Ытлашши пӑшӑрханас мар тесен мӗн тумалла?
Пӗр-пӗр япала пирки ытлашши пӑшӑрханни сывлӑх ҫине те, эмоцисем ҫине те япӑх витӗм кӳме пултарать. Ытлашши пӑшӑрханса ҫӳрени хамӑра кулянтарнӑ йывӑрлӑхран та пысӑкрах йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать.
Сахалрах пӑшӑрханма мӗн пулӑшать?
Япӑх хыпарсем ҫинчен сахалрах вулӑр. Пӗр-пӗр инкек сиксе тухсан, сирӗн ун ҫинчен пур вак-тӗвеке те пӗлме тӑрӑшмалла мар. Япӑх информаци нумай пулни сире тата хытӑрах хӑратса-пӑшӑрхантарса ярӗ ҫеҫ.
Библири принцип: «Пусӑрӑнчӑк кӑмӑл шӑмшака типӗтет» (Ытарӑшсем 17:22).
«Аптратса ӳкерекен хыпарсене пӗрмаях пӑхни йӑлана кӗме пултарать, анчах та ҫакӑ япӑх йӑла. Эпӗ хыпарсене сахалрах пӑхма пуҫларӑм, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сахалрах пӑшӑрханатӑп» (Джон).
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: хыпарсене сирӗн ҫавӑн чухлех пӑхмалла-ши?
Ӗҫсене йӗркипе туса тӑрӑр. Пӗр вӑхӑтра вӑранма, апат ҫиме, килти ӗҫсене тума тата ҫывӑрма выртма тӑрӑшӑр. Эсир ӗҫсене пӗр вӑхӑтра туса тӑратӑр пулсан, пурнӑҫ хӑйӗн йӗркипе пынине туятӑр тата сахалрах пӑшӑрханатӑр.
Библири принцип: «Тӑрӑшуллӑ ҫынсем ӗҫсене мӗнле тумаллине маларах шутласа хунине пула ӑнӑҫлӑ пулаҫҫӗ» (Ытарӑшсем 21:5, ҪТ).
«COVID-19 пандеми пуҫлансан, эпӗ кулленхи ӗҫсене вӑхӑтра тума пӑрахрӑм, ытларах сериалсемпе фильмсем пӑхма пуҫларӑм. Анчах кайран питӗ нумай вӑхӑт ахаль иртнине ӑнланса илтӗм. Вара эпӗ кашни кун хамӑн ӗҫсен графикне тума пуҫларӑм» (Джозеф).
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: сирӗн кун вӗҫӗнче хӑвӑра лайӑх туйма пулӑшакан график пур-и?
Лайӑххи ҫинчен шухӑшлӑр. Унччен ҫапла тунӑ пулсан капла пулӗччӗ тесе тата пуласлӑхра хампа тем япӑххи пулать тесе пӗрмаях шухӑшласа ҫӳресен тата хытӑрах пӑшӑрханма пуҫлатӑр. Ҫак япаласем ҫинчен шухӑшласа ҫӳрес вырӑнне пархатарлӑ пулма пулӑшакан ик-виҫ сӑлтав тупӑр.
Библири принцип: «Тав туса пурӑнӑр» (Колоссӑ 3:15).
«Библи вулани мана япӑх шухӑшсене сирсе ярса лайӑххи ҫинчен шухӑшлама пулӑшать. Питӗ ансат пек туйӑнма пултарать, анчах та ҫакӑ пулӑшать!» (Лиза).
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: эсир хӑвӑр пурнӑҫра пулса иртекен лайӑх япаласем ҫинчен манса кайса япӑххи ҫинчен шухӑшласа ҫӳретӗр-и?
Ыттисем ҫинчен шухӑшлӑр. Хытӑ пӑшӑрханнӑ чухне ҫӑмӑллӑнах ыттисенчен ютшӑнас килӗ. Анчах та ҫакӑ пулӑшмасть. Ун вырӑнне кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшлӑр.
Библири принцип: «Хӑвӑршӑн кӑна мар, ыттисемшӗн те тӑрӑшӑр» (Филиппӑ 2:4).
«Мана ыттисемшӗн мӗн те пулин тума килӗшет. Ыттисене савӑнтарма тӑрӑшнӑ чухне хамӑн пӑшӑрханусем ҫинчен сахалрах шутлатӑп. Тӗрӗссипе каласан, ыттисене пулӑшнӑ чухне манӑн пӑшӑрханма вӑхӑт та юлмасть» (Мария).
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: хӑвӑр паллакан ҫынсенчен уйрӑмах кама пулӑшу кирлӗ тата эсир вӗсем валли мӗн тума пултаратӑр?
Хӑвӑрӑн сывлӑхшӑн тӑрӑшӑр. Физкультура тума тата канма ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрӑр. Усӑллӑ апат ҫиме тӑрӑшӑр. Ҫаксене туса тӑрсан сирӗн кӑмӑл-туйӑм лайӑхланӗ, пӑшӑрханусем те пӗтӗҫ.
Библири принцип: «Ӳт-пӗве тӗреклетме хӑнӑхтарусем туни... усӑ парать» (1 Тимофей 4:8).
«Халӗ эпир ывӑлпа физкультура тума унчченхи пек урама час-часах тухма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа эпир хусканусене килте тума тӑрӑшатпӑр. Физкультура туни пирӗн кӑмӑла ҫӗклет тата пӗр-пӗринпе тӳсӗмлӗ те ырӑ пулма та пулӑшать» (Кэтрин).
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: сывлӑха ҫирӗплетес тесе сирӗн усӑллӑ апат ытларах ҫимелле мар-и тата физкультура ытларах тумалла-мар-и?
Нумай ҫынна сахалрах пӑшӑрханма ҫак канашсемсӗр пуҫне Библире мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсем ҫинчен пӗлни те пулӑшать. Ҫав сӑмах панисем ҫинчен ытларах пӗлес тесе «Что принесёт правление Царства Бога?» статьяна пӑхӑр.