2-мӗш пайӗ. Вӗреннине аса илни
Ҫак ыйтусене хӑвӑра вӗрентекенпе сӳтсе явӑр:
Турӑ суя тӗнсемпе мӗн тӑвӗ?
(13-мӗш урока пӑхӑр.)
Тухни 20:4—6 вулӑр.
Иегова хӑйне ҫынсем пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхсемпе тата турӑшсемпе усӑ курни ҫине мӗнле пӑхать?
(14-мӗш урока пӑхӑр.)
Кам вӑл Иисус Христос?
(15-мӗш урока пӑхӑр.)
Сире пуринчен ытла Иисусӑн хӑш лайӑх енӗсем килӗшеҫҫӗ?
(17-мӗш урока пӑхӑр.)
Иоанн 13:34, 35 тата Апостолсен ӗҫӗсем 5:42 вулӑр.
Хальхи вӑхӑтра камсем пирки чӑн христиансем теме пулать? Вӗсем чӑн христиансем пулнине сире мӗн ӗнентерет?
(18-мӗш тата 19-мӗш уроксене пӑхӑр.)
Христиансен пухӑвӗнче кам чи асли тата вӑл пухӑва мӗнле ертсе пырать?
(20-мӗш урока пӑхӑр.)
Матфей 24:14 вулӑр.
Ҫак пророкла калани хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланса пырать?
Библири ырӑ хыпара эсир кама та пулин каласа патӑр-и?
(21-мӗш тата 22-мӗш уроксене пӑхӑр.)
Шыва кӗресси пирки эсир пурнӑҫа кӗртмелли тӗллев тесе шутлатӑр-и? Мӗншӗн?
(23-мӗш урока пӑхӑр.)
Эсир хӑвӑра Шуйттанран тата демонсенчен мӗнле хӳтӗлеме пултаратӑр?
(24-мӗш урока пӑхӑр.)
Мӗншӗн Турӑ ҫынсене тунӑ?
(25-мӗш урока пӑхӑр.)
Мӗншӗн ҫынсем асапланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ?
(26-мӗш урока пӑхӑр.)
Иоанн 3:16 вулӑр.
Иегова пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе мӗн тунӑ?
(27-мӗш урока пӑхӑр.)
Екклесиаст 9:5 вулӑр.
Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
Вилнисен мӗнле шанчӑк пур?
(29-мӗш тата 30-мӗш уроксене пӑхӑр.)
Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ — чи лайӑх правительство?
(31-мӗш тата 33-мӗш уроксене пӑхӑр.)
Турӑ Патшалӑхӗ халӗ ертсе пынине эсир ӗненетӗр-и? Мӗншӗн? Хӑҫан вӑл ертсе пыма пуҫланӑ?
(32-мӗш урока пӑхӑр.)