Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ ХЫҪСӐМАХ

Малалла калаҫмалла-ши?

Малалла калаҫмалла-ши?

Ҫын пирӗнпе пӗр-пӗр япала пирки килӗшсех каймасть пулсан е вӑл пире мӗн те пулин ӑнлантарса пама ыйтать пулсан, эпир, паллах ӗнтӗ, унпа малалла калаҫӑпӑр. Тен, вӑл «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан чӑнлӑха йышӑнма» хатӗр ҫын (Ап. ӗҫ. 13:48).

Анчах та ҫын тарӑхса тӑрать пулсан, пирӗнпе тавлашасшӑн пулсан е пирӗнпе калаҫасшӑн мар пулсан, вара пирӗн мӗн тумалла? Калаҫӑва лӑпкӑн та ыррӑн вӗҫлемелле (Ытар. 17:14). Хӑвӑра хисеплӗн те ыррӑн тытма тӑрӑшӑр, вара ҫавна пула, тен, ҫын тепрехинче пирӗнпе калаҫас тейӗ (1 Пётр 2:12).