20-мӗш юрӑ
Пирӗн тӗлпулусене пилле
1. Эй Иегова, кӗл тӑватпӑр:
Тӗлпулӑва пиллесем.
Пухусемшӗн тав тӑватпӑр,
Хӑвӑн сывлӑшна парсам.
2. Эс пире тасат Иегова,
Шӑварсам Сӑмахупа.
Юрату чӗре ӑшне хур,
Мухтама вӗрент сана.
3. Пӗрлӗх, мир парсам, Аттемӗр,
Тӗлпулусене пилле.
Хамӑр пурнӑҫпа мухтасшӑн
Санӑн чи аслӑ влаҫна.
(Ҫаксене те пӑх: Пс. 21:23; 33:4; Ис. 50:4.)