35-мӗш юрӑ
Турра тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн пархатарлӑ
1. Эй, Туррӑм, сан хӑват чикесӗр,
Тӗрӗслӗхӗн эс никӗсӗ.
Ҫӗрпе усал хуҫаланать,
Ҫакӑ сана хурлантарать.
Ямӑн эс вӑраха — пӗлетпӗр,
Йӗркесӗрлӗхе тӗп тӑвӑн кӗҫ.
Шанчӑк пирӗн санра кӑна,
Тӳсӗмлӗхшӗн пысӑк тав сана.
2. Саншӑн пин ҫул пӗр кун пек анчах,
Кӑтартатӑн эс тӳсӗмлӗх.
Ҫылӑх тума ҫын пӑрахсан,
Эсӗ питӗ савӑнатӑн.
Санӑн куну килет ҫывхарса —
Вӑхӑтра ҫитӗ, юлмӗ кая.
Шанчӑкпа кӗтетпӗр ӑна,
Тав туса мухтатпӑр сан ятна.
(Ҫаксене те пӑх: Лука 15:7; 2 Пет. 3:8, 9.)