Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Конгреса килекенсем валли информаци

Конгреса килекенсем валли информаци

ДОБРОВОЛЕЦСЕН УЙРӐМӖ Эсир конгресс ирттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума пулӑшас тетӗр пулсан, информаци паракан тата доброволецсен уйрӑмӗсене пырса калӑр.

ЙӖРКЕ ПӐХСА ТӐРАКАНСЕМ Йӗрке пӑхса тӑракансен ӗҫӗ — сире пулӑшасси. Вӗсем сире, тӗслӗхрен, машинӑна ӑҫта лартмалли, кӗтмен ҫӗртен мӗн те пулин пулса иртсен мӗн тумалли пирки тата вырӑнсене мӗнле йышӑнмалли пирки калама пултараҫҫӗ. Тархасшӑн, вӗсем каланӑ пек тӑвӑр.

ЛАРМАЛЛИ ВЫРӐНСЕМ Тархасшӑн, ыттисем ҫинчен те шухӑшлӑр. Асра тытӑр: килтисем, сирӗнпе пӗрле машинӑпа килнисем, пӗрле пурӑнакансем е кампа Библи вӗренетӗр, ҫавсем валли кӑна вырӑнсем йышӑнма юрать. Тархасшӑн, юнашар вырӑнсем ҫине ним те хурса ан хӑварӑр.

МАЛТАНХИ ПУЛӐШУ Ҫакӑнта васкавлӑ пулӑшу кӑна панине, тархасшӑн, асра тытӑр.

ҪУХАТНӐ ТАТА ТУПНӐ ЯПАЛАСЕН ПӲЛӖМӖ Мӗн те пулин тупсан, ӑна ҫухатнӑ тата тупнӑ япаласен пӳлӗмне кайса хумалла. Мӗн те пулин ҫухатсан та ҫавӑнта кайса ыйтӑр. Ҫухалса кайнӑ ачасене те унта илсе пымалла. Ыттисене кансӗрлес мар тесе, тархасшӑн, хӑвӑр ачасене асӑрхасах тӑрӑр, вӗсем яланах сирӗн ҫумра пулччӑр.

ХАРПӐР ХӐЙ ИРӖКӖПЕ ПАНӐ УКҪА-ТЕНКӖ Конгреса ирттерме сахал мар укҫа кирлӗ. Лармалли вырӑнсем ҫителӗклӗ пулни, аудио-видео аппаратура тата тӗрлӗ йышши пулӑшу — ҫакӑ веҫех конгресра савӑнӑҫ илме тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшать. Эсир кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗ конгреса ирттермелли тӑкаксене саплаштарма пулӑшать, пӗтӗм тӗнчери ӗҫе туса тӑма та май парать. Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗ валли уйӑрнӑ ещӗксене меллӗ вырӑнсене лартса тухнӑ тата ҫырса палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне, эсир donate.pr418.com сайтпа усӑ курса хӑвӑр ирӗкпе укҫа пама пултаратӑр. Эсир кӑмӑлтан панӑ укҫа-тенкӗшӗн эпир питӗ пархатарлӑ. Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑма чунтан пулӑшнӑшӑн Ертсе пыракан совет сире тав тӑвать.

ШЫВА КӖНИ Шыва кӗрекенсем валли вырӑнсем, урӑхла каламан пулсан, сцена умӗнче пулӗҫ. Вӗсен ҫав вырӑнсене шыва кӗрекенсем валли хатӗрленӗ доклада итлес умӗн шӑматкун ирхине йышӑнмалла. Кашнин хӑйпе пӗрле шыва кӗмелли йӗркеллӗ тум тата алшӑлли илсе килмелле.

ЯТАРЛӐ ТӖЛПУЛУ

Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗ 23 ҫултан пуҫласа 65 ҫула ҫитнӗ пионерсем, сӑваплӑ ӗҫе нумайрах хутшӑнас теҫҫӗ пулсан, вырсарникун кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес текенсем валли ирттерекен тӗлпулӑва пыма пултараҫҫӗ. Ҫав тӗлпулу миҫере тата ӑҫта пуласси пирки маларах пӗлтерӗҫ.

Программӑна Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ хатӗрленӗ

© 2020 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania