӑвна мӗнле тытмалла пулнӑ?

Хӑв тунӑ йӑнӑшран эсӗ мӗне вӗрентӗн?

ЭСӖ МӖНЛЕ ШУТЛАТӐН?

Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсен йӑнӑшӗсене каласа парасшӑнах мар?

Эсӗ хӑвӑн йӑнӑшусене яланах пытарма тӑрӑшатӑн пулсан, ҫынсем сан ҫинчен мӗн шутлама пултараҫҫӗ? Анчах та хӑвӑн йӑнӑшусене пытарса тӑмастӑн пулсан, вӗсем сан ҫинчен мӗн шутлӗҫ? (Лука 16:10.)