Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

21-МӖШ УРОК

Ырӑ хыпара мӗнле сараҫҫӗ?

Ырӑ хыпара мӗнле сараҫҫӗ?

Кӗҫех Иегова хӑйӗн Патшалӑхӗпе усӑ курса этемлӗхӗн пӗтӗм йывӑрлӑхне татса парӗ. Ҫакӑ питӗ лайӑх хыпар, ҫавӑнпа та ӑна пурин те илтмелле. Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене ҫак хыпара пурне те каласа пама хушнӑ! (Матфей 28:19, 20). Иегова Свидетелӗсем Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫе мӗнле тӑваҫҫӗ?

1. Хальхи вӑхӑтра Матфей 24:14-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланса пыраҫҫӗ?

Иисус малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтермешкӗн ҫак Евангелие [«Ырӑ Хыпара», ҪХ] пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухӗҫ» (Матфей 24:14). Иегова Свидетелӗсем ҫак кирлӗ ӗҫе хаваспах тӑваҫҫӗ. Эпир ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе 1 000 ытла чӗлхепе пӗлтерсе тӑратпӑр! Ҫакӑ питӗ пысӑк ӗҫ, ҫавӑнпа ӑна тума калама ҫук нумай вӑй хумалла тата ҫак ӗҫе лайӑх йӗркелесе тӑмалла. Иегова пулӑшмасӑр ӑна тума май ҫук.

2. Ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе эпир мӗн тӑватпӑр?

Эпир ӑҫта ҫынсем пур, ҫавӑнта ырӑ хыпара саратпӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех, эпир ырӑ хыпара килтен киле пӗлтерсе ҫӳретпӗр (Апостолсен ӗҫӗсем 5:42). Ҫакӑн пек туни пире кашни ҫул миллион-миллион ҫынна ырӑ хыпара каласа пама май парать. Ҫынсем яланах килте мар, ҫавӑнпа эпир ырӑ хыпара халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче саратпӑр. Эпир Иегова ҫинчен тата вӑл ҫынсем валли мӗн туса парасси ҫинчен ыттисене каласа парас тесе кашни майпа усӑ курма тӑрӑшатпӑр.

3. Камӑн ырӑ хыпара сармалла?

Чӑн христиансен пурин те ырӑ хыпара сармалла. Ҫак ӗҫе эпир питӗ кирлӗ ӗҫ тесе шутлатпӑр. Эпир ырӑ хыпара сарма пӗтӗм вӑя хуратпӑр, мӗншӗн тесен ҫав хыпар ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарнине пӗлетпӗр. (1 Тимофей 4:16 вулӑр.) Пире ҫак ӗҫе тунӑшӑн укҫа тӳлемеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Библире ҫапла каланӑ: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр» (Матфей 10:7, 8). Ҫынсенчен нумайӑшӗ пире итлемеҫҫӗ, анчах эпир пурпӗр ырӑ хыпара малалла саратпӑр, мӗншӗн тесен ҫапла тунипе Иеговӑна итленине кӑтартатпӑр тата ӑна савӑнтаратпӑр.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Ырӑ хыпара ҫынсем пӗтӗм тӗнчипе илтчӗр тесе Иегова Свидетелӗсем мӗн-мӗн тунине тата Иегова пире ҫав ӗҫе тума мӗнле пулӑшса тӑнине пӗлӗр.

4. Пур ҫын та ырӑ хыпара илтме пултартӑр тесе эпир пӗтӗм вӑя хуратпӑр

Иегова Свидетелӗсем пур вырӑнта та ҫынсене ырӑ хыпара пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпар сарас тесе тӑвакан ӗҫсенчен хӑшӗ сире уйрӑмах килӗшет?

Матфей 22:39 тата Рим 10:13—15 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ эпир ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартса парать?

  • Ырӑ хыпар саракансем ҫине Иегова мӗнле пӑхать? (15-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)

5. Эпир — Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем

Ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова йӗркелесе пынине нумай тӗслӗх кӑтартса парать. Сӑмахран, Ҫӗнӗ Зеландире пурӑнакан Пол ятлӑ Иегова Свидетелӗ ырӑ хыпара килтен киле сарнӑ чухне пӗр хӗрарӑма тӗл пулнӑ. Ҫав кун ирхине ҫав хӗрарӑм Турра кӗлтунӑ пулнӑ. Вӑл Турра ятран чӗннӗ, Иегова тесе чӗннӗ, тата хӑйӗн патне кам та пулин килсе Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑштӑр тесе ыйтнӑ. «Тепӗр виҫӗ сехетрен эпӗ унӑн алӑкӗ умне пырса тӑтӑм»,— каласа парать Пол.

1 Коринф 3:6, 9 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫавӑн пек тӗслӗхсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова йӗркелесе пынине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

Апостолсен ӗҫӗсем 1:8 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн пире ҫак ӗҫе туса пӗтерме Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ?

Эсир пӗлетӗр-и?

Эрне варринче иртекен тӗлпулусенче эпир ырӑ хыпар сарма вӗренетпӗр. Сирӗн ҫав тӗлпулура пулма май килчӗ-и? Унта мӗнле вӗрентни пирки эсир мӗн шутлатӑр?

6. Эпир Турӑ мӗн тума хушнине тӑватпӑр

Пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗр ҫынсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартма хӑтланнӑ. Ҫав вӑхӑтри христиансем ырӑ хыпар сарас правӑна законлӑ майпа хӳтӗленӗ (Филиппӑ 1:7). Хальхи вӑхӑтра та Иегова Свидетелӗсем ҫавнах тӑваҫҫӗ a.

Апостолсен ӗҫӗсем 5:27—42 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ҫынсем патне киле пыраҫҫӗ?»

  • Эсир ҫакӑн пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене пур халӑха та ырӑ хыпар пӗлтерме хушнӑ. Иегова хӑйӗн халӑхне ҫав ӗҫе тума пулӑшать.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗнле майпа ырӑ хыпар пӗтӗм тӗнчипе сарӑлать?

  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ эпир ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартса парать?

  • Сирӗн шутпа, ырӑ хыпар сарас ӗҫ савӑнӑҫ парать-и? Мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иегова Свидетелӗсем пысӑк хуласенче ырӑ хыпара мӗнле сарнине пӗлӗр.

«Специальная программа проповеди в общественных местах Парижа» (5:11)

Иегова Свидетелӗсем беженецсене мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

«Утоляем духовную жажду беженцев» (5:59)

Пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпе ырӑ хыпар сарса пурӑннӑ хӗрарӑм интервьюра мӗн каласа панине итлӗр.

«Я рада, что выбрала правильный путь» (6:29)

Иегова Свидетелӗсем судра выляса илнӗ ӗҫсем ҫинчен, ҫакӑ вара ырӑ хыпара сарма мӗнле пулӑшни ҫинчен вулӑр.

«Патшалӑх хыпарҫисем суда параҫҫӗ» («Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!», 13-мӗш сыпӑк)

a Иегова пире ырӑ хыпар сарма хушнӑ. Ҫавӑнпа пире ҫав ӗҫе тума ҫынсем ирӗк пани кирлӗ мар.