Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

27-МӖШ УРОК

Христосӑн вилӗмӗ пире мӗнле ҫӑлать?

Христосӑн вилӗмӗ пире мӗнле ҫӑлать?

Пӗрремӗш ҫынсем, Адампа Ева, Турра итлеменнине пула эпир ҫылӑха кӗретпӗр, асапланатпӑр тата вилетпӗр a. Анчах пирӗн шанчӑк пур. Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, пирӗншӗн вилме ҫӗр ҫине янӑ, ҫавна пула эпир ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлма пултаратпӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус хӑйӗн вилӗмӗпе пире ирӗке кӑларакан парне панӑ. Иисус пире тӳлесе илме панӑ парне вӑл — унӑн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫӗ. (Матфей 20:28 вулӑр.) Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ тата вӑл Иеговӑна яланах итлесе пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарнӑ. Анчах вӑл хӑй ирӗкӗпе пирӗншӗн вилнӗ, ҫавна пула эпир Адампа Ева мӗн ҫухатнине каялла илме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Иисусӑн вилӗмӗ вӑл хӑй те, Иегова та пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартса параҫҫӗ. Ҫак урок пире Иисус пирӗншӗн мӗн тунине тата ытларах хаклама пулӑшӗ.

1. Христосӑн вилӗмӗ халӗ мӗнле усӑ пама пултарать?

Эпир пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа та эпир тӑвакан ӗҫсенчен нумайӑшӗ Иеговӑна хурлантараҫҫӗ. Анчах та эпир хамӑр тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнетпӗр пулсан тата Иисус Христос ячӗпе Иеговӑран каҫару ыйтатпӑр пулсан, эпир малашне те Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулма пултаратпӑр (1 Иоанн 2:1). Библире ҫапла каланӑ: «Пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Христос та пирӗн ҫылӑхсемшӗн асап курнӑ. Вӑл, Тӳрӗскер, тӳрӗ мар пурӑнакансемшӗн пӗрре вилнӗ» (1 Петр 3:18, ҪХ).

2. Иисусӑн вилӗмӗ пире пуласлӑхра мӗнле пулӑшӗ?

Иисус ҫынсемшӗн хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне патӑр тесе Иегова ӑна ҫӗр ҫине янӑ. Ҫапла Иегова Иисуса «ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16). Иисус ҫавна тунине пула Иегова кӗҫех Адам ҫӗкленӗ пӑлхав ҫынсене мӗнле сиен кӳнине пурне те пӗтерӗ. Эппин, эпир Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене панине ӗненетпӗр пулсан, пирӗн ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пулать (Исаия 65:21—23).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иисус мӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панине тата ҫакӑ сире мӗнле усӑ панине нумайрах пӗлӗр.

3. Иисусӑн вилӗмӗ пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарать

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Адам Турра хирӗҫ кайнипе мӗнле мая ҫухатнӑ?

Рим 5:12 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Адамӑн ҫылӑхӗ сирӗн пурнӑҫ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

Иоанн 3:16 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ?

  1. А. Адам, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, Турра итлемен. Ҫавна пула ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ тата вилӗмлӗ пулса тӑнӑ

  2. Ӑ. Иисус, пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, Турра итлесе пурӑннӑ. Ҫавна пула ҫынсен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме май пур

4. Иисусӑн вилӗмӗ пур ҫынна та усӑ пама пултарать

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Пӗр ҫыннӑн вилӗмӗ мӗнле майпа пур ҫынна та ҫӑлма пултарать?

1 Тимофей 2:5, 6 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Адам пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ, анчах вӑл ҫылӑха кӗнӗрен пур ҫын та ҫылӑхлӑ тата вилӗмлӗ пулса тӑнӑ. Иисус та пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ. Мӗнле майпа Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене пани пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарать?

5. Иегова сире панӑ парне

Тӳлесе илме панӑ парне ҫине Иеговӑн тусӗсем хӑйсене панӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Акӑ пӗр тӗслӗх. Галати 2:20 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Тӳлесе илме панӑ парне ҫине Павел хӑйне панӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Ҫакӑ унӑн сӑмахӗсенче мӗнле курӑнса тӑрать?

Адам ҫылӑха кӗрсен, вӑл хӑй те, унран пулса кайнӑ пур ҫын та вилӗмлӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ. Сирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пултӑр тесе Иисус вилнӗ.

Ҫак сӑвӑ йӗркисене вуланӑ чухне Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ асапланнине курса мӗн туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Иоанн 19:1—7, 16—18 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иеговӑпа Иисус хӑвӑршӑн мӗн туни сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Пӗр ҫыннӑн вилӗмӗ пур ҫынна та мӗнле ҫӑлма пултарать?»

  • Эсир ҫакӑн пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иисус хӑйӗн пурнӑҫне панине пула Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарма пултарать тата эпир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн Иисус вилнӗ?

  • Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парнене пани мӗнле майпа пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарать?

  • Иисусӑн вилӗмӗ сире мӗнле усӑ парать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иисусӑн ҫын пулнӑ чухнехи пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫӗ пирки мӗншӗн тӳлесе илме панӑ парне тенине пӗлӗр.

«Мӗншӗн Иисус панӑ парне — „нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн“ панӑ парне?» (интернет-статья)

Ҫӑлӑнас тесен мӗн тумаллине пӗлӗр.

«Иисус ҫӑлать — мӗнле?» (интернет-статья)

Христос хӑйӗн пурнӑҫне пани пӗр арҫынна хӑйӗн характерне улӑштарма мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.

«Я больше не раб жестокости» (интернет-статья)

a Ҫылӑх вӑл — япӑх ӗҫ туни ҫеҫ мар. Ҫавӑн пекех ҫылӑх вӑл пирӗн япӑх ӗҫсем тӑвас кӑмӑл, йӑла пуррине те пӗлтерет, мӗншӗн тесен эпир пурте Адампа Евӑран пулса кайнӑ.