Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

20-МӖШ УРОК

Иегова пухӑва Христос урлӑ мӗнле ертсе пырать?

Иегова пухӑва Христос урлӑ мӗнле ертсе пырать?

Иегова йӗркене юратать (1 Коринф 14:33, 40). Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн халӑхне йӗркелесе ертсе пырать. Иегова пухӑва Христос урлӑ мӗнле ертсе пырать? Пухура йӗрке пултӑр тесе пирӗнтен кашнийӗ мӗн тума пултарать?

1. Пухура кам чи асли?

«Христос — пухӑвӑн пуҫӗ» (Эфес 5:23, ҪТ). Иисус Христос тӳперен Иегова халӑхӗн ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе йӗркелесе тӑрать. Вӑл «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» — опытлӑ старейшинӑсенчен тӑракан пӗчӗк ушкӑна — суйласа лартнӑ. Ҫавӑн пекех ҫав чура пирки Ертсе пыракан совет теҫҫӗ. (Матфей 24:45—47 вулӑр.) Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансен ӗҫӗ-хӗлне Иерусалимри апостолсемпе старейшинӑсем йӗркелесе тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара Ертсе пыракан совет христиансен пухӑвӗсене пурне те мӗн тумаллине пӗлтерсе тӑрать (Апостолсен ӗҫӗсем 15:2). Анчах та ҫав арҫынсем пирӗн организацин ертӳҫисем мар. Вӗсем Иегова мӗн шутланине пӗлес тесе Библие тӗплӗн тӗпчеҫҫӗ тата Иисуса пӑхӑнса тӑраҫҫӗ.

2. Камсем вӗсем старейшинӑсем тата вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?

Старейшинӑсем вӗсем — нумай ҫул хушшинче хӑйсем шанчӑклӑ христиансем пулнине кӑтартнӑ арҫынсем. Вӗсем Иеговӑн халӑхне Библи тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ тата пухушӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫавна тунӑшӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ. Ун вырӑнне, старейшинӑсем хӑйсен ӗҫне пуяс тесе мар, хӑйсен ирӗкӗпе тата тӑрӑшса тӑваҫҫӗ (1 Петр 5:1, 2). Вӗсене вара пулӑшакан ӗҫченсем пулӑшаҫҫӗ. Ҫав пулӑшакан ӗҫченсем те вӑхӑт иртнӗҫемӗн старейшинӑсем пулса тӑма пултараҫҫӗ.

Ертсе пыракан совет хӑш-пӗр старейшинӑсене район старейшинисем пулма суйласа лартать. Вӗсем тӗрлӗ пухусене килсе ҫӳреҫҫӗ, вара унти тӑвансене хавхалантараҫҫӗ тата мӗн тумаллине каласа хӑвараҫҫӗ. Вӗсем арҫын тӑвансене старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем пулма суйласа лартаҫҫӗ. Вӗсем ҫавна тунӑ чухне ҫав арҫынсем Библире старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем пирки мӗн каланипе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине пӑхаҫҫӗ (1 Тимофей 3:1—10, 12; Тит 1:5—9).

3. Кашни Иегова Свидетелӗн мӗнле яваплӑх пур?

Пухура «пурте Ҫӳлхуҫа ятне» мухтаҫҫӗ: вӗсем христиансен тӗлпулӑвӗсене хутшӑнаҫҫӗ тата ырӑ хыпара мӗн чухлӗ сарма пултараҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ сараҫҫӗ. (Псалом 148:12, 13 вулӑр.)

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иисус мӗнле ертӳҫӗ пулнине, старейшинӑсем унран тӗслӗх мӗнле илнине, эпир Иисуса тата старейшинӑсене мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлӗр.

4. Иисус — ырӑ ертӳҫӗ

Иисус пире тӗлӗнмелле япалана тума чӗнет. Матфей 11:28—30 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иисус мӗнле ертӳҫӗ тата вӑл хӑйне итлекенсем хӑйсене мӗнле туйччӑр тет?

Старейшинӑсем Иисусран тӗслӗх мӗнле илеҫҫӗ? ВИДЕО пӑхӑр.

Старейшинӑсен хӑйсен тивӗҫӗсене мӗнле туса тӑмалли пирки Библире уҫҫӑн каланӑ.

Исаия 32:2 тата 1 Петр 5:1—3 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Старейшинӑсем ҫынсемшӗн тӑрӑшас тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илни сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

  • Старейшинӑсем Иисусран тата хӑш енчен тӗслӗх илме пултараҫҫӗ?

5. Старейшинӑсем тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ

Иисус старейшинӑсенчен мӗн кӗтет? Вӗсен хӑйсен тивӗҫӗсем ҫине мӗнле пӑхмалла? ВИДЕО пӑхӑр.

Пухура яваплӑ тивӗҫсене туса тӑракансене Иисус тӗслӗх кӑтартать. Матфей 23:8—12 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Старейшинӑсен хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен Библире мӗн каланипе тӗн пуҫлӑхӗсем хӑйсене мӗнле тытни хушшинчи уйрӑмлӑха эсир асӑрхарӑр-и? Ӑнлантарса парӑр.

  1. А. Старейшинӑсем хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен ҫемйисене те ҫавнах тума пулӑшаҫҫӗ

  2. Ӑ. Старейшинӑсем пухура пуриншӗн те тӑрӑшаҫҫӗ

  3. Б. Старейшинӑсем ырӑ хыпара тӑтӑшах сараҫҫӗ

  4. В. Старейшинӑсем пухура вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем пухура тирпей тытма тата ытти ӗҫсене тума пулӑшаҫҫӗ

6. Эпир старейшинӑсене пулӑшма пултаратпӑр

Библире мӗншӗн старейшинӑсене пулӑшма кирлине кӑтартакан витӗмлӗ сӑлтав илсе панӑ. Еврейсем 13:17 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Библире старейшинӑсене пирӗн итлемелле тата пӑхӑнса тӑмалла тенӗ? Ҫакӑн пирки эсир мӗн шутлатӑр?

Лука 16:10 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн старейшинӑсене пирӗншӗн пӗлтерӗшлех мар пек туйӑнакан ӗҫсенче те итлемелле?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Пӗчченех, ыттисемпе пӗрле пухӑнмасӑрах, Турра пуҫҫапма пулать».

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫын пухупа пӗрле Турра пуҫҫапни ӑна мӗнле усӑ пама пултарать?

ТӖП ШУХӐШ

Иисус — пухӑвӑн пуҫӗ. Эпир старейшинӑсене хаваспах пулӑшса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ тата Христосран тӗслӗх илеҫҫӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Пухура кам чи асли?

  • Старейшинӑсем пухӑва мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ?

  • Иеговӑн кашни ӗҫлекенӗн мӗнле яваплӑх пур?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ертсе пыракан совет тата ытти старейшинӑсем пухури кашни христианина хакланине пӗлӗр.

«Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ чухне тӑвансене ҫирӗплететпӗр» (4:22)

Район старейшинисем тӑвакан ӗҫ ҫинчен нумайрах пӗлӗр.

«Район старейшинин кулленхи пурнӑҫӗ» (4:51)