Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ УРОК

Иисус ҫӗр ҫинче мӗн туса пурӑннӑ?

Иисус ҫӗр ҫинче мӗн туса пурӑннӑ?

Ҫынсенчен нумайӑшӗ Иисуса тин кӑна ҫуралнӑ ача пек, ӑслӑ пророк пек е асапланса вилекен ҫын пек ҫеҫ пӗлеҫҫӗ. Анчах та эпир ун ҫинчен тата мӗн пӗлме пултаратпӑр? Ҫӗр ҫинче вӑл мӗн туса пурӑннӑ? Ҫак урокран эсир Иисусшӑн мӗн чи кирлӗ пулнине тата ҫакна пӗлни сире мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлетӗр.

1. Иисусшӑн мӗнле ӗҫ чи кирлӗ ӗҫ пулнӑ?

Иисус ҫак ыйту ҫине акӑ мӗнле хуравланӑ: «Манӑн... Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле». (Лука 4:43 вулӑр.) Вӑл Турӑ этемлӗхӗн пур йывӑрлӑхне те татса паракан Патшалӑх, е правительство, йӗркелесе ярасси ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренӗ a. Иисус ҫак хавхалантаракан хыпара ҫынсене каласа парас тесе виҫӗ ҫул ҫурӑ хушши вӑйне те, вӑхӑтне те шеллемен (Матфей 9:35).

2. Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле тӗллевпе тунӑ?

Библире Турӑ Иисус урлӑ «хӑватсем, кӗтретсем, паллӑсем» нумай кӑтартнӑ тенӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 2:22). Туррӑн вӑйӗпе усӑ курса Иисус вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла лӑплантарма, пин-пин ҫынна тӑрантарма, чирлисене сыватма тата вилнисене те чӗртсе тӑратма пултарнӑ (Матфей 8:23—27; 14:15—21; Марк 6:56; Лука 7:11—17). Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ӑна Турӑ янине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иеговӑн пирӗн пур йывӑрлӑха та татса пама вӑй пуррине кӑтартса параҫҫӗ.

3. Иисус мӗнле пурӑннинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

Иисус Иеговӑна кирек хӑҫан та итленӗ. (Иоанн 8:29 вулӑр.) Нумайӑшӗ хирӗҫ тӑнине тата хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, вӑл яланах Ашшӗ мӗн тума ыйтнине тунӑ. Вӑл ҫынсем питӗ йывӑр лару-тӑрура та Турра итлесе пурӑнма пултарнине ҫирӗплетсе панӑ. Ҫапла Иисус «пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ» (1 Петр 2:21).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иисус ырӑ хыпара мӗнле сарса ҫӳрени тата тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле туни ҫинчен пӗлӗр.

4. Иисус ырӑ хыпара сарса ҫӳренӗ

Май ҫитнӗ таран нумайрах ҫын ырӑ хыпара илтме пултартӑр тесе Иисус тусанлӑ ҫулсем тӑрӑх ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм утса тухнӑ. Лука 8:1 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иисус ырӑ хыпара хӑйне итлеме килнӗ ҫынсене кӑна пӗлтернӗ-и?

  • Иисус ҫынсене ырӑ хыпар каласа парас тесе мӗн чухлӗ вӑй хунӑ?

Мессия ҫынсене ырӑ хыпара пӗлтересси ҫинчен Турӑ малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Исаия 61:1, 2 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫак пророкла каланине Иисус мӗнле пурнӑҫланӑ?

  • Сирӗн шутпа, хальхи вӑхӑтра ҫынсене ҫак ырӑ хыпар кирлӗ-и?

5. Иисус кирлӗ чӑнлӑхсене вӗрентнӗ

Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренисӗр пуҫне, Иисус ҫынсене пурнӑҫра усӑ паракан принципсене те вӗрентнӗ. Вӑл Ту ҫинче каланӑ проповедьри хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар. Матфей 6:14, 34 тата 7:12 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иисус ҫак сӑвӑ йӗркисенче мӗнле усӑллӑ канашсем панӑ?

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак канашсем паянхи кун та усӑллӑ-и?

6. Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ

Иегова Иисуса тӗлӗнмелле ӗҫсем тума вӑй панӑ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Марк 5:25—34 вулӑр е ВИДЕО пӑхӑр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Чирлӗ хӗрарӑм мӗне хытӑ ӗненнӗ?

  • Ҫакӑнта сире уйрӑмах мӗн килӗшрӗ?

Иоанн 5:36 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем мӗн ҫирӗплетсе параҫҫӗ?

Эсир пӗлетӗр-и?

Библире Иисус ҫинчен ытларах тӑватӑ кӗнекере каласа панӑ. Ҫав кӗнекесене Евангелисем теҫҫӗ. Вӗсене Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫырнӑ. Евангелисене ҫыракансенчен кашнийӗ Иисуса тӗрлӗ енчен уҫса панӑ. Эпир ҫав тӑватӑ кӗнекене пурне те вуласан, Иисусӑн чуна пырса тивекен пурнӑҫӗ ҫинчен пӗлӗпӗр.

  • МАТФЕЙ

    хӑйӗн Евангелине пӗрремӗш ҫырнӑ. Унта вӑл Иисусӑн вӗрентӗвӗсем ҫинчен, уйрӑмах вӑл Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗне вӗрентни пирки, каласа парать.

  • МАРК

    чи кӗске Евангели ҫырнӑ. Унта хӑвӑрт аталанса пыракан событисем нумай.

  • ЛУКА

    Иисус кӗлтӑвасси пирки мӗн калани ҫине тата Иисус хӑйне хӗрарӑмсемпе мӗнле тытни ҫине ытларах тимлеттерет.

  • ИОАНН

    Иисус мӗнлерех ҫын пулнине уҫса парать, ҫавӑн пекех Иисус хӑйӗн ҫывӑх тусӗсемпе тата ытти ҫынсемпе мӗн ҫинчен калаҫни пирки нумай каласа парать.

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Иисус лайӑх ҫын пулнӑ, анчах вӑл Мессия пулман».

  • Эсир вара мӗн шутлатӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иисус Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳренӗ тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ. Вӑл Иеговӑна кирек хӑҫан та итленӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Иисусшӑн мӗнле ӗҫ чи кирлӗ ӗҫ пулнӑ?

  • Иисус тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем мӗн ҫирӗплетсе панӑ?

  • Иисус мӗнле усӑллӑ принципсем ҫинчен вӗрентнӗ?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем чӑнах та тунӑ-и? Ҫакна эпир мӗншӗн шанма пултарнине пӑхса тухӑр.

«Чудеса Иисуса Христа. О чем они говорят?» («Сторожевая башня», 2004 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗ)

Иисус ҫынсене чун-чӗререн юратни пӗр арҫын ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен вулӑр.

«Я жил только для себя» («Сторожевая башня», 2014 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗ)

Ҫак таблицӑра Иисусӑн пурнӑҫӗнчи событисене хронологи йӗркипе ҫырса панӑ.

«Важные события земной жизни Иисуса» («Новый мир» ятлӑ куҫару, А7 Хыҫсӑмах)

a Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен 31—33 уроксенче тӗплӗнрех каласа панӑ.