КАЛАҪУ ПУҪЛӐР
2-МӖШ УРОК
Калаҫу хӑйне хӑех пулса пытӑр
Библири принцип: «Вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх!» (Ытар. 15:23).
Филипп мӗн тунӑ?
1. ВИДЕО пӑхӑр е Апостолсен ӗҫӗсем 8:30, 31 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:
Филипран эпир мӗне вӗренетпӗр?
2. Калаҫу хӑйне хӑех пырать пулсан, ҫын хӑйне ирӗклӗрех туять тата унӑн Библири хыпара итлеме ытларах кӑмӑл пулӗ.
Филипран тӗслӗх илӗр
3. Тимлӗ пулӑр. Ҫын сӑн-питне тата кӗлеткине мӗнле вылятни пире ун ҫинчен нумай мӗн каласа пама пултарать. Ҫын сирӗнпе калаҫасшӑн-и? Калаҫасшӑн пулсан, ӑна Библири пӗр-пӗр шухӑша каласа памашкӑн «Эсир ҫакна пӗлетӗр-и...» тесе ыйтса калаҫу пуҫлама пулать. Ҫын калаҫасшӑн мар пулсан, унпа малалла калаҫма ан тӑрӑшӑр.
4. Тӳсӗмлӗ пулӑр. Библи ҫинчен тӳрех калаҫма пуҫламалла тесе ан шутлӑр. Ҫавӑн пек калаҫу хӑйне хӑех пуҫлантӑр тесе майлӑ вӑхӑта кӗтӗр. Хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пек май ҫынпа тепӗр хут калаҫнӑ чухне уҫӑлать.
5. Ҫынна мӗн кирлине шута илӗр. Ҫын эпир кӗтмен япала ҫинчен калаҫма пуҫлама пултарать. Ҫавӑнпа та эсир, мӗн ҫинчен калаҫмаллине малтанах шутласа хунӑ пулсан та, ҫав ҫынна интереслентерекен Библири шухӑша каласа пама хатӗр пулӑр.
ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР
Еккл. 3:1, 7; 1 Кор. 9:22; 2 Кор. 2:17; Кол. 4:6