22-мӗш юрӑ
Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм
(22-мӗш Псалом)
1. Иегова — манӑн Кӗтӳҫӗм!
Мӗнрен вара ман хӑрас?
Сурӑхӗсене лайӑх пӑхать,
Пӗрне те манмасть нихҫан.
Вӑл шыв патне илсе ҫӳрет,
Чуна канӑҫлӑх парать.
Мана вӑл тӳрӗлӗх ҫулӗпе
Ертсе, вӗрентсе пырать.
Мана вӑл тӳрӗлӗх ҫулӗпе
Ертсе, вӗрентсе пырать.
2. Мӗлке ӳкекен айлӑмпа
Кайсассӑн та хӑрамӑп.
Манӑн Кӗтӳҫӗм манпа ялан,
Усрать канлӗ Ун туйи.
Манӑн пуҫӑма ҫу сӗртӗн,
Куркам манӑн туп-тулли.
Нумай кун пулӑп ун ҫуртӗнче,
Ун ырлӑхӗ манпала.
Нумай кун пулӑп ун ҫуртӗнче,
Ун ырлӑхӗ манпала.
3. Кӗтӳҫӗм ман ӑслӑ, ырӑ.
Ӑна мухтаса юрлӑп.
Вӑл юратса тӑрӑшни ҫинчен
Васкатӑп эп калама.
Ун Сӑмахне ҫирӗп тытса
Пыратӑп ун ҫулӗпе.
Уншӑн ӗҫлессине, чӑн мул пек,
Хаклатӑп чун-чӗререн.
Уншӑн ӗҫлессине, чӑн мул пек,
Хаклатӑп чун-чӗререн.
(Ҫаксене те пӑх: Пс. 27:9; 79:2.)