Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛӖР

10-МӖШ УРОК

Чуна парса ӗҫлӗр

Чуна парса ӗҫлӗр

Библири принцип: «Эпир сире Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерме ҫеҫ мар, хамӑр чунӑмӑра та пама хатӗр пултӑмӑр, мӗншӗн тесен эпир сире питӗ хытӑ юратрӑмӑр» (1 Фес. 2:8).

Иисус мӗн тунӑ?

1. ВИДЕО пӑхӑр е Иоанн 3:1, 2 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Эсир мӗнле шутлатӑр: мӗншӗн Никодим Иисус патне ҫӗрле килнӗ? (Иоанн 12:42, 43 пӑхӑр.)

  2.  ӑ) Иисус Никодимпа ҫӗрле тӗл пулнипе вӗренекенсене хатӗрлесси хӑйӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Эпир ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулса тӑма пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине веҫех тӑватпӑр пулсан, вӗсене юратнине кӑтартатпӑр.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Ҫынпа ӑна майлӑ вӑхӑтра тата ӑна килӗшекен вырӑнта Библи вӗренӗр. Тен, вӑл эрнере пӗр-пӗр кунра ҫеҫ е пӗр-пӗр вӑхӑтра кӑна вӗренме пултарать. Ӑна сирӗнпе вӗренме ытларах ӑҫта килӗшет: ӗҫре-и, килте-и е халӑх ҫурекен вырӑнта-и? Ҫынна хӑш вӑхӑтра тата ӑҫта вӗренме килӗшнине шута илсе хӑвӑр графика улӑштарма хатӗр пулӑр.

4. Пӗр сиктермесӗр вӗренме тӑрӑшӑр. Эсир пӗр вӑхӑт хушши пулмастӑр пулсан, Библи вӗренӗвӗ пулмасть тесе ан калӑр. Ун вырӑнне ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Эсир Библи вӗренӗвне ҫав эрнерех урӑх кунра ирттерме пултараймастӑр-и?

  2.  ӑ) Эсир Библи вӗренӗвне телефон урлӑ е видеоҫыхӑну мелӗпе ирттерме пултараймастӑр-и?

  3.  б) Эсир пӗр-пӗр хыпарҫӑна Библи вӗренӗвне ирттерме ыйтма пултараймастӑр-и?

5. Тӗрӗс шухӑш-кӑмӑл пирки кӗлтӑвӑр. Ҫын Библи вӗренӗвӗсене сиктерет пулсан та е Библири канашсене пурнӑҫра тытса тӑма васкамасть пулсан та, Иеговӑна кӗлтуса ҫак ҫынран нимӗн те пулмасть тесе шутлама ан парсам мана тесе ыйтӑр (Флп. 2:13). Библи вӗренекен ҫыннӑн лайӑх енсем пур паллах. Иеговӑран кӗлӗре ҫав лайӑх енсене курма пулӑшсам тесе ыйтӑр.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР